Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • T-15 2—5 с.
  • Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ
  • Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинчи пурнӑҫ
  • Ҫакӑ сан валли мӗнле пулма пултарать
  • Турӑ йӗркеленӗ чаплӑ ҫӗнӗ тӗнче
    Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
  • Эсӗ Туррӑн илемлӗ ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма пултаратӑн!
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Сана телейлӗ пуласлӑх кӗтет!
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
Ытларах пӗлӗр
Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ
T-15 2—5 с.

Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ

Ҫак трактат ҫинчи ӳкерчӗк ҫине пӑхнӑ чухне, сирӗн мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ? Ҫакӑнти пек мирлӗ, телейлӗ тата ырӑ пурнӑҫпа пурӑнас килмест-и сирӗн? Паллах, килет. Анчах та ҫакӑн пек пурнӑҫ хӑҫан та пулин ҫӗр ҫинче пуласса шанни ахаль ӗмӗтленни кӑна-ши?

Нумайӑшӗ тен, ҫапла шухӑшлаҫҫӗ те пулӗ. Хальхи пурнӑҫра вӑрҫӑ, усал ӗҫсем тӑвасси, выҫлӑх, чир-чӗр, ватлӑх курма пулать — ҫаксем пурнӑҫри хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем кӑна-ха. Ҫапах та шанма сӑлтав пур. Пуласлӑх пирки Библи калать: «Турӑ сӑмах панӑ тӑрӑх эпир ҫӗнӗ пӗлӗтпе ҫӗнӗ ҫӗр кӗтсе тӑратпӑр, унта тӳрӗлӗх тӑрӗ» (2 Петр 3:13; Исаия 65:17).

Библи каланӑ тӑрӑх ҫак «ҫӗнӗ пӗлӗт» тата ҫак «ҫӗнӗ ҫӗр» — ҫӗнӗрен тунӑ пӗлӗтпе ҫӗр мар. Ҫӗрпе пӗлӗте пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ, ҫавӑнпа та вӗсем ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ тесе Библи кӑтартса парать (Псалом 88:37, 38; 103:5). «Ҫӗнӗ ҫӗр» ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӳрӗ ҫынсене пӗлтерет, «ҫӗнӗ пӗлӗт» вара ҫак тӳрӗ ҫынсене ертсе пыракан пӗлӗтри Патшалӑха е правительствӑна пӗлтерет, ҫак Патшалӑхӑн пӗр ҫитменлӗх те ҫук. Анчах «ҫӗнӗ ҫӗр» е илемлӗ ҫӗнӗ тӗнче чӑнах та пулассине шанма юрать-ши?

Ҫӗр ҫинче ҫакӑн пек питӗ лайӑх пурнӑҫ тума Турӑ чи малтанах шутласа хунине шута ил. Вӑл пӗрремӗш этем мӑшӑрне ҫӗр ҫинчи Рая, Едеме, вырнаҫтарнӑ та вӗсене питӗ лайӑх ӗҫ тума хушнӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пултарни 1:28). Ҫапла, Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫак мӑшӑрӑн ачасем ҫуратмалла пулнӑ, ҫапла вара вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗтӗм ҫӗр Рай пулса тӑмалла пулнӑ. Вӗсем каярахпа Турра итлеме пӑрахнӑ пулин те,— ҫапла вӗсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме тивӗҫлӗ маррине кӑтартнӑ,— Турӑ хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине улӑштарман. Турӑ ирӗкӗ ҫӗнӗ тӗнчере пурнӑҫланмалла! (Исаия 55:11).

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе Турра кӗлтума вӗрентнӗ. Ҫак Патшалӑх вӑл — пӗлӗтри правительство, вӑл ҫӗр ҫинче пӗтӗм усала пӗтерӗ те ҫак ҫӗнӗ тӗнчере влаҫа тытса тӑрӗ (Матфей 6:9). Ҫак кӗлӗ ҫине Турӑ хуравласса эпир шанма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Унӑн Сӑмахӗ шантарса калать: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).

Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинчи пурнӑҫ

Турӑ хӑйӗн халӑхне ҫӗр ҫинче телейлӗ пурӑнма чи малтанах шухӑшласа хунине Турӑ Патшалӑхӗ пурнӑҫласа пырса иксӗлми пиллӗхсем илсе килӗ. Курайманлӑх тата ытти ҫынсем ҫинчен япӑх шухӑшласси пулмӗ, юлашкинчен вара, ҫӗр ҫинче кашни ҫын пӗр-пӗриншӗн чӑн-чӑн тус пулӗ. Библире Турӑ «вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарӑп» тесе сӑмах парать. «Пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма вӗренекенӗ те пулмӗ» (Псалом 45:10; Михей 4:3).

Юлашкинчен пӗтӗм ҫӗр сад евӗр илемлӗ рай пулса тӑрӗ. Библи калать: «Пушхирпе шывсӑр вырӑн хавасланӗҫ, тата ҫын пурӑнман тӳремлӗх савӑнӗ те хитре чечек пек чечекленӗ... Пушхирте шывсем тата ҫын пурӑнман тӳремлӗхре юханшывсем тапса тухӗҫ. Шӑрӑхпа типсе ларнӑ ҫӗр хӑмӑшлӑ пӗве пек пулӗ тата шывшӑн ҫунакан ҫӗр шыв ҫӑлкуҫӗ пек пулса тӑрӗ» (Исаия 35:1, 6, 7, ҪТ).

Ҫӗр ҫинчи Райра телейлӗ пулма мӗн кирли пурте пулӗ. Ҫынсем урӑх нихӑҫан та апат-ҫимӗҫ ҫитмен пирки выҫӑпа аптӑрамӗҫ. «Ҫӗр хӑй ҫимӗҫне пачӗ»,— тесе калать Библи (Псалом 66:7; 71:16). Пурте хӑйсем ӗҫлесе тунӑ япаласемпе усӑ курса савӑнӗҫ, мӗншӗн тесен пирӗн Турӑ сӑмах парать: «Иҫӗм ҫырли пахчисене лартса ӳстерӗҫ те вӗсен ҫимӗҫӗсене ҫийӗҫ... Урӑххисем ҫиччӗр тесе лартса ӳстермӗҫ» (Исаия 65:21, 22, ҪТ).

Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче ҫынсем хулари йышлӑн пурӑнакан пысӑк ҫуртсенче хӗсӗнсе пурӑнмӗҫ е пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсенче те пурӑнмӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла калать: «Ҫуртсем туса лартӗҫ те унта пурӑнӗҫ... Урӑххисем пурӑнччӑр тесе туса лартмӗҫ». Ҫавӑн пекех Библи сӑмах парать: «Усӑсӑр ӗҫлемӗҫ» (Исаия 65:21—23, ҪТ). Ҫапла вара ҫынсен тухӑҫлӑ, кӑмӑла каякан ӗҫ пулӗ. Пурнӑҫ кичем пулмӗ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Турӑ Патшалӑхӗ, Едем садӗнче пулнӑ пекех, чӗрчунсене пӗр-пӗринпе тата чӗрчунсемпе ҫынсене мирлӗ килӗштерсе пурӑнмалла тӑвӗ. Библи калать: «Кашкӑр путекпе юнашар вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пурӑнӗ, леопард качака путеккипе пӗрле выртӗ, пӑру, ҫилхемес ҫамрӑк арӑслан тата самӑр чӗрчун пӗрле пулӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача ертсе пырӗ» (Исаия 11:6—9, ҪТ; Осия 2:18).

Шухӑшласа пӑх кӑна: ҫӗр ҫинчи Райра пур чир-чӗртен те сывалӗҫ! Турӑ Сӑмахӗ пире шантарса калать: «Пурӑнакансенчен нихӑшӗ те: „эпӗ чирлӗ“,— тесе каламӗ» (Исаия 33:24, ҪТ). «Турӑ вӗсен куҫӗнчи пур куҫҫульне шӑлса илӗ, вилӗм те пулмӗ ӗнтӗ, йӗрӳ те, улашу та, чир те урӑх пулас ҫук, ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Апокалипсис 21:4).

Ҫакӑ сан валли мӗнле пулма пултарать

Ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫра тӳрӗлӗх пуласси пирки Турӑ сӑмах пани санӑн чӗрене чӑнах та хускатма кирлӗ. Ҫак пиллӗхсем питӗ лайӑх пулнӑран ӗненме йывӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ хӑш-пӗр ҫынсем. Анчах ҫак пиллӗхсем пулас пирки юратакан Турӑ сӑмах панӑ, ҫавӑнпа та вӗсем пурте пурнӑҫланӗҫ (Псалом 144:16; Михей 4:4).

Ҫӗр ҫинче пулас Райра пурӑнас килет пулсан, паллах, пирӗн мӗн те пулин тумалла. Турра кӗлтунӑ чухне Иисус тумалли ӗҫсенчен чи кирлине палӑртнӑ: «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ вӑл — Сана, пӗр чӑн Турра, тата Ху янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3).

Ҫапла вара, пирӗн чӑнахах та Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнас килет пулсан, малтан Турӑ ирӗкӗ ҫинчен пӗлӳ илмелле, кайран ҫав ирӗке туса тӑмалла. «Тӗнче те, унӑн илӗртекен япали те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан ӗмӗрех пурӑнать», ҫапла вара ӗмӗрех пурӑнаканнисем юратакан Турӑран килекен пиллӗхсемпе ӗмӗр савӑнса пурӑнӗҫ (1 Иоанн 2:17).

Нимӗн те кӑтартман пулсан, Еврей Ҫырӑвӗнчи цитатӑсене «Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ» куҫарӑвӗнчен илнӗ, Грек Ҫырӑвӗнчи цитатӑсене «Ҫӗнӗ Сӑмах» куҫарӑвӗнчен илнӗ. ҪТ — цитатӑсене акӑлчан чӗлхипе кӑларнӑ «Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библирен илнине пӗлтерет.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр