10-мӗш пайӗ
Турӑ йӗркеленӗ чаплӑ ҫӗнӗ тӗнче
1, 2. Тасатас тӗлӗшпе тунӑ Армагеддон вӑрҫи хыҫҫӑн мӗн пулса иртет?
ТУРРӐН тасатас тӗлӗшпе тунӑ Армагеддон вӑрҫи хыҫҫӑн мӗн пулать? Ун хыҫҫӑн илемлӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать. Туррӑн влаҫне чун-чӗререн парӑннине кӑтартнӑран Армагеддона пурӑнса ирттернисене ҫӗнӗ тӗнчене кӗртӗҫ. Турӑ этемлӗхе тӗлӗнмелле нумай пиллӗх панӑ чухне историри ҫак ҫӗнӗ тапхӑр мӗн тери чаплӑ пулӗ!
2 Чӗрӗ юлнисем Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынипе рай тума пуҫлӗҫ. Ун чухне вӗсем хӑйсене кӑна мар, пурне те усӑ паракан ӗҫсене тума вӑй хурӗҫ. Ҫӗр этемлӗхшӗн илемлӗ, мирлӗ тата канлӗ вырӑн пула пуҫлӗ.
Усаллӑх вырӑнне тӗрӗслӗх пулӗ
3. Армагеддон хыҫҫӑнах мӗнле ҫӑмӑллӑх пулӗ?
3 Ҫаксене пурне те Сатанан тӗнчине пӗтерсен кӑна тума май килӗ. Хирӗҫтерме хӗтӗртсе тӑракан суя тӗнсем, обществӑри власть тытӑмӗсем е правительствӑсем урӑх пулмӗҫ. Ҫынсене улталакан Сатанан пропаганди урӑх пулмӗ; ҫавна сарса тӑракан организацисем пурте Сатанан тӗнчипе пӗрле пӗтӗҫ. Шухӑшласа пӑх кӑна: Сатанан тӗнчи ҫынсен ӑстӑнне урӑх минретсе, пӑтратса тӑмӗ! Мӗн тери ҫӑмӑллӑх пулӗ!
4. Вӗрентес тӗлӗшрен мӗнле улшӑнусем пуласси ҫинчен каласа пар.
4 Ҫынсен влаҫӗ кӑларса тӑракан сиенлӗ шухӑшсем вырӑнне Туррӑн тӗреклентерекен вӗрентӗвӗсем пулӗҫ. «Санӑн пур ывӑлна та Ҫӳлхуҫа вӗрентӗ» (Исаия 54:13). Ҫав усӑ паракан вӗрентӳ ҫултан ҫула пулӗ, ҫавна пула «шывсем тинӗсе тултарса тӑнӑ евӗр, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ» (Исаия 11:9). Ҫынсем усал ӗҫ тума урӑх вӗренмӗҫ, анчах «тӗнчере пурӑнакансем тӳрӗлӗхе вӗренӗҫ» (Исаия 26:9). Кашни кунах усӑллӑ шухӑшсемпе ӗҫсем нумай пулӗҫ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:31; Филиппӑ 4:8).
5. Пур усалпа, усал ҫынсемпе мӗн пулӗ?
5 Ҫапла вара, вӗлересси, пусмӑрласси, ирӗксӗрлесе мӑшкӑлласси, ҫаратасси тата ытти преступленисем тӑвасси урӑх пулмӗ. Никам та ыттисем тӑвакан усал ӗҫсенчен асап курмӗ. Ытарӑшсем 10:30-мӗшӗнче каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ӗмӗрне те хавшаса ӳкмӗ, ҫылӑхлисем вара ҫӗр ҫинче пурӑнса кураймӗҫ».
Каллех ҫирӗп сывлӑх пулӗ
6, 7. а) Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыни мӗнле хаяр япалана пӗтерӗ? ӑ) Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ҫакна мӗнле кӑтартса панӑ?
6 Ҫӗнӗ тӗнчере чи малтанхи пӑлхав кӳнӗ сиенрен ним те тӑрса юлмӗ. Сӑмахран, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне чир-чӗрпе ватлӑх пулмӗ. Хальлӗхе санӑн сывлӑху аптӑрасах каймасть пулин те, хальхи вӑхӑтра ҫакӑн пек хаяр япала пур: ватӑлса пынӑҫемӗн куҫу начартарах курма пуҫлать, шӑлусем пӗтсе пыраҫҫӗ, хӑлху начартарах илтме пуҫлать, ӳтӳ пӗркеленет, ӑшчикӳ хавшама пуҫлать, юлашкинчен вара вилӗм ҫитет.
7 Ҫапах та ҫав асаплантаракан, пӗрремӗш ҫынсенчен пирӗн ҫине куҫнӑ япаласем кӗҫех иртсе кайӗҫ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне сывлӑх тӗлӗшӗнчен мӗн кӑтартнине эсӗ астӑватӑн-и? Библи калать: «Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ; вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑррисене тата урӑх тӗрлӗ чирлисене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ; халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ» (Матфей 15:30, 31).
8, 9. Ҫӗнӗ тӗнчери каллех ҫирӗп сывлӑхлӑ пулса тӑнӑ чухнехи савӑнӑҫ ҫинчен каласа пар.
8 Ҫӗнӗ тӗнчере пирӗн пур чир-чӗре пӗтерсен калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ пулӗ! Эпир урӑх нихӑҫан та сывлӑх япӑх пулнипе асапланмӑпӑр. «Пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ». «Ун чухне суккӑррисен куҫӗ курма пуҫлӗ, илтменнисен хӑлхийӗ уҫӑлӗ. Ун чухне уксаххи пӑлан пек сиксе тӑрӗ, чӗлхесӗррин чӗлхи юрласа ярӗ» (Исаия 33:24; 35:5, 6).
9 Кашни ир ҫывӑрса тӑратӑн та сывлӑх калама ҫук лайӑх пулнине туятӑн — ҫакӑ чаплӑ мар-и вара? Ватӑ ҫынсене ҫамрӑк чухнехи пекех каллех вӑйлӑ тата, Адампа Ева чи малтан пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пекех, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнине пӗлни савӑнтармӗ-им? Библире ҫапла сӑмах панӑ: «Вара унӑн ӳчӗ-тирӗ ҫамрӑк чухнехинчен те чӗрӗрех пулӗ; ҫамрӑклӑхӗ каялла таврӑнӗ» (Иов 33:25). Куҫлӑхсене, итлемелли аппаратсене, костыльсене, инвалид креслисене тата эмельсене кӑларса пӑрахма мӗн тери хавас пулӗ! Урӑх нихӑҫан та больницӑсем, тухтӑрсем тата шӑл врачӗсем кирлӗ пулмӗҫ.
10. Вилӗмпе мӗн пулӗ?
10 Ҫавӑн пек ҫирӗп сывлӑхлӑ ҫынсен вилес килмӗ. Вӗсен вилмелле те пулмасть, мӗншӗн тесен этемлӗх хӑй ҫине куҫнӑ ҫитменлӗхпе вилӗм тыткӑнӗнчен ирӗке тухӗ. Христосӑн «хӑйӗн тӑшманӗсене пурне те ури айне тӑвичченех... патшара тӑмалла. Юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ». «Турӑ... ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать» (1 Коринф 15:25, 26; Рим 6:23; ҫавӑн пекех Исаия 25:8 пӑх).
11. Ҫӗнӗ тӗнчери пӗтӗм пиллӗх пирки Ӳлӗмхине кӗнекере мӗн каланӑ?
11 Пирӗншӗн тӑрӑшакан Турӑ этемлӗхе паракан пӗтӗм пиллӗх пирки Библин юлашки кӗнекинче ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Ӳлӗмхине 21:3, 4).
Вилнисене чӗртни
12. Турӑ панӑ вӑйпа вилнисене чӗртме пултарнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?
12 Иисус чирлисене, уксах-чӑлахсене сыватнисӗр пуҫне вилнисене те чӗртнӗ. Ҫакна тунипе вӑл хӑйне Турӑ панӑ вӑйпа вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарнине кӑтартнӑ. Хӗрӗ вилнӗ арҫыннӑн килне Иисус пырсан мӗн пулса иртнине астӑватӑн-и? Иисус вилсе кайнӑ хӗре каланӑ: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр». Вара мӗн пулнӑ? «Хӗрача ҫийӗнчех тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ». Унти ҫынсем ҫакна курсан «тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ». Вӗсем савӑнӑҫне ниҫта шӑнӑҫтарайман! (Марк 5:41, 42; ҫавӑн пекех Лука 7:11—16; Иоанн 11:1—45 пӑх.)
13. Мӗнле ҫынсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ?
13 Ҫӗнӗ тӗнчере «вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Ун чухне Турӑ панӑ вӑйпа усӑ курса Иисус вилнисене чӗртӗ, мӗншӗн тесен вӑл каланӑ: «Чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ; Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлӗ» (Иоанн 11:25). Ҫавӑн пекех вӑл каланӑ: «Тупӑкра выртакансен [Турӑ кама асра тытать, ҫавсен] пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать», вара вӗсем «чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Иоанн 5:28, 29).
14. Вилӗм урӑх пулман пирки унпа пӗрле тата мӗне пӗтерӗҫ?
14 Вилнӗ ҫынсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле пурӑнмашкӑн ушкӑнӑн-ушкӑнӑн чӗрӗлсе тӑма пуҫласан, ҫӗр ҫинче пур ҫӗрте те мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ пулӗ! Чӗрӗ юлнисене хурлантаракан некрологсем хаҫатсенче тек пулмӗҫ. Ун вырӑнне, тен, тин ҫеҫ чӗрӗлсе тӑнисем ҫинчен пӗлтерӳсем пулӗҫ, ҫакӑ вӗсене юратакансене питӗ савӑнтарӗ. Ҫапла вара, виле пытарасси, вилене пытарнӑ ятпа кӑвайт чӗртесси, крематорисем тата масарсем урӑх пулмӗҫ!
Чӑн-чӑн мирлӗ тӗнче
15. Михей пророкла калани пӗтӗмпех мӗнле пурнӑҫланӗ?
15 Пур ҫӗрте те чӑн-чӑн мир пулӗ. Вӑрҫӑсем, вӑрҫӑ кӑларса тӑракансем тата хӗҫпӑшал тӑвасси урӑх пулмӗҫ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пӗр халӑх, йӑх тата раса хӑйӗн интересӗсене ыттисенчен мала хурасси тек пулмӗ, ҫавӑнпа та вӗсен хушшинчи хирӗҫӳ те пӗтӗ. Ун чухне чӑннипех «пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ» (Михей 4:3).
16. Вӑрҫӑсем урӑх ан пулччӑр тесе Турӑ мӗн тӑвӗ?
16 Ҫакӑ ӗненмелле мар пек туйӑнма пултарать, мӗншӗн тесен этемлӗх историйӗ вӑл — чарӑна пӗлмесӗр пыракан юнлӑ вӑрҫӑсем. Анчах та ҫакӑн пекки этемлӗхе ҫынсем тата демонсем хӑйсен аллинче тытса тӑнӑран пулса пынӑ. Ҫӗнӗ тӗнчере, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне, ҫакӑ пулӗ: «Килӗр, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене курӑр... Вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса ухӑсене аркатрӗ, сӑнӑсене хуҫса ывӑтрӗ, вӑрҫӑ ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтраса ячӗ» (Псалом 45:9, 10).
17, 18. Ҫӗнӗ тӗнчере ҫынсемпе чӗрчунсем пӗр-пӗринпе мӗнле пурӑнӗҫ?
17 Ҫавӑн пекех ҫынпа чӗрчун хушшинче те, Эдемра унччен пулнӑ пекех, мир пулӗ (Пултарни 1:28; 2:19). Турӑ калать: «Ҫав вӑхӑтра вӗсемшӗн хирти тискер кайӑксемпе, вӗҫен кайӑксемпе, ҫӗр ҫинчи ҫӗлен-калтапа килӗшӳ тӑвӑп... Вӗсене сыхлӑхра усрӑп» (Осия 2:18).
18 Ҫав мир мӗн таран сарӑлӗ? «Кашкӑр путекпе пӗрле пурӑнӗ, барс качака путеккипе пӗрле канса выртӗ; ӗнтӗ пӑру та, ҫамрӑк арӑслан та, вӑкӑр та пӗрле ҫӳрӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача кӗтсе ҫӳрӗ». Чӗрчунсем урӑх нихӑҫан та ҫынна е пӗр-пӗрне хӑратса пурӑнмӗҫ. Арӑслан та «вӑкӑр пек, улӑм ҫийӗ»! (Исаия 11:6—9; 65:25.)
Ҫӗре рай туса хуни
19. Ҫӗр ҫинче мӗнле улшӑнусем пулӗҫ?
19 Пӗтӗм ҫӗр этемлӗхшӗн пурӑнмалли рай пулса тӑрӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус хӑйне ӗненнӗ арҫынна ҫапла шантарса калама пултарнӑ: «Манпа пӗрле райра пулӑн». Библире каланӑ: «Пушхир, типӗ ҫӗр хӗпӗртенӗ, этем пурӑнман ҫӗр хавасланӗ, нарцисс евӗр чечекленӗ... пушхирте шывсем тапса тухӗҫ, ҫеҫенхирте юхӑм шыв юхма пуҫлӗ» (Лука 23:43; Исаия 35:1, 6).
20. Этемлӗх мӗншӗн урӑх нихӑҫан та выҫлӑхпа аптӑрамӗ?
20 Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне выҫлӑх урӑх пулмӗ. «Ҫӗр ҫинче те, тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ ӑнса пулӗ». «Хир йывӑҫӗ хӑйӗн улми-ҫырлине парӗ, ҫӗр те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ; хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче вӗсене хӑрушӑ пулмӗ» (Псалом 71:16, «Мухтав юррисен кӗнеки»; Иезекииль 34:27).
21. Килсӗр-ҫуртсӑр пулнипе, юхӑнса пӗтнӗ ҫуртсемпе тата япӑх районсемпе мӗн пулӗ?
21 Унта чухӑнлӑх, килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем, юхӑнса пӗтнӗ ҫуртсенче пурӑнасси тата преступлени тӑвассипе тулнӑ районсем тек пулмӗҫ. «Ҫуртсем лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ҫитӗнтерӗҫ, вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗҫ». «Кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм йывӑҫӗ айӗнче, хӑйӗн смоква йывӑҫӗ айӗнче ларӗ, вӗсене никам та хӑратмӗ» (Исаия 65: 21, 22; Михей 4:4).
22. Турӑ ертсе пынӑ чухне илес пиллӗхсене Библире мӗнле сӑнласа панӑ?
22 Райра этемлӗх ҫак тата ытти пиллӗхсене те илӗ. Псалом 144:16-мӗшӗнче каланӑ: «Хӑвӑн аллуна уҫатӑн та — пур чуна та кӑмӑл курса тӑрантаратӑн». Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫакӑн пек пророкла калани тӗлӗнтермест: «Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ... Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:11, 29).
Унчченхи пулмӗ
23. Эпир чӑтса ирттернӗ пур асапа та Турӑ мӗнле пӗтерӗ?
23 Этемлӗхе ултӑ пин ҫул хушши кӳрсе тӑнӑ пур сиене те Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне тӗп тӑвать. Ҫав вӑхӑтра ҫынсен савӑнӑҫӗ унччен тӳссе ирттернӗ кирек мӗнле хӗн-асапран та чылай ытларах пулӗ. Урӑх нимӗнле япӑх асаилӳсем те пурнӑҫа салхулатмӗҫ. Усӑллӑ шухӑшсемпе ӗҫсем ҫынсен кулленхи пурнӑҫӗнче пулӗҫ те чуна ыраттаракан асаилӳсене майӗпен манӑҫа кӑларӗҫ.
24, 25. а) Исаия пророкла калани тӑрӑх, мӗн пулса иртмелле? ӑ) Мӗншӗн пирӗнпе унччен пулнӑ хуйхӑ-суйхӑ аса та килмӗ теме пултаратпӑр?
24 Пирӗншӗн тӑрӑшакан Турӑ ҫапла калать: «Эпӗ ҫӗнӗ тӳпе [этемлӗхе тытса тӑракан пӗлӗтри ҫӗнӗ правительство], ҫӗнӗ ҫӗр [тӳрӗлӗхе тытса тӑракан этемлӗх] пултаратӑп, унчченхисем вара аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ. Эсир вара Эпӗ мӗн пултарса тӑнипе ӗмӗрех савӑнатӑр та хӗпӗртенетӗр». «Пӗтӗм ҫӗр канать, канӑҫланать, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илет» (Исаия 65:17, 18; 14:7).
25 Ҫапла вара ытла та нумая тӑсӑлнӑ япӑх лару-тӑрӑва Турӑ хӑйӗн Патшалӑхӗ урлӑ пӗтӗмпех улӑштарӗ. Пире ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗхсем парса тӑнипе Вӑл пирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшнине кӑтартӗ, ҫав пиллӗхсем вара унччен пире кӳнӗ кирек мӗнле сиене те ытлашшипех саплаштарӗҫ. Пире вара хамӑрпа унччен пулнӑ хуйхӑ-суйхӑ аса та килмӗ е ӑна пирӗн аса илес те килмӗ.
26. Унччен чӑтса ирттернӗ кирек мӗнле хӗн-асапшӑн та Турӑ мӗншӗн ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парӗ?
26 Ҫак тӗнчере эпир чӑтса ирттерме пултарнӑ пур хӗн-хуршӑн Турӑ ҫапла ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парӗ. Эпир ҫитменлӗхсемпе ҫуралнӑшӑн айӑплӑ пулманнине Вӑл пӗлет, мӗншӗн тесен ҫав ҫитменлӗхсем пирӗн ҫине пӗрремӗш ҫынсенчен куҫнӑ. Ҫак Сатана тӗнчинче ҫуралнӑшӑн та эпир айӑплӑ мар, мӗншӗн тесен Адампа Ева шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ пулсан, эпир райра ҫуралнӑ пулӑттӑмӑр. Ҫавӑнпа та Турӑ пире ҫав тери хӗрхеннӗрен пирӗн ҫине йӑтӑнса аннӑ унчченхи йывӑрлӑхсемшӗн ытлашшипех ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парӗ.
27. Мӗнле пророкла каланисем ҫӗнӗ тӗнчере тӗлӗнмелле майпа пурнӑҫланӗҫ?
27 Ҫӗнӗ тӗнчере этемлӗх ирӗклӗх илӗ. Ҫав ирӗклӗх ҫинчен Рим 8:21, 22-мӗш сӑвӑ йӗркисенче малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ. Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр». Ун чухне «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» текен кӗлӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланнине ҫынсем курӗҫ (Матфей 6:10). Ҫӗр ҫинчи райри тӗлӗнмелле чаплӑ условисенче пӗлӗтре мӗнле условисем пулни курӑнса тӑрӗ.
[23-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫӗнӗ тӗнчере ватӑ ҫынсем ҫамрӑк чухнехи пекех вӑйлӑ пулӗҫ
[24-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫӗнӗ тӗнчере пӗр чир-чӗр те, уксах-чӑлаххи те пулмӗ
[25-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫӗнӗ тӗнчере вилнӗ ҫынсене пурӑнма чӗртсе тӑратӗҫ
[26-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
«Текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ»
[27-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Райра ҫынсемпе чӗрчунсем хушшинче мир пулӗ
[27-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
«Хӑвӑн аллуна уҫатӑн та — пур чуна та кӑмӑл курса тӑрантаратӑн»
[28-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Чӑтса ирттернӗ пур хӗн-асапшӑн та Турӑ Патшалӑхӗ ытлашшипех ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парӗ