Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 29 калав
  • Мӗншӗн Моисей тарнӑ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗншӗн Моисей тарнӑ
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫунакан тӗмӗ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫунакан тӗм
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Моисей ӗненнӗ пек ӗненӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Моисей Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Ытларах пӗлӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 29 калав
Моисей Египетран тарать

29-МӖШ КАЛАВ

Мӗншӗн Моисе́й тарнӑ

ПӐХ-ХА, Моисе́й Египетра́н тарать. Ун хыҫҫӑн хӑваланине куратӑн-и? Ҫак ҫынсем Моисее́ мӗншӗн вӗлересшӗн пулнине пӗлетӗн-и? Айта пӑхса тухар.

Моисе́й Еги́пет пуҫлӑхӗ, фарао́н, килӗнче ӳссе ҫитӗннӗ. Вӑл питӗ ӑслӑ тата паллӑ ҫын пулса тӑнӑ. Моисе́й хӑй Еги́пет ҫынни пулманнине тата унӑн чӑн-чӑн ашшӗ-амӑшӗ Изра́иль халӑхӗнчи чурасем пулнине пӗлнӗ.

Пӗррехинче Моисе́й, 40 ҫулта чухне, хӑйӗн халӑхӗ мӗнле пурӑннине кайса курма шут тытнӑ. Халӑха тискеррӗн пусмӑрланӑ. Вӑл пӗр Еги́пет ҫынни Изра́иль халӑхӗнчи чурана хӗненине курнӑ. Моисей унталла-кунталла пӑхкаласа илнӗ те никам та сӑнаса тӑманнине курсан, вӑл Еги́пет ҫыннине ҫапнӑ, лешӗ вара вилсе кайнӑ. Кайран Моисе́й унӑн кӗлеткине хӑйӑр ӑшне пытарнӑ.

Тепӗр кунне Моисе́й каллех хӑйӗн халӑхӗ ҫине пӑхма тухнӑ. Вӑл вӗсене пулӑшма тата чуралӑхран хӑтарма пултаратӑп тесе шухӑшланӑ. Анчах вӑл пӗр-пӗринпе ҫапӑҫакан икӗ Израи́ль ҫыннине курнӑ та тӗрӗс мар тӑваканнине каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ хӑвӑн тӑванна хӗнетӗн?»

Ҫакӑн ҫине арҫын хуравланӑ: «Пирӗнпе пуҫлӑх тата судья пулма сана кам лартнӑ? Эсӗ Еги́пет ҫыннине вӗлернӗ пек мана та вӗлересшӗн мар-и?»

Моисе́й хӑраса ӳкнӗ. Еги́пет ҫыннипе мӗн тунине ҫынсем пӗлнине вӑл ӑнланса илнӗ. Ун ҫинчен фарао́н та илтнӗ, вара вӑл Моисее́ вӗлерме ҫынсене янӑ. Акӑ мӗншӗн Моисе́йӑн Египетра́н тарма тивнӗ.

Моисе́й Египетра́н инҫетри Мадиа́м ҫӗрне тарнӑ. Унта вӑл Иофо́р ҫемйипе паллашнӑ та унӑн хӗрӗсенчен пӗрне, Сепфо́ра ятлине, качча илнӗ. Моисе́й Иофо́р сурӑхӗсене пӑхакан кӗтӳҫ пулса тӑнӑ. Вӑл Мадиа́м ҫӗрӗнче 40 ҫул пурӑннӑ. Ун чухне вӑл 80 ҫулта пулнӑ. Вара пӗррехинче, Иофо́р сурӑхӗсене пӑхнӑ чухне, Моисе́йӑн пурнӑҫне тӗпӗ-йӗрӗпех улӑштаракан тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ. Тепӗр страницӑна уҫ та ҫакӑ мӗнле ӗҫ пулнине пӗлӗн.

Тухни 2:11—25; Апостолсен ӗҫӗсем 7:22—29.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр