Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 4/15 3—8 с.
  • Моисей ӗненнӗ пек ӗненӗр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Моисей ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ВӐЛ ӲТ ХЫҪҪӐН КАЯС КӐМӐЛА СИРСЕ ЯНӐ
  • ВӐЛ ХӐЙӖН СӐВАПЛӐ ӖҪНЕ ХАКЛАНӐ
  • «ВӐЛ ПУЛАС ЫРӐЛӐХА АСӖНЧЕ ТЫТСА ТӐНӐ»
  • Эсир «Курӑнманскере» курса тӑратӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Мӗншӗн Моисей тарнӑ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫунакан тӗм
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Эсир Иегова еннелле пӑхатӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 4/15 3—8 с.

Моисей ӗненнӗ пек ӗненӗр

«Хӑй ӳссе ҫитӗнсен, ӗненнипе Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ» (ЕВР. 11:24, ҪС).

МОИСЕЙ ТӖСЛӖХӖНЧЕН ЭПИР...

  • ...вӑхӑтлӑх пуласлӑх валли тунӑ йышӑнусемпе ӗмӗрлӗх пуласлӑх валли тунӑ йышӑнусем хушшинчи уйрӑмлӑх ҫинчен мӗн пӗлтӗмӗр?

  • ...хамӑра шанса панӑ ӗҫе пурнӑҫлама Иегова пире мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен мӗн пӗлтӗмӗр?

  • ...мӗншӗн пирӗн пулас ырӑлӑх пирки пӗрмаях шухӑшламалли ҫинчен мӗн пӗлтӗмӗр?

1, 2. а) Моисей 40 ҫул тултарсан мӗнле йышӑну тунӑ? ӑ) Мӗншӗн Моисей пусмӑр тӳсекен Туррӑн халӑхӗпе пӗрле пурӑнас тенӗ?

МОИСЕЙ Египет мӗнле пуласлӑх сӗнме пултарнине пӗлнӗ. Вӑл пуян ҫынсен пысӑк та капӑр ҫурчӗсене курнӑ. Ӑна патша ҫемйи ывӑллӑха илнӗ, ҫавӑн пекех «Египетри мӗнпур ӑслӑлӑха», калӑпӑр, тӗрлӗ йышши искусствӑна, астрономие, математикӑна тата ытти наукӑсене «вӗрентсе ҫитернӗ» (Ап. ӗҫ. 7:22, ҪС). Вӑл ҫӑмӑллӑнах укҫаллӑ, власть тытса тӑракан тата ятлӑ-сумлӑ ҫын пулма пултарнӑ, ҫакӑн пирки вара ахаль Египет ҫынни ӗмӗтленнӗ кӑна!

2 Анчах Моисей 40 ҫул тултарсан тунӑ йышӑну хӑйне ывӑллӑха илнӗ патша ҫемйине аптратсах ӳкернӗ пулас. Вӑл ахаль Египет ҫыннин пурнӑҫӗпе те мар, чурасем хушшинче пурӑнас тенӗ! Мӗншӗн? Моисей ӗненнӗ. (Еврейсем 11:24—26 вуласа пар.) Ӗненӗвне пула Моисей Иеговӑна курса тӑнӑ теме пулать. Вӑл «Курӑнманскере» тата Турӑ сӑмах панисем пурнӑҫланасса ӗненсе тӑнӑ (Евр. 11:27).

3. Ҫак статья мӗнле виҫӗ ыйту ҫине хурав парӗ?

3 Пирӗн те хамӑрӑн куҫ курнинчен ытларах курма тӑрӑшмалла — пирӗн ӗненсе тӑмалла (Евр. 10:38, 39). Хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетес тесе Еврейсем 11:24—26-мӗшӗсенче Моисей ҫинчен мӗн ҫырнине пӑхса тухар. Ҫавна тунӑ май ҫак ыйтусем ҫине хурав пама тӑрӑшӑр: ӗненни Моисее ӳт хыҫҫӑн каяс кӑмӑла сирсе яма мӗнле хавхалантарнӑ? Мӑшкӑл тӳсме тивнӗ чухне ӗненни ӑна хӑйне шанса панӑ сӑваплӑ ӗҫе хаклама мӗнле пулӑшнӑ? Мӗншӗн Моисей «пулас ырӑлӑха шанса [«асӗнче тытса», ҪС] тӑнӑ»?

ВӐЛ ӲТ ХЫҪҪӐН КАЯС КӐМӐЛА СИРСЕ ЯНӐ

4. Моисей «ҫылӑха кӗрсе... киленсе» пурӑнасси пирки мӗн ӑнланнӑ?

4 Ӗненнине пула Моисей «ҫылӑха кӗрсе... киленсе» пурӑнни вӑхӑтлӑха кӑна пулнине ӑнланса илнӗ. Теприсем япаласем ҫине пачах урӑхла пӑхма пултарнӑ. Мӗншӗн? Вӗсем Египет — йӗрӗхсене пуҫҫапассипе спиритизм ӑшнех путнӑ пулсан та — тӗнчипе пуҫ пулса тӑракан держава пулса тӑнине, ҫав вӑхӑтрах Иеговӑн халӑхӗ чуралӑхра асапланса пурӑннине курнӑ. Анчах та Турӑ пурне те улӑштарма пултарнине Моисей пӗлнӗ. Хӑйсен кӑмӑлне кӑна ҫырлахтарасшӑн ҫунакан ҫынсен пурнӑҫӗ ӑнса пынӑ пек курӑннӑ пулин те, йӗркесӗррисем пӗтессине Моисей ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та ӑна «ҫылӑха кӗрсе пӗр авка [«вӑхӑтлӑха», ҪТ] киленсе» пурӑнасси илӗртмен.

5. «Ҫылӑха кӗрсе вӑхӑтлӑха киленсе» пурӑнассинчен сыхланма пире мӗн пулӑшӗ?

5 «Ҫылӑха кӗрсе вӑхӑтлӑха киленсе» пурӑнасси ан илӗрттӗр тесе мӗн тума пулать? Ҫылӑхпа киленесси самантлӑха кӑна пулнине нихӑҫан та ан манӑр. Ӗненни сире «тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те» пӗтессине ӑнланса илме пулӑшӗ (1 Иоанн 2:15—17). Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсене мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӗсем «шуса ӳкмелли ҫул» ҫинче тӑраҫҫӗ тата кӗҫех хӑрушла пӗтӗҫ! (Пс. 72:18, 19.) Ҫылӑх тӑвас шухӑш ҫуралсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Хам валли эпӗ мӗнле пуласлӑх суйласа илесшӗн?»

6. а) Мӗншӗн «Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ»? ӑ) Мӗншӗн эсир Моисей тӗрӗс йышӑну тунӑ тесе шутлатӑр?

6 Ӗненни Моисей мӗнле пурнӑҫ ҫулӗ суйласа илни ҫине те витӗм кӳнӗ. «Хӑй ӳссе ҫитӗнсен, ӗненнипе Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ» (Евр. 11:24, ҪС). Моисей эпӗ патша таврашӗнчи ҫын пулнӑ ҫӗртенех Турӑшӑн ӗҫлеме, ҫавӑн пекех израильтянсене, хамӑн тӑвансене, хамӑн укҫа-тенкӗпе, влаҫпа усӑ курса пулӑшса тӑма пултаратӑп тесе шутламан. Ун вырӑнне вӑл Иеговӑна пӗтӗм чӗрепе, чунпа тата вӑй-халпа юратасшӑн пулнӑ (Сак. аст. 6:5). Ҫак йышӑну Моисее нумай хуйхӑран сыхланӑ. Вӑл хӑварнӑ Египетри пуянлӑхран нумайӑшӗ каярахпа израильтянсен аллине куҫнӑ (Тух. 12:35, 36). Фараона намӑса хӑварнӑ та тӗп тунӑ (Пс. 135:15). Моисее илес пулсан, вӑл чӗрӗ тӑрса юлнӑ, Турӑ вара хӑйӗн халӑхне ҫӑлас тесе унпа усӑ курнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ чӑннипех те ӑнӑҫлӑ пулнӑ.

7. а) Матфей 6:19—21-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн мӗн тумаллине палӑртса хунӑ чухне ӗмӗрлӗх пуласлӑха шута илмелле? ӑ) Вӑхӑтлӑх пуласлӑх валли тунӑ йышӑнусемпе ӗмӗрлӗх пуласлӑх валли тунӑ йышӑнусем хушшинчи уйрӑмлӑха мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

7 Эсӗ ҫамрӑк тата Иеговӑшӑн ӗҫлетӗн пулсан, ӗненӳ сана пурнӑҫ ҫулне тӗрӗс суйласа илме мӗнле пулӑшма пултарать? Пуласлӑхра мӗн тумаллине палӑртса хуратӑн пулсан, эсӗ тӗрӗс тунӑ пулӑттӑн. Санӑн ӗмӗрлӗх пуласлӑх валли пурлӑх пухма ӗненӳ ҫителӗклӗ-и? Е эсӗ вӑхӑтлӑх пуласлӑх валли пурлӑх пухӑн-ши? (Матфей 6:19—21 вуласа пар.) Софи ятлӑ пултаруллӑ балеринӑн шӑп ҫавӑн пек ыйтӑва татса памалла пулнӑ. Ӑна стипенди тата Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тӗрлӗ балет ушкӑнӗсенче тӗп партисене ташлама сӗннӗ. «Хӑвна ыттисем пысӑка хурса хисеплени кӑмӑла ҫӗклет. Эпӗ ыттисенчен чылай лайӑхрах пулнине туяттӑмччӗ,— калать вӑл.— Анчах та ҫакӑ мана телей кӳмерӗ». Пӗррехинче Софи «Вопросы молодежи. Чему посвятить свою жизнь?» фильма пӑхнӑ. «Ҫак тӗнче мана чапа тухма тата хамӑн пултарулӑха хаклакан ҫынсен мухтавне панине эпӗ ӑнланса илтӗм, анчах та эпӗ Иеговӑна пӗтӗм чунтан ӗҫлеме пӑрахрӑм,— калать вӑл.— Эпӗ ӑна хӗрӳллӗн кӗлтурӑм, вара ташӑҫ карьерине хӑвартӑм». Ҫакӑн пек йышӑну туни пирки вӑл мӗн шутлать? «Эпӗ унчченхи пурнӑҫшӑн тунсӑхламастӑп. Халӗ эпӗ хама нихӑҫанхичен те телейлӗрех туятӑп. Эпир упӑшкапа пӗрле пионер пулса ӗҫлетпӗр. Эпир паллӑ ҫынсем мар, укҫа-тенкӗ те пирӗн ытлашшиех мар. Анчах та пирӗн Иегова пур, ҫавӑн пекех Библи вӗренекен ҫынсем тата Туррӑн тӗллевӗсемпе килӗшӳллӗ тӗллевсем пур. Эпӗ нимӗншӗн те ӳкӗнместӗп».

8. Ҫамрӑксене хӑйсен пурнӑҫӗпе мӗн тумаллине шутласа хума Библири мӗнле канаш пулӑшма пултарать?

8 Иегова саншӑн мӗн чи лайӑх пулнине пӗлет. Моисей каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, санран мӗн ыйтать-ха? Ҫакна ҫеҫ: санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, Унӑн ҫулӗпе ҫӳремелле, Ӑна юратмалла, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа пӑхӑнса тӑмалла, хӑвна ырӑ пултӑр тесессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн хӑвӑн Туррун ӳкӗчӗсемпе йӗркисене — эпӗ паян сана каласа хӑварассине — тытса пурӑнмалла» (Сак. аст. 10:12, 13). Халӗ эсӗ, ҫамрӑк чухне, Иеговӑна юратма тата уншӑн хӑвна «пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа» ӗҫлесе тӑма май паракан пурнӑҫ ҫулне суйласа ил. Ҫакна шанма пултаратӑн: ҫак ҫула суйласа илсен хӑвнах лайӑх пулӗ.

ВӐЛ ХӐЙӖН СӐВАПЛӐ ӖҪНЕ ХАКЛАНӐ

9. Моисее хӑйне шанса панӑ ӗҫне тума мӗншӗн йывӑр пулма пултарнине ӑнлантарса парӑр.

9 Моисей «Христос тӳснӗ мӑшкӑла [«Турӑ Суйласа илнин хурлӑхне», ҪХ] Египетри мулран пысӑка хунӑ» (Евр. 11:26). Ҫак сӑвӑ йӗркинче Моисей пирки «Христос» е «Турӑ Суйласа илнӗскер» тенӗ. Ҫакӑ Иегова ӑна Израиле Египетран илсе тухма суйласа лартнине пӗлтерет. Моисей ҫак ӗҫе тума йывӑр пулассине, «мӑшкӑл» тӳсме, е хирӗҫ тӑрассипе тӗл пулма, тивессине те пӗлнӗ. Унччентерех пӗр израильтянин ӑна тӑрӑхласа ҫапла каланӑ: «Сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ?» (Тух. 2:13, 14.) Каярахпа Моисей хӑй Иеговӑран ҫапла ыйтнӑ: «Фараон мана епле итлетӗр-ха?» (Тух. 6:12.) Ҫавӑн пек хирӗҫ тӑнине хатӗрленес тата чӑтса ирттерес тесе Моисей хӑйне мӗн хӑратнине, мӗн пӑшӑрхантарнине Иеговӑна каласа панӑ. Шанса панӑ йывӑр ӗҫне Моисей туса ҫитертӗр тесе Иегова ӑна мӗнле пулӑшнӑ?

10. Моисей хӑйне шанса панӑ ӗҫе туса ҫитертӗр тесе Иегова мӗн-мӗн тунӑ?

10 Пӗрремӗшӗнчен, Иегова Моисее: «Эпӗ санпа пӗрле пулӑп»,— тесе шантарса каланӑ (Тух. 3:12). Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшӗн пӗр енне ӑнлантарса панипе ӑна ҫапла каланӑ: «Эпӗ Ӗмӗрех Пурри [«ЭПӖ КАМ ПУЛАС ТЕТӖП, ҪАВӐ ПУЛСА ТӐРӐП», ҪТ]»a (Тух. 3:14). Виҫҫӗмӗшӗнчен, Вӑл Моисее тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ, ҫакӑ вара Моисее чӑн Турӑ янине кӑтартнӑ (Тух. 4:2—5). Тӑваттӑмӗшӗнчен, Моисей хӑйне шанса панӑ ӗҫе туса ҫитертӗр тесе Иегова ӑна пулӑшакана тата ун вырӑнне калаҫакана, Аарона, панӑ (Тух. 4:14—16). Моисей хӑй пурнӑҫӗн вӗҫӗнче Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене шанса панӑ кирек хӑш ӗҫе тума мӗн кирлине пурне те парасса пӗтӗмпех шанса тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн вырӑнне лартнӑ Иисус Навина ҫапла шантарса калама пултарнӑ: «Ҫӳлхуҫа Хӑй сан умӑнтан пырӗ, Хӑй санпа пӗрле пулӗ, санран уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ — ан хӑра, ан сехӗрлен» (Сак. аст. 31:8).

11. Мӗншӗн Моисей хӑйне шанса панӑ ӗҫе питӗ хакланӑ?

11 Иегова пулӑшса тӑнипе Моисей хӑйне шанса панӑ ҫӑмӑлах мар ӗҫе питӗ хакланӑ, ӑна «Египетри мулран» та пысӑкрах пуянлӑх тесе шутланӑ. Чӑнах та, фараоншӑн ӗҫленине Пурне те Тума Пултаракан Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрассипе танлаштарма пулать-и? Иегова «Суйласа илни» пулнипе танлаштарсан Египет кнеҫӗ камах вара вӑл? Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнишӗн Моисей пиллӗхсем илнӗ. Унӑн Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулнӑ, ҫавна пула вӑл израильтянсене Пама пулнӑ ҫӗре илсе кайнӑ чухне «аслӑ кӗтретсем тунӑ» (Сак. аст. 34:10—12).

12. Иегова пире шанса панӑ мӗнле чыслӑ тивӗҫсене пирӗн хакламалла?

12 Пире те ӗҫ шанса панӑ. Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ Павел апостолпа ыттисене суйласа илнӗ пекех, пире те сӑваплӑ ӗҫе тума, ырӑ хыпара сарма суйласа илнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 9:15 вуласа пар.) Пире пурне те ҫав чыслӑ тивӗҫе шанса панӑ (Матф. 24:14; 28:19, 20). Хӑшӗ-пӗрисем сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑраҫҫӗ. Шыва кӗнӗ опытлӑ арҫын-тӑвансем пухура пулӑшакан ӗҫченсем тата старейшинӑсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапах та Иеговӑна ӗненмен хурӑнташсемпе пӗлӗшсем ҫав чыслӑ ӗҫ пирки ниме тӑман ӗҫ теме е пире Иеговӑшӑн пӗтӗм чуна парса ӗҫленӗшӗн ӳпкелеме те пултараҫҫӗ (Матф. 10:34—37). Вӗсен сире аптратса ӳкерме май килчӗ пулсан, вара, эсир, тен, ҫавӑн пек ҫухатусем тӳсме кирлех-ши е хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса ҫитерме пултарӑпӑр-ши тесе иккӗленме пуҫланӑ пулӑттӑр. Ҫакӑн пек лару-тӑрура ӗненӳ сире чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшӗ?

13. Хамӑра шанса панӑ ӗҫе пурнӑҫлама Иегова пире мӗнле пулӑшать?

13 Иеговӑран вӑл пулӑшу парасса ӗненсе ыйтӑр. Хӑвӑра мӗн хӑратни, мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен ӑна каласа парӑр. Иегова сире ӗҫ шанса панӑ-тӑк, ӑна тума та пулӑшӗ. Мӗнле? Моисее пулӑшнӑ пекех. Пӗрремӗшӗнчен, Иегова шантарса калать: «Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп» (Ис. 41:10). Иккӗмӗшӗнчен, вӑл хӑй сӑмах панисем пурнӑҫланаҫҫех тесе аса илтерсе тӑрать: «Эпӗ каларӑм — каланине пурӑнӑҫа килтеретӗп; палӑртса хутӑм — тумасӑр хӑвармастӑп» (Ис. 46:11). Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова сире шанса панӑ ӗҫе туса тӑма «ытла та пысӑк хӑват» парать (2 Кор. 4:7). Тӑваттӑмӗшӗнчен, пирӗн юратакан Атте сире хӑйне пӗтӗм тӗнчипе тӗрӗс пуҫҫапакансен тӑванлӑхне панӑ, вӗсем вара пӗр-пӗрне хавхалантараҫҫӗ, тӗреклетеҫҫӗ (1 Фес. 5:11, ҪТ). Иегова сире хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе тума мӗн кирлине пурне те парса тӑнине кура эсир ӑна тата хытӑрах ӗненме тытӑнатӑр. Ҫавна пула эсир хӑвӑрӑн чыслӑ тивӗҫсене тӗнчери кирек мӗнле мулран та пысӑкрах пуянлӑх вырӑнне хурса хаклама пуҫлатӑр.

«ВӐЛ ПУЛАС ЫРӐЛӐХА АСӖНЧЕ ТЫТСА ТӐНӐ»

14. Мӗншӗн Моисей пулас ырӑлӑха илетӗпех тесе шанса тӑнӑ?

14 Моисей «пулас ырӑлӑха шанса [«асӗнче тытса», ҪС] тӑнӑ» (Евр. 11:26). Вӑл пуласлӑх пирки нумаях пӗлмен пулин те, ҫак пӗлӳ унӑн йышӑнӑвӗсем ҫине витӗм кӳнӗ. Моисей, хӑйӗн мӑн аслашшӗ Авраам пекех, Иегова вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарнине ӗненнӗ (Лука 20:37, 38; Евр. 11:17—19). Пулас пиллӗхсене илме шанса тӑнине пула Моисей 40 ҫул тарса пурӑннине тата 40 ҫул пушхирте пурӑннине сая кайнӑ ҫулсем тесе шутламан. Турӑ сӑмах панисем тӗпӗ-йӗрӗпе мӗнле пурнӑҫланассине Моисей пӗтӗмпех пӗлмен пулин те, вӑл ӗненӗвӗн куҫӗпе пулас ырӑлӑха курма пултарнӑ.

15, 16. а) Мӗншӗн пирӗн пулас ырлӑх пирки пӗрмаях шухӑшламалла? ӑ) Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухнехи мӗнле пиллӗхсене эсир кӗтетӗр?

15 Эсир пулас ырӑлӑха асӑрта тытса тӑратӑр-и? Халӗ те эпир, Моисей пекех, Турӑ сӑмах панисем мӗнле пурнӑҫланассине пӗтӗмпех пӗлместпӗр. Сӑмахран, эпир хӑрушла асап вӑхӑчӗ «хӑҫан ҫитессине» пӗлместпӗр (Марк 13:32, 33). Ҫапах та пулас Рай пирки эпир Моисейран чылай нумайрах пӗлетпӗр. Тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлмесен те, эпир Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне Иегова мӗнле пурнӑҫ пама пулни ҫинчен ҫителӗклӗ пӗлетпӗр, ҫавӑнпа та ҫав пурнӑҫа хамӑр «асра тытса тӑма», урӑхла каласан, ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫа куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратпӑр. Эпир ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫа куҫ умӗнчи пекех уҫҫӑн курса тӑратпӑр пулсан, ҫакӑ пире пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырама хавхалантарӗ. Мӗншӗн? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: эсир ҫурт туянасшӑн пулсан, анчах та ун ҫинчен питӗ сахал пӗлетӗр пулсан, ӑна илнӗ пулӑттӑр-и? Ҫук паллах! Ҫавӑн пекех эпир те пуш ӗмӗтшӗн пурнӑҫа сая ямӑпӑр. Ӗненни пире Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухнехи пурнӑҫӑн ӳкерчӗкне уҫӑмлӑн курма пулӑшмалла.

16 Турӑ Патшалӑхӗнче мӗнле пулнине уҫӑмлӑн курас тесе Райра сирӗн пурнӑҫ мӗнле пулассине «асра тытса тӑрӑр», урӑхла каласан, куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Сӑмахран, Иисус пурӑничченхи Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫинчен вуланӑ чухне вӗсем вилӗмрен чӗрӗлсен эсир вӗсенчен мӗн ҫинчен ыйтма пултарни пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсем сирӗнтен юлашки кунсенчи пурнӑҫ ҫинчен мӗн ыйтма пултарнӑ пулӗччӗҫ? Ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла пурӑннӑ тӑван-хурӑнташусемпе тӗл пулма тата вӗсене Турӑ вӗсемшӗн мӗн туни ҫинчен каласа пама мӗнле интереслӗ пулнине ӑсра сӑнарласа пӑхӑр. Мирлӗ ҫӗр ҫинче нумай тискер чӗрчуна сӑнаса пӗлни сире мӗнле савӑнӑҫ пама пултарнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Майӗпен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса пынӑ май эсир Иеговӑпа ытларах та ытларах ҫывӑхланса пыни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

17. Пулас ырӑлӑхӑн уҫӑмлӑ ӳкерчӗкне хамӑр асра тытни пире халӗ мӗнле пулӑшса тӑрать?

17 Ҫав пулас ырӑлӑхӑн уҫӑмлӑ ӳкерчӗкне хамӑр асра тытни пире чӑтӑмлӑ та савӑнӑҫлӑ пулма тата ӗмӗрлӗх пуласлӑха шута илсе йышӑнусем тума пулӑшать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патне Павел ҫапла ҫырнӑ: «Хамӑр курманнине ӗмӗтленнӗ [«шаннӑ», ҪХ] чухне вара эпир ӑна тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑратпӑр» (Рим 8:25). Ҫак сӑмахсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма шанакан пур христианинпа та ҫыхӑннӑ теме пулать. Хальлӗхе ҫак шанчӑк пурнӑҫланман пулин те, пирӗн ӗненӳ питӗ ҫирӗп пулнӑран эпир «пулас ырӑлӑха» чӑтӑмлӑ кӗтсе тӑратпӑр. Моисей пекех эпир Иеговӑшӑн ӗҫленӗ ҫулсене сая янӑ вӑхӑт тесе шутламастпӑр. Ун вырӑнне эпир «курӑнаканни вӑл — пӗр вӑхӑта, курӑнманни — ӗмӗрлӗхе» пынине шанатпӑр. (2 Коринф 4:16—18 вуласа пар.)

18, 19. а) Мӗншӗн пирӗн хамӑр ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе кӗрешмелле? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

18 Ӗненнине пула эпир курӑнманни чӑнах пуррине витӗмлӗ кӑтартса паракан ҫирӗплетӳсене куратпӑр (Евр. 11:1, ҪТ). «Таса Сывлӑшсӑр ҫын» ӗненӗвӗн куҫӗпе пӑхмасть, ҫавӑнпа Иеговӑшӑн ӗҫлесси мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланмасть. Вӑл ҫавӑн пек чыслӑ тивӗҫе «ӑссӑрлӑх» вырӑнне хурать (1 Кор. 2:14). Анчах та эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма тата ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине курма шанатпӑр — ҫаксене вара ҫак тӗнче курма пултараймасть. Павела вӑл вӑхӑтри философсем ним пӗлмен «сӳпӗлти» тенӗ, хальхи вӑхӑтра та ҫынсем нумайӑшӗ эпир каласа ҫӳрекен шанчӑк пирки пустуй сӑмах тесе шутлаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 17:18).

19 Эпир пурӑнакан тӗнчере ӗненӳ ҫук пирки ӗненӗве сыхласа хӑварас тесе пирӗн кӗрешмелле. Эсир хӑвӑрӑн «ӗненни ан иксӗлтӗр тесе» Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр (Лука 22:32). Ҫылӑх туни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине, Иеговӑшӑн ӗҫлесси калама ҫук хаклӑ пулнине тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкне яланах асра тытӑр. Анчах та ӗненнине пула Моисей кунтан та ытларах курма пултарнӑ. Тепӗр статьяра эпир ӗненни Моисее «Курӑнманскере» курма мӗнле пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр (Евр. 11:27).

a Тухни 3:14-мӗш сӑвӑ йӗркинчи Туррӑн сӑмахӗсем пирки пӗр библеист ҫапла ҫырнӑ: «Ӑна хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть... [...] Ҫав ят [Иегова] Израильшӗн крепость, шанчӑкпа йӑпатӑвӑн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ пулса тӑмалла пулнӑ».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр