27-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
79-МӖШ ЮРӐ Вӗсене ҫирӗп пулма вӗрентӗр
Библи вӗренекенсене Иеговӑшӑн ӗҫлессине суйласа илме пулӑшӑр
«Ӗненӳре ҫирӗп тӑрӑр... вӑйлӑ пулӑр» (1 КОР. 16:13).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Библи вӗренекенсене хытӑ ӗненме тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫирӗп шут тытма пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
1, 2. а) Библи вӗренекене Иегова Свидетелӗ пулса тӑма мӗн чӑрмантарма пултарать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
ХӐВӐР Библи вӗренме пуҫланӑ вӑхӑта аса илӗр-ха. Эсир тӳрех Иегова Свидетелӗ пулса тӑма шут тытрӑр-и е иккӗленсе тӑтӑр-и? Тен, эсир тӑван-хурӑнташсем, туссем е пӗрле ӗҫлекенсем хирӗҫ тӑрасран хӑранӑ. Е, тен, эсир Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнма шутсӑр йывӑр тата ҫакӑ манран пулмасть тесе шутланӑ. Ку ҫапла пулсан, эсир Библи вӗренекенсем мӗн туйма пултарнине тата мӗншӗн вӗсем хальлӗхе Иегова Свидетелӗсем пуласшӑн маррине ӑнланатӑр.
2 Ҫавӑн пек хӑрани хӑш-пӗрисене Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарма пултарнине Иисус пӗлнӗ (Матф. 13:20—22). Анчах та вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыма иккӗленекен ҫынсем ҫине ал сулман. Вӑл вӗсене 1) Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлама мӗн чӑрмантарнине ӑнланма, 2) Иеговӑна хытӑрах юратма, 3) Иеговӑшӑн ӗҫлессине пурнӑҫра малти вырӑна лартма тата 4) ыттисем хирӗҫ тӑнӑ чухне мӗн тумаллине пӗлме пулӑшнӑ. «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренекене Иегова майлӑ тӑма пулӑшас тесе эпир Иисусран тӗслӗх мӗнле илме пултарнине айтӑр пӑхса тухар.
ВӖРЕНЕКЕНЕ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАМА МӖН ЧӐРМАНТАРНИНЕ ӐНЛАНМА ПУЛӐШӐР
3. Никодима Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑма мӗн чӑрмантарма пултарнӑ?
3 Никодим иудейсен ятлӑ-сумлӑ пуҫлӑхӗ пулнӑ. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑранпа ҫур ҫул ҫеҫ иртнӗ пулнӑ, ҫав-ҫавах Никодим вӑл Турӑ янӑ ҫын пулнине ӑнланнӑ (Иоанн 3:1, 2). Никодим Иисуспа калаҫас тесе ун патне ҫӗрле кайнӑ. Мӗншӗн? Вӑл иудейсем хӑйӗн пирки мӗн шутлама пултарнинчен хӑранӑ (Иоанн 7:13; 12:42). Тен, вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан хӑйӗн влаҫне тата укҫи-тенкине ҫухатма пултарасран хӑранӑa.
4. Никодима хӑйӗнчен Турӑ мӗн кӗтнине ӑнланма пулӑшас тесе Иисус мӗн тунӑ?
4 Никодим Моисей законне пӗлнӗ, анчах та хӑйӗнчен Иегова мӗн кӗтнине ӑнланман. Иисус ӑна мӗнле пулӑшнӑ? Вӑл ун валли вӑхӑт уйӑрма тата унпа ҫӗрле тӗл пулма та хатӗр пулнӑ. Иисус Никодима вӗренекен пулса тӑрас тесен мӗн тумаллине уҫҫӑн ӑнлантарса панӑ: унӑн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмелле, шыва кӗмелле тата Турӑ Ывӑлне ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартмалла пулнӑ (Иоанн 3:5, 14—21).
5. Вӗренекене хӑйне Иеговӑшӑн ӗҫлеме мӗн чӑрмантарнине ӑнланма мӗнле пулӑшма пулать?
5 Вӗренекен Библие лайӑх пӗлет пулсан та, вӑл хӑйне Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлама мӗн чӑрмантарнине ӑнланмасан та пултарать. Тен, вӑл ӗҫре ытлашши нумай вӑхӑт ирттерет е тӑван-хурӑнташӗсем ӑна Иегова Свидетелӗ пулса тӑма чараҫҫӗ. Иисус пекех, Библи вӗренекен валли вӑхӑт уйӑрма хатӗр пулӑр. Ӑна эсир чей ӗҫме е пӗрле уҫӑлса ҫӳреме чӗнме пултаратӑр. Ҫакӑн пек хутшӑннӑ чухне вӑл, тен, хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен нумайрах каласа парӗ, вара эсир вӑл мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине курма пултаратӑр. Унтан вӗренекене унӑн мӗнле улшӑнусем тумаллине ӑнланма пулӑшӑр тата ҫакна унӑн сире мар, Иеговӑна савӑнтарас тесе тумаллине аса илтерӗр.
6. Вӗренекене хӑй мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑма мӗнле пулӑшма пулать? (1 Коринф 16:13).
6 Вӗренекен хӑйне тӗрӗссине тума Иегова пулӑшасса шанать пулсан, унӑн хӑй мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑма вӑй пулӗ. (1 Коринф 16:13 вуласа парӑр.) Эсир ӑна мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Ҫак тӗлӗшрен сире шкул учителӗпе танлаштарма пулать. Лайӑх учитель мӗне те пулин тума вӗрентет кӑна мар, вӗренекене эсӗ ҫавна тума пултаратӑн тесе те шантарать. Эпир те Туррӑн Сӑмахне лайӑх вӗрентекенсем пуласшӑн. Эпир ҫынсене Библири чӑнлӑхсене вӗрентетпӗр кӑна мар, ҫавӑн пекех эпир вӗсене Иегова пулӑшнипе эсир хӑвӑр пурнӑҫра кирлӗ улшӑнусем тума пултаратӑр тесе шантаратпӑр. Лайӑх вӗрентекен пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
ВӖРЕНЕКЕНЕ ИЕГОВӐНА ХЫТӐРАХ ЮРАТМА ПУЛӐШӐР
7. Иисус ҫынсене Иеговӑна хытӑрах юратма мӗнле пулӑшнӑ?
7 Иисус ҫакна пӗлнӗ: хӑйӗн вӗренекенӗсем Турра юратаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене хӑйсем мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑма хавхалантарӗ. Вӑл илсе панӑ тӗслӗхсем унӑн вӗренекенӗсене ҫӳлти Ашшӗне хытӑрах юратма пулӑшнӑ. Сӑмахран, вӑл Иеговӑна хӑйӗн ачисене лайӑх парнесем паракан ҫынпа танлаштарнӑ (Матф. 7:9—11). Тен, Иисуса итлекенсенчен хӑш-пӗрисен ҫавӑн пек юратакан атте пулман. Ҫавӑнпа та Иисус хӗрхенекен ашшӗ япӑх ӗҫсем туса пурӑннӑ ывӑлне каялла ӑшшӑн йышӑнни ҫинчен калакан тӗслӗх илсе парсан, ӑна итлекенсем мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иисус ҫынсене Иегова вӗсене питӗ хытӑ хӗрхеннине курма пулӑшнӑ (Лука 15:20—24).
8. Эсир вӗренекене Иеговӑна хытӑрах юратма пулӑшас тесе мӗн тума пултаратӑр?
8 Эсир вӗренекене Иеговӑна хытӑрах юратма пулӑшас тесе мӗн тума пултаратӑр? Май сиксе тухсанах ӑна Туррӑн лайӑх енӗсем ҫинчен каласа парӑр. Библи вӗреннӗ чухне кашнинче ӑна сӳтсе явнӑ материалта Иеговӑн юратӑвӗ мӗнле курӑнса тӑнине ӑнланма пулӑшӑр. Калӑпӑр, эсир Иегова хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пани ҫинчен калаҫатӑр. Ҫавӑн чухне вӗренекен Иегова ҫав парнене пӗтӗм этемлӗхе юратнӑран кӑна мар, ӑна хӑйне юратнӑран та панине ӑнланса илтӗр (Рим 5:8; 1 Иоанн 4:10). Вӗренекен хӑйне Иегова питӗ хытӑ юратнине ӑнланса илсен, ҫакӑ ӑна Иеговӑна тата хытӑрах юратма хавхалантарӗ (Гал. 2:20).
9. Майкла хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем тума тата Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма мӗн пулӑшнӑ?
9 Индонезире пурӑнакан Майклӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ӳснӗ, ҫав-ҫавах шыва кӗмен. Майкл 18 ҫул тултарсан урӑх ҫӗршыва водитель пулса ӗҫлеме кайнӑ. Каярахпа вӑл килне таврӑннӑ та авланнӑ, унтан вара каллех урӑх ҫӗршыва ӗҫлеме тухса кайнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ Библи вӗренме пуҫланӑ. Амӑшӗ вилсен, Майкл ашшӗне пулӑшас тесе килне таврӑнма шут тытнӑ. Унтан вӑл хӑй те Библи вӗренме килӗшнӗ. «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери 27-мӗш урока сӳтсе явнӑ чухне «Нумайрах пӗлӗр» текен пайӗнчи шухӑшсем унӑн чӗрине пырса тивнӗ. Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ питӗ хытӑ асаплӑннӑ чухне мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшланӑ май Майкл макӑрса янӑ. Вӑл хӑйне Иеговӑпа Иисус питӗ хытӑ юратнине ӑнланса илсен питӗ пархатарлӑ пулнӑ. Вара вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем тунӑ та шыва кӗнӗ.
ВӖРЕНЕКЕНЕ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕССИНЕ ПУРНӐҪРА МАЛТИ ВЫРӐНА ЛАРТМА ПУЛӐШӐР
10. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлессине пурнӑҫра малти вырӑна лартма мӗнле пулӑшнӑ? (Лука 5:5—11). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
10 Пӗрремӗш ӗмӗрте Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем вӑл Мессия пулнине тӳрех ӑнланса илнӗ. Анчах та ырӑ хыпара хастаррӑн сарма кирлине вӗсем тӳрех ӑнланман. Тӗслӗхрен, Иисус Пётрпа Андрея хӑйӗн хыҫҫӑн пыма чӗннӗ чухне вӗсем пӗр вӑхӑт хушши ӗнтӗ унӑн вӗренекенӗсем пулнӑ (Матф. 4:18, 19). Вӗсем Иаковпа тата Иоанпа пӗрле пулӑҫсем пулнӑ, ҫак ӗҫ вара вӗсене сахал мар тупӑш панӑ (Марк 1:16—20). Пётрпа Андрей пулӑҫ ӗҫне хӑварсан, вӗсем хӑйсен ҫемйисене мӗн кирлипе тивӗҫтермелли урӑх май тупнӑ паллах. Вӗсене хӑйсен ӗҫне хӑварма тата Иеговӑшӑн ӗҫлессине пурнӑҫра малти вырӑна лартма мӗн пулӑшнӑ? Лука ҫырнӑ Евангелире каланӑ тӑрӑх, Иисус вӗсене Иегова мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарнине кӑтартас тесе тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Ҫакӑ вӗсене, Иеговӑна хӑйсен пурнӑҫӗнче малти вырӑна лартсан, вӑл вӗсемшӗн тӑрӑшассине хытӑрах шанма пулӑшнӑ. (Лука 5:5—11 вуласа парӑр.)
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлессине пурнӑҫра малти вырӑна лартма мӗнле пулӑшнӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? (10-мӗш абзаца пӑхӑр)b
11. Вӗренекенӗн ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе эпир ӑна мӗн ҫинчен каласа пама пултаратпӑр?
11 Эпир, Иисус пек, тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултараймастпӑр. Анчах эпир камсем Иеговӑна хӑйсен пурнӑҫӗнче малти вырӑна лартнӑ, ҫавсемшӗн вӑл мӗнле тӑрӑшни ҫинчен каласа пама пултаратпӑр. Сӑмахран, эсир тӗлпулусене ҫӳреме пуҫланӑ чухне хӑвӑра Иегова мӗнле пулӑшнине аса илӗр-ха. Тен, сирӗн хӑвӑр ӗҫ хуҫипе тӗл пулса ӑна тӗлпулусем иртекен кунсенчен ӗҫ хыҫҫӑн юлма пултараймастӑп тесе ӑнлантарса пама тивнӗ. Турра пуҫҫапассине хӑвӑр пурнӑҫра малти вырӑна лартсан, Иегова хӑвӑра мӗнле пиллени ҫинчен, ҫавна пула сирӗн ӗненӳ мӗнле ҫирӗпленни ҫинчен вӗренекене каласа парӑр.
12. а) Мӗншӗн пирӗн Библи вӗренӗвне ирттерме тӗрлӗ тӑвансене чӗнмелле? ӑ) Вӗренекене хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иеговӑна малти вырӑна лартма пулӑшас тесе эпир тата мӗнпе усӑ курма пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.
12 Библи вӗренекене ытти христиансем Иеговӑна малти вырӑна лартас тесе хӑйсен пурнӑҫӗнче мӗнле улшӑнусем туни ҫинчен каласа пани те усӑ панӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та унпа вӗренме тӗрлӗ тӑвансене чӗнӗр. Вӗсем Библи мӗнле вӗренме пуҫлани ҫинчен тата хӑйсене Иеговӑна малти вырӑна лартма мӗн пулӑшни ҫинчен каласа паччӑр. Унсӑр пуҫне, «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери «Нумайрах пӗлӗр» текен пайӗнчи е «Тӗпчемелли» текен пайӗнчи видеосене пӗрле пӑхӑр. Сӑмахран, 37-мӗш урока вӗреннӗ чухне «Иегова пире мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать» ятлӑ видео пӑхӑр. Унтан, ҫав видеона сӳтсе явнӑ чухне, вӗренекенпе вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иеговӑна малти вырӑна мӗнле лартма пултарни ҫинчен калаҫса илӗр.
ВӖРЕНЕКЕНЕ ЫТТИСЕМ ХИРӖҪ ТӐНӐ ЧУХНЕ МӖН ТУМАЛЛИНЕ ВӖРЕНТӖР
13. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ыттисем хирӗҫ тӑнине хатӗр пулма мӗнле пулӑшнӑ?
13 Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене вӗсене ыттисем, ҫав шутрах вӗсен тӑван-хурӑнташӗсем те, хирӗҫ тӑрӗҫ тесе пӗрре анчах мар каланӑ (Матф. 5:11; 10:22, 36). Хӑй вилес умӗн кӑшт маларах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсенчен хӑш-пӗрисене вӗлерӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 24:9; Иоанн 15:20; 16:2). Вӑл вӗсене сӑваплӑ ӗҫре ӑслӑ-тӑнлӑ пулма ӳкӗтленӗ. Сӑмахран, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсем мӗне ӗненнине хирӗҫ тӑракансемпе ан тавлашӑр тата мӗн калас, мӗн тӑвас тӗлӗшрен асӑрхануллӑ пулӑр тенӗ. Ҫакӑ вӗсене ырӑ хыпара малалла сарма май панӑ пулӗччӗ.
14. Библи вӗренекене ыттисем хирӗҫ тӑнине хатӗр пулма пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (2 Тимофей 3:12).
14 Библи вӗренекене ыттисем хирӗҫ тӑнине хатӗр пулма пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Вӑл Библи вӗренни ҫинчен унпа пӗрле ӗҫлекенсем, тусӗсем е тӑван-хурӑнташӗсем илтсен, вӗсем мӗн калама е тума пултарни ҫинчен ӑна каласа парӑр. (2 Тимофей 3:12 вуласа парӑр.) Вӑл Библи тӑрӑх пурӑнма шут тытнӑшӑн унпа пӗрле ӗҫлекенсенчен хӑш-пӗрисем унран тӑрӑхласа кулма пултараҫҫӗ. Теприсем, тӑван-хурӑнташӗсем те, вӑл Библирен мӗн пӗлни пирки тиркесе калаҫма пултараҫҫӗ. Вӗренекенпе эпир ыттисем хирӗҫ тӑма пултарни ҫинчен мӗн чухлӗ маларах калаҫма пуҫлӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах вӑл ӑна хатӗр пулӗ. Вара вӑл ун чухне мӗн тумаллине тата мӗн каламаллине лайӑхрах пӗлӗ.
15. Библи вӗренекен тӑван-хурӑнташӗсем хирӗҫ тӑнине хатӗр пултӑр тесе эпир ӑна мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
15 Вӗренекенӗн тӑван-хурӑнташӗсене вӑл Библи вӗренме пуҫлани килӗшмест пулсан, ӑна вӗсем хӑйсене мӗншӗн ҫавӑн пек тытни ҫинчен шухӑшлама пулӑшӑр. Тен, унӑн тӑван-хурӑнташӗсем Иегова Свидетелӗсем суяна вӗрентеҫҫӗ тесе е вӗсем япӑх ҫынсем тесе шутлаҫҫӗ. Иисусӑн тӑванӗсем те вӑл мӗн туни пирки кӑмӑлсӑр пулнӑ (Марк 3:21; Иоанн 7:5). Ҫавӑнпа вӗренекене хӑйӗн килӗнчисемпе тата ытти ҫынсемпе тӳсӗмлӗ пулма тата ыррӑн калаҫма вӗрентӗр.
16. Вӗренекене хӑй мӗне ӗненнине ыррӑн та майне пӗлсе каласа пама пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
16 Вӗренекенӗн тӑван-хурӑнташӗсем Библи пирки ыйтусем пама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн чухне унӑн вӗсене хӑй мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа пама кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ытлашши нумай информаци пӗлтернине пула тепрехинче вӗсем вӑл мӗне ӗненни ҫинчен ыйтасшӑн пулмӗҫ. Вӗренекене сахалтарах каласа пама сӗнӗр, вара унӑн тӑван-хурӑнташӗсем тепӗр чухне унран Библи ҫинчен нумайрах пӗлес тейӗҫ тен (Кол. 4:6). Ҫавӑн пекех вӑл вӗсене jw.org сайта кӑтартма пултарать. Ҫапла вӗсем Иегова Свидетелӗсем ҫинчен хӑҫан, мӗн чухлӗ тата мӗн вулассине хӑйсем суйласа илме пултарӗҫ.
17. Вӗренекене Иегова Свидетелӗсем ҫинчен паракан ыйтусем ҫине хуравлама вӗрентес тесе мӗн тума пулать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
17 Пирӗн jw.org сайтра «Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем» текен статьясен ярӑмӗ пур. Вӗсемпе усӑ курса эсир вӗренекене тӑван-хурӑнташӗсем е пӗрле ӗҫлекенӗсем пама пултаракан ыйтусем ҫине ахаль сӑмахсемпе хуравлама вӗрентме пултаратӑр (2 Тим. 2:24, 25). Ҫавӑн пекех «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекен кашни урокӗ вӗҫӗнчи «Хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ» текен рамкӑна сӳтсе явӑр. Вӗренекене ҫав рамкӑри ыйтусем ҫине хӑйӗн сӑмахӗпе хуравлама хавхалантарӑр. Кирлӗ пулсан, хӑш енчен лайӑхланмаллине калӑр. Вӗренекене ҫавӑн пек калаҫусем ирттерме вӗрентес тесе вӑхӑт уйӑрӑр. Вара вӑл хӑй мӗне ӗненнине ыттисене лайӑхрах ӑнлантарса пама пултарӗ.
Библи вӗренӗвӗсене ирттернӗ чухне вӗренекене ырӑ хыпар сарма вӗрентӗр (17-мӗш абзаца пӑхӑр)c
18. Вӗренекене пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма хавхалантарас тесе мӗн тума пулать? (Матфей 10:27).
18 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтерме хушнӑ. (Матфей 10:27 вуласа парӑр.) Мӗн чухлӗ маларах вӗренекен пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫлӗ, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах вӑл Иегова ҫине шанма вӗренӗ. Вӗренекене хӑйӗн умне ҫавӑн пек тӗллев лартма эсир мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Сирӗн пухура ырӑ хыпар сармалли кампани пуҫланасси ҫинчен пӗлтерӳ тусан, вӗренекене шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑма хавхалантарӑр. Мӗншӗн ҫавӑн пек кампанисем вӑхӑтӗнче ырӑ хыпара сарма пуҫлама ҫӑмӑлтарах пулни ҫинчен ӑна ӑнлантарса парӑр. Вӗренекен хӑйӗн умне лартма пултаракан тепӗр тӗллев вӑл — эрне варринче иртекен тӗлпулура вӗренмелли заданисем туса парасси. Ҫакӑ ӑна хӑй мӗне ӗненнине лайӑхрах ӑнлантарса пама пулӑшӗ.
ЭСИР ВӖРЕНЕКЕНЕ ВӐЛ ИЕГОВӐНА ЮРАСШӐН ПУЛНИНЕ ӖНЕННИНЕ КӐТАРТӐР
19. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ тата эпир унран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
19 Иисус тӳпене каяс умӗн кӑшт маларах хӑйӗн вӗренекенӗсене вӑл вӗсемпе каллех пӗрле пулӗ тесе каланӑ. Вӑл вӗсене тӳпене илме шут тытнине вӗсем ӑнланман. Вӗренекенӗсем веҫех ӑнланман пулин те, Иисус вӗсем Иеговӑна юрасшӑн пулни пирки пӗртте иккӗленмен (Иоанн 14:1—5, 8). Вӑл вӗсене хӑш-пӗр чӑнлӑхсене — сӑмахран, пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк ҫинчен калакан чӑнлӑха — ӑнланма вӑхӑт кирлӗ пулнине пӗлнӗ (Иоанн 16:12). Иисус пекех, эпир те вӗренекенсене вӗсем Иеговӑна юрасшӑн пулнине ӗненнине кӑтартма пултаратпӑр.
Мӗн чухлӗ маларах вӗренекен пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫлӗ, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах вӑл Иегова ҫине шанма вӗренӗ
20. Малавире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗнпе Библи вӗренекене ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ?
20 Эпир хамӑрпа Библи вӗренекенсем тӗрӗссине тӑвасшӑн пулни пирки иккӗленместпӗр. Тӗслӗхшӗн Малавире пурӑнакан Чифу́ндо ятлӑ хӗрарӑм тӑвана илер. Вӑл католиксен тӗнне тытса тӑракан Алина́фе ятлӑ ҫамрӑк хӗрпе «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе Библи вӗренме пуҫланӑ. Вӗсем 14-мӗш урока вӗренсе пӗтерсен, Чифундо хӗртен: «Турра пуҫҫапнӑ чухне йӗрӗхсемпе усӑ курасси пирки эсӗ мӗн шутлатӑн?» — тесе ыйтнӑ. Алинафене ҫак ыйту питӗ килӗшмен, вара вӑл: «Манӑн мӗн тумаллине эпӗ хам пӗлетӗп», — тенӗ. Чифундо ҫакӑн хыҫҫӑн Алинафе вӗренме пӑрахать пуль тесе шутланӑ. Анчах та пирӗн хӗрарӑм тӑван Алинафе вӑхӑт иртнӗҫемӗн веҫех ӑнланасса шанса унпа тӳсӗмлӗн малалла вӗреннӗ. Темиҫе уйӑх иртсен, вӗсем 34-мӗш урока вӗреннӗ чухне, Чифундо 6-мӗш пунктри: «Библие тата чӑн Турра, Иеговӑна, пӗлсе пыни сире мӗнле усӑ пачӗ?» — текен ыйтӑва панӑ. Чифундо ҫапла каласа парать: «Алинафе нумай мӗн лайӑххине каласа пачӗ. Вӑл Свидетельсем Библи сивлекен нимле ӗҫ те тумаҫҫӗ тесе те каларӗ». Кӗҫех Алинафе йӗрӗхсемпе усӑ курма пӑрахнӑ та шыва кӗнӗ.
21. Вӗренекене Иегова майлӑ тӑма пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
21 Ҫын чӗри ӑшне акнӑ чӑнлӑх вӑрлӑхне Иегова ӳстерет пулин те, эпир те хамӑр енчен вӗренекене ҫитӗнӳсем тума пулӑшма пултаратпӑр (1 Кор. 3:7). Эпир ӑна Турӑ унран мӗн кӗтнине каласа паратпӑр ҫеҫ мар, Иеговӑна хытӑрах юратма та пулӑшатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ӑна Иеговӑшӑн ӗҫлессине пурнӑҫра малти вырӑна лартма хавхалантаратпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ӑна ыттисем хирӗҫ тӑнӑ чухне Иегова ҫине шанма вӗрентетпӗр. Эпир вӗренекене вӑл Иеговӑна юрасшӑн пулнине ӗненнине кӑтартатпӑр пулсан, ҫакӑ ӑна Иегова майлӑ тӑма вӑй парӗ.
55-МӖШ ЮРӐ Вӗсенчен ан хӑрӑр!
a Никодим Иисуспа калаҫнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул ҫурӑ иртсен те иудейсен аслӑ сучӗн ҫынни пулма пӑрахман (Иоанн 7:45—52). Хӑш-пӗр историксем Никодим Иисус вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ вӗренекен пулса тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ (Иоанн 19:38—40).
b ӲКЕРЧӖК. Пётрпа ытти пулӑҫсем Иисус хыҫҫӑн каяс тесе хӑйсен тупӑш паракан ӗҫне хӑвараҫҫӗ.
c ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван Библи вӗренекене ырӑ хыпар сарма вӗрентет.