Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 январь 12—16 с.
  • Суйласа илмелли ирӗклӗх панӑшӑн пархатарлӑ пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Суйласа илмелли ирӗклӗх панӑшӑн пархатарлӑ пулӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВӐПА ИИСУСРАН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТПӐР?
  • СУЙЛАСА ИЛМЕЛЛИ ИРӖКЛӖХ ПУРРИПЕ ТӖРӖС УСӐ КУРӐР
  • СУЙЛАСА ИЛМЕЛЛИ ИРӖКЛӖХ ПУР ТЕСЕ АН ИРТӖХӖР
  • ЫТТИСЕН ТЕ СУЙЛАСА ИЛМЕЛЛИ ИРӖКЛӖХ ПУРРИНЕ ХИСЕПЛӖР
  • Чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пыракан ҫул
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Иеговӑшӑн, чӑн-чӑн ирӗклӗх Турришӗн, ӗҫлесе тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Суйласа илме ирӗк пурри — чаплӑ парне
    Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
  • Иегова сана чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пытӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 январь 12—16 с.
Авраам, Сарра тата ыттисем Уртан тухса каяҫҫӗ

Суйласа илмелли ирӗклӗх панӑшӑн пархатарлӑ пулӑр

«Ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх» (2 КОР. 3:17).

ЮРӐСЕМ: 40, 54

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова пире кашнине мӗнле хаклӑ парне панӑ?

  • Йышӑну тумалла чухне Иеговӑна чун-чӗререн юратнине мӗнле кӑтартма пулать?

  • Ыттисен те суйласа илме ирӗклӗх пуррине хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

1, 2. а) Суйласа илмелли ирӗклӗх пирки ҫынсем мӗн калаҫҫӗ? ӑ) Суйласа илмелли ирӗклӗх пирки Библире мӗн каланӑ тата эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

«МАНӐН ним ҫинчен те шутлас килмест. Мӗн тумаллине кала-ха мана. Мана ун пек ҫӑмӑлтарах». Ҫак сӑмахсене пӗр хӗрарӑм йышӑну тумалла пулнӑ чухне хӑйӗн юлташне каланӑ. Вӑл Турӑ панӑ парнепе, суйласа илмелли ирӗклӗх пуррипе, усӑ курса йышӑну тӑвас вырӑнне хӑйӗншӗн урӑх ҫынна йышӑну тутарнӑ. Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Йышӑнусем тума юрататӑр-и эсир е сире хӑвӑршӑн ыттисем йышӑну туни ытларах килӗшет? Суйласа илмелли ирӗклӗх ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?

2 Ҫакӑн пирки ҫынсем тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем нимӗнле ирӗклӗх те пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен Турӑ малтанах веҫех палӑртса хунӑ теҫҫӗ. Теприсем шутланӑ тӑрӑх вара, никама та пӑхӑнмалла мар пулсан ҫеҫ ҫын чӑннипех ирӗклӗ пулма пултарать. Ҫак ыйтӑва татса пама пире Библи пулӑшма пултарать. Мӗншӗн? Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова ҫынна тунӑ чухне ӑна суйласа илмелли ирӗклӗх парнеленӗ, урӑхла каласан, ҫын хӑй ӑстӑнӗпе шухӑшласа йышӑну тума пултарать. (Иисус Навин 24:15 вуласа пар.) Библире ҫак ыйтусен хуравӗсене те тупма пулать: суйласа илмелли ирӗклӗх пуррипе пирӗн мӗнле усӑ курмалла? Суйласа илме ирӗк пур тесе тем тума та юрать-и? Йышӑнусем тунӑ чухне Иеговӑна чун-чӗререн юратнине мӗнле кӑтартма пулать? Ыттисен те суйласа илме ирӗк пуррине хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

ИЕГОВӐПА ИИСУСРАН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТПӐР?

3. Иегова хӑйӗн ирӗклӗхӗпе мӗнле усӑ курнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

3 Иегова кӑна пур енчен те ирӗклӗ, анчах та вӑл йышӑнусене мӗнле тунинчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, Иегова израильтянсене «хӑйӗн халӑхӗ пулма» тата унӑн ячӗпе ҫӳрекенсем пулма суйласа илнӗ (Сак. аст. 7:6—8). Вӑл ҫав йышӑнӑва ӑнсӑртран туман. Иегова хӑйӗн тусне, Авраама, ӗмӗрсем хушши маларах сӑмах панине пурнӑҫланӑ (Пулт. 22:15—18). Унсӑр пуҫне, Иегова мӗн тумаллине суйласа илнӗ чухне унӑн яланах юрату тата тӗрӗслӗх курӑнса тӑрать. Ҫакӑ израильтянсем ҫине-ҫинех сутӑнчӑкла хӑтлансан вӑл вӗсене мӗнле майпа наказани панинчен курӑнать. Вӗсем чун-чӗререн ӳкӗннине курсанах Иегова вӗсене хӗрхенсе юратнине кӑтартнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Хамран татӑлса ӳкнисене эмеллӗп, вӗсене кӑмӑлӑм пур таран юратӑп» (Ос. 14:5). Иегова хӑйӗн ирӗклӗхӗпе ыттисене ырӑ тума усӑ курать. Ҫакӑ пирӗншӗн мӗнле лайӑх тӗслӗх!

4, 5. а) Суйласа илмелли ирӗклӗхе Иегова чи малтанах кама парнеленӗ? ӑ) Пирӗнтен кашнин хӑйне мӗнле ыйту памалла?

4 Юратнӑран Иегова ангелсене те, ҫынсене те суйласа илмелли ирӗклӗх парнеленӗ. Вӗсенчен чи пӗрремӗшӗ унӑн малтанхи Ывӑлӗ, «курӑнми Туррӑн сӑнӗ», пулнӑ (Кол. 1:15). Иисус ҫӗр ҫине киличченех Турра шанчӑклӑ пулма шут тытнӑ, вӑл пӑлхавҫӑ Сатана майлӑ тӑман. Каярахпа ҫӗр ҫинче Иисус хӑйне Туррӑн тӗп тӑшманӗ илӗртнӗ чухне суйласа илмелли ирӗклӗхпе тӗрӗс усӑ курнӑ — Сатана мӗн тутарасшӑн пулнине туман (Матф. 4:10). Вилес умӗнхи каҫ Иисус каллех Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлас килни ҫинчен кӗлӗре ҫапла каланӑ: «Аттем! Эсӗ ҫак куркана Манран ирттерсе яма кӑмӑл тӑвӑсӑнччӗ, анчах Манӑн ирӗкӗм мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр» (Лука 22:42). Айтӑр Иисус пекех хамӑр мӗн суйласа илнипе Иеговӑна мухтава кӑларар тата Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлар! Анчах та эпир чӑнах та ҫавна тума пултаратпӑр-ши?

5 Пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иисуса тунӑ пекех пире те Турӑ хӑй евӗрлӗ тунӑ (Пулт. 1:26). Анчах та, Иеговӑпа танлаштарсан, пирӗн ирӗклӗх вӗҫӗ-хӗррисӗр мар. Турӑ Сӑмахӗнче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Иегова пире валли мӗн тума юранипе юраманнине кӑтартакан чикӗсем лартнӑ тата вӑл пирӗнтен вӗсене шута илессе кӗтет. Тӗслӗхрен, арӑмсен упӑшкисене пӑхӑнса тӑмалла, ачасен вара — ашшӗ-амӑшне (Эф. 5:22; 6:1). Ҫак чикӗсем пирӗн йышӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ? Ҫак ыйту ҫине мӗнле хуравланинчен пирӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ килет.

СУЙЛАСА ИЛМЕЛЛИ ИРӖКЛӖХ ПУРРИПЕ ТӖРӖС УСӐ КУРӐР

6. Пирӗн суйласа илме ирӗк пур пулин те, мӗн тума юранипе юраманнине кӑтартакан чикӗсем мӗншӗн кирлӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

6 Хамӑр мӗн тӑвас тенине веҫех тума ирӗк ҫук пулсан, пирӗн чӑн-чӑн ирӗклӗх пур тесе калама пулать-и? Паллах, пулать! Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫав тӗлӗшрен чикӗсем пурри пире хӳтӗлеме пултарать. Калӑпӑр, эсир машинпа урӑх хулана каяс тетӗр. Ҫул ҫинчи правилӑсене никам та пӑхӑнмасан, эсир хӑвӑра лӑпкӑ туйнӑ пулӑттӑрччӗ-и? Ҫук пуль. Пурте чӑн-чӑн ирӗклӗхпе савӑнма пултарччӑр тесен мӗн тума юранипе юраманнине кӑтартакан чикӗсем кирлӗ. Айтӑр ҫавнашкал чикӗсем мӗнле усӑ панине курма пулӑшакан темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

7. а) Адам инстинкт тӑрӑх пурӑнакан чӗрчунсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? ӑ) Адам суйласа илме ирӗклӗх пуррипе усӑ курса мӗн тунӑ?

7 Турӑ ангелсене суйласа илмелли ирӗклӗх парнеленӗ пекех Адама та ҫавнашкал ирӗклӗхе панӑ. Ҫакӑнпа Адам инстинкт тӑрӑх пурӑнакан чӗрчунсенчен уйрӑлса тӑнӑ. Вӑл ҫак парнепе тӗрӗс усӑ курни ӑҫтан курӑнать? Ҫынна тӑвиччен Турӑ чӗрчунсене тунӑ. Анчах та вӑл вӗсене хӑйех ятсем парса тухман, ҫавна тума Адама хушнӑ. Адам вара савӑнсах ҫав ӗҫе тума тытӑннӑ. Чӗрчунсене «мӗнле ят панине курас тесе» Турӑ вӗсене «этем патне ертсе пынӑ». Адам хӑйӗн ӗҫне туса пӗтерсен Иегова чӗрчунсен ячӗсене улӑштарман. Библире «чӗрӗ чунсем хӑйсене этем мӗнле ят парӗ, ҫавӑн ятлӑ пулччӑр» тесе ҫырнӑ (Пулт. 2:19).

8. Адам суйласа илмелли ирӗклӗх пуррипе тӗрӗс мар усӑ курни ӑҫтан курӑнать тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

8 Турӑ Адама пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе рай туса хума тата ӑна пӑхса пурӑнма хушнӑ. Иегова каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, тискер кайӑксене, тӳпери вӗҫен кайӑксене, пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Анчах та Адам ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫинипе Турӑ палӑртса хунӑ чикке ним вырӑнне те хуманнине кӑтартнӑ. Суйласа илмелли ирӗклӗх пуррипе тӗрӗс мар усӑ курнӑран ҫынсем пин-пин ҫул хушши хӗн-асап тӳссе пурӑнаҫҫӗ (Рим 5:12). Адам тунӑ йышӑну мӗн патне илсе ҫитернине кура пирӗн хамӑр суйласа илмелли ирӗклӗх пуррипе тӗрӗс усӑ курас килет тата Иегова палӑртса хунӑ чикӗрен тухса каяс килмест.

9. Иегова израильтянсене мӗн суйласа илме сӗннӗ тата вӗсем мӗнле йышӑну тунӑ?

9 Адампа Евӑн ачисем ҫине ҫитменлӗхпе вилӗм куҫнӑ. Ҫав-ҫавах вӗсен суйласа илмелли ирӗклӗх тӑрса юлнӑ. Ҫакӑ Турӑ Израиль халӑхӗпе хӑйне мӗнле тытнинчен курӑнать. Иегова Моисей урлӑ израильтянсене хӑйӗн харпӑрлӑхӗ пулма сӗннӗ, ҫавӑнпа та вӗсен Туррӑн халӑхӗ пулассипе пулас маррине хӑйсен суйласа илмелле пулнӑ (Тух. 19:3—6). Вӗсем мӗн тунӑ-ши? Израильтянсем Турӑ ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулса тӑма тата вӑл мӗн ыйтнине пурне те тума хӑйсен ирӗкӗпе килӗшнӗ. Вӗсем пӗр харӑс: «Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр»,— тесе каланӑ (Тух. 19:8). Шел пулин те, вӑхӑт иртнӗҫемӗн израильтянсем суйласа илмелли ирӗклӗхпе тӗрӗс мар усӑ курма пуҫланӑ тата Турра мӗн тума сӑмах панине тытман. Айтӑр ҫак асӑрхаттаракан тӗслӗхе яланах асра тытар та Иеговӑпа ытларах ҫывӑхланса пынипе тата унӑн тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑнипе суйласа илме ирӗклӗх панӑшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартар (1 Кор. 10:11).

10. Ҫитменлӗхлӗ ҫынсем те суйласа илмелли ирӗклӗх пуррипе тӗрӗс усӑ курма пултарнине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Еврейсем патне янӑ ҫырури 11-мӗш сыпӑкра Туррӑн 16 шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен ҫырнӑ. Вӗсем хӑйсен суйласа илмелли ирӗклӗх пуррипе тӗрӗс, Турӑ палӑртса хунӑ чикӗрен тухса каймасӑр усӑ курнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене нумай пиллӗх панӑ тата вӗсем пуласлӑх ҫине ҫирӗп шанчӑкпа пӑхма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, «Ной, чунтан-вартан ӗненсе, хӑй кил-йышне ҫӑлма карап хатӗрленӗ», ҫапла вара вӑл ҫӗр ҫинче этем йӑхне те упраса хӑварнӑ (Евр. 11:7). Авраампа Сарра Турра итлесе Пама пулнӑ ҫӗре кайнӑ. Ҫак вӑрӑм ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче вӗсен Ур хулине «каялла таврӑнма вӑхӑт пулнӑ». Анчах та вӗсем «мӗн пама пулнине... ӑна аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ» тата «ырӑраххине — тӳперине — шыранӑ» (Евр. 11:8, 13, 15, 16). Моисей «ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен... Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ», ҫавӑнпа вӑл Египетри мула хӑварнӑ (Евр. 11:24—26). Айтӑр Туррӑн ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен тӗслӗх илер те суйласа илмелли ирӗклӗх панӑшӑн пархатарлӑ пулар тата йышӑнусем тунӑ чухне Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине шута илер.

11. а) Суйласа илмелли ирӗклӗх пурри пире мӗн тума май парать? ӑ) Суйласа илмелли ирӗклӗхпе тӗрӗс усӑ курма пире мӗн хавхалантарса тӑрать?

11 Йышӑнусене пирӗншӗн ыттисем тусан пурӑнма ҫӑмӑлтарах пек туйӑнма пултарать. Анчах та ҫавна пула питӗ пысӑк пиллӗхсӗр тӑрса юлма пулать. Ҫакӑ Саккуна астутарни 30:19, 20 (вуласа пар) сӑвӑ йӗркисенчен курӑнать. 19-мӗшӗнче Турӑ израильтянсене мӗн суйласа илме сӗнни ҫинчен каланӑ. 20-мӗш сӑвӑ йӗркинче вара Иегова вӗсене хӑйсен чӗринче мӗн пуррине кӑтартма май пани ҫинчен ҫырнӑ. Пирӗн те Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапассине суйласа илме май пур. Мӗн тумаллине суйласа илнӗ чухне эпир тӗрӗс йышӑну тӑвасшӑн, мӗншӗн тесен чи малтанах Иеговӑна юратнине кӑтартасшӑн тата ӑна чыс-мухтав кӳресшӗн.

СУЙЛАСА ИЛМЕЛЛИ ИРӖКЛӖХ ПУР ТЕСЕ АН ИРТӖХӖР

12. Суйласа илмелли ирӗклӗх пуррипе мӗнле усӑ курма юрамасть?

12 Калӑпӑр, эсир хӑвӑр юлташа хаклӑ парне парнеленӗ. Вӑл ӑна ҫӳп-ҫап витрине пӑрахнине пӗлсен е унпа усӑ курса кама та пулин усал тунине пӗлсен, эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑрччӗ? Халӗ вара ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: ҫынсем суйласа илмелли ирӗклӗх пуррипе тӗрӗс мар усӑ курнӑ чухне е унпа усӑ курса ыттисене усал тунӑ чухне Иегова мӗн туять-ши? Чӑнах та, Библире каланӑ пекех «юлашки кунсенче» ҫынсем «пархатарсӑр» (2 Тим. 3:1, 2). Айтӑр суйласа илме ирӗк пур тесе иртӗхер мар тата ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартар. Ҫакна мӗнле тума пулать?

13. Хамӑрӑн суйласа илме ирӗк пур тесе иртӗхме пуҫласран мӗн тумалла?

13 Пирӗн пурин те кампа хутшӑнмаллине, мӗн тӑхӑнмаллине тата вӑйӑ-кулӑ суйласа илме ирӗк пур. Анчах та Турӑ сивлекен ӗҫсене тума пуҫласан тата ку тӗнчери ҫынсем хыҫҫӑн кайсан эпир суйласа илмелли ирӗклӗхпе витӗнсе «усала тӳрре кӑларакан ҫынсем» пулса тӑратпӑр. (1 Петр 2:16 вуласа пар.) «Ирӗк тесе ӳте юраса» пурӑнас вырӑнне эпир хамӑрӑн йышӑнусене «пӗтӗмпех Турра мухтаса» тӑмалла тӑвӑпӑр (Гал. 5:13; 1 Кор. 10:31).

14. Суйласа илмелли ирӗклӗх Иегова ҫине шаннипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

14 Хамӑрӑн суйласа илме ирӗк пуррипе иртӗхесрен тата мӗн пулӑшма пултарать? Пирӗн Иеговӑна шанмалла тата вӑл пире хӳтӗлес тесе палӑртса хунӑ чикӗрен тухмалла мар. Иегова пире усӑллине вӗрентет тата тӗрӗс ҫулпа ертсе пырать (Ис. 48:17). Пирӗн хамӑра кӗҫӗне хурса «этем ҫулӗ хӑй ирӗкӗнчен килменнине... урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине» йышӑнмалла (Иер. 10:23). Пирӗн хӑйсен ӑстӑн ҫине шаннӑ Адам тата пӑлхавлӑ израильтянсем пекех пулмалла мар, «пӗтӗм чун-чӗрепе» Иегова ҫине шанмалла (Ытар. 3:5).

ЫТТИСЕН ТЕ СУЙЛАСА ИЛМЕЛЛИ ИРӖКЛӖХ ПУРРИНЕ ХИСЕПЛӖР

15. Галати 6:5-мӗшӗнчи принцип пире мӗне вӗрентет?

15 Пирӗн ыттисен те суйласа илмелли ирӗклӗх пуррине хисеплемелле, ҫакӑ та пирӗн ирӗклӗхӗн чикӗ пуррине кӑтартать. Мӗншӗн? Пурин те суйласа илмелли ирӗклӗх пулнӑран кашни хӑйне майлӑ йышӑну тӑвать. Ҫакӑ эпир хамӑра мӗнле тытасси ҫине те, Турӑшӑн мӗнле ӗҫлесси ҫине те витӗм кӳрет. Галати 6:5-мӗшӗнчи (вуласа пар) принципа асра тытӑр. Эпир «кирек камӑн та хӑй ҫӗклемне» хӑйӗн ҫӗклемеллине ӑнланатпӑр пулсан, ыттисен суйласа илме ирӗк пуррине хисеплӗпӗр.

Арҫын тӑван туслӑ тӗлпулура эрех ӗҫме килӗшмест

Йышӑнусем тунӑ чухне ыттисен те суйласа илме ирӗк пуррине хисеплер (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

16, 17. а) Коринфри христиансем хушшинче суйласа илмелли ирӗклӗхпе ҫыхӑннӑ мӗнле тавлашуллӑ ыйту сиксе тухнӑ? ӑ) Павел ҫак ыйтӑва татса пама мӗнле пулӑшнӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

16 Ыттисен те суйласа илмелли ирӗклӗх пуррине мӗншӗн пирӗн хисеплемеллине кӑтартакан Библири пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Коринфри христиансем пасарта илнӗ аша ҫиесси пирки тавлашнӑ, мӗншӗн тесен ҫав аш йӗрӗхсене парнене кӳнӗскер пулма пултарнӑ. Хӑш-пӗрисем ҫапла шухӑшланӑ: «Йӗрӗх тӗнчере нимӗн те мар, ҫавӑнпа та аша таса совеҫпе ҫиме юрать». Анчах та теприсем, унччен йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннисем, ҫакӑн пек аша ҫини суя турӑсене пуҫҫапнипе пӗрех тенӗ (1 Кор. 8:4, 7). Ҫакӑ питӗ кӑткӑс ыйту пулнӑ, ӑна пула пухури пӗрлӗх арканма пултарнӑ. Павел Коринфри христиансене ҫак лару-тӑру ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма мӗнле пулӑшнӑ?

17 Пӗрремӗшӗнчен, Павел апат-ҫимӗҫ Турӑ патне ҫывхартмасть тесе аса илтернӗ (1 Кор. 8:8). Иккӗмӗшӗнчен, вӑл вӗсен суйласа илмелли ирӗклӗх пурри «тӗрексӗррисене иккӗленмелле ан тутӑр» тесе асӑрхаттарнӑ (1 Кор. 8:9). Юлашкинчен вӑл хавшак, е ытла сисӗмлӗ, совеҫлисен аш ҫиекен христиансене хурламалла мар тесе канаш панӑ (1 Кор. 10:25, 29, 30). Ҫавӑнпа та Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ҫав лару-тӑрура кашни христианинӑн хӑйӗн совеҫӗ мӗн каланине итлесе йышӑну тумалла пулнӑ. Апла пулсан, пухури тӑвансем пӗчӗкрех ӗҫсенче те мӗнле йышӑну тунине хисеплемелле мар-и вара? (1 Кор. 10:32, 33.)

18. Суйласа илмелли ирӗклӗх пурришӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Иегова пире суйласа илмелли ирӗклӗхе парнеленӗ, ҫакӑ пире чӑннипех ирӗклӗ пулма парать (2 Кор. 3:17). Эпир ҫак парнене питӗ хаклатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пире хамӑр тунӑ йышӑнусемпе Турра чун-чӗререн юратнине кӑтартма май парать. Айтӑр ҫак хаклӑ парнепе усӑ курнӑ чухне Турра мухтава кӑларар тата ыттисен суйласа илме ирӗклӗх пуррине хисеплер. Ҫапла тунипе эпир суйласа илмелли ирӗклӗх пурришӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр