БИОГРАФИ
Пурнӑҫ тӑршшӗпех вӗренетӗп
ИЕГОВА маншӑн пурнӑҫ тӑршшӗпех «Аслӑ Вӗрентекен» пулнӑ (Ис. 30:20, ҪТ). Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн ҫав тери пархатарлӑ! Хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӗрентес тесе Иегова Библипе, хӑй тунӑ япаласемпе тата хӑйӗн организацийӗпе усӑ курать. Тата вӑл пире ытти ҫынсем урлӑ — пухури тӑвансем урлӑ — пулӑшать. Эпӗ 100 ҫула ҫитсе пыратӑп пулин те, халӗ те Иеговӑран вӗренсе пыратӑп. Ҫакӑн ҫинчен каласа парам-ха.
Пирӗн ҫемье. 1948 ҫул
Эпӗ 1927 ҫулта АПШри Иллино́йс штатӗнчи Чикагоран аякрах мар вырнаҫнӑ пӗчӗк хулара ҫуралнӑ. Аттепе аннен пилӗк ача пулнӑ: Дже́та, Дон, эпӗ, Карл тата Джой. Пирӗн пурин те Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя парса ӗҫлес килетчӗ. Джета 1943 ҫулта Галаад шкулӗн 2-мӗш класӗнче вӗренсе тухрӗ. Дон, Карл тата Джой Бруклинри Вефильте ӗҫлерӗҫ. Дон унта 1944 ҫулта, Карл 1947 ҫулта, Джой вара 1951 ҫулта ӗҫлеме пуҫларӗ. Пӗртӑвансен тата аттепе аннен лайӑх тӗслӗхӗ ман ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗ.
ПИРӖН ҪЕМЬЕ ЧӐНЛӐХА ПӖЛЕТ
Аттепе аннене Библи вулама питӗ килӗшетчӗ. Вӗсем Турра юратнӑ тата пире те, ачасене, ӑна юратма вӗрентнӗ. Анчах та Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче атте Европӑра ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн чиркӳсене шанма пӑрахнӑ. Атте киле чӗрӗ таврӑнсан, анне савӑнса: «Карл, айта, унчченхи пекех, чиркӗве каяр», — терӗ. Вӑл вара: «Эпӗ сана ӑсатса яратӑп та хам кӗместӗп», — терӗ. Анне: «Мӗншӗн?» — тесе ыйтрӗ. Атте ҫапла ӑнлантарса пачӗ: «Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче эпӗ священниксем салтаксемпе хӗҫ-пӑшала ытти ҫӗршывсенчи пӗр пек ӗненекенсене вӗлерме пилленине куртӑм. Ҫав ҫӗршывсенчи священниксем те ҫавнах тунӑ. Турӑ кам майлӑ пулнӑ-ши?»
Пӗррехинче анне чиркӳре пулнӑ чухне пирӗн пата икӗ Иегова Свидетелӗ килчӗ. Вӗсем аттене икӗ томран тӑракан «Ҫутӑ» ятлӑ Библи вӗренмелли пособие сӗнчӗҫ, унта Ӳлӗмхи кӗнекере мӗн ҫырнине сӳтсе явнӑ пулнӑ. Атте интересленсе кайса ҫав кӗнекесене илчӗ. Анне киле таврӑнсан вӗсене тӳрех вулама пуҫларӗ. Кайран вӑл хаҫатра пӗр пӗлтерӳ курнӑ. Унта кӑмӑл пуррисене пурне те икӗ томран тӑракан «Ҫутӑ» кӗнекепе Библи вӗренме сӗннӗ пулнӑ. Вара вӑл та кайса курас тенӗ. Хаҫатра ҫырнӑ адреспа ҫитсен, алӑка пӗр ватӑ хӗрарӑм уҫнӑ. Анне кӗнеке кӑтартса: «Ҫакна кунта вӗренеҫҫӗ-и?» — тесе ыйтнӑ. Ҫав хӗрарӑм: «Ҫапла, хӗрӗм, кӗр», — тенӗ. Унта тепӗр хут кайнӑ чухне анне пире, пур ачана та, пӗрле илсе кайрӗ. Ҫапла майпа эпир ҫав тӗлпулусене кашни эрнере ҫӳреме пуҫларӑмӑр.
Пӗррехинче тӗлпулӑва ертсе пыракан арҫын тӑван мана Псалом 143:15-мӗшне вуласа пама ыйтрӗ. Унта Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пурте телейлӗ тенӗ. Ҫак сӑвӑ йӗрки чуна пырса тиврӗ. Унсӑр пуҫне, мана тата тепӗр икӗ сӑвӑ йӗрки те питӗ килӗшрӗ. 1 Тимофей 1:11-мӗшӗнче Иегова пирки «телейлӗ Турӑ» тенӗ. Эфес 5:1-мӗшӗнче вара: «Турӑран тӗслӗх илӗр», — тесе чӗнсе каланӑ. Эпӗ Пурне те Тунӑ Турӑшӑн савӑнса ӗҫлемеллине тата уншӑн ӗҫлеме май пурришӗн тав тумаллине ӑнланса илтӗм. Ҫав вӑхӑтранпа ҫапла тума тӑрӑшатӑп та.
Чи ҫывӑх пуху Чикагора, пирӗнтен 30 ҫухрӑма яхӑн аякра пулнӑ. Ҫапах та эпир тӗлпулусене тӑтӑшах ҫӳреттӗмӗр, ҫавна пула эпӗ Библие лайӑхрах та лайӑхрах пӗлме пуҫларӑм. Астӑватӑп, пӗррехинче Джета комментари панӑ чухне эпӗ ҫапла шутласа илтӗм: «Кӑна эпӗ те пӗлетӗп. Эпӗ те хуравлама пултарнӑ пулӑттӑм». Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗлпулусене хатӗрленме тата комментарисем пама пуҫларӑм. Чи кирли вара — эпӗ те, хамӑн пӗртӑвансем пекех, Иеговӑпа ҫывӑхланса пыраттӑм. 1941 ҫулта эпӗ шыва кӗтӗм.
КОНГРЕССЕНЧЕ ИЕГОВӐРАН ВӖРЕНЕТӖП
Эпӗ 1942 ҫулта Ога́йо штатӗнчи Кливлендра иртнӗ конгреса питӗ лайӑх астуса юлтӑм. АПШри 50 ытла хулари тӑван программӑна телефонпа ҫыхӑнса итленӗ. Конгресс иртекен вырӑнтан аякрах мар тӑвансем палаткӑсем лартнӑччӗ. Эпир те унта пурӑнтӑмӑр. Ун чухне Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи алхасатчӗ, ҫавӑнпа та Иегова Свидетелӗсем ҫине час-часах тапӑнатчӗҫ. Каҫхине эпӗ арҫын тӑвансем машинӑсене фарӑсемпе палаткӑсем еннелле мар, тепӗр еннелле лартнине куртӑм. Вӗсем кашни машинӑра ҫӗрӗпех хураллакан пулать тесе калаҫса татӑлнӑ. Хӑрушлӑх сиксе тухсан хураллакансен фарӑсене ҫутса пиплеттермелле пулнӑ. Вара тапӑнакансем курми пулӗччӗҫ тата ытти тӑвансем чупса килме ӗлкӗрӗччӗҫ. Эпӗ ҫапла шутласа илтӗм: «Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пурне те шута илсе хатӗр тӑраҫҫӗ». Ҫавӑнпа та эпӗ лӑпкӑ ҫывӑраттӑм. Телее, ним япӑххи те пулмарӗ.
Ҫулсем иртсен ҫав конгресс ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпӗ анне ҫавӑн чухне питӗ лӑпкӑ пулнине аса илеттӗм. Вӑл пӗртте хӑраман тата пӑшӑрханман. Анне Иеговӑна тата унӑн организацине пӗтӗмпех шанатчӗ. Эпӗ унӑн чаплӑ тӗслӗхне нихӑҫан та манас ҫук.
Ҫав конгресчен кӑшт маларах анне пионер пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесси ҫинчен калакан докладсене вӑл уйрӑмах тимлӗ итлетчӗ. Киле таврӑннӑ чухне вӑл ҫапла каларӗ: «Эпӗ малалла та пионер пуласшӑн, анчах та манӑн килте те тирпей тытса тӑмалла. Веҫех ӗлкӗрме ҫӑмӑл мар». Вӑл: «Эсир мана пулӑшма пултаратӑр-ши?» — тесе ыйтрӗ. Эпир килӗшрӗмӗр. Вара вӑл пире кашни кун ирхи апатчен пӗр е икӗ пӳлӗм пуҫтарма ыйтрӗ. Эпир шкула тухса кайсан, анне кил-ҫурт тасах-и тесе пӑхса тухатчӗ те ырӑ хыпар сарма каятчӗ. Аннен ӗҫ питӗ нумайччӗ, ҫапах та вӑл пирӗн валли те вӑхӑт уйӑратчӗ. Эпир апат вӑхӑтӗнче тата уроксем пӗтсен киле килсен, вӑл пире яланах кӗтсе илетчӗ. Хӑш-пӗр чухне уроксем хыҫҫӑн вӑл пире хӑйӗнпе пӗрле ырӑ хыпар сарма илсе каятчӗ. Ҫакӑ пире пионер пулни мӗн иккенне ӑнланма пулӑшрӗ.
ПИОНЕР ПУЛСА ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТӐП
Эпӗ 16-ра пионер пулса тӑтӑм. Атте ун чухне Свидетель пулман пулин те ырӑ хыпар сарас ӗҫре ман ӗҫсем мӗнле пынине ыйтса пӗлетчӗ. Пӗр каҫ эпӗ: «Тем пек тӑрӑшсан та, Библи вӗренес текен пӗр ҫынна та тупаймарӑм», — тесе каларӑм. Кайран, кӑшт тӑхтаса тӑрсан: «Тен, эсӗ вӗренес тейӗн?» — тесе ыйтрӑм. Вӑл шутласа илчӗ те: «Чӑнах та, мӗншӗн вӗренес мар», — терӗ. Ҫапла вара манӑн пӗрремӗш Библи вӗренекенӗ атте пулчӗ. Мӗн тери пысӑк чыс!
Эпир «Чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» кӗнекепе вӗрентӗмӗр. Вӑхӑт иртсен эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: аттепе вӗреннине пула эпӗ Библи тӗпчес тата ыттисене вӗрентес ӑсталӑха аталантарса пытӑм. Пӗррехинче каҫхине, абзаца вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, атте: «Кӗнекере мӗн ҫырнине эпӗ куратӑп, анчах та кунта мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн?» — тесе ыйтрӗ. Эпӗ мӗн каламаллине пӗлмерӗм, ҫавӑнпа та: «Халӗ сана ҫирӗплетӳсем илсе параймастӑп. Анчах хатӗрленӗп те тепрехинче санӑн ыйту ҫине хуравлӑп», — терӗм. Вара ҫапла турӑм та. Эпӗ абзацри шухӑшсене ҫирӗплетсе паракан Библири сӑвӑ йӗркисене тупрӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ тӗпчеме вӗрентӗм тата Библи вӗренӗвне лайӑхрах хатӗрленме пуҫларӑм. Ҫавна пула хам та, атте те ҫитӗнӳсем турӑмӑр. Атте мӗн пӗлсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнма пуҫларӗ те 1952 ҫулта шыва кӗчӗ.
МАЛАЛЛА ТА ВӖРЕНЕТӖП, ХАЛЬХИНЧЕ — ВЕФИЛЬТЕ
17-ре эпӗ уйрӑм пурӑнма пуҫларӑм. Джетаa миссионер пулнӑ, Дон вара Вефильте ӗҫленӗ. Вӗсене иккӗшне те Иеговӑшӑн ҫапла майпа ӗҫлеме питӗ килӗшетчӗ. Вӗсен тӗслӗхӗ мана питӗ хавхалантарчӗ. Вара эпӗ Галаад шкулӗнче вӗренме тата Вефильте ӗҫлеме заявленисем ҫыртӑм та Иеговӑн хуравне кӗтме пуҫларӑм. Вӑл мӗнле хуравларӗ-ха? 1946 ҫулта мана Вефиле чӗнчӗҫ.
Вефильте эпӗ тӗрлӗ уйрӑмра ӗҫлесе нумай ӗҫе тума вӗрентӗм. 75 ҫул хушшинче эпӗ типографире, бухгалтерире тата мӗн кирлипе тивӗҫтерекен уйрӑмра ӗҫлерӗм. Анчах пуринчен ытла эпӗ Вефильте Библи тӑрӑх вӗрентнине хаклатӑп. Библири шухӑшсене ирхине сӳтсе явнине тата тӗрлӗ докладсене итлесе эпӗ нумай усӑ илетӗп.
Старейшинӑсене вӗрентетӗп
1947 ҫулта манӑн шӑллӑм Карл Вефильте ӗҫлеме пуҫларӗ. Эпӗ унран та нумай япалана вӗрентӗм. Вӑл лайӑх вӗрентекен тата тӗпчевҫӗ пулнӑ. Пӗррехинче, доклад хатӗрленӗ чухне, эпӗ унран пулӑшу ыйтрӑм. Эпӗ Карла: «Нумай материал пухрӑм, анчах та унпа мӗнле усӑ курмаллине пӗлместӗп», — тесе ӑнлантартӑм. Вӑл вара пӗр ыйту кӑна пачӗ: «Джоэл, доклад теми мӗнле вара?» Вӑл мӗн каласшӑн пулнине тӳрех ӑнланса илтӗм. Темӑна уҫса пама пулӑшакан материала ҫеҫ хӑвармалла иккен, ытти вара кирлӗ мар. Хам ун чухне мӗне вӗреннине эпӗ халӗ те асра тытатӑп.
Вефильте ӗҫлени савӑнӑҫ кӳтӗр тесен ырӑ хыпара хастаррӑн сармалла, вара хавхалантаракан тӗслӗхсем пулӗҫ. Пӗррехинче каҫхине Нью-Йоркри пӗр районта, Бронксра, манпа акӑ мӗн пулса тухрӗ. Эпир пӗр арҫын тӑванпа унччен «Хурал Башнипе» «Вӑранӑр!» журналсене илнӗ хӗрарӑм патне кайрӑмӑр. «Эпир сире савӑнтарма пултаракан Библири шухӑшсене кӑтартасшӑн», — терӗмӗр. Вӑл: «Библи ҫинчен калаҫма килтӗр пулсан кӗрӗр», — терӗ. Эпир Турӑ Патшалӑхӗпе ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен темиҫе сӑвӑ йӗрки вуларӑмӑр та вӗсене ӑнлантарса патӑмӑр. Ҫав калаҫу ӑна питӗ килӗшрӗ пулмалла. Тепӗр эрнере ун патне пырсан, вӑл пире пӗччен мар, тусӗсемпе кӗтсе илчӗ. Каярахпа ҫав хӗрарӑм та, унӑн упӑшки те Иегова Свидетелӗсем пулса тӑчӗҫ.
АРӐМРАН ВӖРЕНЕТӖП
Манӑн авланас килетчӗ, анчах та пулас арӑма тӗл пуличчен 10 ҫула яхӑн вӑхӑт иртрӗ. Лайӑх мӑшӑр тупма мана мӗн пулӑшрӗ? Эпӗ Иеговӑна кӗлтӑваттӑм тата мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн мӗнле пурнӑҫпа пурӑнас килни ҫинчен шухӑшлаттӑм.
Мэрипе пӗрле район старейшинин ӗҫне туса тӑратпӑр
1953 ҫулта Нью-Йоркри «Янки» стадионра иртнӗ конгресс хыҫҫӑн эпӗ Мэ́ри Аньёл ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа паллашрӑм. Вӗсем Джетӑпа Галаад шкулӗн 2-мӗш класӗнче вӗреннӗ, кайран вара пӗрле миссионерсем пулса ӗҫленӗ. Мэри Кариб утравӗсем ҫинче ырӑ хыпар сарни ҫинчен тата ҫав ҫулсем хушшинче хӑй кампа Библи вӗреннӗ, ҫав ҫынсем ҫинчен хӗрсе кайсах, пӗр чарӑнмасӑр каласа паратчӗ. Мӗн чухлӗ ытларах хутшӑнаттӑмӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах хамӑрӑн тӗллевсем пӗр пек пулнине кураттӑмӑр. Пирӗн юрату вӑйлансах пычӗ. Вара 1955 ҫулхи апрель уйӑхӗнче эпир пӗрлешрӗмӗр. Мэри Иегова панӑ чӑн-чӑн парне пулнине эпӗ пӗрре анчах мар куртӑм. Вӑл маншӑн яланах лайӑх тӗслӗх пулнӑ. Вӑл хӑйне шанса панӑ пур ӗҫе те савӑнсах тӑватчӗ. Мэри питӗ ӗҫченччӗ тата ыттисемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшатчӗ. Турӑ Патшалӑхӗ унӑн пурнӑҫӗнче ялан малти вырӑнта пулнӑ (Матф. 6:33). Эпир виҫӗ ҫул хушши район старейшинин ӗҫне туса тӑтӑмӑр. 1958 ҫулта вара пире Вефиле ӗҫлеме чӗнчӗҫ.
Эпӗ Мэрирен нумай япалана вӗрентӗм. Тӗслӗхрен, пӗрлешсенех эпир пӗрле Библи вулама калаҫса татӑлтӑмӑр. Кашнинчех пӗр 15 сӑвӑ йӗрки вулаттӑмӑр. Пирӗнтен пӗри вулатчӗ те кайран пӗрле сӳтсе яваттӑмӑр. Тата ҫак шухӑшсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курма пултарни ҫинчен шухӑшлаттӑмӑр. Мэри хӑй Галаадра пулнӑ чухне тата миссионер пулса ӗҫленӗ чухне мӗне вӗренни ҫинчен час-часах каласа паратчӗ. Ҫав шухӑшсем мана докладсем хатӗрленӗ чухне пулӑшатчӗҫ тата эпӗ хӗрарӑм тӑвансене хавхалантарас тесе мӗн тумаллине лайӑхрах курма пуҫларӑм (Ытар. 25:11).
Манӑн юратнӑ Мэри 2013 ҫулта вилсе кайрӗ. Эпӗ уншӑн питӗ тунсӑхлатӑп тата унпа ҫӗнӗ тӗнчере тӗл пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп. Хальлӗхе вара эпӗ малалла та Иеговӑран вӗренетӗп тата ӑна чун-чӗререн шанатӑп (Ытар. 3:5, 6). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем валли ҫӗнӗ тӗнчере мӗн-мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ чухне чӗре канӑҫлӑхпа тата савӑнӑҫпа тулать. Эпир Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен те, хамӑр аслӑ Вӗрентекен ҫинчен те тата ытларах пӗлӗпӗр. Эпӗ Иеговӑна хама мӗне вӗрентнӗшӗн тата унӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗшӗн мӗн тери пархатарлӑ пулнине сӑмахпа та каласа параяс ҫук.
a Джета Сунал биографине 2003 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал Башнинче» (выр.) пӑхӑр, 23—29 страницӑсем.