8-МӖШ СЫПӐК
Мӗн вӑл Турӑ патшалӑхӗ?
1. Эпир халӗ мӗнле паллӑ кӗлле пӑхса тухӑпӑр?
МИЛЛИОН-МИЛЛИОН ҫын «Эй ҫӳлти Аттемӗр» текен кӗлле пӗлет. Иисус ҫак кӗлӗпе усӑ курса хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн ҫинчен кӗлтумаллине вӗрентнӗ. Айтӑр халӗ ҫак кӗлӗ мӗншӗн паянхи кун та пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пӑхса тухар.
2. Иисус пире мӗнле виҫӗ кирлӗ япала ҫинчен кӗлтума вӗрентнӗ?
2 Иисус каланӑ: «Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр [е сӑваплӑ пултӑр]; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр». (Матфей 6:9—13 вуласа парӑр.) Мӗншӗн Иисус пире ҫак виҫӗ япала ҫинчен кӗлтума вӗрентнӗ? (20-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
3. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пирӗн мӗн пӗлмелле?
3 Эпир Турӑ ячӗ Иегова пулнине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех эпир Турӑ этемлӗхпе ҫӗр пирки мӗн шутласа хунине те пӑхса тухрӑмӑр. Анчах та Иисус: «Санӑн Патшалӑху килтӗр»,— тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? Айтӑр Турӑ Патшалӑхӗ мӗн иккенне, ҫав Патшалӑх мӗн туса парассине тата мӗнле майпа Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвассине пӑхса тухар.
МӖН ВӐЛ ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ?
4. Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ тата ун Патши кам?
4 Иегова тӳпере правительство йӗркелесе янӑ та унӑн Патши пулма Иисуса суйласа лартнӑ. Библире ҫав правительство пирки Турӑ Патшалӑхӗ тенӗ. Иисус пирки вара «патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи» тесе каланӑ (1 Тимофей 6:15, ҪХ). Иисус ҫынсемшӗн кирек мӗнле пуҫлӑхран та нумайрах ырӑлӑх туса пама пултарать тата вӑл пур пуҫлӑхран та вӑйлӑрах.
5. Турӑ Патшалӑхӗ ӑҫта вырнаҫнӑ? Вӑл мӗне пуҫ пулса тытса тӑрӗ?
5 Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн хӗрӗх кун иртсен тӳпене таврӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иегова ӑна хӑйӗн Патшалӑхӗн Патши туса хунӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 2:33). Турӑ Патшалӑхӗ тӳперен пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑрӗ (Ӳлӗмхине 11:15). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Библире Турӑ Патшалӑхӗ пирки «Ҫӳлти Патшалӑх» тенӗ (2 Тимофей 4:18).
6, 7. Мӗншӗн Иисус кирек мӗнле пуҫлӑхран та лайӑхрах?
6 Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус кирек мӗнле пуҫлӑхран та аслӑрах, мӗншӗн тесен ун пирки «пӗртен-пӗр вилӗмсӗрскер» тенӗ (1 Тимофей 6:16, ҪХ). Ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсем пурте вӑхӑт иртнӗҫемӗн вилеҫҫӗ, анчах Иисус нихӑҫан та вилмест. Вӑл ҫынсемшӗн мӗн-мӗн тӑвӗ, ҫав ырӑ ӗҫсем вӗсене ӗмӗр-ӗмӗрӗпе усӑ парса тӑрӗҫ.
7 Библире пророкла каланӑ ҫак сӑмахсем Иисуса тӗрӗслӗхе юратакан тата хӗрхенекен Патша пек сӑнласа параҫҫӗ: «Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ, ӑнланупа хӑватлӑх сывлӑшӗ, пӗлӳпе тасалӑх сывлӑшӗ тӑрӗ; Ҫӳлхуҫана хисеплесси Унӑн савӑнӑҫӗ пулӗ, Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе. Мӗскӗнсене Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ» (Исаия 11:2—4). Сирӗн ҫакӑн пек пуҫлӑхпа пурӑнас килет-и?
8. Иисус пӗччен ертсе пыманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
8 Турӑ хӑш-пӗр ҫынсене Иисуспа пӗрле тӳпери правительствӑра ертсе пыма суйласа илнӗ. Сӑмахран, Павел апостол Тимофей патне акӑ мӗн ҫырнӑ: «Чӑтатпӑр пулсассӑн — Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр» (2 Тимофей 2:12). Иисуспа пӗрле мӗн чухлӗ ҫын патшара ларӗ?
9. Иисуспа пӗрле мӗн чухлӗ ҫын патшара ларӗ? Турӑ ҫав ушкӑна кӗрекен ҫынсене хӑҫан пуҫтарма пуҫланӑ?
9 Эпир 7-мӗш сыпӑкран 144 000 патша Иисуспа пӗрле патшара ларассине пӗлтӗмӗр. Ҫав патшасем камсем вӗсем? Иоанн апостола пӗр курӑну кӑтартнӑ пулнӑ, унта вӑл ҫав патшасене Иисуспа пӗрле курнӑ. Иоанн вӗсен «ҫамки ҫине Унӑн [Иисусӑн] ятне тата Ун Ашшӗн ятне ҫырса хунӑ» тесе каланӑ. Иоанн ҫакна та палӑртнӑ: «Путек [е Иисус] кирек ӑҫта кайсан та вӗсем Ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ. Вӗсене ҫынсем хушшинчен... ҫӑлса илнӗ». (Ӳлӗмхине 14:1, 4 вуласа парӑр.) Апла пулсан, Турӑ хӑйне шанчӑклӑ 144 000 христианина Иисуспа пӗрле ҫӗре тытса тӑракан патшасем пулма суйласа илнӗ. Ҫав ҫынсем вилсен, вӗсем тӳпере пурӑнма чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ (Ӳлӗмхине 5:10). Иегова ҫав ушкӑна кӗрекен шанчӑклӑ христиансене апостолсем пурӑннӑ вӑхӑтранпа пуҫтарать.
10. Иисус тата 144 000-шӗ ҫынсене пуҫ пулса тытса тӑнинче Иеговӑн юратӑвӗ мӗнле курӑнса тӑрать?
10 Иисуспа пӗрле ҫынсем патшара ларнинче Иегова пирӗншӗн питӗ тӑрӑшни курӑнать. Иисус лайӑх пуҫлӑх пулать, мӗншӗн тесен вӑл ҫын пулса пурӑнасси тата хӗн-асап курасси мӗн иккенне пӗлет. Павел апостол Иисус пирки вӑл «эпир халсӑррине» пӗлет, ҫавӑнпа пире хӗрхенме пултарать тата «Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ» тесе ҫырнӑ (Еврейсем 4:15; 5:8). Ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинӗшӗ те ҫын пулса пурӑнасси мӗн иккенне пӗлеҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешмелле пулнӑ тата вӗсем чирленӗ те. Ҫавӑнпа та Иисус тата унпа пӗрле патшара ларакансем эпир мӗн туйма пултарнине ҫеҫ мар, пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивнине те пӗлеҫҫӗ тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр.
ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ МӖН ТУСА ПАРӖ?
11. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Туррӑн ирӗкӗ тӳпере пурнӑҫлантӑр тесе кӗлтума вӗрентнӗ?
11 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Туррӑн ирӗкӗ тӳпере пурнӑҫлантӑр тесе кӗлтума вӗрентнӗ. Мӗншӗн? Эпир 3-мӗш сыпӑкран Сатана Шуйттан Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени ҫинчен пӗлтӗмӗр. Сатана пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн Иегова ӑна тата шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ ангелсене, е демонсене, пӗр вӑхӑт хушши тӳпере тӑрса юлма ирӗк панӑ. Апла пулсан, тӳпере пурте Туррӑн ирӗкне туса тӑман. Ҫак кӗнекен 10-мӗш сыпӑкне пӑхса тухнӑ чухне эпир Сатанапа демонсем ҫинчен нумайрах пӗлӗпӗр.
12. Ӳлӗмхине 12:10-мӗшӗнче мӗнле икӗ пӗлтерӗшлӗ событи ҫинчен каласа панӑ?
12 Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус, кӑштах вӑхӑт иртсен, Сатанана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ. (Ӳлӗмхине 12:7—10 вуласа парӑр.) 10-мӗш сӑвӑ йӗркинче икӗ пӗлтерӗшлӗ событи ҫинчен каласа панӑ. Пӗрремӗшӗнчен, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫлать тата Иисус Христос унӑн Патши пулса тӑрать. Иккӗмӗшӗнчен, Сатанана тӳперен ҫӗр ҫине сирпӗтсе антараҫҫӗ. Малалла эпир ҫак икӗ событи чӑннипех пулса иртнине пӗлӗпӗр.
13. Сатанана сирпӗтсе антарсан тӳпере мӗн улшӑннӑ?
13 Библире Сатанапа унӑн демонӗсене сирпӗтсе антарсан шанчӑклӑ ангелсем мӗн тери хытӑ савӑнни ҫинчен каланӑ. Эпир вулатпӑр: «Эй тӳпе, эй унта пурӑнакансем, савӑнӑр!» (Ӳлӗмхине 12:12.) Халӗ тӳпере пурте Туррӑн ирӗкне туса тӑраҫҫӗ. Вӗсем мирлӗ тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Сатанапа унӑн демонӗсене тӳперен сирпӗтсе антарнӑранпа ҫӗр ҫинче хӗн-асап нумайланса пырать. Анчах кӗҫех хӗн-асап пӗтӗ
14. Сатанана тӳперен сирпӗтсе антарнӑ пирки ҫӗр ҫинче мӗн пулса пырать?
14 Анчах та ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ пачах урӑхла. Ҫынсем хытӑ асапланаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Шуйттан «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, [пирӗн пата] пит хытӑ ҫилленсе» аннӑ (Ӳлӗмхине 12:12, ҪС). Сатанана тӳперен сирпӗтсе антарнӑ тата вӑл хӑйне кӗҫех пӗтерессине пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл урсах кайнӑ. Вӑл ҫӗр ҫинче хӗн-асап, инкек-синкек тата хуйхӑ-суйхӑ пултӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвать.
15. Турӑ ҫӗр пирки мӗн шутласа хунӑ?
15 Турӑ ҫӗр пирки мӗн шутласа хуни улшӑнман. Вӑл халӗ те пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тет (Псалом 36:29). Турӑ Патшалӑхӗ ҫакна мӗнле туса парӗ?
16, 17. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Даниил 2:44-мӗшӗнче мӗн каласа панӑ?
16 Даниил пророк кӗнекинче ҫапла ҫырса хунӑ: «Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ» (Даниил 2:44). Ҫак пророкла сӑмахсем пире Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗн каласа параҫҫӗ?
17 Пӗрремӗшӗнчен, Патшалӑх «ҫав патшалӑхсен саманинче» ертсе пыма пуҫлать. Ҫакӑ вӑл Патшалӑх ҫӗр ҫинче ытти правительствӑсем пулнӑ чухнех ертсе пыма пуҫлать тенине пӗлтерет. Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ Патшалӑхӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ тата ӑна урӑх правительствӑпа улӑштармӗҫ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Турӑ Патшалӑхӗпе ытти правительствӑсем хушшинче вӑрҫӑ пулӗ. Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗнтерӗ те ҫӗре тытса тӑракан чи лайӑх пӗртен-пӗр правительство пулса тӑрӗ.
18. Турӑ Патшалӑхӗпе ҫак тӗнчери правительствӑсем хушшинчи вӑрҫӑ мӗн ятлӑ?
18 Мӗнле майпа Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн влаҫне ҫӗр ҫинче йӗркелесе ярӗ? Библире каланӑ тӑрӑх, демонсем «ҫӗр ҫинчи пур патшана та» улталӗҫ, вара ҫав патшасем «Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче вӑрҫӑ вӑрҫма» пухӑнӗҫ. Ҫак тӗнчери правительствӑсем Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ вӑрҫӑпа кайӗҫ, анчах та Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗнтерӗ. Ҫав вӑрҫа Армагеддон теҫҫӗ (Ӳлӗмхине 16:14, 16; 10-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
19, 20. Мӗншӗн пире Турӑ Патшалӑхӗ питӗ кирлӗ?
19 Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ питӗ кирлӗ? Сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур. Пӗрремӗшӗнчен, эпир пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа чирлетпӗр тата вилетпӗр. Анчах та, Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр. Иоанн 3:16-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ».
20 Турӑ Патшалӑхӗ кирлӗ пулнине кӑтартакан иккӗмӗш сӑлтав вӑл — эпир пурӑнакан тӗнче питӗ усал. Ҫынсем нумайӑшӗ суяҫҫӗ, улталаҫҫӗ тата аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ. Эпир ҫав усала пӗтерме пултараймастпӑр, анчах та Турӑ пултарать. Вӑл усал ҫынсене Армагеддонра пӗтерӗ. (Псалом 36:10 вуласа парӑр.) Турӑ Патшалӑхӗ кирлине кӑтартса паракан виҫҫӗмӗш сӑлтав вӑл — ҫынсен правительствисенчен нумайӑшӗ хаяр та ултавлӑ. Ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса пама вӗсен вӑй ҫитмест. Вӗсем ҫынсене Турра итлесе пурӑнма пулӑшмаҫҫӗ. Библире ҫапла каланӑ: «Пӗр ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче тытса тӑрать» (Екклесиаст 8:9).
21. Мӗнле майпа Патшалӑха пула Туррӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче пурнӑҫланӗ?
21 Армагеддон хыҫҫӑн Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине пула Туррӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче пурнӑҫланӗ. Сӑмахран, Сатанапа унӑн демонӗсем пулмӗҫ (Ӳлӗмхине 20:1—3). Ҫынсем чирлемӗҫ те, вилмӗҫ те. Тӳлесе илме панӑ парнене пула Турра шанчӑклӑ ҫынсем пурте ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ (Ӳлӗмхине 22:1—3). Юлашкинчен вара Патшалӑх Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвӗ. Ҫакӑ вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫынсем пурте Иеговӑн ятне хисеплӗҫ тенине пӗлтерет. (21-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
ХӐҪАН ИИСУС ХРИСТОС ПАТШАНА ЛАРНӐ?
22. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑнах патшана ларманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
22 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Санӑн Патшалӑху килтӗр»,— тесе кӗлтума вӗрентнӗ. Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, вӑл вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗ килмен пулнӑ-ха, урӑхла каласан, Иегова хӑйӗн правительствине йӗркелесе яман тата Иисуса патшана лартман пулнӑ-ха. Иисус тӳпене таврӑннӑ хыҫҫӑнах патшана ларнӑ-ши? Ҫук, унӑн пӗр вӑхӑт хушши кӗтмелле пулнӑ. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Ҫакӑн ҫинчен Псалом 109:1-мӗшӗнче малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Ҫав пророкла сӑмахсенче Иегова ҫапла каланӑ: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар». Петрпа Павел апостолсем ҫак пророкла сӑмахсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуспа ҫыхӑннӑ тесе ӑнлантарса панӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 2:32—35; Еврейсем 10:12, 13). Апла пулсан, Иисус хӑйне Иегова патшана лартасса пӗр вӑхӑт хушши кӗтнӗ. Унӑн мӗн чухлӗ кӗтмелле пулнӑ?
Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче Туррӑн ирӗкӗ пурнӑҫланӗ
23. а) Иисус хӑҫан Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑнӑ? ӑ) Тепӗр сыпӑкран эпир мӗн пӗлӗпӗр?
23 Иисус Христос 1914 ҫулта патшана ларнӑ (Псалом 109:2). Ҫакна та палӑртма пулать: 1914 ҫулчченех тӳркӑмӑллӑ христиансен пӗр ушкӑнӗ ҫав ҫул, Библире пророкла калани тӑрӑх, пӗлтерӗшлӗ ҫул пуласса ӑнланса илнӗ. Тӗнчере 1914 ҫултанпа пулса иртнӗ событисем ҫав христиансем тӗрӗс ӑнланнине кӑтартса панӑ. Иисус 1914 ҫулта патшана ларсан чи малтан мӗн тунӑ? Вӑл Сатанана ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ. Халӗ вара, Ӳлӗмхине 12:12-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Шуйттанӑн «вӑхӑчӗ сахал» юлнӑ. Эппин, Патшалӑх ҫӗр ҫинче Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласса кӗтме нумаях юлмарӗ. Тепӗр сыпӑкран эпир шӑп ҫав тапхӑрта пурӑнни ҫинчен тата нумайрах пӗлӗпӗр. (22-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)