«Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр»
1. 2015 ҫулхи октябрӗн 19-мӗшӗнче пуҫланакан эрнерен пуҫласа пухура Библи вӗреннӗ чухне эпир мӗн вӗренӗпӗр?
1 2015 ҫулхи октябрӗн 19-мӗшӗнче пуҫланакан эрнерен пуҫласа эпир пухура Библи вӗреннӗ чухне «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» кӗнеке вӗренӗпӗр. Унта Библире асӑннӑ 14 ҫын ҫинчен — Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен — каласа панӑ. Ҫак кӗнеке пире вӗсене куҫ умне кӑларса тӑратма тата Иеговӑшӑн ӗҫленӗ май вӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине курма пулӑшать. Ҫавӑн пекех ҫак кӗнекерен эпир нумай усӑллӑ япалана вӗренетпӗр (Евр. 6:12).
2. «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» кӗнекен хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа парӑр.
2 Кӗнекен уйрӑмлӑхӗсем. Кӗнекере вӑхӑт шкали тата карттӑсем пур. Вӗсем пире Библире асӑннӑ ҫав е ку ҫын хӑҫан тата ӑҫта пурӑннине пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Кашни сыпӑкра «Шухӑшласа пӑхӑр» рамка пур, вӑл пире мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама пулӑшать тата мӗн пӗлнипе усӑ курма хавхалантарать. Хитре те тӗплӗн шухӑшласа тунӑ нумай ӳкерчӗк ҫырса панӑ событисене куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшать.
3. Ҫак кӗнекене вӗренни ытларах усӑ патӑр тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр?
3 Ытларах усӑ илес тесен мӗн тумалла. Кӗнеке пуҫламӑшӗнче Ертсе пыракан совет ҫырнӑ ҫыру пур, унта ҫапла каланӑ: «Событисене куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Библире асӑннӑ ҫынсем мӗн туйнине туйма, вӗсем курнине курма тӑрӑшӑр. Вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр-ши? Ҫавӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр». Паллах ӗнтӗ, куҫ умне кӑларса тӑратни вӑл хамӑрӑн шухӑшласа кӑлармаллине пӗлтермест. Ҫакӑ Турӑ Сӑмахӗнче ҫырса панӑ событисене хамӑрӑн куҫсемпе курнӑ пекех курма тата Туррӑн ӗҫлекенӗсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшмаллине пӗлтерет. Ҫакна тӑвас тесен вӑхӑт уйӑрмалла тата тарӑн шухӑшламалла (Неем. 8:8). Сӳтсе явнине сыпӑк варринчен пуҫламалла пулсан, тӗлпулӑва ирттерекенӗ пӗр минут е сахалрах вӑхӑт хушшинче иртнӗ эрнере мӗн пӑхса тухнине аса илтерӗ. Ҫав эрнере «Шухӑшласа пӑхӑр» рамкӑна пӑхса тухмалла мар пулсан, вӗҫӗнче мӗн вӗреннине аса илмешкӗн пӗр-икӗ ыйту пама пулать.
4. «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» кӗнекене вӗренни пирӗншӗн мӗншӗн усӑллӑ пулӗ?
4 Эпир пурӑнакан тӗнче пирӗн ӗненӗве кашни кун тӗрлӗ майпа аркатма е хавшатма хӑтланать. Ӗненӗве тӗреклетме пулӑшас тесе Иегова пире ҫак кӗнекене, ҫавӑн пекех ҫак кӗнекене кӑларма усӑ курнӑ статьясен ярӑмне парнеленӗ (Иак. 1:17). Ҫак парне пире пысӑк усӑ патӑр тесе айтӑр пухӑва пӗр сиктермесӗр ҫӳрер тата кӗнекене сӳтсе явнӑ чухне комментарисем хастарлӑн пама тӑрӑшар!