Санӑн мӗн тумалла?
50 Санӑн ҫав илемлӗ райра ӗмӗрех пурӑнас килет-и?
Апла пулсан, Турӑ мӗн каланине нумайтарах пӗл. Библине вулама вӗренме тӑрӑш (Иоанн 17:3; Апокалипсис 1:3).
51 Иисус ҫинчен нумайтарах пӗл (Второзаконие 18:18, 19; Иоанн 3:16; Ӗҫӗсем 3:19—23).
52 Ырӑ тума кӑна тӑрӑш тата Иеговӑна итле (Рим 6:17, 18, 22).
53 Иегова пире ҫынсене вӗлермелле мар тесе каланине асра тыт (Исход 20:13; 1 Иоанн 3:11, 12).
54 Урӑх ҫынсен япалисене пирӗн илмелле мар (Исход 20:15; Ефес 4:28).
55 Арҫыннӑн хӗрарампа, енчен те вӑл унӑн арӑмӗ мар пулсан, пурӑнмалла та, ҫывӑрмалла та мар (Исход 20:14, 17; 1 Солун 4:3).
56 Турӑ арҫынна миҫе арӑм илме ирӗк панине астӑватӑн-и эсӗ? Упӑшкин хӑйӗн арӑмӗпе хӑҫанччен пӗрле пурӑнмалла? (Бытие 2:22, 24; Матфей 19:5, 6; 1 Коринф 7:2, 10, 11).
57 Пирӗн Иеговӑна кӑна пуҫҫапмаллине ан ман (Матфей 4:10; 1 Коринф 8:6).
58 Йӗрӗхсемпе ӳкерчӗксем пире пулӑшаймаҫҫӗ. Мӗншӗн? (1 Коринф 8:4).
Йӗрӗхсем пурри аван-и? (Второзаконие 27:15; 1 Иоанн 5:21).
59 Талисмансем пурри тата вӗрӳ-суру челхипе усӑ курни мӗншӗн япӑх? (Второзаконие 18:10—13; Апокалипсис 21:8).
60 Усал ангелсем, урӑхла каласан демонсем, Турра хирӗҫ тӑнӑ. Вӗсем ҫынсене йӑнӑш ҫулпа ярас тесе малашлӑх пирки калакансемпе усӑ кураҫҫӗ (Ӗҫӗсем 16:16).
61 Пирӗн Турра кӗл тумалла. Кӗлӗ — вӑл Турӑпа калаҫнине, эпир ӑна пӑхӑнасшӑн пулнине тата пулӑшу ыйтнине пӗлтерет (Филиппы 4:6, 7).
62 Пирӗн Иисуса итлемелле тата ӑна ӗненмелле (Еврейсем 5:9; Иоанн 3:16).
63 Ан ман: вӑл пире ҫӑлас тесе вилнӗ (Рим 5:8).
64 Ан ман: Иисус пирӗн куҫа курӑнман Патша. Пирӗн ӑна итлемелле (Филиппы 2:9—11; Апокалипсис 19:16).
65 Санӑн хӑв мӗн лайӑххи пӗлнине ыттисене каласа кӑтартмалла тата кам Турра пӑхӑнасшӑн, вӗсен шыва кӗмелле тесе Иисус каланӑ (Матфей 28:19, 20; Иоанн 4:7—15).
66 Ҫавӑнпа та эсӗ ҫав илемлӗ япаласем пирки хӑвӑн юлташусемпе калаҫма пултарӑттӑнччӗ (Матфей 10:32).
67 Енчен те эсӗ лайӑх вулама вӗренсен, эсӗ тата нумайтарах пӗлме пуҫлӑн тата ыттисене те нумайтарах пулӑшма пултаратӑн (2 Тимофей 2:15).
68 Иисус пӗчӗк ачасене те Турра итлеме вӗрентнӗ. Вӗсемпе калаҫма вӑл кирек хӑҫан та вӑхӑт тупнӑ (Матфей 19:13—15).
69 Ашшӗ-амӑшӗсен яланах хӑйсен ачисене Турра итлеме тата ӑна юратма вӗрентмелле (Второзаконие 6:6, 7; Притчи 6:20—22; Ефес 6:4).
70 Темӗн тӗрлӗ чиркӳ те пур. Вӗсен вӗрентӗвӗсем нумайӑшӗ Библи ҫинчен мар. Иегова пире тӗрӗс мар вӗрентекен тӗнсене хӑварма хушать (Апокалипсис 18:4; Иоанн 4:23, 24).
71 Иеговӑн ҫӗр ҫинче сана хӑйӗн ҫинчен тата нумайтарах вӗрентме пултаракан ҫынсем пур. Пӗлетӗн-и эсӗ камсем вӗсем? (Ӗҫӗсем 15:14; Рим 10:14, 15).
72 Вӗсем — Иеговӑн Свидетелӗсем. Вӗсем хушшинче туслӑх. Пӗлетӗн-и эсӗ, мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ (Исаия 43:10—12; Иоанн 13:34, 35).
73 Ҫавӑн пекех вӗсем Иеговӑна юратса шыва кӗнӗ. Ҫакӑнпа вӗсем хӑйсен усал пурнӑҫне хӑварнине тата хӑйсен пурнӑҫне Турӑ валли ӗҫлесе ирттерме кӑмӑл тунине уҫӑмлӑ кӑтартаҫҫӗ (Ӗҫӗсем 2:41).
74 Иеговӑн Свидетелӗсен ҫӗнӗ илемлӗ райра пурӑнма шанӑҫ пур (Псалом 36:9—11, 29).
Вӗсемпе пӗрле унта пурӑнас тесен эсӗ мӗн тума пултаратӑн? (Иаков 1:22, 25; 2:20—26).
75 Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗренес тесен вӗсемпе пӗрлеш. Вӗсем Иеговӑпа Иисус Христоса юратаҫҫӗ тата итлеҫҫӗ. Эсӗ вӗсене юрататӑн-и? Ыттисене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшас кӑмӑл ҫук-и сан? (Иоанн 6:45—47).
76 Иеговӑпа Иисус Христос сана юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем санӑн ӗмӗр райра пуранмалла пултӑр теҫҫӗ (Иоанн 3:16).
Ҫак брошюрӑри ӳкерчӗксене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, тата кунти пӗлтерӳсемпе паллашсан, санӑн, чӑнахах та, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑнса пурӑнма кӑмӑл ҫуралчӗ пуль. Енчен те эсӗ ҫавӑн ҫинчен нумайтарах пӗлес тетӗн пулсан, эпир сана хӑвӑр патӑрта пурӑнакан Иеговӑн Свидетелӗсенчен пӗринпе калаҫма сӗнетпӗр. Тата ҫак брошюрӑн иккӗмӗш страницинче пичетленӗ сирӗн патӑрти чи ҫывӑх филиалӑн адресӗпе усӑ курса эсӗ хӑв ҫырса яма е кама та пулсан хӑвӑн ятупа ҫав ӗҫе тума ыйтма пултаратӑн.