Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w22 июль 14—19 с.
  • Авалхи пророкла калани сире мӗнле пырса тивет?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Авалхи пророкла калани сире мӗнле пырса тивет?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ҪАК ПРОРОКЛА КАЛАНИНЧЕ КАМ ПИРКИ СӐМАХ ПЫРАТЬ?
  • ҪАК ПРОРОКЛА КАЛАНИ МӖНЛЕ ПУРНӐҪЛАНСА ПЫРАТЬ?
  • ҪАК ПРОРОКЛА КАЛАНИН ПӖЛТЕРӖШНЕ ӐНЛАННИ ПИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?
  • Ӑ1. Библин тӗп теми
    Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • Иегова хӑйӗн тӗллевне уҫса пырать
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Туррӑн Патшалӑхне хытӑ ӗненӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
w22 июль 14—19 с.

30-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Авалхи пророкла калани сире мӗнле пырса тивет?

«Санпала арӑм хушшине... тӑшманлӑх хурӑп» (ПУЛТ. 3:15).

15-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн малтанхи Ывӑлне мухтавлӑр!

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Адампа Ева ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иегова мӗн тунӑ? (Пултарни 3:15).

АДАМПА Ева ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иегова тӗлӗнмелле пророкла сӑмахсем каланӑ. Ҫапла вӑл вӗсен пулас пур ачине те шанчӑк панӑ. Ҫав пророкла сӑмахсене Пултарни 3:15-мӗшӗнче (вуласа парӑр) ҫырнӑ.

2. Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсем мӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ?

2 Ҫак пророкла сӑмахсене Библире чи пуҫламӑшӗнчех ҫырнӑ пулин те вӗсем Библин пур кӗнекипе те хӑш енчен те пулин ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Кӗнеке хуплашки пур страницӑна сыпӑнтарнӑ евӗр Пултарни 3:15-мӗшӗнче ҫырнӑ пророкла сӑмахсем Библири пур кӗнекене те ҫыхӑнтарса тӑраҫҫӗ. Ҫак кӗнекесем пурте пӗр шухӑшах палӑртаҫҫӗ: Турӑ Шуйттанпа ун майлисене пӗтермешкӗн Ҫӑлакана ярӗb. Иеговӑна юратакансем ун чухне ҫав тери савӑнӗҫ!

3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсемпе ҫыхӑннӑ ҫак ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: ҫак пророкла каланинче кам-кам пирки сӑмах пырать? вӑл мӗнле пурнӑҫланать? унӑн пӗлтерӗшне ӑнланни пире мӗнле усӑ парать?

ҪАК ПРОРОКЛА КАЛАНИНЧЕ КАМ ПИРКИ СӐМАХ ПЫРАТЬ?

Пултарни 3:14, 15 сӑвӑ йӗркисенче кам пирки каланине кӑтартакан ӳкерчӗксем. 1. Ҫӗлен — Шуйттана ангел пек ӳкерсе панӑ. 2. Ҫӗленӗн вӑрлӑхӗ — усал ангелсем. 3. Хӗрарӑм — Туррӑн шанчӑклӑ ангелӗсем. 4. Хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ — Иисус тата унпа пӗрле пӗлӗтре патшара ларакансем (4, 5, 7 тата 8 абзацсене пӑхӑр).

4. Пултарни 3:14, 15 сӑвӑ йӗркисенчи «ҫӗлен» кама пӗлтерет тата эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?

4 Пултарни 3:14, 15 сӑвӑ йӗркисенче «ҫӗленпе» унӑн «вӑрлӑхӗ» пирки тата «арӑмпа» унӑн «вӑрлӑхӗ» пирки каланӑ. Библи пире вӗсем кама-кама пӗлтернине ӑнланма пулӑшатьc. Малтан ҫӗлен ҫинчен калаҫар. Ахаль ҫӗлен Иегова Эдем пахчинче мӗн каланине ӑнланман пулӗччӗ. Апла Иегова хӑйне ӑнланма пултараканпа калаҫнӑ. Кам пирки сӑмах пырать-ши? Ӳлӗмхи 12:9-мӗшӗнче тӳррӗн каланӑ: «авалхи ҫӗлен» вӑл — Шуйттан. Унӑн вӑрлӑхӗ кам-ши вара?

Ҫӗлен — Шуйттана ангел пек ӳкерсе панӑ.

ҪӖЛЕН

Шуйттан; ун пирки Ӳлӗмхи 12:9-мӗшӗнче «авалхи ҫӗлен» тесе тӳррӗн каланӑ (4-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Ҫӗлен вӑрлӑхӗ шутне кам-кам кӗрет?

5 Хӑш-пӗр чухне Библире «вӑрлӑх» текен сӑмахпа усӑ курса ашшӗнчен тӗслӗх илнӗ пек камран та пулин тӗслӗх илекенсем пирки каланӑ. Ҫӗлен вӑрлӑхӗ шутне, Шуйттан пекех, Иеговӑпа унӑн халӑхне хирӗҫ каякан ангелсемпе ҫынсем кӗреҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче Ной пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахса пӗлӗтрен аннӑ ангелсем тата хӑйсен ашшӗ, Шуйттан, пек хӑтланакан усал ҫынсем (Пулт. 6:1, 2; Иоанн 8:44; 1 Иоанн 5:19; Иуда 6).

Усал ангелсем.

ҪӖЛЕН ВӐРЛӐХӖ

Иеговӑпа унӑн халӑхне хирӗҫ каякан усал ангелсемпе ҫынсем (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Мӗншӗн Ева «арӑм» пулма пултараймасть?

6 Ҫак пророкла каланинчи «арӑм» вара кама пӗлтерет? Вӑл Ева пулма пултараймасть. Мӗншӗн? Сӑмахран, ҫав арӑмӑн вӑрлӑхӗ ҫӗленӗн пуҫне «ҫапса ҫӗмӗрӗ» тенӗ. Каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫӗлен вӑл — усал ангел, Шуйттан. Ӑна Евӑран ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫын вӗлерме пултараять-и вара? Паллах, ҫук. Апла Шуйттана кам пӗтерӗ?

7. Пултарни 3:15-мӗшӗнче асӑннӑ хӗрарӑм кама пӗлтерет? (Ӳлӗм. 12:1, 2, 5, 10).

7 Пултарни 3:15-мӗшӗнче асӑннӑ хӗрарӑм кам пулнине ӑнланма Библири юлашки кӗнеке пулӑшать. (Ӳлӗмхи 12:1, 2, 5, 10 вуласа парӑр.) Ӳлӗмхи кӗнекере ахаль хӗрарӑм пирки сӑмах пымасть. «Унӑн ури айӗнче — уйӑх, пуҫӗнче — вуникӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫкӑшӑль». Ҫак хӗрарӑмӑн тӗлӗнмелле ача ҫуралать — Турӑ Патшалӑхӗ. Ҫак Патшалӑх пӗлӗтре, апла пулсан хӗрарӑмӑн та пӗлӗтрех пулмалла. Ҫав хӗрарӑм Турра шанчӑклӑ ангелсенчен тӑракан Иеговӑн организацийӗн пӗлӗтри пайне пӗлтерет (Гал. 4:26).

Туррӑн шанчӑклӑ ангелӗсем.

ХӖРАРӐМ

Туррӑн шанчӑклӑ ангелӗсенчен тӑракан Иеговӑн организацийӗн пӗлӗтри пайӗ (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

8. Кам тата хӑҫан хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ пулса тӑнӑ? (Пултарни 22:15—18).

8 Библи пире хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ кам пулнине те ӑнланма пулӑшать. Унӑн Авраам йӑхӗнчен тухмалла пулнӑ. (Пултарни 22:15—18 вуласа парӑр.) Ҫак пророкла калани Иисус ҫинче пурнӑҫланнӑ, вӑл шӑп Авраам йӑхӗнчен тухнӑ пулнӑ (Лука 3:23, 34). Анчах та Пултарни 3:15-мӗшӗнче асӑннӑ вӑрлӑх Шуйттана вӗлермелле пулнӑ. Апла вӑл ахаль ҫын пулма пултарайман. Ҫавӑнпа та Иисус 30-сенче пулнӑ чухне Иегова ӑна святой сывлӑшпа суйласа илнӗ. Ҫав самантран Иисус хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ пулса тӑнӑ (Гал. 3:16). Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑрсан Иегова «ӑна мухтавпа хисеп кӳрсе» чысланӑ. Турӑ ӑна «ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те» панӑ, ҫав шутрах «шуйттан ӗҫне аркатма» та власть панӑ (Евр. 2:7; Матф. 28:18; 1 Иоанн 3:8).

Иисус тата унпа пӗрле пӗлӗтре патшара ларакансем.

ХӖРАРӐМ ВӐРЛӐХӖ

Иисус Христос тата унпа пӗрле патшара ларма суйласа илнӗ 144 000-ӗшӗ (8, 9 абзацсене пӑхӑр)

9, 10. а) Хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ шутне тата кам кӗрет тата хӑҫан вӗсем ҫав вӑрлӑх шутне кӗме пуҫлаҫҫӗ? ӑ) Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

9 Анчах та хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ шутне кӗрекенсем татах та пур. Ҫакӑн ҫинчен Павел апостол еврей халӑхӗнчен тата урӑх халӑхсенчен тухнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем патне ҫапла ҫырса янӑ: «Эсир Христос ҫыннисем пулсан — Авраам ачисем пулатӑр, пама пулнине илес еткерҫӗсем пулатӑр» (Гал. 3:28, 29). Иегова кама святой сывлӑшпа суйласа илет, ҫавӑ хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ шутне кӗме пуҫлать. Апла пулсан хӗрарӑм вӑрлӑхӗ вӑл — Иисус тата унпа пӗрле патшара ларма суйласа илнӗ 144 000-ӗшӗ (Ӳлӗм. 14:1). Вӗсем пур тӗлӗшрен те хӑйсен ашшӗ пек, Иегова пек, пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

10 Эпир Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла каланинче кам кама пӗлтернине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Халӗ вара айтӑр Иегова ҫак пророкла каланисене мӗнле пурнӑҫласа пынине тата вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланни пире мӗнле усӑ панине пӑхса тухар.

ҪАК ПРОРОКЛА КАЛАНИ МӖНЛЕ ПУРНӐҪЛАНСА ПЫРАТЬ?

11. Ҫӗлен хӗрарӑмӑн вӑрлӑхне ура тупанӗнчен сӑхӗ тени мӗнле пурнӑҫланнӑ?

11 Пултарни 3:15-мӗшӗнче ҫӗлен хӗрарӑмӑн вӑрлӑхне ура тупанӗнчен сӑхӗ тесе каланӑ. Ҫакӑ Шуйттан еврей тата Рим ҫыннисене Туррӑн Ывӑлне вӗлерме хӗтӗртсен пурнӑҫланнӑ (Лука 23:13, 20—24). Ҫын ура тупанне амантсан пӗр вӑхӑт хушши утаймасть. Ҫавӑн пекех Иисус та вилнине пула виҫӗ кун хушши нимӗн те тӑвайман (Матф. 16:21).

12. Ҫӗлен пуҫне хӑҫан тата мӗнле ҫапса ҫӗмӗрӗҫ?

12 Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесен Иисусӑн виле шӑтӑкӗнче юлмалла пулман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен, пророкла калани тӑрӑх, хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн ҫӗлен пуҫне ҫапса ҫӗмӗрмелле. Эппин, Турӑ Ывӑлӗн чӗрӗлсе тӑмалла пулнӑ. Шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Иисус вилнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен Иегова ӑна пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ та вилӗмсӗр пурнӑҫ панӑ. Иегова палӑртнӑ вӑхӑтра Иисус Шуйттана пӗтерӗ (Евр. 2:14). Христос тата унпа патшара ларакансем ҫӗре Иеговӑн тӑшманӗсенчен — ҫӗлен вӑрлӑхӗнчен — тасатӗҫ (Ӳлӗм. 17:14; 20:4, 10)d.

Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла каланипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр событисем

Вӑхӑт шкали ҫинче Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла каланипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр событисене кӑтартнӑ. A. Пирӗн эрӑчченхи 1943 ҫул. Авраам пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхать. Ӑ. Пирӗн эрӑчченхи 29 ҫул. Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иегова ӑна святой сывлӑшпа сӗрет. Б. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Пасха. Иисуса пӑта ҫумне пӑталаса вӗлернӗ. В. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ. Иисусӑн вӗренекенӗсен пуҫӗсем тӑрринче темскер «вут ҫулӑмӗсем» евӗрлӗскер. Г. 1914 ҫул е кӑшт каярах. Иисус Шуйттанпа унӑн демонӗсене пӗлӗтрен сирпӗтсе антарать. Д. Пин ҫул ертсе пыни вӗҫленни. Шуйттанпа унӑн демонӗсене вутлӑ кӳлле пӑрахнӑ.
  1. А. ПИРӖН ЭРӐЧЧЕНХИ 1943 ҪУЛ

    Турӑ хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ Авраамран пулать тесе хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама пуҫлать (Пулт. 12:1—3; 22:15—18)

  2. Ӑ. ПИРӖН ЭРӐРИ 29-МӖШ ҪУЛ

    Иисуса святой сывлӑшпа суйласа илнӗ хыҫҫӑн вӑл хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ пулса тӑрать (Матф. 3:16; Гал. 3:16)

  3. Б. ПИРӖН ЭРӐРИ 33-МӖШ ҪУЛХИ ПАСХА УЯВӖ

    Иисуса ура тупанӗнчен сӑхнӑ, анчах та виҫӗ кунтан вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ (Матф. 16:21; 26:1, 2)

  4. В. ПИРӖН ЭРӐРИ 33-МӖШ ҪУЛХИ АЛЛӐМӖШ КУН УЯВӖ

    Хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ шутне кӗрекенсене ыттисене те святой сывлӑшпа суйласа илнӗ (Ап. ӗҫ. 2:1—4; Гал. 3:29)

  5. Г. 1914 ҪУЛ Е КӐШТ КАЯРАХ

    Шуйттана пӗлӗтрен ҫапса антарнӑ, вӑл хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ ҫине вӑйлӑрах тапӑнма пуҫлать (Ӳлӗм. 12:9, 12, 17)

  6. Д. ПИН ҪУЛ ЕРТСЕ ПЫНИ ВӖҪЛЕНСЕН

    Шуйттана яланлӑхах пӗтернӗ (Ӳлӗм. 20:7, 10)

ҪАК ПРОРОКЛА КАЛАНИН ПӖЛТЕРӖШНЕ ӐНЛАННИ ПИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?

13. Ҫак пророкла калани пурнӑҫланни пире мӗнле усӑ парать?

13 Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлетӗр пулсан ҫак пророкла калани пурнӑҫланни сире усӑ парать. Иисус, хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ, ҫын пулса ҫӗр ҫине килнӗ. Вӑл хӑйне пур тӗлӗшпе те Ашшӗ пек тытнӑ (Иоанн 14:9). Ҫавна пула эпир Иеговӑна пӗлтӗмӗр тата ӑна юратма пуҫларӑмӑр. Унсӑр пуҫне, вӑл мӗне вӗрентни тата христиансен пухӑвне мӗнле ертсе пыни пире нумай усӑ парать. Иисус Иегова пире ырлатӑр тесен мӗн-мӗн тумаллине ӑнлантарса парать. Туррӑн Ывӑлне ура тупанӗнчен сӑхса илни вара, е вӑл вилни, пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк парать. Мӗншӗн тесен Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иегова унӑн парнине йышӑннӑ. Ҫавна пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ (1 Иоанн 1:7).

14. Иегова Эдем пахчинче каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланиччен вӑхӑт иртмеллине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

14 Иегова Эдем пахчинче каланӑ сӑмахсенчен ҫакӑ курӑнать: вӗсен вӑхӑт иртсен ҫеҫ пурнӑҫланмалла пулнӑ. Сӑнарлӑ хӗрарӑмӑн вӑрлӑх ҫураличчен, Шуйттан хӑй майлӑ тӑракансене пуҫтариччен тата ҫак икӗ ушкӑн хушшинче тӑшманлӑх пуҫланиччен вӑхӑт иртмелле пулнӑ. Ҫак пророкла каланинче пирӗн валли асӑрхаттару та пур — Шуйттан тытса тӑракан тӗнче пире курайми пулать. Каярах Иисус та ҫакӑн ҫинчен каланӑ (Марк 13:13; Иоанн 17:14). Ҫакӑ пурнӑҫланса пынине эпир уйрӑмах юлашки 100 ҫул хушшинче курса тӑратпӑр.

15. Мӗншӗн ҫак тӗнчери ҫынсем пире хытӑрах та хытӑрах кураймаҫҫӗ, анчах та мӗншӗн пирӗн Шуйттанран хӑрамалла мар?

15 Иисус 1914 ҫулта патшана ларсан Шуйттана пӗлӗтрен ҫӗр ҫине ҫапса антарнӑ (Ӳлӗм. 12:9, 12). Халӗ Туррӑн ҫак тӑшманӗ ҫӗр ҫинче анчах хуҫаланма пултарать. Вӑл хӑй пӗтессине те пӗлсе тӑрать. Анчах та Шуйттан ним тумасӑр лармасть, вӑл ниҫта кайса кӗме пӗлменнипе Туррӑн халӑхӗ ҫине хаяррӑн тапӑнать (Ӳлӗм. 12:13, 17). Акӑ мӗншӗн ҫак тӗнчери ҫынсем Туррӑн ӗҫлекенӗсене хытӑрах та хытӑрах курайми пулса пыраҫҫӗ. Ҫапах та эпир Шуйттанпа ун майлӑ тӑракансенчен хӑрамастпӑр. Пачах урӑхла, эпир Павел апостол пекех хӑюллӑн ҫапла калатпӑр: «Турӑ пирӗн майлӑ пулсассӑн, кам пире хирӗҫ тӑрайӗ?» (Рим 8:31). Эпир Иеговӑна шанатпӑр, мӗншӗн тесессӗн Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсенчен ытларахӑшӗ пурнӑҫланнине куратпӑр.

16—18. Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла каланине ӑнланни Кёртис, Урсула тата Джессика тӑвансем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

16 Пирӗн пурнӑҫра кирек мӗн сиксе тухсан та, Пултарни 3:15-мӗшӗнче ҫырнӑ Иегова сӑмах панисем ҫинчен шухӑшлани пире пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшать. Гуам утравӗ ҫинче миссионер пулса ӗҫлекен Кёртис ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Хӑш-пӗр чухне йывӑрлӑхсене пула Иеговӑна шанчӑклӑ пулма ҫӑмӑлах мар. Анчах та Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла калани ҫинчен шухӑшлани мана хамӑн ҫӳлти Аттене шанса тӑма пулӑшать». Иегова пӗтӗм хӗн-асапа пӗтерес куна Кёртис чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.

17 Баварири Урсула ятлӑ хӗрарӑм тӑван Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсене ӑнлансассӑн Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине хытӑрах ӗненме пуҫланӑ. Вӑл ҫак сӑмахсем Библири ытти пророкла каланисемпе тачӑ ҫыхӑннине курнӑ. Ҫакӑ ун ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Вӑл ҫапла калать: «Пӗрремӗш ҫынсем ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑнах Иегова этемлӗхе шанчӑк пани ҫинчен пӗлсен эпӗ ӑна тата хытӑрах юратма пуҫларӑм».

18 Микронезири Джессика вара ҫапла калать: «Эпӗ чӑнлӑха тупнине ӑнланса илсен хам мӗн туйнине нихӑҫан та манас ҫук. Пултарни 3:15-мӗшӗнче каланӑ пророкла сӑмахсем ман куҫ умӗнчех пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫакӑ мана Иегова пире асаплантарса пурӑнтарасшӑн пулманнине аса илтерсе тӑрать. Эпӗ ҫакна та ӑнлантӑм: Иеговӑшӑн ӗҫлессинчен лайӑхраххи урӑх нимӗн те ҫук тата пуласлӑх хам кӗтнинчен те лайӑхрах пулӗ».

19. Мӗншӗн эпир Пултарни 3:15-мӗшӗнче пророкла калани пӗтӗмпех пурнӑҫланасси пирки иккӗленместпӗр?

19 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Пултарни 3:15-мӗшӗнче пророкла калани пурнӑҫланса пырать. Кам хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ, кам ҫӗленӗн вӑрлӑхӗ пулни паллӑ. Иисуса — хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн тӗп пайне — ура тупанӗнчен сӑхса илнӗ пулнӑ. Халӗ вара вӑл хӑватлӑ вилӗмсӗр Патша. Иегова хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн шутне кам кӗрет, ҫавсене пурне те тенӗ пекех пуҫтарнӑ ӗнтӗ. Ҫак пророкла каланин пӗр пайӗ пурнӑҫланнӑ пулсан, хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ ҫӗленӗн пуҫне ҫапса ҫӗмӗрӗ тени те пурнӑҫланатех. Шуйттана яланлӑхах пӗтерсен Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫав тери савӑнӗҫ! Ҫавӑнпа та, тӑвансем, айтӑр парӑнар мар. Пирӗн Турӑ шанӑҫа тивӗҫлине эпир уҫҫӑн куратпӑр. Хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ урлӑ вӑл «ҫӗр ҫинчи пур халӑха» та иксӗлми пиллӗхсем парӗ (Пулт. 22:18).

ПУЛТАРНИ 3:15-МӖШӖНЧЕ ПРОРОКЛА КАЛАНИН ПӖЛТЕРӖШНЕ ЭСИР ӐНЛАНТАРСА ПАМА ПУЛТАРАТӐР-И?

  • Ҫӗленпе унӑн вӑрлӑхӗ тата хӗрарӑмпа унӑн вӑрлӑхӗ кама-кама пӗлтереҫҫӗ?

  • Ҫак пророкла каланинчен мӗн-мӗн пурнӑҫланнӑ?

  • Ҫак пророкла калани пурнӑҫланса пыни сире мӗнле усӑ парать?

23-МӖШ ЮРӐ Иегова ертсе пырать

a Пултарни 3:15-мӗшӗнче каланӑ пророкла сӑмахсене ӑнланмасан эпир Библие те ӑнланма пултараймастпӑр. Ҫак пророкла сӑмахсене тӗпчесен эпир Иеговӑна хытӑрах ӗненӗпӗр тата вӑл хӑй панӑ сӑмаха тытасси пирки пӗртте иккӗленмӗпӗр.

b Библин «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӗнчи «Главная тема Библии» ятлӑ Б1 Приложение пӑхӑр.

c «Пултарни 3:14, 15 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсенче кам пирки каланӑ?» рамкӑна пӑхӑр.

d «Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла каланипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр событисем» рамкӑна пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр