Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • dg 5 пайӗ, 10—12 с.
  • Суйласа илме ирӗк пурри — чаплӑ парне

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Суйласа илме ирӗк пурри — чаплӑ парне
  • Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Пире мӗнле пултарнӑ
  • Чи лайӑх пуҫламӑш
  • Ирӗклӗхӗн чикки
  • Камӑн саккунӗсене?
  • Суйласа илмелли ирӗклӗх панӑшӑн пархатарлӑ пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пыракан ҫул
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Иегова сана чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пытӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
dg 5 пайӗ, 10—12 с.

5-мӗш пайӗ

Суйласа илме ирӗк пурри — чаплӑ парне

1, 2. Пире мӗнле чаплӑ парне панӑ?

ТУРӐ мӗншӗн хӗн-асап пулма панине тата ҫавӑн пирки мӗн тума шут тытнине пӗлес тесен пирӗн вӑл пире мӗнле тунине ӑнланмалла. Пире пултарнӑ чухне вӑл пире кӗлеткепе пуҫ мими кӑна паман. Ҫавӑн пекех пире ӑстӑн та, туйӑмсем те панӑ.

2 Пирӗн ӑстӑнпа туйӑмсен тӗп уйрӑмлӑхӗ — суйласа илме ирӗк пурри. Ҫапла, Турӑ пирӗн ӑша суйласа илмелли ирӗклӗх хывнӑ. Ҫакӑ чӑннипех те чаплӑ парне.

Пире мӗнле пултарнӑ

3—5. Суйласа илме ирӗк пуррине эпир мӗншӗн хаклатпӑр?

3 Суйласа илме ирӗк пурри Турӑ хӗн-асапа пулма панипе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине пӑхса тухар. Чи малтан ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑх: мӗн тӑвас та мӗн калас, мӗн ҫиес те мӗн тӑхӑнас, мӗнле ӗҫпе ӗҫлес, ӑҫта тата мӗнле пурӑнас тӗлӗшрен суйласа илме ирӗк пуррине эсӗ хаклатӑн-и? Е кам та пулин сана ӗмӗр тӑршшӗпе ҫапла ту, ҫапла кала тесе тӑнине кӑмӑлланӑ пулӑттӑн?

4 Нимӗнле йӗркеллӗ ҫынна та хӑйӗн пурнӑҫӗпе ыттисем хуҫаланни килӗшмест. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Турӑ пире ҫавнашкал тунӑ. Библи каланӑ тӑрӑх, Турӑ ҫынна хӑй «сӑнарлӑ... евӗрлӗ» пултарнӑ тата Туррӑн лайӑх енӗсенчен пӗри — суйласа илме ирӗк пурри (Пултарни 1:26; Саккуна астутарни 7:6). Ҫавӑнпа та ҫынсене пултарнӑ чухне вӑл вӗсене чаплӑ право — суйласа илме ирӗк — панӑ. Акӑ мӗншӗн хаяр пуҫлӑхсем пире пусмӑрланӑ чухне эпир хамӑра калама ҫук япӑх туятпӑр.

5 Ахальтен мар ӗнтӗ пирӗн ирӗклӗ пулас килет, мӗншӗн тесен Турӑ вӑл — ирӗклӗх Турри. Библире каланӑ: «Ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх» (2 Коринф 3:17). Апла пулсан, Турӑ пире суйласа илме ирӗк панӑ чухне ҫав ирӗклӗх пирӗн шалти тытӑм пайӗ пулса тӑтӑр тенӗ. Пирӗн ӑстӑн, туйӑмсем мӗнле ӗҫлесе тӑнине пӗлнӗрен суйласа илме ирӗк пуррипе эпир тата телейлӗрех пулассине вӑл пӗлнӗ.

6. Суйласа илме ирӗк пуррипе килӗшӳллӗ ӗҫлетӗр тесе Турӑ пирӗн пуҫ мимине мӗнле тунӑ?

6 Суйласа илме ирӗк панисӗр пуҫне Турӑ пире ытти пултарулӑхсем те панӑ, ҫавсене пула эпир шухӑшлама, танлаштарма, йышӑнусем тума тата мӗн лайӑх, мӗн япӑх пулнине уйӑрса илме пултаратпӑр (Еврейсем 5:14). Эппин, суйласа илмелли ирӗклӗх вӑл тӗплӗн шухӑшласа суйласа илмеллине пӗлтерет. Пире шухӑшлама пӗлмен, суйласа илме пултарайман роботсем пек туман. Ҫавӑн пекех чӗрчунсем пек инстинкт тӑрӑх пурӑнмалла та туман пире. Ун вырӑнне пирӗн тӗлӗнмелле пуҫ мимине хамӑрӑн суйласа илмелли ирӗклӗхпе килӗшӳллӗ ӗҫлесе тӑтӑр тесе тунӑ.

Чи лайӑх пуҫламӑш

7, 8. Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшне чи малтан Турӑ мӗнле пурнӑҫ панӑ?

7 Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшне, Адампа Евӑна, суйласа илме ирӗк панисӗр пуҫне, Турӑ вӗсем мӗн кирлине пурне те илччӗр тесе тӑрӑшни курӑнса тӑрать. Вӗсене пысӑк та сад евӗрлӗ райра пурӑнма вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Вӗсем тулӑх пурнӑҫпа пурӑннӑ. Вӗсен кӗлеткипе ӑстӑнӗ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсен ватӑлмалла, чирлемелле тата вилмелле пулман — вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарнӑ. Вӗсен ачисем пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем пулмалла пулнӑ, вӗсен пуласлӑхӗ вара телейлӗ пулмалла тата ӗмӗр-ӗмӗре пымалла пулнӑ. Ҫынсен йышӗ ӳссех-ӳссех пымалла пулнӑ, вӗсен кӑмӑла ҫырлахтаракан, пӗтӗм ҫӗре рай туса хурас ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ (Пултарни 1:26—30; 2:15).

8 Вӗсене мӗн-мӗн пани ҫинчен Библире каланӑ: «Турӑ Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван» (Пултарни 1:31). Библире ҫавӑн пекех Турӑ пирки акӑ ҫапла каланӑ: «Унӑн ӗҫӗсем — чӑн-чӑнни [е пӗр кӑлтӑксӑр]» (Саккуна астутарни 32:4). Ҫапла, Пултаракан этемлӗхе чи малтан панӑ пурнӑҫ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ. Унтан лайӑххи пулма та пултарайман. Вӑл мӗн тери тӑрӑшакан Турӑ пулнӑ иккен!

Ирӗклӗхӗн чикки

9, 10. Суйласа илме ирӗк пуррине мӗншӗн тӗрӗс йӗркелесе тӑмалла?

9 Анчах та Туррӑн тӗллевӗ тӑрӑх, суйласа илес тӗлӗшрен вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗклӗх пулмалла пулнӑ-ши? Калӑпӑр, хулара туп-тулли транспорт, ҫулсем ҫинче ҫӳремелли нимле правило та ҫук, кашни хӑйӗн машинипе ӑҫталла, мӗнле хӑвӑртлӑхпа каяс килет, ҫавӑн пек ҫӳрет тейӗпӗр. Ҫавӑн пек ҫӳрес килӗ-ши санӑн? Ҫук, ҫавӑн пек чухне ҫул ҫинче йӗрке пулмӗ, ҫавна пулма нумай авари пулнӑ пулӗччӗ.

10 Турӑ панӑ парне — суйласа илме ирӗк пурри — пирки те ҫавнах калама пулать. Ирӗклӗхӗн чикки пулман пулсан, обществӑра йӗркесӗрлӗх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫынсен ӗҫӗсене йӗркелесе тӑракан саккунсем пулмалла! Туррӑн Сӑмахӗнче каланӑ: «Эпир, ирӗке тухнисем, ирӗк пуррипе усала тӳрре кӑларакан ҫынсем мар» (1 Петр 2:16). Пурне те лайӑх пултӑр тесе суйласа илме ирӗк пуррине йӗркелесе тӑмалла тет Турӑ. Вӑл шутласа хунӑ тӑрӑх, пирӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗклӗх мар, саккун чиккинчен тухман виҫеллӗ ирӗклӗх пулмалла пулнӑ.

Камӑн саккунӗсене?

11. Камӑн саккунӗсене пирӗн пӑхӑнса тӑмалла?

11 Камӑн саккунӗсене пирӗн пӑхӑнса тӑмалла пулнӑ? 1 Петр 2:16-мӗш сӑвӑ йӗркин тепӗр пайӗнче каланӑ: «Эпир — Турӑ чурисем». Ҫакӑ вӑл пусмӑрласа тӑракан чуралӑха мар, Туррӑн саккунӗсене пӑхӑнса тӑни пире телейлӗрех тӑвать тенине пӗлтерет, мӗншӗн тесен пире ҫавнашкал тунӑ (Матфей 22:35—40). Унӑн саккунӗсем чи тӗрӗс ҫул кӑтартса параҫҫӗ, ҫав енчен унпа ҫынсем шутласа кӑларнӑ нимӗнле саккун та танлашма пултараймасть. «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ, сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ» (Исаия 48:17).

12. Туррӑн саккунӗсен чиккинчен иртмесӗрех пирӗн мӗнле ирӗклӗх пур?

12 Ҫав вӑхӑтрах Туррӑн саккунӗсем суйласа илес енчен нумай ирӗклӗх параҫҫӗ. Ҫакӑ вара пурнӑҫа тӗрлӗрен пулма парать, этемлӗхе те ытарайми тӑвать. Пӗтӗм тӗнчери тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ, тумтир, кӗвӗ-юрӑ, искусство тата ҫурт-йӗр ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Ҫав тӗлӗшрен пирӗншӗн шутласа хума кама та пулин ирӗк париччен, эпир, паллах, хамӑр суйласа илесшӗн.

13. Хамӑра лайӑх пултӑр тесен ҫутҫанталӑкри мӗнле саккунсене пирӗн пӑхӑнса тӑмалла?

13 Апла пулсан, пире ҫыннӑн хӑйне мӗнле тытмалли пирки калакан Туррӑн саккунӗсене пӑхӑнса тӑнипе телейлӗрех пулмалла тунӑ. Турӑ панӑ ҫутҫанталӑк саккунӗсене пӑхӑнса тӑни пирки те ҫавнах калама пулать. Сӑмахран, гравитаци саккунне шута илмесӗрех ҫӳллӗ вырӑнтан сикрӗмӗр пулсан, эпир аманнӑ е вилнӗ пулӑттӑмӑр. Эпир хамӑр организмӑн шалти саккунӗсене пӑхӑнмасӑр апат ҫиме, шыв ӗҫме е сывлама пӑрахрӑмӑр пулсан — вилетпӗр.

14. Ҫынсене Турра пӑхӑнса пурӑнмалла тунине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

14 Пире Туррӑн ҫутҫанталӑк саккунӗсене пӑхӑнса тӑмалла тунӑ пекех, Унӑн нравственность тата ҫынсен пурнӑҫне йӗркелесе тӑракан саккунӗсене те пӑхӑнса тӑмалла тунӑ (Матфей 4:4). Ҫынсене хӑйсен Конструкторне пӑхӑнмасӑрах ӑнӑҫлӑ пулмалла туман. Иеремия пророк калать: «Урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине пӗлетӗп. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, хаса пар мана» (Иеремия 10:23, 24). Ҫавӑнпа та пур тӗлӗшрен те ҫынсене хӑйсем тӗллӗн мар, Турра пӑхӑнса пурӑнмалла тунӑ.

15. Адампа Евӑна Туррӑн саккунӗсене тытса тӑма йывӑр пулнӑ-и?

15 Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшне Туррӑн саккунӗсене пӑхӑнса пурӑнма йывӑр пулман. Ун вырӑнне ҫав саккунсем вӗсене те, пӗтӗм этемлӗхе те ырлӑх кӳрсе тӑмалла пулнӑ. Малтанхи мӑшӑр Турӑ саккунне пӑхӑнса тӑнӑ пулсан, пурте лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Эпир халӗ пурте, пӗр ҫемье пек, чаплӑ райра савӑнса пурӑннӑ пулӑттӑмӑр! Усал та, хӗн-асап та, вилӗм те пулман пулӗччӗ.

[11-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Пултаракан этемлӗхе чи малтан пӗр ҫитмен- лӗхсӗр пурнӑҫ панӑ

[12-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Ҫул ҫинче правилӑсем ҫук, туп-тулли транспорт пулсан, санӑн ҫав ҫулпа ҫӳрес килӗ-ши?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр