Турӑ усал ҫынсене татах пӗтерӗ-ши?
22 Хальхи вӑхӑтра та ҫынсем ҫавӑн пекех питӗ усал. Мӗнле усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ кунта?
23 Хӑшӗ-пӗрисем тепӗр ҫынсене вӗлереҫҫӗ. Турӑ сана ун пек тумалла мар тесе калать (Исход 20:13; 1 Иоанн 3:11, 12).
24 Хӑшӗ-перисем вӑрлаҫҫӗ. Турӑ санӑн вӑрламалла мар тесе калать (Исход 20:15; Ефес 4:28).
25 Хӑшӗ-пӗрисем нумай хӗрарӑмсем ҫине авланаҫҫӗ. Теприсем ик-виҫ арӑмпа тӗрлӗ килте пурӑнаҫҫӗ. Хӑшпӗр мӑшӑрсем пӗрле пурӑнаҫҫӗ, анчах та вӗсем ҫырӑнман. Библи каланӑ тӑрӑх ҫак ӗҫсем пурте тӗрӗс мар (Матфей 19:4—6; 1 Коринф 7:1—4; 1 Тимофей 3:1, 2).
26 Турӑ Адама пӗр арӑм кӑна панине астӑватӑн-и? (Бытие 2:22, 24).
27 Хӑшӗ-пӗрисем йӗрӗхе пуҫҫапаҫҫӗ. Кӗл тунӑ чухне йӗрӗхпе е ӳкерчӗксемпе усӑ курмалла мар тесе Турӑ калать (Исход 20:4, 5; Исаия 44:9—17; 1 Иоанн 5:21).
28 Иегова тӳрленес темен усал ҫынсене пӗтерет (Псалом 36:9, 10; Лука 13:5; 1 Коринф 6:9, 10).