9-мӗш сыпӑк
Вилнӗ ҫывӑх ҫынсемпе мӗн пулать?
1. Ҫывӑх ҫын вилсен, мӗн туяҫҫӗ ытти ҫынсем?
«ҪЫВӐХ ҫын вилни ҫав-тери кулянтарать; вӑл ҫуккине ӑнланма питӗ йывӑр». Ҫакӑн пек каланӑ ашшӗне, унтан амӑшне вилӗмпе ҫухатнӑ ҫын. Вӑл ҫав-тери хуйхӑрнӑ, тата унӑн ҫав-тери тарӑн ҫухату туйӑмӗ пулнӑ пирки вӑл ниҫта кайса кӗме пӗлмен. Санӑн та, тен, ҫавӑн пекех туйӑмсем пулнӑ. Эсӗ санӑн ҫывӑх ҫынсем халӗ ӑҫта-ши тата эсӗ вӗсене хӑҫан та пулин татах курӑн-ши тесе хӑвӑнтан ыйтнӑ пулӗ.
2. Вилӗмпе ҫыхӑннӑ мӗнле кӑткӑс ыйтусем тухса тӑраҫҫӗ?
2 Хӑйсен вилнӗ ачисемшӗн хуйхӑрса макӑракан хӑшпӗр ашшӗ-амӑшӗсем ҫакна илтеҫҫӗ: «Турӑ хӑй патне пӗлӗт ҫине чи илемлӗ чечексене пухать». Ҫакӑ чӑнах ҫавӑн пек-ши? Пирӗн ҫывӑх ҫынсем леш тӗнчене каяҫҫӗ-ши? Ҫав вырӑн нирвана мар-ши — телейлӗ тата ыратнипе пур кӑмӑл туртӑмӗсенчен те ирӗклӗ пулса пурӑнмалли вырӑн? Эпир юратнисем райри вилӗмсӗр пурнӑҫ алӑкӗнчен кӗнӗ-ши? Е, теприсем каланӑ пек, вилӗм вӑл — Турра хирӗҫ ҫылӑха кӗнисемшӗн ӗмӗрлӗх асапсен пуҫламӑшӗ-и? Вилнисем пире мӗн те пулин тума пултараҫҫӗ-и? Ҫак ыйтусем ҫине тӗрӗс хуравсем тупас тесен, пирӗн Турӑ Сӑмахне, Библине, пӑхмалла.
МӖН ВӐЛ ҪЫНӐН «ПУРНӐҪ ВӐЙӖ»?
3. Сократпа Платон вилнисем пирки мӗн шутланӑ, тата ҫакӑ паян ҫынсене мӗнле витерет?
3 Авалхи грексен философӗсем, Сократпа Платон, арҫынсемпе хӗрарӑмсенче ашшӗ-амӑшӗнчен куҫнӑ темӗнле вилӗмсӗр субстанци пур тесе ӗненнӗ — вӑл ӳт-пӳ вилӗмне пурӑнса ирттерекен тата хӑй нихӑҫан та вилмен чун. Паян ҫакна пӗтӗм тӗнчипе миллионшар ҫын ӗненеҫҫӗ. Ҫакӑн пек шутлани вилнисенчен хӑраттарать, тата вӗсене лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшма хистет. Анчах Библи вилнисем пирки пачах урӑххине вӗрентет.
4. а) Пултарни кӗнекинче чун пирки мӗн каланӑ? б) Адама чӗртес тесе Турӑ ун ӑшне мӗн вӗрсе кӗртнӗ?
4 Вилнисемпе мӗн пулнине пӗлес тесен, пирӗн ӑру ашшӗн Адамӑн чун пулманнине асра тытмалла. Вӑл хӑй чун пулнӑ. Хисеп туйӑмне ҫуратакан майпа Турӑ ҫынна — чуна — ҫӗрӗн тӗп пайӗсенчен пултарнӑ та, унтан ун ӑшне «чӗрӗлӗх сывлӑшне» вӗрсе кӗртнӗ. Пултарни 2:7-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫӗрти тӑпраран тунӑ, унӑн ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, этем вара чӗрӗ чунлӑ [чун, СК] пулса тӑнӑ». Адам пурнӑҫӗ сывланипе тытӑнса тӑнӑ. Анчах та Адама Турӑ панӑ чӗрӗлӗх сывлӑшӗ унӑн ӳпкинче сывлӑш ҫаврӑннине кӑна пӗлтермест. Библи ҫӗр ҫинчи ҫынсемпе чӗрчунсенче ӗҫлекен «пурнӑҫ сывлӑшӗ», е «пурнӑҫ вӑйӗ» (ҪТ), пирки калать (Пултарни 7:22).
5, 6. а) Мӗн вӑл «пурнӑҫ вӑйӗ»? б) Иоанн19:30-мӗш каланӑ тӑрӑх кӗлеткерен «сывлӑшне кӑларса ярсан», мӗн пулать?
5 Мӗн вӑл «пурнӑҫ вӑйӗ»? Вӑл Адамӑн пурнӑҫ паллисӗр ӳт-пӗвӗ ӑшне Турӑ кӗртсе хунӑ пурнӑҫ хӗлхемӗ. Сывлани вара ҫак вӑя тытса тӑнӑ. Иоанн 19:30-мӗшӗнчи «сывлӑш» сӑмах мӗнпе ҫыхӑннӑ вара? Ҫак сӑвӑра каланӑ: «Иисус уксус тутанса пӑхсан каланӑ: пулса ҫитрӗ ӗнтӗ! тенӗ. Унтан пуҫне уснӑ та, сывлӑшне кӑларса янӑ». «Сывлӑш» сӑмахпа ҫакӑн пек усӑ курса, Библине ҫыракансем вилӗм хыҫҫӑн пурӑнакан курӑнман чун пирки каласшӑн пулман.
6 Ҫынран вилнӗ чухне тухакан «сывлӑш» — вӑл пирӗн Пултаракан аллинчен пуҫламӑш илекен пурнӑҫ вӑйӗ (Псалом 35:10; Апостолсен ӗҫӗсем 17:28). Электричествӑн хӑй вӑйӗпе ӗҫлеттерекен оборудованин паллӑ уйрӑмлӑхӗсем ҫук пекех, ҫав пурнӑҫ вӑйӗн те хӑй пурӑнма пулӑшакан ҫыннӑн паллӑ енӗсем ҫук. Ҫын вилнӗ чух сывлӑш (пурнӑҫ вӑйӗ) унӑн ӳт-пӗвӗнчи клеткӑсенчи пурнӑҫне тытса тӑма чарӑнать; ҫакӑ электричествӑна пама пӑрахсан ҫутӑ сӳннӗ евӗрлӗ. Пурнӑҫ вӑйӗ этем кӗлеткине тытса тӑма чарӑнсан, ҫын — чун — вилет (Псалом 103:29; Екклесиаст 12:1, 7).
«ТӐПРА ПУЛӐН»
7. Турра итлемесен Адама мӗн кӗтнӗ?
7 Иегова ҫылӑха кӗнӗ Адама вилӗм мӗн иккенне уҫҫӑн ӑнлантарса панӑ. Турӑ каланӑ: «Ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн» (Пултарни 3:19). Адамӑн ӑҫта таврӑнмалла пулнӑ? Ҫӗре, хӑйне тунӑ тӑпрана. Адам вилсен, унран нимӗнте тӑрса юлман!
8. Ҫынсем чӗрчунсенчен мӗн енчен ҫӳлте тӑмаҫҫӗ?
8 Ҫак енчен ҫын вилӗмӗ чӗрчунсен вилӗмӗнчен уйрӑлса тӑмасть. Чӗрчунсем те чунсем, вӗсен пурнӑҫӗ те ҫав пурнӑҫ вӑйӗпех тытӑнса тӑрать (Пултарни 1:24). Екклесиаст 3:19, 20-мӗшӗнче (СК) ӑслӑ Соломон каланӑ: «Лешсем вилнӗ пекех, кусем те вилеҫҫӗ, пурин те пӗр сывлӑш, этем выльӑхран ҫӳлте тӑмасть [вилӗм тӗлӗшӗнчен]... пурте тӑпраран пулнӑ, пурте тӑпрана таврӑнаҫҫӗ». Ҫын чӗрчунсенчен хӑйне Турӑ евӗр тунипе тата Иеговӑн паха енӗсене палӑртнипе ҫӳлте тӑрать (Пултарни 1:26, 27). Анчах та вилсен ҫынсем те, чӗрчунсем те тӑпрана таврӑнаҫҫӗ.
9. Вилнисемпе мӗн пулать, тата вӗсем ӑҫта каяҫҫӗ?
9 Соломон вилӗм пирки тата ҫакна каланӑ: «Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлеҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ». Ҫапла, вилнисем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Соломон канаш панӑ: «Аллу мӗн тума пултарнине вӑй ҫитнӗ таран ту, мӗншӗн тесен эсӗ каякан виле шӑтӑкӗнче [евр. шео́л] ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑслӑлӑх та ҫук» (Екклесиаст 9:5, 10, СК). Ӑҫта каяҫҫӗ-ха вара вилнисем? Шеола — этемлӗхӗн виле шӑтӑкне. Пирӗн вилнӗ ҫывӑх ҫынсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем асап курмаҫҫӗ, пире те нимӗн те тумаҫҫӗ.
10. Мӗншӗн вилсен, шанчӑк тӑрса юлать тесе калама пултаратпӑр эпир?
10 Ҫакӑ эпир тата пирӗн ҫывӑх ҫынсем темӗнле вӑхӑт хушши кӑна пурӑнса, кайран ӗмӗрлӗхех пӗтессе пӗлтерет-и? Библи каланӑ тӑрӑх — ҫук. Адам ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн тӳрех, Иегова Турӑ ҫын ҫылӑхӗ мӗн патне илсе ҫитернине пӗтерес тесе тӑрӑшнӑ. Турӑ ҫынсем вилччӗр тесе пачах та шутламан (Иезекииль 33:11; 2 Петр 3:9). Ҫавӑнпа та вилӗм пирӗншӗн тата пирӗн ҫывӑх ҫынсемшӗн нимле шанчӑк та тӑрса юлманнине пӗлтермест.
«ҪЫВӐРАТЬ»
11. Хӑйӗн вилнӗ Лазарь тусӗпе мӗн пулнине мӗнле каланӑ Иисус?
11 Иеговӑн пире тата пирӗн ҫывӑх ҫынсене Адамран куҫнӑ вилӗмрен хӑтарас тӗллев пур. Ҫавӑнпа Турӑ Сӑмахӗ вилнисем пирки ҫывӑракансем тесе калать. Тӗслӗхрен, хӑйӗн Лазарь тусӗ вилнине пӗлсен, Иисус Христос вӗренекенӗсене каланӑ: «Пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Эпӗ ӑна вӑратма каятӑп». Вӗренекенӗсем унӑн сӑмахӗсене тӳрех ӑнланман пирки Иисус тӳррӗн каланӑ: «Лазарь вилнӗ» (Иоанн 11:11, 14). Унтан Иисус Вифания ятлӑ пӗчӗк хулана кайнӑ, унта Лазарь йӑмӑкӗсем, Марфапа Мария, пиччӗшӗ вилнӗшӗн хурланса макӑрнӑ. «Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ»,— тесе Иисус каласан, Марфа вилӗм ҫынсен ҫемьине кӳнӗ сиене Турӑ пӗтересшӗн пулнине ӗненнине кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ пӗлетӗп: юлашки кун, вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чух, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл» (Иоанн 11:23, 24).
12. Вилнисем пирки мӗне шаннӑ Марфа?
12 Вилӗм хыҫҫӑн пурӑнакан вилӗмсӗр чун пурри пирки нимӗн те каламан Марфа. Лазарь леш тӗнчере пурӑнать тесе ӗненмен вӑл. Марфа вилӗмрен чӗрӗлессине шанса тӑнӑ. Вӑл пӗлнӗ: Лазарь ӳт-пӗвӗнчен нимӗнле вилӗмсӗр чун та уйрӑлман, унӑн вилнӗ пиччӗшӗ пурӑнма чарӑннӑ кӑна. Пулӑшма пултаракан пӗртен-пӗр май вӑл — вилӗмрен чӗртни.
13. Иисуса Турӑ мӗнле вӑй панӑ, тата вӑл унпа мӗнле усӑ курнӑ?
13 Иегова Турӑ Иисус Христоса этемлӗхе ҫӑлма шанса панӑ (Осия 13:14). Ҫавӑнпа та Марфа сӑмахӗсене хуравласа каланӑ Иисус: «Чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ; Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлӗ» (Иоанн 11:25). Иисус хӑйне Турӑ панӑ вӑйне кӑтартнӑ: вӑл тӑватӑ кун хушши вилӗ пулнӑ Лазарь тупӑк шӑтӑкӗ патне пынӑ та ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Иоанн 11:38—44). Ҫакӑнта вилӗмрен чӗртнине тата Иисус Христос ытти ҫӗрте вилӗмрен чӗртсе тӑратнисене курса тӑракансем мӗнлерех пысӑк савӑнӑҫ туйнине шухӑшласа пӑх кӑна! (Марк 5:35—42; Лука 7:12—16).
14. Мӗншӗн вилӗмрен чӗрӗлни тата вилӗмсӗр чун пур тесе шутлани пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ?
14 Пӗр самантлӑха чарӑн та шухӑшласа пӑх: енчен те вилӗм хыҫҫӑн темӗнле вилӗмсӗр чун пурӑннӑ пулсан, ун чух вара никама та вилӗмрен чӗртме пачах та кирлӗ пулмӗччӗ. Лазарь евӗр ҫынсене, вӗсем пӗлӗтре чаплӑ парнене илнӗ пулсан, ҫитменлӗхлӗ пурнӑҫпа пурӑнма вилӗмрен чӗртни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫапла, Библире «вилӗмсӗр чун» текен сӑмахсемпе пӗрре те усӑ курман. Пачах урӑхла, Ҫырусенче ҫылӑха кӗрекен ҫын чунӗ вилет тесе каланӑ (Иезекииль 18:4, 20). Ҫапла ӗнтӗ, вилӗмрен чӑннипе те хӑтӑлни вӑл — вилӗмрен чӗртни, тесе кӑтартать Библи.
«ТУПӐКРА ВЫРТАКАНСЕМ ПУРТЕ»
15. а) «Вилӗмрен чӗрӗлни» сӑмах мӗне пӗлтерет? б) Мӗншӗн Иегова Турра ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратма пачах йывӑр мар?
15 Иисус вӗренекенӗсем усӑ курнӑ «вилӗмрен чӗрӗлни» тесе куҫакан сӑмаха пӗр улӑштармасӑр куҫарсан, «тӑр» е «ҫӗклен» тенине пӗлтерет. Вилӗмрен чӗрӗлни вӑл — вилнӗ хыҫҫӑн чӗрӗлсе тӑнине, е этемлӗхӗн вилӗ шӑтӑкӗнчен ҫӗкленнине, пӗлтерет. Иегова Турра ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратма пӗрре те йывӑр мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова — пурнӑҫ Ҫӑлкуҫӗ. Паян ҫынсем арҫынсемпе хӗрарӑмсен сассисемпе сӑнӗсене видеопленка ҫине ҫырса, вӗсене вилнӗ хыҫҫӑн курма пултараҫҫӗ. Пирӗн Пурне те Пултаракан Турӑ та, ҫавӑн пекех, кашни ҫыннӑн уйрӑмлӑхӗсене астӑвать, тата ӑна ҫӗнӗ ӳт-пӳ парса, вӑл вӗсене малтан мӗнле пулнӑ ҫавӑн пекех чӗртсе тӑратма пултарать.
16. а) Тупӑкри пур ҫынсем пирки мӗн шантарса каланӑ Иисус? б) Ҫыншӑн вилӗмрен чӗрӗлни мӗнле пуласси мӗнрен килет?
16 Иисус Христос каланӑ: «Вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ: тупӑкра выртакансем пурте Турӑ Ывӑлӗн сассине илтӗҫ; ырӑлӑх тунисем ӗмӗр пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, усал тунисем айӑпа юлма чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Иоанн 5:28, 29). Иегова асӗнче юлнӑ пур вилнӗ ҫынсем те чӗрӗлсе тӑрӗҫ те унӑн ҫулӗсемпе утма вӗренӗҫ. Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе килӗшӳллӗн пурӑнакансемшӗн ҫакӑ пурӑнма чӗрӗлни пулать. Турӑ вӗрентӗвӗсене тата унӑн тытӑм йӗркине йышӑнманнисемшӗн вӑл айӑпа юлма чӗрӗлни пулать.
17. Кам вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрать?
17 Паллах ӗнтӗ, Турӑшӑн ӗҫлекенӗсем тата тӳрӗ пурӑнма тӑрӑшаканӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вилӗмрен чӗрӗлнине шанни нумайӑшне вилӗм куҫӗ умӗнче ҫирӗплетнӗ, питӗ вӑйлӑ хӗсӗрленӗ вӑхӑтра та. Вӗсем Турӑ хӑйсене пурнӑҫа тавӑрма пултарассине пӗлнӗ (Матфей 10:28). Анчах та миллионшар ҫын хӑйсем Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем ҫине мӗнле пӑхнине палӑртмасӑрах вилнӗ. Вӗсем те чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Павел апостол ҫакна ҫирӗп ӗненнӗ, вӑл каланӑ: «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турӑ ҫине шанса тӑратӑп» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15).
18. а) Вилӗмрен чӗрӗлесси пирки мӗнле курӑну илнӗ Иоанн апостол? б) «Вутлӑ кӳлӗре» мӗн тӗп пулать, тата ҫав «кӳлӗ» мӗне пӗлтерет?
18 Иоанн апостол Туррӑн аслӑ вырӑнӗ умӗнче тӑракан вилӗмрен чӗрӗлнӗ ҫынсем пирки тӗлӗнмелле курӑну курнӑ. Унтан Иоанн ҫырса хунӑ: «Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗ; вилӗмпе тамӑк [грек. гадес] та хӑйсен ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗҫ, пурне те вара ӗҫӗсем тӑрӑх сут турӗҫ. Вилӗме те, тамӑка та вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Ку — иккӗмӗш вилӗм» (Апокалипсис 20:12—14). Шухӑшласа пӑх кӑна! Турӑ асӗнче юлнӑ пур вилнӗ ҫынсен те гадесран, е шеолтан — этемлӗхӗн виле шӑтӑкӗнчен — хӑтӑлса тухас шанчӑк пур (Псалом 15:10; Апостолсен ӗҫӗсем 2:31). Хӑйсем Турӑшӑн ӗҫлес тенине вӗсен ӗҫӗсемпе кӑтартма май пулать. Унтан «вилӗме те, тамӑка та вутлӑ кӳлле» пӑрахӗҫ — вӑл, «геенна» (ҪТ) пекех, тӗппипе пӗтернине пӗлтерет (Лука 12:5). Вилӗмрен чӗрӗлсе пӗтсен, этемлӗхӗн виле шӑтӑкӗ пушанать те тӗп пулать. Турӑ никама та асаплантарманнине Библирен пӗлни мӗн-тери лӑплантарать! (Иеремия 7:30, 31).
ВИЛӖМРЕН ЧӖРӖЛНИСЕМ ӐҪТА ПУРӐНӖҪ?
19. Мӗншӗн хӑшпӗр ҫынсем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлӗҫ, тата Турӑ вӗсене мӗнле ӳт-пӳ парать?
19 Хӑшпӗр арҫынсемпе хӗрарӑмсем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлӗҫ. Иисуспа пӗрле патшасем тата священниксем пулнӑ май, вӗсем ҫынсене пӗрремӗш этемрен, Адамран, куҫнӑ вилӗм мӗн патне илсе ҫитернисене пӗтернӗ ҫӗрте хутшӑнӗҫ (Рим 5:12; Апокалипсис 5:9, 10). Христоспа пӗрле патша пулма пӗлӗте Турӑ миҫе ҫынна илет? Библи каланӑ тӑрӑх 144 000 кӑна (Апокалипсис 7:4; 14:1). Вӗсем пӗлӗтре пурӑнма пултарччӑр тесе, Иегова вӗсене кашнинех ангелсем пек ӳт-пӳ парать (1 Коринф 15:35, 38, 41—45; 1 Петр 3:18).
20. Итлекен этемлӗхе тата вилӗмрен чӗрӗлнисене мӗн кӗтет?
20 Вилнисенчен нумайӑшӗ ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма чӗрӗлӗҫ (Псалом 36:11, 29; Матфей 6:10). Хӑшпӗрисем пӗлӗт ҫинче пурӑнма чӗрӗлнин пӗр сӑлтавӗ — Турӑ ҫӗр пирки мӗн шутланине пурнӑҫласси. Иисуспа унӑн 144 000 патши итлекен этемлӗхе пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ ҫухатнӑ ҫитменлӗхсӗр патне майӗпен илсе ҫитерӗҫ. Ҫакӑ вилӗмрен чӗрӗлнӗ ҫынсене те тивет, ку Иисус хӑйпе юнашар пӑталанӑ вилекен ҫынна каланӑ сӑмахсенчен паллӑ: «Манпа пӗрле райра пулӑн» (Лука 23:42, 43).
21. Исаия пророк тата Иоанн апостол сӑмахӗсем тӑрӑх вилӗмпе мӗн пулать?
21 Паян ҫав-тери асап кӳрекен вилӗм ҫӗр ҫинчи райра тӗп пулать (Рим 8:19—21). Иегова Турӑ хӑй тӑрӑшнипе «вилӗм ӗмӗрлӗхех тӗп пулӗ», тесе каланӑ Исаия пророк (Исаия 25:8, СК). Иоанн апостол итлекен этемлӗх ыратнипе вилӗмрен хӑтӑлас вӑхӑта кӑтартакан курӑну илнӗ. Ҫапла, «Турӑ Хӑй те вӗсемпе пӗрле пулса, вӗсен Турри пулӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи пур куҫҫулне шӑлса илӗ, вилӗм те пулмӗ ӗнтӗ, йӗрӳ те, улашу та, чир те урӑх пулас ҫук: ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Апокалипсис 21:1—4).
22. Вилӗмрен чӗрӗлни ҫинчен пӗлни сана мӗнле тивет?
22 Библин уҫӑмлӑ вӗрентӗвӗсем вилнисем пирки пур тӗрӗс мар шутланисене те сирсе яраҫҫӗ. Вилӗм — тӗп тунӑ тӑшмансенчен юлашки пулни пирки тӳррӗн пӗлтерет Библи (1 Коринф 15:26). Вилӗмрен чӗрӗлессине шаннинчен мӗнлерех вӑй тата канӑҫ илме пултаратпӑр эпир! Тата Туррӑн асӗнче юлнӑ пирӗн вилнӗ ҫывӑх ҫынсем вилӗм ыйхинчен вӑранса, Турӑ хӑйне юратакансене валли мӗн хатӗрленипе киленсе пурӑнма пултарнишӗн, мӗнлерех телейлӗ пулма пултаратпӑр эпир! (Псалом 144:16). Ҫак пиллӗхсем Турӑ Патшалӑхӗ пулӑшнипе пулма пултараҫҫӗ. Анчах та ҫав Патшалӑх хӑҫан ертсе пыма пуҫлать? Айтӑр пӑхса тухар.
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Мӗн вӑл ҫынӑн пурнӑҫ вӑйӗ?
Вилнисемпе мӗн пулнине эсӗ мӗнле каласа парӑттӑнччӗ?
Кам вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ?
[85-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус сӑмахӗпе Лазарь виле шӑтӑкӗнчен тухнӑ евӗр, миллионшар ҫын вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ.
[86-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
«Вилӗм ӗмӗрлӗхех тӗп пулсан», вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнӑҫ пулӗ.