Рай илсе килекен правительство
Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ килесси ҫинчен кӗл тума вӗрентнӗ: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те пӗлӗт ҫинчи пекех пултӑр» (Матфей 6:9, 10). Вӑл ҫавӑн пекех пӗрмаях «патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпар» ҫинчен каланӑ (Матфей 4:23). Патшалӑх ҫинчен каланӑ пек нимӗн ҫинчен те ҫавӑн чухлӗ нумай каламан вӑл. Мӗншӗн-ха? Мӗншӗн тесен шӑпах Патшалӑх пулӑшнипе паянхи пурнӑҫа ҫакӑн пек чӑтма ҫук йывӑрлатса тӑратакан пур ыйтусене те Турӑ татса парать. Кӗҫех Патшалӑх пулӑшнипе Турӑ вӑрҫӑсене, выҫлӑха, чирсене, преступлени тӑвассисене пӗтерет тата туслӑхпа пӗрлӗхе ҫирӗплетет.
Ҫакӑн пек тӗнчере пурӑнас килместь-и сирӗн? Ҫапла пулсан, сирӗн ҫак брошюрӑна вуласа тухас пулать. Унран эсир Турӑ Патшалӑхӗ — вӑл правительство пулнине пӗлӗр, анчах та вӑл хӑҫан та пулин этемлӗхе ертсе пынӑ пур правительствӑсенчен те лайӑхрах. Ҫавӑн пекех эсир чаплӑ историпе паллашатӑр: утӑм хыҫҫӑн утӑм Турӑ хӑй ҫыннисене хӑй шухӑшне — Патшалӑх ҫинчен шухӑшласа хунине — мӗнлерех уҫса панине. Юлашкинчен Патшалӑх сире халех мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлетӗр.
Чӑннипе эсир Турӑ Патшалӑхӗн ҫынни пулма халех пултаратӑр. Анчах та ун майлӑ пуличчен малтан ун ҫинчен нумайрах пӗлес пулать. Ҫавӑнпа та эпир сире ҫак брошюрӑна тӗплӗн вулама чӗнетпӗр. Унӑн пӗтӗм содержанийӗ Библи ҫинче никӗсленнӗ.
Айтӑр-ха малтан Турӑ Патшалӑхӗ пире мӗншӗн ҫав тери кирлине пӗлер.
Этемлӗх историйӗ Турӑ пӗрремӗш ҫынна пӗр ҫитменлӗхсӗр туса ӑна рая пурӑнма вырнаҫтарнинчен пуҫланать. Вӑл вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗ кирлӗ пулман.
Анчах та пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ Адампа Ева пӑлхавлӑ ангела, Сатанана, итленӗ. Вӑл Турӑ ҫинчен элекленӗ те вӗсене Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртнӗ. Ҫакӑншӑн вӗсем вилӗме тивӗҫлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен «ҫылӑх — вилӗм кӳрет» (Рим 6:23).
Ҫылӑхлӑ ҫыннӑн ҫылӑхсӑр ача ҫуралаймасть. Ҫавӑнпа та Адампа Евӑн йӑхӗ ҫитменлӗхсемпе, ҫылӑхлӑ та вилӗмлӗ ҫуралнӑ (Рим 5:12).
Ҫав вӑхӑтранпа ҫынсене ҫылӑх ылханӑвӗнчен тата вилӗмрен хӑтӑлма Турӑ Патшалӑхӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫак Патшалӑхӑн ҫавӑн пекех Турӑ ятне Сатанан пур элекӗсенчен тасатмалла пулнӑ.
Иегова Турӑ сӑмах панӑ тӑрӑх, «вӑрлӑх» (е йӑх) ҫуралмалла та этемлӗхе ҫылӑхран хӑтармалла (Пултарни 3:15). Ҫав «вӑрлӑхӑн» Турӑ Патшалӑхӗн Патшине лармалла.
Камӑн ҫак Вӑрлӑх пулмалла-ха?
Адам ҫылӑха кӗрсе ӳкнӗ хыҫҫӑн 2 000 ҫул яхӑн иртсен, ҫӗр ҫинче Авраам ятлӑ питӗ шанчӑклӑ ҫын пурӑннӑ. Иегова ӑна тӑван хулине хӑварса Палестина ҫӗрӗнче чатӑрта пурӑнма хушнӑ.
Авраам Иегова хушнине пурне те, пӗрне вара калама ҫук йывӑррине те пурнӑҫланӑ. Иегова Авраама хӑйӗн ывӑлне Исаака парнене пама хушнӑ.
Чӑннипе вара Иегова ҫыннӑн пурнӑҫне татасшӑн пулман. Авраам ӑна мӗн тери хытӑ юратнине кӑна пӗлесшӗн пулнӑ Вӑл. Авраам Исаака вӗлерме хатӗрленсенех Иегова ӑна чарнӑ.
Авраам вӗҫӗ-хӗррисӗр ӗненӳ кӑтартнӑшӑн Иегова унӑн ӑруне Палестина ҫӗрне пама тата Вӑрлӑха ун йӑхӗ урлӑ, Исаак урлӑ, илсе килме сӑмах панӑ (Пултарни 22:17, 18; 26:4, 5).
Исаакӑн икӗ ывӑл — Исавпа Иаков, йӗкӗрешсем пулнӑ. Сӑмах панӑ Вӑрлӑх Иаков урлӑ килессе кӑтартнӑ Иегова (Пултарни 28:13—15).
Иаковӑн, Турӑ ӑна иккӗмӗш ят — Израиль ят панӑскерӗн, 12 ывӑл пулнӑ, каярахпа кашни ывӑлӗн ачисем ҫуралнӑ. Ҫапла майпа Авраамӑн ачисем нумайланса та нумайланса пынӑ (Пултарни 46:8—27).
Ҫав таврашра вӑйлӑ выҫлӑх пуҫлансан, Египет пуҫлӑхӗ фараон чӗннипе Иаков хӑйӗн ҫемйипе Египета куҫса кайнӑ (Пултарни 45:16—20).
Египетра Иаковӑн ывӑлӗсенчен пӗринчен — Иудӑн йӑхӗнчен каласа хунӑ Вӑрлӑх пулассине уҫса панӑ (Пултарни 49:10).
Иаков вилнӗ хыҫҫӑн унӑн йӑхӗ пысӑкланса та пысӑкланса кайнӑ, юлашкинчен вӗсем пысӑк халӑх пулса тӑнӑ. Вара Египет ҫыннисем хӑраса ӳкнӗ те вӗсене хӑйсен чурисем туса хунӑ (Тухни 1:7—14).
Акӑ ӗнтӗ Турӑ вӑл вӑхӑтра патшара ларакан фараон патне вӑл Израиль ывӑлӗсене ирӗке ятӑр тесе питӗ шанчӑклӑ ҫынна Моисее ярать (Тухни 6:10, 11).
Фараон ҫакна тума хирӗҫ пулнӑ пирки Турӑ Египет ҫыннисене вунӑ асап ярса парать. Юлашки асапа пурнӑҫлама, Египет ҫыннисен пӗрремӗш ачисене вӗлерме, вӑл вилӗм ангелне янӑ (Тухни 7-12 сыпӑксем).
Израиль халӑхне вара, енчен те вӗсем каҫхи апата путек пусса унӑн юнӗпе алӑк суллисене сӗрнӗ пулсан, вилӗм ангелӗ вӗсен ҫурчӗсене кӗмӗ тесе каланӑ Турӑ. Ҫакӑн пек ҫӑлӑннӑ та Израиль ҫыннисен пӗрремӗш ачисем (Тухни 12:1—35).
Ҫакӑ фараона Израиль халӑхне Египетран кайма хушма хистенӗ. Анчах та каярах вӑл шухӑшне улӑштарнӑ та вӗсене тавӑрас тесе хыҫран хӑвалама тытӑннӑ.
Иегова Хӗрлӗ тинӗс урлӑ ҫул уҫса Израиль халӑхне ҫӑлнӑ. Фараонпа унӑн ҫарӗ вӗсене хӑвалама пикенсен, путса вилнӗ (Тухни 15:5—21).
Израиль ывӑлӗсене Иегова Синай тӑвӗ патне пушхирпе ертсе пынӑ. Унта вӑл вӗсене хӑй Законне панӑ тата вӗсем, ӑна пӑхӑнсан, священниксен патшалӑхӗ тата таса халӑх пулӗҫ тесе сӑмах панӑ. Ҫакӑ вӑл Израиль халӑхне вӑхӑт ҫитсен, Турӑ Патшалӑхӗнче пысӑк вырӑн йышӑнма май пуласса пӗлтернӗ (Тухни 19:6; 24:3—8).
Синай тӑвӗ патӗнче ҫулталӑка яхӑн пурӑннӑ хыҫҫӑн, Турӑ ертсе пынипе Израиль халӑхӗ Палестинӑна, ӑру ашшӗне Авраама пама Турӑ сӑмах панӑ ҫӗре, кайма ҫул тытнӑ.
Каярахпа Палестинӑра Турӑ Израиль халӑхне ертсе пыма патшасене ирӗк панӑ. Ҫапла майпа, ҫӗр ҫинче Туррӑн патшалӑх пулнӑ.
Иудӑн йӑхӗ, Давид, Израилӗн иккӗмӗш патши пулнӑ. Давид Израилӗн пур тӑшманӗсене те ҫӗнтернӗ те Иерусалиме хӑй патшалӑхӗн тӗп хули туса хунӑ.
Патша енче Иегова хӑй тӑнӑ чух, ҫӗр ҫинчи правительсем никам та ӑна ҫӗнтерейменнине Давид ертсе пынӑ вӑхӑтсенчи ӗҫсем кӑтартаҫҫӗ.
Сӑмах панӑ Вӑрлӑх Давидӑн йӑхӗсенчен пӗри пулать тесе Иегова шантарса каланӑ (1 Паралипоменон 17:7, 11, 14).
Давид хыҫҫӑн унӑн ывӑлӗ Соломон патшара ларнӑ. Вӑл питӗ ӑслӑ патша пулнӑ, вӑл тытса тӑнӑ чух халӑх питӗ аван пурӑннӑ.
Ҫавӑн пекех Соломон Иерусалимре Иегова ячӗпе питӗ илемлӗ храм туса лартнӑ. Соломон тытса тӑнӑ чухнехи Израильти условисем Туррӑн килес Патшалӑхӗ этемлӗхе илсе килекен пиллӗхсене кӑштах кӑтартса параҫҫӗ (3 Царств 4:24, 25).
Анчах та Соломон хыҫҫӑн нумай патшасем питӗ шанчӑксӑр пулнӑ.
Ҫапах та Иерусалимре Давидӑн йӑхӗсем ертсе пынӑ чухнех, Иегова Исаия пророк урлӑ пуласлӑхра пӗтӗм Ҫӗре Давидӑн шанчӑклӑ Ывӑлӗ ертсе пырасса пӗлтернӗ. Вӑл пулать те ӗнтӗ сӑмах панӑ Вӑрлӑх (Исаия 9:6, 7).
Вӑл ертсе пыни Соломон ертсе пынинчен ытларах мухтава тухасса каласа хунӑ Исаия пророк (Исаия 11 тата 65 сыпӑксем).
Халӗ нихҫанхинчен те ытларах Турӑ ҫыннисем хӑйсене ыйту лартнӑ: кам пулать-ха ҫак Вӑрлӑх?
Анчах та Вӑрлӑх киличчен, Израиль патшисем ҫав тери пӑсӑлса кайнине пула, пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Вавилон ҫыннисем Израиль халӑхне ҫӗнсе илсе вӗсенчен нумайӑшне Вавилона тыткӑна илсе кайма Иегова ирӗк панӑ. Анчах та хӑй сӑмах пани ҫинчен Турӑ манса кайман. Давид йӑхӗнчен ҫаплах-ха Вӑрлӑх килмелле пулнӑ (Иезекииль 21:25—27).
Израиль тӗслӗхӗнчен эпир ӑслӑ та шанчӑклӑ патша хӑшпӗр усӑ пама пултарнӑ пулиин те, вӑл ҫителӗксӗр пулнине куратпӑр. Шанчӑклӑ ҫынсем вилеҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн юлакансем вара шанчӑксӑр пулма пултараҫҫӗ. Ӑҫта-ха ҫӑлӑнӑҫ? Сӑмах панӑ Вӑрлӑхра.
Акӑ вара пин ҫул иртсен ҫак Вӑрлӑх тинех килнӗ. Кам пулнӑ ҫак Вӑрлӑх?
Ҫак ыйту ҫине качча кайман Мария ятлӑ Израиль хӗрне ангел хуравланӑ. Унӑн Иисус ятлӑ ывӑл ҫураласса пӗлтернӗ вӑл.
Акӑ вӑл мӗн каланӑ: «Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ; Турӑ Ӑна унӑн ашшӗн Давидӑн аслӑ вырӑнне парӗ; вӑл Патша пулса тӑрӗ» (Лука 1:32, 33).
Ҫапла, ҫак сӑмах панӑ Вӑрлӑх тата Турӑ Патшалӑхӗн Патши Иисус пулӗ. Анчах та Иисус унччен малтан пурӑннӑ ытти шанчӑклӑ ҫынсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ-ха?
Иисус ҫурални тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ. Унӑн амӑшӗ хӗр пулнӑ тата унӑн этем ашшӗ пулман. Унччен Иисус пӗлӗтре пурӑннӑ, кайран ӑна Туррӑн таса сывлӑшӗпе — унӑн витерекен вӑйӗпе — Марийӑн варне куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та Адамӑн ҫылӑхӗ ӑна куҫман. Хӑй пурнӑҫӗнче Иисус пӗрре те ҫылӑха кӗмен (1 Петр 2:22).
30 ҫулта Иисус шыва кӗнӗ.
Вӑл ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ та каярахпа вӑл ҫав Патшалӑхӑн Патши пулнине пӗлтернӗ (Матфей 4:23; 21:4—11).
Ҫавӑн пекех вӑл нумай тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ.
Вӑл чирлисене сыватнӑ (Матфей 9:35).
Выҫҫисене тӗлӗнмелле майпа тӑрантарнӑ (Матфей 14:14—22).
Вилнисене те чӗртнӗ (Иоанн 11:38—44).
Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсем вӑл Турӑ Патшалӑхӗн Патшине ларсан этемлӗхе мӗн туса парассине кӑтартса панӑ.
Давид патша Иерусалиме мӗнле хӑйӗн патшалӑхӗн тӗп хули тунине астӑватӑр-и? Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче мар, пӗлӗтре пуласса ӑнлантарнӑ Иисус (Иоанн 18:36). Ҫавӑнпах ӗнтӗ Патшалӑха «ҫӳлти Иерусалим» тенӗ (Еврейсем 12:22, 28).
Иисус ҫак Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем пӑхӑнма тивӗҫлӗ законӗсем ҫинчен каласа панӑ. Халӗ ҫав законсем Библире пур. Вӗсенчен чи кирлисем — Турра тата ҫынсем пӗр-пӗрне юратмалли законсем (Матфей 22:37—39).
Ҫавӑн пекех Иисус Патшалӑхра хӑй пӗртен-пӗр ертсе пыракан пулас маррине уҫса панӑ. Унпа пӗрле ертсе пыма пӗлӗте кайма уйӑрса илнӗ ҫынсем пулаҫҫӗ (Лука 12:32; Иоанн 14:3). Миҫен пулаҫҫӗ-ха вӗсем? Апокалипсисра 14:1 хурав пур: 144 000.
Пӗлӗте 144 000 ҫын кӑна кайса Христоспа патша пулаҫҫӗ пулсан, ытти ҫынсем мӗне шанма пултараҫҫӗ-ха?
Библире каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсене ҫӗр тивӗ; вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).
Ҫӗр ҫинче ӗмӗр пурӑнас ҫынсене «урӑх сурӑхсем» тенӗ (Иоанн 10:16).
Ҫапла вара, икӗ тӗрлӗ шанчӑк пур. Ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынна Иисус Христоспа пӗрле пӗлӗтрен ертсе пыма Иегова чӗнет. Ытти миллионшар ҫынсен Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем пулса ҫӗр ҫинче ӗмӗр пурӑнма ҫирӗп шанчӑк пур (Апокалипсис 5:10).
Сатана Иисуса курайман та ун умне тӗрлӗрен йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Иисусӑн вӗрентӳ ӗҫӗ пуҫланнӑранпа виҫӗ ҫул ҫурӑ иртсен, Сатана ӑна арестлеме тата юпа ҫумне вилме пӑталаттарма хистенӗ. Мӗншӗн-ха ҫакна тума Турӑ ирӗк панӑ?
Аса илер: эпир Адамран пулса кайнипе пурте ҫылӑха кӗретпӗр тата вилӗме тивӗҫлӗ (Рим 6:23).
Ҫавӑн пекех аса илер: Иисус ҫурални тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ — вӑл ҫылӑхсӑр ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та вилӗме тивӗҫлӗ пулман. Апла пулин те, Турӑ Сатанана Иисуса ура тупанӗнчен сӑхма — ӑна вӗлерме ирӗк панӑ. Ҫапах та Турӑ Иисуса вилӗмсӗр сывлӑшла ӳт-пӳ парса пурнӑҫа чӗртнӗ. Унӑн малтанхи пекех ҫылӑхсӑр этем пурнӑҫне илме ирӗк пулнӑ пирки ҫак ирӗкпе вӑл ҫынсене ҫылӑх чуралӑхӗнчен тӳлесе илме пултарнӑ (Пултарни 3:15; Рим 5:12, 21; Матфей 20:28).
Пире Иисусӑн парнин пӗлтерӗшне туллин ӑнланса илме Библи ун ҫинчен пророкла сӑнарсем урлӑ калать.
Астӑватӑр-и, тӗслӗхрен, Иегова Авраамӑн юратӑвне тӗрӗслесе ӑна хӑйӗн ывӑлне парнене кӳме хушнине?
Ҫакӑнта Иисусӑн парнине пророкла сӑнарласа кӑтартнӑ. Ҫакӑнпа Иеговӑн юратӑвӗ ҫынсем патне ҫав тери вӑйлӑ пулнине кӑтартнӑ, пире пурӑнтарас тесе вӑл хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, пирӗншӗн вилме ирӗк панӑ (Иоанн 3:16).
Астӑватӑр-и, Иегова Израиль ҫынӗсене Египетран мӗнле ҫӑлнине тата вилӗм ангелне алӑксем умӗпе иртсе кайма хушса вӗсен ҫемйисенчи пӗрремӗш ачисене ҫӑлнине? (Тухни 12:12, 13).
Ҫакӑ пророкла сӑнара кӑтартса панӑ. Путек юнӗ Израиль ҫыннисен пӗррӗмӗш ачисемшӗн пурнӑҫа пӗлтернӗ пекех, Иисус тӑкнӑ юн та ӑна ӗненекенсемшӗн пурнӑҫа пӗлтерет. Тата Израиль ҫыннисемшӗн ҫав каҫ пулса иртнӗ ӗҫсем ирӗке пӗлтернӗ пекех, Иисусӑн вилӗмӗ ҫынсене вилӗмрен тата ҫылӑхран ирӗклӗх кӳрет.
Акӑ мӗншӗн Иисуса «тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ путекки» теҫҫӗ (Иоанн 1:29).
Унсӑр пуҫне Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чух вӗренекенӗсене пухнӑ та вӗсене Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара каласа ҫӳреме вӗрентнӗ, вилӗм хыҫҫӑн та вӑл ҫак ӗҫе тума пӑрахман (Матфей 10:5; Лука 10:1).
Ҫак вӗренекенсем Иисуспа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗнче пулма Турӑ суйласа илнӗ пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ (Лука 12:32).
Аса илер: Турӑ еврейсене вӗсем Закона пӑхӑнса пурӑнсан, «священниксен патшалӑхӗ» пуласса сӑмах панӑ. Акӑ ӗнтӗ халӗ, вӗсем Иисуса йышӑннӑ пулсан, Турӑ Патшалӑхӗнче вырӑн йышӑнма тата пӗлӗтри священниксем пулма май пулатчӗ. Анчах та вӗсенчен нумайӑшӗ Иисуса йышӑнман.
Ҫавӑнпа та унтанпа еврейсем Турӑ суйласа илнӗ халӑх пулма пӑрахнӑ; Палестина кайма ӗмӗтленнӗ ҫӗр пулма пӑрахнӑ (Матфей 21:43; 23:37, 38).
Иисус пурӑннӑ вӑхӑтран пуҫласа пирӗн вӑхӑтченех пӗлӗтри правительствӑна Иисуспа патша пулма Иегова ҫынсене пуҫтарать. Хальхи вӑхӑтра ҫӗр ҫинче вӗсенчен темиҫе пинӗшӗ кӑна пурӑнаҫҫӗ. Эпир вӗсене «суйласа илнисен юлашкийӗ» тетпӗр (Апокалипсис 12:17).
Халӗ эпир Турӑ Патшалӑхне хӑйне пӑхса тухатпӑр. Вӑл — пӗлӗтри правительство, унӑн Патши — Иисус Христос, унпа пӗрле Ҫӗр ҫинчен суйласа илнӗ 144 000 ҫын пур. Ҫак правительство Ҫӗр ҫинче пурӑнакан шанчӑклӑ ҫынсене ертсе пырать тата Ҫӗр ҫине мир илсе килекенни пулать.
Вилӗм хыҫҫӑн Иисуса чӗртнӗ те пӗлӗт ҫине хӑпартнӑ. Унта вӑл Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса ӗҫе тытӑнма вӑхӑт ҫитнине Турӑ пӗлтерессе кӗтнӗ (Псалом 109:1). Хӑҫан пулса иртет-ха ҫакӑ?
Хӑшпӗр чухне Патшалӑх ҫинчен мӗн те пулин ӑнлантарас тесе Иегова ҫынсене тӗлӗксем панӑ.
Даниил вӑхӑтӗнче Вавилон патшине, Навуходоносора Иегова ҫакӑн пек тӗлӗк панӑ. Ҫак тӗлӗк пысӑк йывӑҫ ҫинчен пулнӑ (Даниил 4:7—34).
Йывӑҫне каснӑ та тункатине ҫичӗ ҫуллӑха сӑнчӑрласа хунӑ.
Вӑл Навуходоносора пӗлтернӗ. Тункатана ҫичӗ ҫуллӑха сӑнчӑрланӑ пек, Навуходоносор та ҫичӗ ҫуллӑха ӑстӑнӗ пӑсӑлнӑ ҫын пулса кайнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл сывалнӑ.
Ҫакӑ пророкла сӑнар пулнӑ. Навуходоносор Иегова тӗнче хуҫи пулнине кӑтартса панӑ. Малтанах вӑл Давид патшан йӑхӗсем урлӑ Иерусалимре пурнӑҫланса пынӑ. Пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Вавилон ҫынӗсем Иерусалиме ҫӗнсе илсен, патша йӗрӗ ҫухалнӑ. «Законлӑ патша киличчен» Давид йӑхӗнчен урӑх патшасем пулмалла пулман (Иезекииль 21:27, ҪТ). Вӑл Иисус Христос пулнӑ.
Пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫултан пуҫласа Иисус патшана лариччен мӗн чухлӗ вӑхӑт иртмелле пулнӑ-ха? Ҫичӗ пророкла ҫул — 2520 ҫул (Апокалипсис 12:6, 14). Пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫултан 2 520 ҫул шутласан, эпир пирӗн эрӑри 1914-мӗш ҫула ҫитетпӗр.
Эппин Иисус пӗлӗт ҫинче 1914-мӗш ҫулта патшана ларнӑ. Ҫакӑн пӗлтерӗшӗ мӗнле пулнӑ-ха?
Ҫакӑн ҫине Библи Иоанн апостол курӑнӑвӗнче хурав парать.
Вӑл пӗр хӗрарӑм пӗлӗт ҫинче арҫын ача ҫуратнине курнӑ (Апокалипсис 12:1—12).
Ҫак хӗрарӑм пӗлӗт ҫинче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракан пур ангелсенчен тытӑнса тӑракан Туррӑн пӗлӗтри организацине сӑнласа парать. Халь ҫеҫ ҫуралнӑ арҫын ача Турӑ Патшалӑхне сӑнласа парать. Ҫак Патшалӑх 1914-мӗш ҫулта «ҫуралнӑ».
Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулса иртнӗ-ха? Пуринчен малтан Иисус Патша Сатанана тата ун хыҫҫӑн кайнӑ ангелсене ҫӗр ҫине хӑваласа антарнӑ (Апокалипсис 12:9).
Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулса иртнине Библи ҫырса кӑтартать: «Ей пӗлӗтсем, вӗсем ҫинче пурӑнакансем, савӑнӑр ӗнтӗ! Ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем! Сире хуйхӑ: шуйттан хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра пит хытӑ ҫилленсе анчӗ» (Апокалипсис 12:12).
Ҫавӑнпа та Иисус пӗлӗт ҫинче патша ӗҫне пуҫласан, ҫӗр ҫинче унӑн тӑшманӗсем хастарлӑхне питӗ вӑйлатнӑ. Библи каласа хунӑ пекех, вӑл тӑшманӗсем хушшинче пуҫлӑх пулса тӑнӑ (Псалом 109:1, 2).
Ҫакӑ этемлӗх ҫинче мӗнлерех палӑрмалла пулнӑ-ха?
Иисус пӗлтернӗ: вӑрҫӑсем хыпса илӗҫ, апат ҫимӗҫ ҫитми пулӗ, чир-чӗрсем тата ҫӗр чӗтреннисем пулӗҫ (Матфей 24:7, 8; Лука 21:10, 11).
Эпир курнӑ пекех, ҫак событисем 1914-мӗш ҫултанпа пулса иртеҫҫӗ,— ҫакӑ Патшалӑх ҫав вӑхӑтран ертсе пыма тытӑннине кӑтартакан тепӗр ҫирӗплетӳ.
Апокалипсис кӗнекинче ҫынсем ‘ҫӗре пӗтерӗҫ’ тенӗ (Апокалипсис 11:18). Ҫакна та эпир уйрӑмах 1914-мӗш ҫултанпа куратпӑр.
Павел апостол ҫынсем «хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан... ашшӗ-амӑшӗсене пӑхӑнмӗҫ... килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр» пулӗҫ тесе хушса хунӑ (2 Тимофей 3:1—5).
Халӗ ӑнланмалла, мӗншӗн паян ҫакӑн пек тӳсме ҫук пурнӑҫ. Сатана тӗлӗнмелле хастар. Анчах та, тепӗр енчен, Турӑ Патшалӑхӗ те хастар ӗҫлет.
Кӗҫех, 1914-мӗш ҫул хыҫҫӑн, Иисуспа пӗлӗт ҫинче патша пулма шанчӑк пур ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма тытӑнни ҫинчен ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Иисус пророкла каланипе килӗшӳллӗн, ҫак проповедь пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ҫавӑрса илнӗ (Матфей 24:14).
Ҫак вӗрентес ӗҫӗн тӗллевӗ мӗнре-ха?
Пӗрремӗшӗ: ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тухасси.
Иккӗмӗшӗ: ҫак Патшалӑхӑн ҫыннисем пулма шут тытма пулӑшасси.
Иисус пирӗн вӑхӑтра этемлӗх сурӑх пеккисемпе качака пек ҫынсем ҫине пайланасса каласа хунӑ (Матфей 25:31—46).
«Сурӑхсем» — Иисуса тата унӑн тӑванӗсене юратакансем. «Качакасем» вара, пачах урӑхла, ӑна та, унӑн тӑванӗсене те юратмаҫҫӗ.
«Сурӑхсем» ӗмӗрлӗх пурнӑҫ кураҫҫӗ, «качакасем» вара ҫук.
Ҫак пайлану Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара вӗрентсе ҫӳренӗ майпа пулса иртет.
Акӑ мӗн каласа хунӑ Исаия пророк:
«Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Турӑ ҫурчӗн тӑвӗ ытти тусенчен чи асли пулӗ, сӑрт-тусем хушшинче ҫӗкленсе тӑрӗ, ун патне халӑх вӗҫӗмсӗр кайӗ» (Михей 4:1).
Халӗ этемлӗх «юлашки кунсене» тӳсет.
Иеговӑна пуҫҫапмалли «ҫурт» пур суя тӗнсенчен те ҫӳллӗ «ҫӗкленсе тӑрать».
«Нумай-нумай халӑх кайӗ, вӗсем калӗҫ: килӗр, Туррӑмӑр тӑвӗ ҫине улӑхар та Иаков Туррин ҫуртне кӗрер, Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗрентӗ, вара эпир Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрӗпӗр» (Михей 4:2).
Ҫакӑнпа килӗшӳллӗн халӗ пур халӑхран та нумай ҫынсем Иеговӑна пуҫҫапма пыраҫҫӗ тата ыттисене те ҫавнах тума чӗнеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсемпе Иеговӑна юрама вӗренеҫҫӗ.
«Вӗсем вара хӑйсен хӗҫӗсене шӑратса акапуҫ тӑвӗҫ, сӑннисене шӑратса ҫурла тӑвӗҫ; пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма вӗренекенӗ те пулмӗ» (Михей 4:3).
Иеговӑна пуҫҫапакансем — туслӑ та мирлӗ халӑх.
Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫленине ҫак Патшалӑхӑн миллионшар ҫын пӗтӗм тӗнчипе пуҫтарӑнма пуҫлани кӑтартать.
Вӗсем Христоспа пӗрле пӗлӗт ҫинче пулас «юлашкийӗ» тавра пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Вӗсем Турӑ организацийӗ урлӑ ӑс-хакӑл апатне илсе тӑраҫҫӗ (Матфей 24:45—47).
Вӗсем — чӑн юрату чечекленекен пӗтӗм тӗнчери христианла тӑванлӑх (Иоанн 13:35).
Вӗсен чунра канӑҫлӑх — пуласлӑх шанчӑкӗ пур (Филиппы 4:7).
Кӗҫек ырӑ хыпара каласси вӗҫленет. Пур «сурӑхсем» те пуҫтарӑнса пӗтеҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Патшалӑх мӗн тӑвать?
Астӑватӑр-и, Давид патша Турӑ халӑхӗн пур тӑшманӗсене мӗнле ҫӗнтернине? Мӗнех, Иисус Патша ҫавнах тӑвӗ.
Пӗррехинче Навуходоносор патшана тӗлӗкре ун вӑхӑтӗнчен пуҫласа пирӗн вӑхӑтченхи тӗнчери пур вӑйлӑ патшалӑхсене палӑртакан питӗ пысӑк кӗлетке курӑннӑ.
Ун хыҫҫӑн вӑл ту ҫумӗнчен кӗлеткене ҫапса салатакан чул уйрӑлнине курнӑ. Ҫак чул Турӑ Патшалӑхне пӗлтерет.
Ҫакӑ пурте япаласен хальхи усал системи пӗтессе пӗлтерет (Даниил 2:44).
Акӑ мӗн, тӗслӗхрен, пӗтерет Патшалӑх.
Тинӗсе арман чулӗ пӑрахнӑ евӗр суя тӗн пӗтет (Апокалипсис 18:21).
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турра юратакансене пурне те суя тӗнрен ВӐРАХА ЯМАСӐР тухса кайма чӗнеҫҫӗ (Апокалипсис 18:4).
Кайран Иисус Патша ‘халӑхсене пӗтерет тата вӗсене тимӗр туяпа кӗтет’ (Апокалипсис 19:15).
Акӑ мӗншӗн, Иегова Свидетелӗсем налогсем тӳлеҫҫӗ тата государство законӗсене пӑхӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсем политикӑна хутшӑнмаҫҫӗ.
Юлашкинчен Сатанана — авалхи «дракона» — тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗ (Апокалипсис 20:2, 3).
Ҫак хуйхӑна «сурӑхсем», Иисуса Патшана йышӑнса пӑхӑнакан ҫынсем кӑна пурӑнса ирттереҫҫӗ (Матфей 25:31—34, 41, 46).
Иоанн апостола пысӑк хуйхӑна пурӑнса ирттерекен «сурӑхсем» ҫинчен курӑну кӑтартнӑ.
«Ҫакӑнтан кайран эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, аслӑ вырӑнта Путек умӗнче темӗн чухлӗ этем тӑрать, вӗсене никам та шутласа кӑларма пултарас ҫук: вӗсем пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен пухӑннӑ; хӑйсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ» (Апокалипсис 7:9).
«Темӗн чухлӗ этем» — вӗсем ырӑ хыпара вӗрентекенсене итлекенсем.
Вӗсем «пысӑк хуйхӑ курнӑ ҫӗртен килнӗ» (Апокалипсис 7:14).
«Пальма турачӗсем» вӗсем Иисуса хӑйсен Патшине хурса хапӑл тунине кӑтартаҫҫӗ.
Вӗсен «шурӑ тумтирӗсем» вӗсем Иисусӑн парнине ӗненнине кӑтартаҫҫӗ.
«Путек» Иисус Христос пулнине кӑтартать.
Вӗсем мӗнле майпа пиллӗ пулаҫҫӗ? Астӑватӑр-и, ҫӗршыва шанчӑклӑ Соломон патша ертсе пынӑ чух Израильте мӗнлерех телей пулнине? Ҫав телей Иисус Патша ертсе пынӑ вӑхӑтра Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем куракан телее кӑтартса пани пулнӑ.
Исаия пророкла каланипе килӗшӳллӗн, ҫынсем хушшинче, ҫавӑн пекех ҫынсемпе чӗрчунсем хушшинче чӑн-чӑн туслӑх ҫитӗ (Псалом 45:10; Исаия 11:6—9).
Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чух чирлисене сыватнӑ пек пуласлӑхра та этемлӗхӗн пур чир-чӗрӗсене те пӗтерӗ (Исаия 33:24).
Нумай йышлӑ ҫынсене тӑрантарнӑ пекех, этемлӗх хушшинчи пур апат-ҫимӗҫ ҫитменлӗхе те пӗтерет (Псалом 71:16).
Вилнисене чӗртнӗ пек, вӑл Турӑ Патшалӑхне пӑхӑнма май пулман вилнӗ ҫынсене те чӗртет (Иоанн 5:28, 29).
Вӑл утӑм хыҫҫӑн утӑм этемлӗхе Адам ҫухатнӑ ҫылӑхсӑрлӑха илсе ҫитерет.
Ытарма ҫук пуласлӑх, ҫапла мар-и? Курас килмест-и сирӗн ӑна? Ҫапла пулсан, вӑраха ямасӑр ӗҫе тытӑнӑр: Турӑ Патшалӑхне пӑхӑнса унӑн «сурӑхӗсенчен» пӗри пулӑр.
Библине вӗренӗр те Иеговӑна тата Иисус Христоса пӗлӗр (Иоанн 17:3).
Ҫак Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисемпе хутшӑнӑр (Еврей 10:25).
Турӑ Патшалӑхӗн законӗсемпе палашса тухӑр та вӗсене пӑхӑнӑр (Михей 4:2, 3).
Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллӑр та ҫавна шыва кӗнипе палӑртӑр (Матфей 28:19, 20).
Япӑххинчен, Иегова Турра юрӑхсӑрринчен, пӑрӑнӑр, тӗслӗхрен: вӑрлассинчен, суяссинчен, аскӑнлӑхран тата ӗҫке ернинчен (1 Коринф 6:9—11).
Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара вӗрентес ӗҫре хутшӑнӑр (Матфей 24:14).
Вара эсир Адам хӑйӗн ӑрӑвӗсем валли ҫухатнӑ, анчах та юсаса ҫӗнетнӗ Рая куратӑр, тата эсир пророкла каласа хуни пурнӑҫланнине куратӑр: «Унтан эпӗ пӗлӗт ҫинчен хытӑ калакан сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: Турӑпа этемсенӗн кӗлӗ чатӑрӗ ҫакӑ, Турӑ вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ, вӗсем унӑн халӑхӗ пулӗҫ; Турӑ хӑй те вӗсмпе пӗрле пулса вӗсен Турри пулӗ, Турӑ вӗсен куҫӗнчи пур куҫҫульне шӑлса илӗ, вилӗм те пулмӗ ӗнтӗ, йӗрӳ те, улашу та, чир те урӑх пулас ҫук: ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Апокалипсис 21:3, 4).
[20-мӗш страницӑри таблица]
(Текста мӗнле йӗркеленине пӗтӗмпех курас тесен публикацире пӑхӑр)
пирӗн эрӑчченхи 607 ҫ пирӗн эрӑри 1914 ҫ
пирӗн эрӑчченхи | пирӗн эрӑри
500 1 000 1 500 2 000 2 520
[11-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Авраам
Исаак
Иаков
Иуда
Давид
[14-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
144 000
[16-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Адам
Иисус