6-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Эсир Иегова яланах тӗрӗс тунине ӗненетӗр-и?
«Вӑл — тӗрек; Унӑн ӗҫӗсем — чӑн-чӑнни, Унӑн пӗтӗм ҫулӗ тӳрӗ; Туррӑмӑр шанчӑклӑ, ҫук Унӑн тӗрӗс марри; Вӑл — тӗрӗслӗх те чӑнлӑх» (САК. АСТ. 32:4).
3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх
ҪАК СТАТЬЯРАa
1, 2. а) Мӗншӗн ҫынсем нумайӑшӗ влаҫра ларакансене шанма пӑрахнӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
ПИРӖН вӑхӑтра нумайӑшӗ влаҫра ларакансене шанмаҫҫӗ. Вӗсем правительствӑпа законсем пуян та пысӑк ҫынсене хӳтӗленине, чухӑннисене вара пулӑшманнине кураҫҫӗ. Библире тӗрӗс каланӑ: «Пӗр ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче тытса тӑрать» (Еккл. 8:9). Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем йӗркесӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ, ҫавна пула хӑшӗ-пӗрисем Турра шанма пӑрахнӑ. Ҫавӑнпа та ҫын Библи вӗренме килӗшсен те, ӑна Иеговӑна тата яваплӑ арҫын тӑвансене шанма йывӑр пулма пултарать. Паллах, Библи вӗренекенсен кӑна мар, пирӗн пурин те Иеговӑна тата унӑн организацине шанма вӗренмелле.
2 Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑракансен те вӑл яланах тӗрӗс тунине ӗненме пӑрахмалла мар. Мӗншӗн тесен хӑш-пӗр лару-тӑрусенче Иеговӑна шанма йывӑр пулма пултарать. Ку статьяра эпир ҫакна сӳтсе явӑпӑр: Библи вуланӑ чухне, Иеговӑн организацийӗ хушусем панӑ чухне тата хӑрушла асап вӑхӑтӗнче те, ун хыҫҫӑн та пирӗн ӗненӳ мӗнле тӗрӗсленме пултарать?
БИБЛИ ВУЛАНӐ ЧУХНЕ ИЕГОВӐНА ШАНӐР
3. Библи вуланӑ чухне эпир Иеговӑна шаннипе шанманни мӗнле тӗрӗсленме пултарать?
3 Библи вуланӑ чухне эпир мӗншӗн Иегова апла е капла тунине ӑнланмасан ту пултаратпӑр. Сӑмахран, Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ шӑматкун вутӑ пуҫтарса ҫӳрекен израильтянина вӗлерме хушнӑ пулнӑ. Давида вара, вӑл аскӑн ӗҫ тунӑ пулин те тата ҫынна вӗлернӗ пулин те, хӗрхеннӗ (Йыша шутл. 15:32, 35; 2 Патш. 12:9, 13). Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: «Мӗншӗн Иегова йывӑр ҫылӑхсем тунӑ Давида каҫарнӑ, тепӗр ҫын пирки вара, унӑн ҫылӑхӗ пысӑках мар пек туйӑнать пулин те, вилӗм приговорне йышӑннӑ?» Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесе айтӑр Библи вуланӑ чухне мӗнле виҫӗ япалана асра тытмаллине пӑхса тухар.
4. Пултарни 18:20, 21 тата Саккуна астутарни 10:17 сӑвӑ йӗркисем Иегова яланах тӗрӗс тунине хытӑрах ӗненме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
4 Библире хӑш-пӗр чухне пур вак-тӗвеке те ҫырман. Сӑмахран, эпир Давид хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн чун-чӗререн ӳкӗннине пӗлетпӗр (Пс. 50:4—6). Шӑматкун вутӑ пуҫтарса ҫӳренӗ ҫын пирки вара мӗн калама пулать? Вӑл хӑй мӗн тунишӗн ӳкӗннӗ-ши? Вӑл Иеговӑн саккунӗсене унччен пӑсни пулман-ши? Тен, ӑна пӗрре анчах мар асӑрхаттарнӑ, вӑл вара хӑйне мӗн каланине хӑлхана чикмен. Библире ҫавӑн пирки нимӗн те ҫырман пулин те, эпир ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр: Иеговӑн «тӗрӗс марри» ҫук (Сак. аст. 32:4). Турӑ йышӑнусем тунӑ чухне пур факта та шута илет. Пирӗн ҫине вара ыттисем мӗн калани, ҫынна камне кура уйӑрасси тата ытти те витӗм кӳме пултарать. (Пултарни 18:20, 21; Саккуна астутарни 10:17 вуласа парӑр.) Иеговӑпа унӑн нормисем ҫинчен ытларах пӗлсе пынӑҫемӗн эпир вӑл тунӑ йышӑнусем тӗрӗс пулнине хытӑрах ӗненетпӗр. Библи вуланӑ чухне пирӗн мӗн те пулин ӑнланманни пулатех. Хамӑр пур ыйту ҫине те хуравне тупмасан та эпир Турӑ ҫинчен ҫителӗклӗ пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та вӑл «Хӑйӗн пур ҫулӗ ҫинче те тӳрӗ» пулни пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Пс. 144:17).
5. Хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пула эпир тӗрӗслӗх ҫине мӗнле пӑхма пултаратпӑр? («Хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пула эпир тӗрӗслӗх ҫине хӑш-пӗр чухне Иегова пӑхнӑ пек пӑхмастпӑр» рамкӑна та пӑхӑр.)
5 Хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пула эпир тӗрӗслӗх ҫине хӑш-пӗр чухне Иегова пӑхнӑ пек пӑхмастпӑр. Турӑ пире хӑй евӗрлӗ тунӑ, ҫавӑнпа та тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан эпир тарӑхса кайма пултаратпӑр (Пулт. 1:26). Пур вак-тӗвеке те шута илнӗ пек туйӑннӑ чухне те эпир хамӑр ҫитменлӗхсене пула хӑш-пӗр чухне тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳсем тӑватпӑр. Тӗслӗхрен, Иегова Ниневи ҫыннисене хӗрхенсен Иона мӗн тери кӑмӑлсӑр пулнине аса илӗр-ха (Иона 3:10—4:1). Ҫак истори мӗнпе вӗҫленнӗ? 120 пин ытла ӳкӗннӗ Ниневи ҫынни чӗрӗ тӑрса юлнӑ. Апла пулсан, Иегова мар, Иона ҫав ҫынсем ҫине тӗрӗс мар пӑхнӑ.
6. Иегова хӑй мӗншӗн апла е капла тунине мӗнле сӑлтава пула ӑнлантарса памасан та пултарать?
6 Иегова хӑй мӗншӗн апла е капла тунине ӑнлантарса памасан та пултарать. Ӗлӗк-авал Турӑ пӗр-пӗр йышӑну тусан унӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӑл вара вӗсене хӑйсем мӗн туйни ҫинчен калама чарман (Пулт. 18:25; Иона 4:2, 3). Хӑш-пӗр чухне вӑл хӑй мӗншӗн апла е капла тунине вӗсене ӑнлантарса та панӑ (Иона 4:10, 11). Апла пулин те, вӑл ҫакна тумасан та пултарнӑ. Вӑл Ҫут тӗнчене тунӑ Турӑ вӗт, ҫавӑнпа та мӗн те пулин тӑвиччен е тунӑ хыҫҫӑн ӑна ҫын ырлани кирлӗ мар (Ис. 40:13, 14; 55:9).
ХӐВӐРА ХУШУСЕМ ПАРСАН ИЕГОВӐНА ШАНӐР
7. Пире мӗн тума йывӑр пулма пултарать тата мӗншӗн?
7 Иегова яланах тӗрӗс туни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Анчах та вӑл суйласа лартнӑ арҫын тӑвансене шанма йывӑр пулма пултарать. Тен, пухури яваплӑ арҫын тӑвансем пирки эпир ҫапла шутлатпӑр: «Вӗсем чӑнах та Иегова хушнӑ пек тӑваҫҫӗ-и е хӑйсем пӗлнӗ пек тӑваҫҫӗ?» Ҫакӑн пек иккӗленӳсем авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсен те пулнӑ. Айтӑр 3-мӗш абзацра мӗн ҫырнине аса илер. Шӑматкун пирки панӑ саккуна пӑснӑ ҫыннӑн тӑванӗсем ҫакӑн пек шутлама пултарнӑ: «Вилӗм приговорне пӗлтерес умӗн Моисей Иеговӑпа чӑнах та канашланӑ-ши?» Урия тусӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вара Давид наказанирен хӑтӑлас тесе хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курнӑ тесе калама пултарнӑ. Айтӑр ҫакна асра тытар: Иегова хӑйӗн организацинче тата пухура кама власть панӑ, ҫавсене шанать. Апла пулсан, ҫав арҫын тӑвансене шанманни Иеговӑна шанманни пулать.
8. Апостолсен ӗҫӗсем 16:4, 5 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, хушусем парас тӗлӗшрен пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнче мӗнле йӗрке пулнӑ тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренетпӗр?
8 Паян Иегова хӑйӗн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне «шанчӑклӑ та ӑслӑ» чура урлӑ ертсе пырать (Матф. 24:45). Пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совет пекех ҫак «чура» Туррӑн пӗтӗм халӑхӗшӗн тӑрӑшать тата старейшинӑсене хушусем парать. (Апостолсен ӗҫӗсем 16:4, 5 вуласа парӑр.) Лешӗсем вара хушусене пухура пурнӑҫлаҫҫӗ. Организаципе старейшинӑсем пире мӗн каланине тусан вара эпир Иеговӑна шаннине кӑтартатпӑр.
9. Мӗнле лару-тӑрура старейшинӑсем мӗн каланине тума йывӑр пулма пултарать тата мӗншӗн?
9 Хӑш-пӗр чухне старейшинӑсем мӗн каланине тума ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Сӑмахран, юлашки ҫулсенче пухусене нумайӑшне пӗрлештернӗ, вара хӑш-пӗр пухусене урӑх района куҫарнӑ. Хӑш-пӗр чухне тата хыпарҫӑсене урӑх пухӑва куҫма ыйтнӑ. Ҫавна пула Патшалӑх залӗсемпе туллин усӑ курма пуҫланӑ. Пире те урӑх пухӑва куҫса кайма ыйтрӗҫ пулсан, тен, пире хамӑр туссемпе тӑван-хурӑнташсенчен уйрӑлма йывӑр пулать. Паллах, старейшинӑсене хыпарҫӑсене кама ӑҫта ямаллине пӗлӗтрен никам та каламасть. Ҫавӑнпа та пире вӗсене итлеме йывӑр пулма пултарать. Анчах та Иегова вӗсене шанать пулсан, пирӗн те шанмаллаb.
10. Еврейсем 13:17-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн старейшинӑсене итлемелле?
10 Старейшинӑсем панӑ хушусем пирӗн кӑмӑла каймаҫҫӗ пулсан та мӗншӗн пирӗн вӗсене пурнӑҫламаллах? Мӗншӗн тесен ҫакӑ Турӑ халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе упрама пулӑшать (Эф. 4:2, 3). Старейшинӑсен совечӗ тунӑ йышӑнусене тӑвансем пурте хӑйсене кӗҫӗне хурса йышӑнаҫҫӗ пулсан, пухура килӗшӳ пулӗ тата ҫакӑ пурне те савӑнӑҫ кӳрӗ. (Еврейсем 13:17 вуласа парӑр.) Чи кирли вара — старейшинӑсене итлесе эпир Иеговӑна шаннине кӑтартатпӑр, мӗншӗн тесен пирӗншӗн тӑрӑшма старейшинӑсене Иегова хушнӑ (Ап. ӗҫ. 20:28).
11. Старейшинӑсем паракан хушусем пире усӑ парасса хытӑрах ӗненме мӗн пулӑшма пултарать?
11 Старейшинӑсен совечӗ панӑ хушусем пире усӑ парасса ӗненме мӗн пулӑшма пултарать? Ан иккӗленӗр: арҫын тӑвансем пуху пирки йышӑнусем тунӑ чухне яланах святой сывлӑш ыйтаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Библири принципсемпе Иеговӑн организацийӗ панӑ хушусене тимлӗн тӗпчеҫҫӗ. Старейшинӑсем Иеговӑна питӗ савӑнтарасшӑн тата унӑн халӑхӗшӗн май ҫитнӗ таран лайӑхрах тӑрӑшасшӑн. Ҫак шанчӑклӑ арҫынсем хӑйсен тивӗҫӗсене мӗнле туса тӑнишӗн Турӑ умӗнче явап тытасса пӗлеҫҫӗ (1 Петр 5:2, 3). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ҫынсене тӗрлӗ халӑхран тухни, тӗрлӗ тӗнсене тытса тӑни тата политикӑри лару-тӑру уйӑрса ярать. Иеговӑн халӑхӗ вара пӗртен-пӗр чӑн Турра пӗрлӗхре пуҫҫапать. Ҫакӑ Иегова пиллесе тӑнипе ҫеҫ пулма пултарать.
12. Ҫын ӳкӗннипе ӳкӗнменнине ӑнланас тесен старейшинӑсен мӗн сӳтсе явмалла?
12 Иегова старейшинӑсем ҫине питӗ пысӑк яваплӑх хунӑ — вӗсен пуху таса пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Христианин йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан старейшинӑсен вӑл пухура юлма пултарнипе пултарайманни пирки йышӑну тумалла. Старейшинӑсен ҫакна ӑнланма тӑрӑшмалла: ҫылӑх тунӑ тӑван чун-чӗререн ӳкӗнет-и? вӑл хӑй тунӑ ҫылӑха чӑнах та кураймасть-и? вӑл ҫав ҫылӑха урӑх тӑвас мар тесе ҫирӗп шут тытнӑ-и? тата ҫав ҫылӑха япӑх туссем витӗм кӳнине пула тунӑ пулсан, вӑл вӗсемпе хутшӑнма пӑрахма хатӗр-и? Старейшинӑсем Иеговӑна кӗлтӑваҫҫӗ, Библире мӗн каланине тата пур факта та сӳтсе яваҫҫӗ тата ҫав тӑван хӑйӗн ҫылӑхӗ ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма тӑрӑшаҫҫӗ. Кайран вара вӑл Турӑ халӑхӗ хушшинче юлассипе юлмасси пирки йышӑну тӑваҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне тӑвана пухуран кӑларса яма тиветех (1 Кор. 5:11—13).
13. Хамӑрӑн туса е тӑван-хурӑнташа пухуран кӑларса ярсан пирӗн пуҫра мӗнле шухӑшсем явӑнма пултараҫҫӗ?
13 Хӑҫан старейшинӑсене шанма йывӑр пулма пултарать? Пухуран кӑларса янӑ тӑванпа эпир ҫывӑх хутшӑнман пулсан, пире старейшинӑсем тунӑ йышӑнупа килӗшме йывӑр мар пуль. Пухуран пирӗн ҫывӑх туса е тӑван-хурӑнташа кӑларса ярсан вара пирӗн пуҫра ҫакӑн пек шухӑшсем явӑнма пултараҫҫӗ: «Старейшинӑсем пур факта та шута илнӗ-ши? Вӗсен вырӑнӗнче Иегова пулнӑ пулсан, вӑл та ҫавӑн пек йышӑну тунӑ пулӗччӗ-и?» Старейшинӑсем тунӑ йышӑнупа килӗшме пире мӗн пулӑшма пултарать?
14. Пухуран сирӗн туса е тӑван-хурӑнташа кӑларса ярсан старейшинӑсене шанма мӗн пулӑшма пултарать?
14 Ҫакна асра тытмалла: ҫылӑх тунӑ ӳкӗнмен тӑвана пухуран кӑларса яма Иегова хушать. Ҫакӑ пӗтӗм пухӑва та, ҫав тӑвана та усӑ кӳрет. Ӑна Турӑ халӑхӗ хушшинче хӑварсан, вӑл ыттисене те ҫылӑх тума хӗтӗртме пултарать (Гал. 5:9). Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗ мӗн таран йывӑр пулнине ӑнланса илмесен те пултарать. Ҫавна пула унӑн Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене лайӑхлатма кӑмӑл пулмӗ (Еккл. 8:11). Ан иккӗленӗр: старейшинӑсем тӑвана пухуран кӑларса яма йышӑну тунӑ чухне хӑйсем ҫинче пысӑк яваплӑх пулнине ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем, авалхи Израильти судьясем пекех, «этем сутне» мар, Иеговӑн сутне тунине пӗлеҫҫӗ (2 Ҫулс. 19:6, 7).
ИЕГОВӐНА ХАЛЕХ ШАНМА ВӖРЕННИ ӐНА ПУЛАСЛӐХРА ТА ШАНМА ПУЛӐШӖ
Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче хамӑра панӑ хушусене пурнӑҫлама пире мӗн пулӑшӗ? (15-мӗш абзаца пӑхӑр)
15. Мӗншӗн пирӗн халех Иеговӑна нихҫанхинчен те хытӑ шанмалла?
15 Ҫак усал тӗнче кӗҫ-вӗҫ пӗтет, ҫавӑнпа та пирӗн Иеговӑна нихҫанхинчен те хытӑрах шанмалла. Мӗншӗн? Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче панӑ хушусем вырӑнсӑр пек туйӑнма пултарӗҫ тата эпир мӗншӗн апла е капла тумаллине ӑнланмасан та пултарӑпӑр. Паллах, ун чухне Иегова хӑй пирӗнпе калаҫмӗ. Вӑл хушусене яваплӑ арҫын тӑвансем урлӑ парӗ пулӗ. Ҫавӑн чухне иккӗленсе тӑни тата: «Ҫак хушӑва Иегова панӑ-ши е арҫын тӑвансем ҫапла тума шутланӑ-ши?» — тесе тӑни ӑслӑ-тӑнлӑ пулӗ-ши? Этемлӗх историйӗшӗн ҫав питӗ пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра эсир Иеговӑна тата унӑн организацине шанӑр-и? Ҫакӑ эсир яваплӑ арҫын тӑвансем паракан хушусем ҫине халех мӗнле пӑхнинчен килет. Эсир вӗсене шанатӑр пулсан тата вӗсем мӗн каланине тӳрех тӑватӑр пулсан, хӑрушла асап вӑхӑтӗнче те ҫавнах тӑвӑр пулӗ (Лука 16:10).
16. Эпир Иеговӑна шаннипе шанманни кӗҫех мӗнле тӗрӗсленӗ?
16 Пирӗн ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхмалла: «Иегова кӗҫех ҫак усал тӗнче пирки приговорсем йышӑннӑ чухне эпӗ хама мӗнле тытӑп?» Паллах, эпир нумай ҫын, ҫав шутрах пирӗн тӑван-хурӑнташсем те, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑрасса шанатпӑр. Анчах та Армагеддон вӑхӑтӗнче Иисус, Турӑ лартнӑ судья, вӗсен пуласлӑхӗ пирки татӑклӑ йышӑну тӑвӗ (Матф. 25:31—33; 2 Фес. 1:7—10). Кама хӗрхенмелле, кама хӗрхенмелле мар эпир мар, Иегова йышӑну тӑвӗ (Матф. 25:34, 41, 46). Эпир Турӑ тунӑ приговорсемпе килӗшӗпӗр-и е килӗшмесӗр уншӑн ӗҫлеме пӑрахӑпӑр-и? Ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать: пирӗн Иеговӑна шанма халех вӗренмелле. Вара эпир пуласлӑхра та ӑна пӗтӗм чун-чӗререн шанӑпӑр.
17. Мӗншӗн эсир Иегова ҫак усал тӗнче пирки йышӑннӑ приговора кӗҫех пурнӑҫласса кӗтетӗр?
17 Хӑвӑр райра пулнине тата Иегова хӑйӗн пур приговорне те пурнӑҫа кӗртнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Суя тӗнсем те, ҫӑткӑн коммерци системи те ҫук. Айӑпсӑр ҫынсене ӗмӗрсем хушши асаплантарнӑ политика системине те пӗтернӗ. Чир-чӗр, ватлӑх, вилӗм те урӑх ҫук. Шуйттанпа унӑн демонӗсене 1 000 ҫуллӑха сӑнчӑрланӑ. Вӗсем Турра хирӗҫ тӑнине пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсем урӑх пулмӗҫ (Ӳлӗм. 20:2, 3). Иеговӑна шаннӑшӑн эпир ун чухне ҫав тери савӑнӑпӑр!
18. Йыша шутлани 11:4—6 тата 21:5 сӑвӑ йӗркисене вуланӑ май эпир израильтянсен тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?
18 Мӗнле шутлатӑр, ҫӗнӗ тӗнчере пире Иеговӑна пур чухне те шанма ҫӑмӑл пулӗ-и? Израильтянсем Египет чуралӑхӗнчен тухсан кӑшт вӑхӑт иртсен хӑйсене мӗнле тытнине аса илӗр-ха. Хӑшӗ-пӗрисем Египетри апатшӑн тунсӑхласа ӳпкелешме пуҫланӑ. Иегова тӗлӗнмелле майпа панӑ манна пирки вара вӗсем «ку юрӑхсӑр апат пире йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ» тенӗ. (Йыша шутлани 11:4—6; 21:5 вуласа парӑр.) Эпир те хӑрушла асап вӑхӑчӗ хыҫҫӑн хамӑра израильтянсем пек тытма пуҫламӑпӑр-и? Ҫӗре ишӗлчӗксенчен тасатса рай тума мӗн чухлӗ вӑхӑтпа вӑй каясса эпир пӗлместпӗр. Малтанах пурнӑҫ ҫӑмӑлах пулмасть пуль. Тен, ӗҫӗ те самаях пулать. Ун чухне эпир ӳпкелешме пуҫламӑпӑр-и? Иеговӑна халех пархатарлӑ пулма вӗренсен, эпир ӑна пуласлӑхра та хамӑршӑн тӑрӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулӑпӑр.
19. Ҫак статьяри тӗп шухӑшсене кӗскен каласа тухӑр.
19 Иегова яланах тӗрӗс йышӑнусем тӑвать. Ҫакӑн пирки пӗр иккӗленӳ те пулмалла мар. Унсӑр пуҫне, пирӗн Иегова кам урлӑ хушусем парать, ҫавсене шанмалла. Айтӑр Иеговӑн ҫак сӑмахӗсене яланах асра тытар: «Сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни» (Ис. 30:15).
98-МӖШ ЮРӐ Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ
a Ҫак статьяра эпир Иеговӑна тата пухури яваплӑ арҫын тӑвансене мӗншӗн хытӑрах шанма вӗренмеллине пӑхса тухӑпӑр. Эпир ҫакӑ пире халех мӗнле усӑ панине тата пуласлӑхра йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшнине пӗлӗпӗр.
b Хӑш-пӗр чухне хыпарҫӑсем витӗмлӗ сӑлтавсене пула урӑх пухӑва куҫса каяймаҫҫӗ. 2002 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнчи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хутӗнчи «Ыйтусен рамкине» (выр.) пӑхӑр.