25-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
96-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗ — хаклӑ мул
Иаков пророкла каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (2-мӗш пайӗ)
«Вӑл... кашнине хӑйне тивӗҫлӗ пиллӗх панӑ» (ПУЛТ. 49:28).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иаков вилес умӗн хӑйӗн сакӑр ывӑлне мӗн каланӑ тата ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
1. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
ИАКОВӐН ывӑлӗсем хӑйсен ватӑлнӑ ашшӗ тавра пухӑннӑ та ӑна тимлӗ итлеҫҫӗ. Унчченхи статьяран эпир Иаков Рувима, Симеона, Левие тата Иудӑна мӗн каланине пӗлтӗмӗр. Ашшӗ вӗсем пирки мӗн калани вӗсене питӗ тӗлӗнтернӗ пулас. Ҫавӑнпа та вӗсем ашшӗ хӑйӗн тепӗр сакӑр ывӑлне мӗн калассине питӗ илтесшӗн пуль. Айтӑр Иаков Завулона, Иссахара, Дана, Гада, Асира, Неффалима, Иосифа тата Вениамина каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухарa.
ЗАВУЛОН
2. Иаков Завулона мӗн каланӑ тата ҫав сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Пултарни 49:13). (Ҫавӑн пекех рамкӑна та пӑхӑр.)
2 Пултарни 49:13 вуласа парӑр. Иаков Завулон пирки вӑл тинӗс хӗрринче пурӑнӗ тесе каланӑ. Ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн 200 ҫул ытла вӑхӑт иртсен, Завулонӑн йӑхӗ Галилея тинӗсӗпе Вӑтаҫӗр тинӗс хушшинчи ҫӗре еткерлӗхе илнӗ. Моисей ҫапла пророкла каланӑ: «Эй Завулон, хӑвӑн ҫулупа ҫӳресе савӑн» (Сак. аст. 33:18). Ҫак сӑмахсем Завулонӑн йӑхӗнчи ҫынсем икӗ тинӗс хушшинче пурӑннине пула ҫӑмӑллӑнах суту-илӳ тума пултарнине пӗлтернӗ пулас. Кирек мӗнле пулсан та, вӗсен савӑнма сӑлтавсем пулнӑ.
3. Кирек мӗнле лару-тӑрура та пире телейлӗ пулма мӗн пулӑшӗ?
3 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, пирӗн кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та, пирӗн яланах савӑнма сӑлтавсем пур. Телейлӗ пулас тесен пирӗн хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлмелле (Пс. 15:6; 23:5). Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑрӑн мӗн ҫукки ҫинчен ытлашши шутлама пуҫлатпӑр та ҫавӑншӑн кулянатпӑр. Анчах та пирӗн пурнӑҫра лайӑххи те нумай паллах. Ҫавӑнпа та хӑвӑрӑн лару-тӑрура лайӑххине курма тӑрӑшӑр (Гал. 6:4).
ИССАХАР
4. Иаков Иссахара мӗн каланӑ тата ҫав сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Пултарни 49:14, 15). (Ҫавӑн пекех рамкӑна та пӑхӑр.)
4 Пултарни 49:14, 15 вуласа парӑр. Иаков Иссахара тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн мухтать тата ӑна йывӑр ҫӗклем йӑтма пултаракан тӗреклӗ ашакпа танлаштарать. Унсӑр пуҫне, Иаков Иссахара илемлӗ ҫӗр лекӗ тесе калать. Ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? Иссахарӑн йӑхӗ Иордан ҫумӗнчи тулӑхлӑ ҫӗре еткерлӗхе илнӗ (Иис. Н. 19:22). Вӗсем хӑйсен ҫӗрӗшӗн лайӑх тӑрӑшнӑ пулас. Ҫавӑн пекех вӗсем ыттисене пулӑшас тесе те тӑрӑшса ӗҫленӗ (3 Пат. 4:7, 17). Сӑмахран, Варак ятлӑ ертӳҫӗпе Девора ятлӑ хӗрарӑм пророк Сисарӑпа ҫапӑҫма израильтянсенчен пулӑшу ыйтсан, Иссахарӑн йӑхӗ хатӗр пулсах пулӑшнӑ. Ҫав йӑх ытти ҫапӑҫусене те хутшӑннӑ (Тӳр. 5:15).
5. Мӗншӗн пирӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле?
5 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иегова Иссахарӑн йӑхӗ тӑрӑшса ӗҫленине хакланӑ пекех, эпир хӑйӗншӗн тӑрӑшса ӗҫленине те хаклать (Еккл. 2:24). Тӗслӗхшӗн пухушӑн тӑрӑшса ӗҫлекен арҫын тӑвансене илер (1 Тим. 3:1). Вӗсем ҫапӑҫусене хутшӑнмаҫҫӗ паллах. Анчах та вӗсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекен тӑвансене вӗсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене мӗн аркатма пултарать, ҫавсенчен хӳтӗлеҫҫӗ (1 Кор. 5:1, 5; Иуда 17—23). Ҫакна тума ҫӑмӑл мар. Ҫавӑн пекех вӗсем пухури тӑвансене хавхалантаракан тата ҫирӗплетекен докладсем хатӗрлес тесе нумай вӑй хураҫҫӗ (1 Тим. 5:17).
ДАН
6. Дан йӑхне мӗнле ӗҫ шанса панӑ пулнӑ? (Пултарни 49:17, 18). (Ҫавӑн пекех рамкӑна та пӑхӑр.)
6 Пултарни 49:17, 18 вуласа парӑр. Иаков Дана ҫӗленпе — хӑйӗнчен чылай пысӑкрах чӗрчун ҫине, сӑмахран, ҫапӑҫура усӑ куракан лаша ҫине, тапӑнма хӑраман ҫӗленпе — танлаштарнӑ. Дан йӑхӗ хӑюллӑ пулнӑ тата вӑл Израилӗн тӑшманӗсемпе ҫапӑҫма яланах хатӗр пулнӑ. Пама пулнӑ ҫӗре кайнӑ чухне ҫак йӑх хыҫалтан пынӑ, ҫапла вӑл пур йӑха та «хыҫалтан хӳтӗленӗ» (Йыш. 10:25, ҪТ). Ытти йӑхсем Дан йӑхӗ мӗн тунине веҫех курман пулин те, вӗсене шанса панӑ ӗҫ питӗ кирлӗ пулнӑ.
7. Иеговӑн организацийӗнче хамӑра шанса панӑ ӗҫе тунӑ чухне пирӗн мӗне асра тытмалла?
7 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Сирӗнпе ҫакӑн пекки пулкаланӑ та пуль: эсир пӗр-пӗр ӗҫе турӑр та ҫакна никам та асӑрхаман пек туйӑнчӗ сире. Тен, эсир Патшалӑх залне тирпейлес е пӑхса-юсас ӗҫе хутшӑннӑ, конгресра пулӑшнӑ е мӗнле те пулин урӑх ӗҫе тунӑ. Сире ҫакӑншӑн мухтаса илме пулать. Иегова эсир хӑйӗншӗн мӗн тунине пурне те асӑрханине тата хакланине яланах асра тытӑр. Эпир Иеговӑшӑн хамӑра ыттисем мухтасса кӗтнӗрен мар, ӑна чун-чӗререн юратнӑран ӗҫлетпӗр пулсан, ҫакӑ ӑна уйрӑмах савӑнтарать (Матф. 6:1—4).
ГАД
8. Мӗншӗн тӑшмансем Гад йӑхӗ ҫине кирек хӑш вӑхӑтра та тапӑнма пултарнӑ? (Пултарни 49:19). (Ҫавӑн пекех рамкӑна та пӑхӑр.)
8 Пултарни 49:19 вуласа парӑр. Иаков Гад пирки «ӑна халӑх ушкӑнӗ хӗстерӗ», урӑхла каласан, ун ҫине вӑрӑ-хурах ушкӑнӗсем тапӑнӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ. Ҫавӑнтанпа 200 ҫул ытла вӑхӑт иртсен, Гад йӑхӗ Иордан юханшывӗнчен хӗвелтухӑҫалла вырнаҫнӑ ҫӗрсене еткерлӗхе илнӗ. Вӗсен кӳршисем тӑшманла тӑракан халӑхсем пулнӑ. Апла пулсан, ҫав халӑхсем вӗсем ҫине кирек хӑш вӑхӑтра та тапӑнма пултарнӑ. Ҫав-ҫавах Гад йӑхӗ унта пурӑнасшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен унта выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме лайӑх вырӑнсем пулнӑ (Йыш. 32:1, 5). Вӗсем хӑюллӑ ҫынсем пулнӑ курӑнать. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен ҫӗрне Иегова вӑрӑ-хурахсем тапӑнассинчен хӳтӗлеме пулӑшасса шаннӑ. Унсӑр пуҫне, Гад йӑхӗнчи ҫынсем ытти йӑхсене Иорданран хӗвеланӑҫалла вырнаҫнӑ Пама пулнӑ ҫӗрӗн пайне ҫӗнсе илме нумай ҫул хушши пулӑшнӑ (Йыш. 32:16—19). Вӗсем, килте пулман чухне те, хӑйсен арӑмӗсемпе ачисене Иегова хӳтӗлесси пирки иккӗленмен. Иегова Гад йӑхне хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн тата ыттисене пулӑшас тесе хӑйсене шеллеменшӗн пилленӗ (Иис. Н. 22:1—4).
9. Хамӑр тунӑ йышӑнусемпе эпир Иегова ҫине шаннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
9 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тесен пирӗн ун ҫине шанмалла (Пс. 36:3). Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ Патшалӑх залӗсене тата Иеговӑн организацийӗ валли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсене куҫса каяҫҫӗ е ытти майсемпе пулӑшаҫҫӗ. Ҫак ӗҫсене тунӑ чухне вӗсем Иегова хӑйсемшӗн тӑрӑшасса шанаҫҫӗ (Пс. 22:1).
АСИР
10. Иаков Асир пирки пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ? Асир йӑхӗ мӗн туман? (Пултарни 49:20). (Ҫавӑн пекех рамкӑна та пӑхӑр.)
10 Пултарни 49:20 вуласа парӑр. Иаков Асир йӑхӗ пуян пулать тесе пророкла каланӑ. Шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Асир еткерлӗхе илнӗ ҫӗр питӗ тулӑх пулнӑ (Сак. аст. 33:24). Ҫав ҫӗр Вӑтаҫӗр тинӗсӗ хӗррипе тӑсӑлса выртнӑ. Вӗсен ҫӗрӗ шутне Финикийӑри Сидон ятлӑ хула та кӗнӗ. Ҫав хулана тӗрлӗ ҫӗртен таварсем тултарнӑ карапсем килсе ҫӳренӗ. Анчах та Асир йӑхӗ хӑйӗн ҫӗрӗнчен ханаансене хӑваласа яман (Тӳр. 1:31, 32). Пуян пулнӑран тата ханаансем япӑх витӗм кӳнӗрен пулас, Асир йӑхӗн Иеговӑн ирӗкне тӑвас тӗлӗшрен хастарлӑхӗ сӳннӗ. Сӑмахран, Варак ертӳҫӗ ханаансемпе ҫапӑҫма израильтянсенчен пулӑшу ыйтсан, Асир йӑхӗ пулӑшас темен. Ҫавна пула вӗсем Иегова хӑйӗн халӑхне «Мегиддон шывӗ» хӗрринче тӗлӗнмелле ҫӗнтерӳ панине курма пултарайман (Тӳр. 5:19—21). Варакпа Девора ҫӗнтерӳ ячӗпе хывнӑ юрӑра: «Асир тинӗс хӗрринче ларать... пӗр шухӑшсӑр пурӑнать», — тесе юрланине илтсен, Асир йӑхне намӑс пулнӑ пулас (Тӳр. 5:17).
11. Мӗншӗн пирӗн пурнӑҫра укҫа чи кирли пулмалла мар?
11 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир Иеговӑна чи лайӑххине парасшӑн. Ҫавӑнпа пирӗн, ҫак тӗнчери ҫынсем пек, укҫапа пурлӑх пурнӑҫра чи кирли тесе шутламалла мар (Ытар. 18:11). Пире укҫа-тенкӗ кирлӗ пулин те, эпир укҫа Иеговӑшӑн ӗҫлессинчен кирлӗрех тесе шутламастпӑр (Еккл. 7:12; Евр. 13:5). Хамӑра кирлех мар япаласем туянмашкӑн эпир хамӑр вӑйпа вӑхӑта сая ямастпӑр. Ун вырӑнне эпир Иеговӑшӑн мӗн тума пултарнине веҫех тума тӑрӑшатпӑр. Эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан, вӑл пире пуласлӑхра чаплӑ пурнӑҫ парасса пӗлетпӗр (Пс. 4:9).
НЕФФАЛИМ
12. Иаков Неффалим пирки каланӑ сӑмахсем мӗне пӗлтерме пултарнӑ? (Пултарни 49:21, сноска). (Ҫавӑн пекех рамкӑна та пӑхӑр.)
12 Пултарни 49:21-мӗшӗнчи сноскӑна вуласа парӑрb. Иаков Неффалим пирки «паха каларӑш ӑсти» тенӗ. Ҫакӑ Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне мӗнле калаҫассине пӗлтерме пултарнӑ. Неффалим йӑхӗн ҫӗрӗнче вырнаҫнӑ Капернаум хулинче Иисус нумай вӑхӑт ирттернӗ, ҫавӑнпа Иисус Капернаума пырсан, ун пирки «хӑйӗн хулине килнӗ» тенӗ (Матф. 4:13; 9:1). Исаия пророк Мессия ҫинчен каланӑ чухне Завулонпа Неффалим «аслӑ ҫутӑ» курӗҫ тенӗ (Ис. 9:1, 2). Чӑнах та, Иисус, ӑста вӗрентекен, «пур тӗрлӗ ҫынна ҫутатакан чӑн-чӑн ҫутӑ» пулнӑ (Иоанн 1:9; 7:46).
13. Хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа эпир Иеговӑна мӗнле савӑнтарма пултаратпӑр?
13 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иеговӑшӑн эпир мӗн тата мӗнле калани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Иеговӑна кӑмӑллӑ «паха каларӑш» калас тесен пирӗн мӗн тумалла? Пӗрремӗшӗнчен, чӑннине калӑр (Пс. 14:1, 2). Иккӗмӗшӗнчен, хӑвӑрӑн сӑмахусемпе ыттисене ҫирӗплетме тӑрӑшӑр — ыттисене ырӑ ӗҫсем тунӑшӑн час-часах мухтӑр, тиркесе тата ӳпкелешсе калаҫассинчен сыхланӑр (Эф. 4:29). Унсӑр пуҫне, ҫынсемпе калаҫу пуҫлама вӗренме тӗллев лартӑр, ҫапла вара эсир май сиксе тухсанах вӗсене Иегова ҫинчен каласа пама пултаратӑр.
ИОСИФ
14. Иаков Иосиф ҫинчен пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Пултарни 49:22, 26). (Ҫавӑн пекех рамкӑна та пӑхӑр.)
14 Пултарни 49:22, 26 вуласа парӑр. Иосиф Иаковӑн юратнӑ арӑмӗн, Рахилӗн, малтанхи ывӑлӗ пулнӑ. Иаков ун пирки «тулӑх ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ» тенӗ. Иаков хӑй «йывӑҫ» пулнӑ, Иосиф вара унӑн «хунавӗ» пулнӑ. Иаков Иосифпа, «тӑванӗсем хушшинчен суйласа илнӗскерӗпе», питӗ мухтаннӑ курӑнать. Вӑл малтанхи ывӑла памалли еткерлӗхӗн икӗ пайне Лийӑн малтанхи ывӑлӗ, Рувим, вырӑнне Иосиф илӗ тесе пророкла каланӑ (Пулт. 48:5, 6; 1 Ҫул. 5:1, 2). Ҫак пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ? Иосифӑн ывӑлӗсенчен — Ефремран тата Манассийӑран — икӗ йӑх пулса кайнӑ. Вӗсенчен кашни Пама пулнӑ ҫӗрте еткерлӗх ҫӗр илнӗ (Пулт. 49:25; Иис. Н. 14:4).
15. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, Иосиф хӑйне мӗнле тытнӑ?
15 Ҫавӑн пекех Иаков «перекенсем [«ухӑҫсем», ҪТ] ӑна [Иосифа] печӗҫ, ӑна... кураймарӗҫ» тенӗ (Пулт. 49:23). Ҫакӑ Иосифӑн ӑмсанакан пӗртӑванӗсене пӗлтернӗ. Вӗсем хӑйсене унпа тӗрӗс мар тытнӑ, ҫавна пула вӑл нумай хӗн курнӑ. Анчах та Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсем ҫине ҫилленсе ҫӳремен тата хӑйӗнпе мӗн пулса иртнишӗн Иеговӑна айӑпламан. Иаков Иосиф пирки «уххи унӑн ҫирӗп пулчӗ, алли унӑн тӗреклӗ пулчӗ» тенӗ (Пулт. 49:24). Иосиф пур йывӑрлӑхра та Иегова ҫине шаннӑ. Вӑл хӑйӗн пӗртӑванӗсене каҫарнӑ кӑна мар, хӑйне вӗсемпе ыррӑн та тытнӑ (Пулт. 47:11, 12). Сӑнарлӑ каласан, Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсен тӑшманлӑхне хӗрхенӗвӗн тата чунтан парӑнса юратнин «ухӑ йӗпписемпе» ҫӗнтернӗ. Иосиф йывӑрлӑхсене тӳснине пула лайӑх енсем аталантарма пултарнӑ (Пс. 104:17—19). Ҫавӑнпа та Иегова чаплӑ ӗҫсем тума Иосифпа усӑ курма пултарнӑ.
16. Иосифӑн тӗслӗхӗ пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшма пултарать?
16 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Йывӑрлӑхсенче Иеговӑна тата хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене юратма ан пӑрахӑр. Ҫакна асра тытӑр: эпир Иеговӑшӑн йывӑр вӑхӑтра та ӗҫлетпӗр пулсан, ҫакӑ ӑна пире мӗне те пулин вӗрентме май парать (Евр. 12:7). Йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне эпир лайӑх енсене аталантарма пултаратпӑр, сӑмахран, эпир хӗрхенме тата каҫарма вӗренме пултаратпӑр (Евр. 12:11). Иегова Иосифа пилленӗ пекех, вӑл пире те чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн пиллессе эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр.
ВЕНИАМИН
17. Вениамин пирки каланӑ пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Пултарни 49:27). (Ҫавӑн пекех рамкӑна та пӑхӑр.)
17 Пултарни 49:27 вуласа парӑр. Иаков Вениамина кашкӑрпа танлаштарнӑ. Ҫапла вӑл Вениамин йӑхӗнчи ҫынсем лайӑх ҫапӑҫма пӗлекен ҫар ҫыннисем пулӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ (Тӳр. 20:15, 16; 1 Ҫул. 12:2). «Ирхине», Израиль патшалӑхӗ тин ҫеҫ йӗркеленсе кайсан, унӑн пӗрремӗш патши Вениамин ҫынни Саул пулнӑ. Вӑл филистимсемпе хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ (1 Пат. 9:15—17, 21). Нумай ҫул иртсен вара, сӑнарлӑ каласан «каҫпала», Эсфирь патша майрипе Мардохей, Вениамин йӑхӗнчи ҫынсем, израильтянсене вӗлерсе пӗтересрен ҫӑлса хӑварнӑ (Эсф. 2:5—7; 8:3; 10:3).
18. Вениамин йӑхӗ пекех чунтан парӑннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
18 Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Вениамин ҫыннисем хӑйсен йӑхӗнчи ҫын Израиль патши пулса тӑнӑшӑн питӗ савӑннӑ пулас. Анчах та каярахпа Иегова Давида патшана лартнӑ, вӑл вара Иуда йӑхӗнчен пулнӑ. Малтан Вениамин йӑхӗ Давид майлӑ тӑман пулин те, каярахпа вӗсем Давида хӑйсен патши вырӑнне хунӑ (2 Пат. 3:17—19). Нумай ҫул иртсен, вунӑ йӑх пӑлхав ҫӗкленӗ чухне, Вениамин йӑхӗ Иуда йӑхне тата Иегова суйласа лартнӑ патшана чунтан парӑнса вӗсем майлӑ тӑнӑ (3 Пат. 11:31, 32; 12:19, 21). Айтӑр эпир те Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пыма суйласа лартнӑ тӑвансене чунтан парӑнса пулӑшса тӑрар (1 Фес. 5:12).
19. Иаков вилес умӗн каланӑ пророкла сӑмахсенчен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр?
19 Иаков вилес умӗн каланӑ пророкла сӑмахсем пире нумай усӑ пама пултарнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине пӑхса тухни пире Иегова хӑйӗн ытти сӑмахне те пурнӑҫлассине хытӑрах ӗненме пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех Иаков ывӑлӗсем мӗнле пиллӗхсем илнине пӑхса тухнине пула эпир Иеговӑна мӗнле савӑнтарма пултарнине лайӑхрах ӑнлантӑмӑр.
128-МӖШ ЮРӐ Вӗҫне ҫитичченех чӑтар
a Иаков малтанхи тӑватӑ ывӑлне пилленӗ чухне аслинчен пуҫласа кӗҫӗнни таран пилленӗ. Ытти сакӑр ывӑлне пилленӗ чухне вара вӑл ҫак йӗркене тытса тӑман.
b Пултарни 49:21, сноска: «Неффалим — кӗрнеклӗ ту качаки; вӑл — паха каларӑш ӑсти».