Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w23 октябрь 6—11 с.
  • Эсир пӑхӑнма хатӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӑхӑнма хатӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • АҪӐР-АННӖРЕ ПӐХӐНӐР
  • «АСЛӐ ВЛАҪА» ПӐХӐНӐР
  • ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖ ПАНӐ ХУШУСЕНЕ ИТЛӖР
  • Кама итлемеллине мӗнле пӗлмелле?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Итлени сана хӳтӗлет
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
  • Эпир пирӗн Аттемӗре, Иеговӑна, питӗ хытӑ юрататпӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
w23 октябрь 6—11 с.

42-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир пӑхӑнма хатӗр-и?

«Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх... пӑхӑнма хатӗр» (ИАК. 3:17)

101-МӖШ ЮРӐ Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Мӗншӗн ыттисене пӑхӑнма ҫӑмӑл мар?

СИРЕ ыттисене пӑхӑнма ҫӑмӑл-и? Нумайӑшне ҫӑмӑлах мар. Сӑмахран, Давид патша Иеговӑна питӗ юратнӑ, апла пулин те ӑна та Турра пӑхӑнма ҫӑмӑл пулман. Ҫавӑнпа та вӑл: «Хӑвна пӑхӑнса тӑма кӑмӑл парсам мана»,— тесе кӗлтунӑ (Пс. 51:12, ҪТ). Мӗншӗн-ха пӑхӑнма ҫав тери йывӑр? Пӗрремӗшӗнчен, эпир пӑхӑнас килмен кӑмӑлпа ҫуралнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Иеговӑна хирӗҫ тӑнӑ Шуйттан пире пӗрмаях хӑй пек тутарттарасшӑн (2 Кор. 11:3). Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир итлемен ҫынсем хушшинче пурӑнатпӑр (Эф. 2:2). Пирӗн хамӑрӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каймалла мар тата Шуйттанпа ҫак тӗнчене хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла мар. Иеговӑна та, вӑл кама власть панӑ, ҫавсене те пӑхӑнса тӑма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла.

2. «Пӑхӑнма хатӗр» пулни мӗне пӗлтерет? (Иаков 3:17).

2 Иаков 3:17 вуласа парӑр. Турӑ хавхалантарнипе Иаков ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем «пӑхӑнма хатӗр» тесе ҫырнӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет-ши? Пирӗн Иегова кама власть панӑ, ҫавсене хатӗр пулсах итлемелле. Анчах та кам та кам унӑн законӗсене пӑсма хушать пулсан, вӑл пирӗнтен ҫав ҫынсене пӑхӑнасса кӗтмест (Ап. ӗҫ. 4:18—20).

3. Мӗншӗн Иегова кама власть панӑ, ҫавсене итлемелле?

3 Паллах, ҫынсемпе танлаштарсан, Иеговӑна итлеме ҫӑмӑлтарах, мӗншӗн тесен вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр (Пс. 18:8). Апла пулин те пирӗн ҫӳлти Атте ҫынсене те — ашшӗ-амӑшӗсене, влаҫра ларакансене тата старейшинӑсене — власть панӑ (Ытар. 6:20; 1 Фес. 5:12; 1 Пётр 2:13, 14). Вӗсене итлесе эпир Иеговӑна итлетпӗр. Анчах та хӑш-пӗр чухне пирӗн вӗсене итлес килмест е эпир вӗсем мӗн каланипе килӗшмесен те пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне пире вӗсене пӑхӑнма мӗн пулӑшма пултарать?

АҪӐР-АННӖРЕ ПӐХӐНӐР

4. Мӗншӗн ачасем нумайӑшӗ ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ?

4 Ачасем нумайӑшӗ ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ (2 Тим. 3:1, 2). Мӗншӗн? Хӑшӗ-пӗрисем ашшӗ-амӑшӗ икӗпитлӗ хӑтланать теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ачисенчен мӗн кӗтнине хӑйсем тумаҫҫӗ. Теприсем атте-анне хальхи пурнӑҫра нимӗн те ӑнланмасть тата пире ытла хытӑ тытать теҫҫӗ. Ҫамрӑк тӑвансем, сирӗн ҫавӑн пек шухӑшсем пулаҫҫӗ-и? Иегова: «Аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫа каланӑ пек итлесе тӑрӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ тӗрӗс»,— тесе хушнӑ (Эф. 6:1). Хальхи вӑхӑтра нумайӑшне ҫавна тума йывӑр. Сире аҫӑр-аннӗре пӑхӑнса тӑма мӗн пулӑшма пултарать?

5. Мӗншӗн Иисус пӑхӑнас тӗлӗшрен ҫамрӑксемшӗн чи лайӑх тӗслӗх? (Лука 2:46—52).

5 Пӑхӑнас тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Эсир унран вӗренме пултаратӑр (1 Пётр 2:21—24). Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ вара ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнӑ. Вӗсем йӑнӑшсем тунӑ чухне те е хӑйне ӑнланман чухне те Иисус вӗсене хисепленӗ (Тух. 20:12). Вӑл 12-ре пулнӑ чухне мӗн пулса иртнине аса илӗр-ха. (Лука 2:46—52 вуласа парӑр.) Иерусалимран таврӑннӑ чухне Иосифпа Мария Иисус хӑйсемпе пулманнине асӑрхаман. Ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ май вӗсен хӑйсен пур ачи те ҫумрах пулнине тӗрӗслемелле пулнӑ. Иисуса шыраса тупсан Мария ӑна Иерусалимра юлса хӑйсене пӑшӑрхантарнӑшӑн ӳпкеленӗ. Иисус вара кӗскен те хисеплӗн хуравланӑ. Иосифпа Мария «вӑл мӗн каланине ӑнланман» пулин те, Иисус малалла та «вӗсене итлесе пурӑннӑ».

6, 7. Ачасемпе ҫамрӑксене ашшӗ-амӑшне итлеме мӗн пулӑшӗ?

6 Ачасем, ҫамрӑксем, сире аҫӑр-аннӗре, уйрӑмах вӗсем йӑнӑшнӑ чухне е хӑвӑра ӑнланман пек туйӑннӑ чухне, итлеме ҫӑмӑл-и? Сире мӗн пулӑшма пултарать? Пӗрремӗшӗнчен, Иегова мӗн туйни ҫинчен шухӑшлӑр. Библире эсир аҫӑр-аннӗре итлени «Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ» тенӗ (Кол. 3:20). Иегова аслисем сире хӑш чухне ӑнланманнине е тытса тӑма йывӑр правилӑсем палӑртса хунине курать. Ниме пӑхмасӑрах эсир вӗсене итлетӗр пулсан, Иеговӑна савӑнтаратӑр.

7 Иккӗмӗшӗнчен, аҫӑр-аннӗр мӗн туйни ҫинчен шухӑшлӑр. Вӗсене итлесе пурӑнсан, аҫу-аннӳ савӑнӗ тата сире шанма пуҫлӗ (Ытар. 23:22—25). Сирӗн хушӑри хутшӑнусем те лайӑхланӗҫ пулӗ. Бельгире пурӑнакан Александр ҫапла калать: «Аттепе анне хама мӗн каланине веҫех тенӗ пекех тума пуҫласан, хамӑр хушӑри хутшӑнусем лайӑхланчӗҫ. Тата эпир телейлӗрех пулса тӑтӑмӑр»b. Виҫҫӗмӗшӗнчен, халӗ итлени пуласлӑхра сире мӗнле усӑ парасси ҫинчен шухӑшлӑр. Бразилире пурӑнакан Па́улу ҫапла калать: «Атте-аннене итлени мана Иеговӑна тата камӑн власть пур, ҫавсене итлеме вӗрентрӗ». Турӑ Сӑмахӗнче аттепе аннене итлеме витӗмлӗ сӑлтав пур. Унта акӑ мӗн каланӑ: «„Аҫупа аннӳне хисепле”. Ҫак заповедь — Турӑ сӑмах парса каланӑ пӗрремӗш заповедь. Ӑна панӑ чухне ҫапла шантарса каланӑ: „Вара сана лайӑх пулӗ тата ҫӗр ҫинче эсӗ нумай пурӑнӑн”» (Эф. 6:2, 3).

8. Мӗншӗн ҫамрӑксем нумайӑшӗ ашшӗ-амӑшне итлеме шут тытнӑ?

8 Чылай ҫамрӑк пӑхӑнни яланах усӑ панине ӑнланса илнӗ. Бразилире пурӑнакан Луиза ашшӗ-амӑшӗ хӑйне телефон мӗншӗн илсе паманнине малтанах ӑнланман. Унпа пӗр ҫулхисен пурин те тенӗ пекех телефон пулнӑ. Каярахпа вӑл ашшӗ-амӑшӗ хӑйне хӳтӗлесшӗн пулнине ӑнланса илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗсем палӑртса хунӑ правилӑсем унӑн ирӗкне хӗсмеҫҫӗ. Пачах урӑхла, хӑрушсӑрлӑх ременӗ пек, пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултараҫҫӗ. Пӗрлешӳллӗ штатсенче пурӑнакан ҫамрӑк тӑван, Эли́забет, хӑш чухне ашшӗ-амӑшӗ тунӑ йышӑнусемпе килӗшмест. Ҫавӑн пек чухне вӗсене итлеме ӑна мӗн пулӑшать? Вӑл ҫапла калать: «Хӑш-пӗр правилӑсене мӗншӗн палӑртса хунине ӑнлансах кайман чухне эпӗ унччен аттепе аннене итлени мӗнле усӑ панине аса илме тӑрӑшатӑп». Арменире пурӑнакан Мо́ника вара ашшӗ-амӑшӗ каланӑ пек туни хӑй шутланӑ пек тунинчен чылай лайӑхрах пулнине курнӑ.

«АСЛӐ ВЛАҪА» ПӐХӐНӐР

9. Ҫынсем нумайӑшӗ патшалӑх законӗсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

9 Ҫынсен правительствисем пирки Библире «аслӑ власть» тенӗ (Рим 13:1). Нумай ҫын вӗсемсӗр май ҫук тата, пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗршывӑн законӗсене пӑхӑнса тӑмалла теҫҫӗ. Анчах та ҫав ҫынсемех хӑйсене килӗшмен е тӗрӗс мар пек туйӑнакан законсене тытса тӑрасшӑнах мар. Тӗслӗхшӗн налог тӳлесси пирки калаҫар. Европӑри пӗр ҫӗршывра нумайӑшӗ ҫапла каланӑ: «Налога тӗрӗс мар тӳлеттереҫҫӗ тесе шутласан, ӑна тӳлемесен те юрать». Акӑ мӗншӗн ҫав патшалӑх пур налог укҫине илсе тӑраймасть.

Иосиф ашака ҫавӑтса пырать. Ашак ҫинче Мария ларать. Вӗсем Вифлеема каяҫҫӗ. Ӳкерчӗксем: 1) арҫын тӑван мӗнле хӑвӑртлӑхпа пымаллине кӑтартакан ҫул ҫинчи паллӑ патне ҫывхарса пынӑ май спидометр ҫине пӑхать; 2) арҫын тӑван налог тӳлеме деклараци ҫырса тултарать; 3) хӗрарӑм тӑван больницӑра ӗҫлекен хӗрарӑмпа калаҫать, вӑл унран аяккарах ларнӑ тата маска тӑхӑннӑ.

Иосифпа Мария пӑхӑннинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (10—12 абзацсене пӑхӑр)c

10. Мӗншӗн эпир хамӑра килӗшмен законсене те тытса тӑратпӑр?

10 Библире каланӑ тӑрӑх, этем правительствисем хӗн кӑтартаҫҫӗ, вӗсем Шуйттан аллинче тата Турӑ кӗҫех вӗсене пӗтерӗ (Пс. 109:5, 6; Еккл. 8:9; Лука 4:5, 6). Турӑ Сӑмахӗнче «влаҫа хирӗҫ пыракан ҫын Турӑ хунӑ йӗркене хирӗҫ пырать» тесе те каланӑ. Йӗрке пултӑр тесе Иегова правительствӑсене пӗр вӑхӑт хушши власть тытса тӑма ирӗк панӑ тата вӑл пирӗнтен вӗсене пӑхӑнса тӑрасса кӗтет. Ҫавӑнпа та пирӗн «кашнине тивӗҫлине» памалла, тӗслӗхрен, налог тӳлемелле, хисеплемелле тата пӑхӑнмалла (Рим 13:1—7). Эпир пӗр-пӗр закон пирки ӑна тытса тӑма кансӗр, ытла та хаклӑ е вӑл тӗрӗс мар тесе шутлама пултаратпӑр. Апла пулин те, законсем Турӑ ирӗкӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ пулсан, эпир вӗсене тытса пурӑнатпӑр, мӗншӗн тесен Иегова пире ҫавна тума ыйтать (Ап. ӗҫ. 5:29).

11, 12. Иосифпа Мария закона пӑхӑннине мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ? (Лука 2:1—6). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Иосифпа Мария питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсем влаҫра ларакансене пӑхӑнма йывӑр пулнӑ чухне те вӗсене итленӗ. (Лука 2:1—6 вуласа парӑр.) Мария тӑххӑрмӗш уйӑх хырӑмпа пулнӑ чухне вӗсен Иосифпа иккӗшӗн ҫӑмӑл мар йышӑну тумалла пулнӑ. Август император Рим империйӗн халӑхӗн йышне ҫырса тухма хушнӑ, вара ҫырӑнмашкӑн кашнийӗн хӑй ҫуралнӑ хулине каймалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иосифпа Марийӑн Вифлеема сӑртлӑ-туллӑ ҫулпа 150 ҫухрӑма яхӑн каймалла пулнӑ. Уйрӑмах Марийӑна ҫул ҫинче йывӑр килнӗ пулӗччӗ. Ӑна тата ҫуралман ачана сиен пулмӗ-и? Мария ҫул ҫинче ҫуратма пуҫласан вара, мӗн тумалла? Пулас Мессия пурнӑҫӗ вӗсенчен килнӗ вӗт! Вӗсем ҫакна веҫех шута илсе аслӑ влаҫа итлемесен те юрать тесе шутланӑ-и?

12 Иосифпа Мария пӑшӑрханнӑ пулин те, ҫав-ҫавах закона пӑхӑннӑ. Иегова вӗсене ҫавӑншӑн пилленӗ. Иосифпа Мария Вифлеема тӗрӗс-тӗкелех ҫитнӗ. Мария сып-сывӑ ача ҫуратнӑ, ӑна пула пророкла калани те пурнӑҫланнӑ (Мих. 5:2).

13. Эпир закона пӑхӑнни тӑвансене мӗнле пулӑшма пултарать?

13 Аслӑ влаҫа итлени пире хамӑра та, ытисене те усӑ парать. Сӑмахран, закона пӑсмастпӑр пулсан, наказани те илмелле пулмӗ (Рим 13:4). Унсӑр пуҫне, хамӑр итленине пула влаҫра ларакансем Иегова Свидетелӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, закона пӑхӑнакан ҫынсем пулнине кураҫҫӗ. Вун-вун ҫул каялла Нигерире акӑ мӗн пулса тухнӑ. Пӗррехинче тӗлпулу вӑхӑтӗнче Патшалӑх залне салтаксем пырса кӗнӗ. Вӗсем налог тӳлеттерессине хирӗҫ пӑлхав ҫӗклекенсене шыранӑ. Анчах та офицер пухӑннисем Иегова Свидетелӗсем пулнине пӗлсен, салтаксене кайма хушнӑ. Вӑл: «Иегова Свидетелӗсем яланах налог тӳлеҫҫӗ»,— тенӗ. Законсене пӑхӑнса тӑнипе эсир Иеговӑн халӑхӗн ырӑ ячӗшӗн тӑрӑшатӑр. Пуласлӑхра, тен, ҫакӑ сирӗн тӑвансене хӳтӗлӗ (Матф. 5:16).

14. Пӗр хӗрарӑм тӑвана «аслӑ влаҫа» пӑхӑнма мӗн пулӑшнӑ?

14 Ҫапла та пулма пултарать: закона пӑхӑнмаллине ӑнланнӑ ҫӗртенех пирӗн ҫавна тӑвас кӑмӑл пулмасан та пултарать. Пӗрлешӳллӗ штатсенче пурӑнакан Джоа́нна ҫапла калать: «Влаҫра ларакансене итлемешкӗн манӑн нумай вӑй хума тиврӗ, мӗншӗн тесен вӗсене пула манӑн хӑш-пӗр хурӑнташсем самаях хӗн курчӗҫ». Джоанна влаҫра ларакансем ҫине тӗрӗс пӑхма пуҫлас тесе нумай тӑрӑшнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл социаллӑ сетьсенче влаҫа хӑртакан хыпарсене пӑхма пӑрахнӑ (Ытар. 20:3). Иккӗмӗшӗнчен, Джоанна пурнӑҫа ҫынсем мар, Иегова лайӑхлатасса шанмашкӑн кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ (Пс. 9:10, 11). Виҫҫӗмӗшӗнчен, вӑл пирӗн публикацисенче нейтралитет пирки статьясем вуланӑ (Иоанн 17:16). Джоанна каланӑ тӑрӑх, влаҫра ларакансене хисеплеме пуҫласан вӑл хӑйне ҫав тери лӑпкӑ туйма пуҫланӑ.

ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖ ПАНӐ ХУШУСЕНЕ ИТЛӖР

15. Мӗншӗн Иеговӑн организацийӗ паракан хушусене хӑш-пӗр чухне итлеме ҫӑмӑл мар?

15 Иегова пире: «Хӑвӑр хушшӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр»,— тет (Евр. 13:17). Пуху Пуҫӗ, Иисус Христос, пӗр ҫитменлӗхсӗр. Вӑл кам урлӑ ертсе пырать, ҫавсем вара ахаль, ҫылӑхлӑ ҫынсем. Пире вӗсене пӑхӑнса тӑма ҫӑмӑл мар пулма пултарать, уйрӑмах вӗсем мӗн хушни хамӑра килӗшмест пулсан. Пётр апостол пӗррехинче ҫавӑн пек лару-тӑрура пулнӑ. Ангел ӑна Моисей законӗ тӑрӑх таса мар шутланнӑ чӗрчунсене ҫиме хушнӑ. Пётр ҫавна тума килӗшмен — пӗрре анчах мар, виҫӗ хутчен тума килӗшмен! (Ап. ӗҫ. 10:9—16). Мӗншӗн? Ҫак хушу уншӑн ӑссӑрла пек туйӑннӑ. Унӑн унччен нихӑҫан та туман япалана тумалла пулнӑ. Пётра пӗр ҫитменлӗхсӗр ангела пӑхӑнма йывӑр пулнӑ пулсан, пире вара ҫылӑхлӑ ҫынсем паракан хушусене итлеме чылай йывӑртарах пулма пултарать!

16. Павел апостола хӑйӗн тумалла пулман ӗҫе тума ыйтсан вӑл мӗн тунӑ? (Апостолсен ӗҫӗсем 21:23, 24, 26).

16 Павел апостола хӑйӗн тумалла пулман ӗҫе тума ыйтсан, вӑл «пӑхӑнма хатӗр» пулнӑ. Еврей пулнӑ христиансем ун ҫинчен вӑл «Моисейрен пӑрӑнма вӗрентет» тенине илтнӗ (Ап. ӗҫ. 21:21). Иерусалимри старейшинӑсем ӑна тӑватӑ арҫынпа пӗрле храма кайса тасалма хушнӑ. Вара пурте Павел закона пӑхӑнса тӑнине курнӑ пулӗччӗҫ. Апостол христиансем Моисей законӗ тӑрӑх тек пурӑнманнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа хӑй ним япӑххине те туманнине ӑнланнӑ. Апла пулин те вӑл тавлашса тӑман. Павел ҫав арҫынсемпе кайса «тепӗр кунне вӗсемпе пӗрле тасалнӑ». (Апостолсен ӗҫӗсем 21:23, 24, 26 вуласа парӑр.) Вӑл старейшинӑсем мӗн каланине туса пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетнӗ (Рим 14:19, 21).

17. Стефани тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗренетӗр?

17 Сте́фани ятлӑ хӗрарӑм тӑвана филиал тунӑ йышӑнупа килӗшме йывӑр пулнӑ. Вӗсене упӑшкипе иккӗшне урӑх чӗлхепе калаҫакан ушкӑнра ӗҫлесе тӑма питӗ килӗшнӗ. Анчах та кайран вӗсен ушкӑнне салатса янӑ. Стефанипе унӑн упӑшкине вара тӑван чӗлхепе калаҫакан пухӑва янӑ. «Эпӗ хытӑ кулянтӑм,— тет Стефани. — Тӑван чӗлхепе иртекен пухура пулӑшу кирлех мар пек туйӑнатчӗ». Апла пулин те вӑл ҫӗнӗ хушӑва йышӑнас тенӗ. Стефани малалла ҫапла каланӑ: «Вӑхӑт иртсен эпӗ филиал тунӑ йышӑну тӗрӗс пулнине ӑнланса илтӗм. Эпир упӑшкапа иксӗмӗр камӑн хурӑнташӗсенчен нихӑшӗ те Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑмасть, ҫавӑн пек хӑш-пӗр тӑвансемшӗн аттепе анне пек пулса тӑтӑмӑр. Халӗ эпӗ анчахрах пухӑва таврӑннӑ хӗрарӑм тӑванпа Библи вӗренетӗп. Унсӑр пуҫне, манӑн хам тӗллӗн Библи вӗренме ытларах вӑхӑт пур». Тата вӑл ҫапла та хушса каланӑ: «Эпӗ Иеговӑшӑн таса совеҫпе ӗҫлесе тӑма пултаратӑп, мӗншӗн тесен ӑна пӑхӑнса тӑрас тесе хамран мӗн килнине веҫех турӑм».

18. Мӗншӗн пирӗн пӑхӑнмалла?

18 Пӑхӑнма вӗренме пулать. Иисус «пӑхӑнса тӑма» лайӑх лару-тӑрура мар, «асапсем витӗр тухса» вӗреннӗ (Евр. 5:8). Эпир те ытларах чухне шӑп йывӑр лару-тӑрӑва лексен пӑхӑнма вӗренетпӗр. Сӑмахран, COVID-19 пандеми пуҫлансан пире Патшалӑх залӗсенче пуҫтарӑнмалла мар тата килтен киле ырӑ хыпар сармалла мар тенине астӑватӑр-и? Сире ҫав хушусене итлеме ҫӑмӑл пулнӑ-и? Ҫӑмӑл пулман пулсан та, эсир итленӗ. Ҫакӑ сире хӳтӗленӗ, тӑвансемпе хӑвӑр хушӑри пӗрлӗхе ҫирӗплетнӗ тата Иеговӑна савӑнтарнӑ. Унсӑр пуҫне, эпир пурте пулас событисене хатӗрлентӗмӗр. Ҫавна пула пире пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче паракан хушусене итлеме чылай ҫӑмӑлтарах пулӗ. Ҫавӑнтан вара пирӗн ҫӑлӑнӑҫ килӗ! (Иов 36:11).

19. Мӗншӗн эсир пӑхӑнма хатӗр?

19 Куртӑмӑр ӗнтӗ, пӑхӑнни нумай усӑ кӳрет. Анчах та Иеговӑна пӑхӑнасса та эпир ӑна чи малтан юратнӑран тата савӑнтарасшӑн пулнӑран пӑхӑнатпӑр (1 Иоанн 5:3). Эпир Иеговӑна хамӑра кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн нихӑҫан та тавӑрса параймӑпӑр (Пс. 115:3). Анчах ӑна та, вӑл кама власть панӑ, ҫавсене те пӑхӑнма пултаратпӑр. Ҫапла хамӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тытни Иеговӑн чӗрине савӑнтарать (Ытар. 27:11).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Атте-аннене итлени мӗнле усӑ кӳрет?

  • «Аслӑ влаҫа» итлени мӗнле усӑ кӳрет?

  • Иеговӑн организацийӗ паракан хушусене итлени мӗнле усӑ кӳрет?

89-МӖШ ЮРӐ Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил

a Эпир пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа та пире хамӑра хушусем пама право пур ҫынсене те итлеме хӑш чухне ҫӑмӑл мар. Ҫак статьяра эпир атте-аннене, «аслӑ влаҫа» тата христиансен пухӑвӗнче ертсе пыракан арҫын тӑвансене мӗншӗн пӑхӑнмаллине пӑхса тухӑпӑр.

b Сире хӑвӑр ҫемьере палӑртса хунӑ хӑш-пӗр правилӑсене тытса тӑма йывӑр пулсан тата ҫавӑн пирки атте-аннепе мӗнле калаҫмаллине пӗлместӗр пулсан, jw.org сайтри «Что делать, если родительские правила кажутся слишком строгими?» статьяна пӑхӑр.

c ӲКЕРЧӖК. Иосифпа Мария цезарь мӗн хушнине итлесе Вифлеема ҫырӑнма кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра христиансем «аслӑ влаҫа» пӑхӑнаҫҫӗ, ҫулҫӳрев правилисене тытса тӑраҫҫӗ, налог тӳлеҫҫӗ тата сывлӑха упрама пулӑшакан хушусене итлеҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр