2-мӗш сыпӑк
Турӑ ҫинчен пӗлӳ паракан кӗнеке
1, 2. Мӗншӗн пире Пултаракан вӗрентӗвӗ питӗ кирлӗ?
ПИРӖН юратакан Пултаракан этемлӗхе кӑтартусемпе вӗрентӳ кӗнекине парса хӑварма тӑрӑшни ҫинчен шутлани питӗ тӗрӗс. Эсӗ вара этемлӗхе мӗнле пурӑнма кӑтартакан пӗлӳ кирлипе килӗшместӗн-и?
2 2500 ҫул ытла маларах пӗр пророк тата историк ҫырса хунӑ: «Хӑй урисене ӑҫталла ярасси утаканни ирӗкӗнче мар» (Иеремия 10:23, СК). Паян ҫак сӑмахсен тӗрӗслӗхӗ нихӑҫанхинчен те паллӑрах. Ҫапла, Уильям Х. Макнил историк асӑрхать: «Пирӗн планета ҫинчи этемлӗх историйӗ — общество йӗркин кризисӗн пӗтме пӗлмен черечӗ».
3, 4. а)Библине вӗренесси ҫине мӗнле пӑхмалла? б) Библипе паллашма мӗнрен пуҫлӑпӑр эпир?
3 Библи пире кирлӗ ӑслӑ вӗрентӳ парать. Чӑн та, малтанах нумайӑшне ӑна вӗренсе ҫитме ҫук пек туйӑнать. Вӑл пысӑк кӗнеке тата унӑн хӑшпӗр пайӗсене ӑнланма ҫӑмӑлах мар. Анчах та сана пысӑк пурлӑха мӗнле илмеллине кӑтартакан юридически документне парсассӑн, эсӗ унпала тимлӗн паллашма вӑхӑт тупмастӑнччӗ-ши? Документӑн хӑшпӗр пайӗсене ӑнланма йывӑр пулсан, эсӗ, паллах, ҫак ӗҫсене пӗлекен ҫынран пулӑшу ыйтатӑнччӗ. Мӗншӗн Библипе те ҫавӑн пекех тӑвас мар-ха? (Апостолсен ӗҫӗсем 17:11). Сӑмах ахаль пурлӑхран чылай кирлӗрех япала пирки пырать. Малтанхи сыпӑкран пӗлнӗ тӑрӑх Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать.
4 Турӑ ҫинчен пӗлӳ паракан кӗнекепе ҫывӑхрах паллашар. Малтанах Библине кӗскен пӑхса тухӑпӑр. Унтан, вӗреннӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ Библине мӗншӗн Турӑ хавхалантарнӑ Сӑмахӗ тесе шутланине сӳтсе явӑпӑр.
БИБЛИ ТЫТӐМӖ
5. а)Еврей Ҫырӑвӗсенче мӗн ҫинчен ҫырнӑ? б) Грек Ҫырӑвӗсенче мӗн ҫинчен ҫырнӑ?
5 Библин Авалхи Халал тата Ҫӗнӗ Халал тесе тӑтӑшах калакан икӗ пайӗ 66 кӗнекерен тӑрать. Библин вӑтӑр тӑхӑр кӗнекине ытларах еврей чӗлхипе ҫырнӑ, 27 вара — грек чӗлхипе. Еврей Ҫырӑвӗсене, унта Пултарнирен пуҫласа Малахия таран кӗнекесем кӗреҫҫӗ, пултарнине тата ун хыҫҫӑнхи 3500 ҫул хушшинчи этемлӗх историне кӗртнӗ. Библин ҫак пайӗпе паллашнӑ чух эпир Турӑ хӑйне Израиль халӑхӗпе мӗнле тытнине пӗлетпӗр — ҫак наци пирӗн эрӑчченхи 16-мӗш ӗмӗрте пуҫланса кайнӑранпа пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗр таран. Грек Ҫырӑвӗсенче, унта Матфей ҫырнӑ Евангелирен пуҫласа Апокалипсис таранхи кӗнекесем кӗреҫҫӗ, Иисус Христоспа унӑн вӗренекенӗсен пирӗн эрӑри 1-мӗш ӗмӗрти вӗрентӗвӗсемпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
6. Мӗншӗн Библине пӗтӗмпе вӗренмелле?
6 «Авалхи Халала» еврейсем валли, «Ҫӗнӗ Халала» вара христиансем валли ҫырнӑ, теҫҫӗ хӑшпӗрисем. Анчах та 2 Тимофей 3:16 тӑрӑх, «Турӑ ҫыруне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ». Ҫавӑнпа та, Библине пӗтӗмӗшпе вӗренни вӑл тӗрӗс. Тӗрӗссипе, Библин икӗ пайӗ пӗр темӑна ҫыхӑнуллӑн уҫса пырса пӗр-пӗрне хушса пыраҫҫӗ кӑна.
7. Библин тӗп шухӑшӗ мӗнле?
7 Тен, эсӗ чиркӳ кӗллисене ҫӳренӗ е Библине халӑх умӗнче вуланине итленӗ. Е эсӗ хӑв унӑн хӑшпӗр пайӗсене вуланӑ пуль. Библине Пултарнирен пуҫласа Апокалипсис таран пӗр тема пӗрлештерсе тӑнине пӗлнӗ-и эсӗ? Ҫапла, пӗтӗм Библи витӗр пӗр шухӑш пырать. Мӗнле? Туррӑн этемлӗхпе хуҫа пулма тивӗҫ пуррине ҫирӗплетни, тата хӑй юратса мӗн шутланине хӑйӗн Патшалӑхӗпе усӑ курса пурнӑҫлани. Каярах эпир Турӑ ҫав шухӑша мӗнле пурнӑҫлассине курӑпӑр.
8 Библире Туррӑн паха енӗсем пирки мӗн каланӑ?
8 Турӑ мӗн шут тытнисӗр пуҫне, Библире вӑл мӗнле Турӑ пулнӑ пирки каланӑ. Библирен эпир, сӑмахран, Туррӑн туйӑмсем пуррине тата эпир мӗн тума шутлани уншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлетпӗр (Псалом 77:40, 41; Ытарлӑн каланисем 27:11; Иезекииль 33:11). Псалом 102:8—14-мӗшӗнче каланӑ: «Турӑ ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ». Вӑл пирӗн ҫине ӑнланса пӑхать, пире «тӑпраран» тунине тата эпир вилсен тӑпрана таврӑннине астӑвать (Пултарни 2:7; 3:19). Мӗнлерех паха енӗсене кӑтартать вӑл! Санӑн ҫавӑн пек Турра пуҫҫапас килмест-ши вара?
9. Туррӑн нормисем пирки Библи пире мӗнле майпа кӑтартса парать, тата ҫав пӗлӳсенчен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр?
9 Библи пире Турӑ нормисем пирки уҫҫӑн кӑтартса парать. Хӑшпӗр чух ҫав нормӑсене законсенче палӑртнӑ. Анчах ытларах чухне вӗсене кӑтартуллӑ тӗслӗхсенче палӑракан принципсенче курма пулать. Пирӗн ырӑлӑхшӑн Турӑ авалхи Израиль историнче пулса иртнӗ хӑшпӗр ӗҫсем ҫинчен ҫыртарса хӑварас тесе тӑрӑшнӑ. Турӑ ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурӑннӑ ҫынсемпе мӗн пулса иртнине, тата вӗсем хӑйсене ӑна пӑхӑнмасӑр тытсан, мӗн пулса тухнине пӗр ӳстермесӗр каласа параҫҫӗ ҫав пӗлтерӳсем (3 Патшалӑх 5:4; 11:4—6; 2 Паралипоменон 15:8—15). Историре пулса иртнӗ ҫавӑн пек ӗҫсем ҫинчен вулани никама та тимсӗр хӑвармӗ. Ҫав ӗҫсем пирки шухӑшласа пӑхсан, эпир хамӑра ҫав ҫынсен вырӑнне тӑратма пултаратпӑр. Ҫапла майпа эпир ырӑ тӗслӗхсенчен лайӑххине вӗренме тата хӑшпӗрисем лекнӗ капкӑнсенчен хӑтӑлса юлма пултаратпӑр. Ҫапах та пирӗн пӗр ыйту ҫине хуравламалла: Библире мӗн ҫырнине Турӑ хавхалантарнӑ тесе ӗненме мӗнле сӑлтавсем пур пирӗн?
БИБЛИНЕ ШАНМА ЮРАТЬ-И?
10. а)Мӗншӗн хӑшпӗрисем Библи кивелнӗ тесе шутлаҫҫӗ? б) 2 Тимофей 3:16, 17-мӗшӗнче Библи ҫинчен мӗн каланӑ?
10 Хӑшпӗр кӗнекесенче панӑ канашсем темиҫе ҫултанах кивелнине асӑрханӑ пуль эсӗ. Библи пирки мӗн калама пулать-ши вара? Вӑл питӗ авалхи кӗнеке — унӑн юлашки сӑмахӗсене ҫырса хунӑранпа 2000 ҫула яхӑн иртнӗ. Ҫавӑнпа хӑшпӗрисем унпа хальхи вӑхӑтра усӑ курма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Библине Турӑ хавхалантарнӑ пулсан, унӑн канашӗ аваллӑхне пӑхмасӑрах вӑхӑтлӑ пулмалла. «Вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлет; вара Турӑ ҫынни пӗтӗмпех ырӑ пулса, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе ҫитет»,— халӗ те ҫавӑн пек пулмалла Ҫырусен (2 Тимофей 3:16, 17).
11—13. Мӗншӗн Библи паянхи кун та усӑллӑ теме пулать?
11 Библине лайӑхрах пӗлсе ҫитсен, унӑн принципӗсемпе паян та вӗсене ҫырса хунӑ вӑхӑтри пекех усӑ курма май пурри палӑрать. Тӗслӗхрен, Библи этем шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен каланӑ чух вӑл пур ӑрусенче палӑракан уйрӑмлӑхсене питӗ ӑста кӑтартса парать. Ҫакӑ Матфей ҫырнӑ Евангелинчи 5-мӗшпе 7-мӗш сыпӑксене кӗнӗ Иисус Христос Ту ҫинче каланӑ проповедьре питӗ лайӑх курӑнса тӑрать. Ҫав проповедь Индири паллӑ ҫын Мохандас К. Ганди кӑмӑлне ҫав-тери вӑйлӑ хускатнӑ, вара вӑл Британири пӗр пысӑк пуҫлӑха ҫапла каланӑ: «Пирӗн ҫӗршывсем Христос Ту ҫинче каланӑ проповедьри вӗрентӳсемпе килӗшсен, эпир хамӑр ҫӗршывсен ыйтӑвӗсене кӑна мар, пӗтӗм тӗнчери ыйтусене те татса парӑттӑмӑр».
12 Ҫынсен кӑмӑлӗсене Иисус вӗрентӗвӗсем хускатнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар! Ту ҫинче каланӑ проповедьре вӑл пире чӑн-чӑн телей тупмалли ҫула кӑтартнӑ. Иисус тавлашусене татса пама вӗрентнӗ. Мӗнле кӗл тумаллине ӑнлантарнӑ. Пурлӑх ыйтӑвӗсем ҫине мӗнле тӗрӗсрех пӑхмаллине палӑртнӑ, тата ҫынсем хӑйсене пӗр-пӗринпе тытма вӗрентекен «ылтӑн правило» панӑ. Унсӑр пуҫне, ҫак вӗрентсе каланинче Иисус суя тӗне мӗнле пӗлмеллине тата хӑрушсӑр пуласлӑхра пурӑнас тесен, мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ.
13 Ту ҫинче каланӑ проповедьре тата ытти хӑйӗн страницисенче Библи пирӗн пурнӑҫ лайӑх еннелле улшӑнтӑр тесен, мӗн тумаллине тата мӗнрен пӑрӑнмаллине уҫҫӑн калать. Унӑн канашӗ ҫав-тери усӑллӑ, ҫавӑнпа пӗр вӗрентекен ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӑтам шкулта консультант пулса ӗҫлетӗп тата бакалаврпа магистр степенӗсене илнӗ, психиатрипе тата психологипе питӗ нумай кӗнеке вуланӑ, апла пулсан та, эпӗ асӑрханӑ: мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле ӑнӑҫлӑ тӑвасси ҫинчен, мӗнле майпа ачасем преступлени тӑвассине ҫӗнтересси ҫинчен тата туссене мӗнле тупса упрасси ҫинчен каланӑ чух Библи канашӗ эпӗ колледжра мӗн вуланипе вӗреннинчен чылай ирттерет». Библи усӑллӑ та вӑхӑтлӑ кӑна мар, вӑл пур енчен те шанӑҫа тивӗҫ.
ТӖРӖС ТАТА ШАНӐҪА ТИВӖҪ
14. Библи наука енчен те тӗрӗс пулнине мӗн кӑтартать?
14 Библи наука ӗҫӗ мар пулсан та, вӑл наука енчен те тӗрӗс. Тӗслӗхрен, ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫӗр лапчӑк тесе ӗненнӗ вӑхӑтра Исаия пророк ун пирки «ҫаврака» тесе каланӑ (еврей сӑмахӗ «хуг» кунта «чӑмӑр» тенине пӗлтерет) (Исаия 40:22, СК). Ҫӗр чӑмӑр пулни ҫинчен пӗлни Исаия хыҫҫӑн темиҫе пин ҫултан тин анлӑн сарӑлнӑ. Унсӑр пуҫне, Иов кӗнекинче 26:7 пӗр 3000 ҫул маларах Турӑ «нимӗн ҫук ҫӗре ҫӗр ҫакса янӑ» тесе ҫырнӑ. Библине тӗпчекенсенчен пӗри калать: «Иов астрономсем уҫнӑ Ҫӗр ним ҫинче те ҫакӑнса тӑманни пирки калакан чӑнлӑха ӑҫтан пӗлни — ҫак ыйту ҫине Таса Ҫырусене Турӑ хавхалантарнине хирӗҫлекен ҫынсене хуравлама йывӑр».
15. Библине мӗнле ҫырса кӑтартни пирӗн шанӑҫа ҫак авалхи кӗнеке патне мӗнле ҫирӗплетет?
15 Мӗнле ҫырса кӑтартни те пирӗн шанӑҫа ҫак авалхи кӗнеке патне ҫирӗплетет. Библире ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем — пӗртте юмахсем пек мар — историре чӑнах пулнӑ ҫынсемпе тата датӑсемпе ҫыхӑннӑ (3 Патшалӑх 14:25; Исаия 36:1; Лука 3:1, 2). Авалхи историксем ялан тенӗ пекех хӑйсен пуҫлӑхӗсен ҫӗнтерӗвӗсем пирки ӳстерсе ҫырнӑ, вӗсене ҫӗнтернипе йӑнӑшӗсем пирки каламасӑр хӑварнӑ, Библине ҫыракансем вара яланах уҫҫӑн та суймасӑр ҫырнӑ — сӑмах хӑйсен йывӑр ҫылӑхӗсем пирки пынӑ пулсан та (Шутлани 20:7—13; 2 Патшалӑх 12:7—14; 24:10).
МАЛАШНЕ МӖН ПУЛАССИ ҪИНЧЕН КАЛАКАН КӖНЕКЕ
16. Библине Турӑ хавхалантарнине пуринчен те витӗмлӗрех мӗн кӑтартать?
16 Малашне мӗн пуласси ҫинчен каланисем пурнӑҫланни Библине Турӑ хавхалантарнӑ пирки нимӗнле иккӗленӳ те хӑвармаҫҫӗ. Библире малашне мӗн пуласси ҫинчен каланисене питӗ нумай ҫырса хӑварнӑ, вӗсем вак-тӗвек таранах пурнӑҫланнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ ҫынсен ӗҫӗ кӑна пулма пултараймасть. Мӗн тӑрать-ха ҫав пророкла каланисем хыҫӗнче? Библире каланӑ: «Малашне мӗн пулассине нихӑҫан та этем ирӗкӗпе каласа паман, ӑна Туррӑн таса ҫыннисем Святой Сывлӑш пӗлтернипе каласа хунӑ»,— е Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ пулӑшнипе (2 Петр 1:21). Хӑшпӗр тӗслӗхсене пӑхса тух.
17. Вавилон пӗтесси пирки мӗнле пророкла сӑмахсенче каланӑ, тата ҫав сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?
17 Вавилон пӗтни. Исаияпа Иеремия Вавилон мидянсемпе перссен аллинчен пӗтесси пирки каланӑ. Вавилона ҫӗнсе иличчен пӗр 200 ҫул маларах Исаия ҫак ӗҫсем ҫинчен ҫырса хуни питӗ паллӑ! Пророкла каланисен ҫак енӗсем пулса иртнине истори кӑтартса парать: Евфрат юханшывне алӑпа тунӑ кӳлле пӑрса яни (Исаия 44:27; Иеремия 50:38); Вавилонӑн юханшыв енне тухакан алӑксен хӑрушсӑрлӑхне шута илменни (Исаия 45:1); тата хулана Кир ятлӑ патша ӑнӑҫлӑн тытса илни (Исаия 44:28).
18. Библире «Греци патши» вӑй илнипе пӗтни ҫинчен каланӑ пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнӑ?
18 «Греци патши» вай илнипе пӗтни. Курӑнура Даниил сурӑх такине тапӑнса унӑн икӗ мӑйракине хуҫакан качака такине курнӑ. Унтан качака такин пысӑк мӑйраки хуҫӑлнӑ та, вара ун вырӑнне тӑватӑ мӑйрака тухнӑ (Даниил 8:1—8, СК). Даниила ҫапла ӑнлантарнӑ: «Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл Мидипе Перси патшисем. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйраки — унӑн пӗрремӗш патши, вӑл хуҫӑлчӗ те, ун вырӑнне тепӗр тӑваттӑшӗ тухрӗҫ: ҫав халӑхран тӑватӑ патшалӑх тӑрӗҫ, анчах та унӑн вӑйӗпе мар» (Даниил 8:22). Ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн, икӗ ӗмӗр яхӑн иртсен, «Греци патши» Александр Македонски «икӗ мӑйракаллӑ» Мидо-Перси патшалӑхне ҫӗнсе илнӗ. Александр пирӗн эрӑчченхи 323 ҫулта вилнӗ те, унӑн вырӑнне тӑватӑ ҫар пуҫлӑхӗ йышӑннӑ. Анчах та ҫав ҫӗнӗрен пулса кайнӑ патшалӑхсенчен пӗри те Александр патшалӑхӗн вӑйӗпе танлашайман.
19. Иисус Христос ҫинче мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланнӑ?
19 Иисус Христос пурнӑҫӗ. Еврей Ҫырӑвӗсенче Иисус ҫуралнӑ, Турӑшӑн ӗҫленӗ, вилнӗ тата чӗрӗлнӗ чухне пурнӑҫланнӑ нумай пророкла каланисем пур. Тӗслӗхрен, 700 ҫул ытла маларах Михей Мессия, е Христос, Вифлеемре ҫураласса каланӑ (Михей 5:2; Лука 2:4—7). Михейпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ Исаия Мессийӑна хӗнесе тата сурса пӗтерессе каланӑ (Исаия 50:6; Матфей 26:67). 500 ҫул малтан Мессийӑна 30 кӗмӗл укҫашӑн сутасса пӗлтернӗ Захария (Захария 11:12; Матфей 26:15). Пин ҫул ытла малтан Давид Мессия, Иисус, вилӗмӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем пирки пӗлтернӗ (Псалом 21:8, 9, 19; Матфей 27:35, 39—43). Тата пӗр пилӗк ӗмӗр маларах Даниил хӑйӗн пророкла каланинче Мессия килес вӑхӑта, вӑл Турӑшӑн ӗҫлесси мӗн чухлӗ вӑхӑта тӑсӑласса тата унӑн вилӗмӗн вӑхӑтне пӗлтернӗ (Даниил 9:24—27). Ку вӑл Иисус Христос ҫинче пурнӑҫланнӑ пророкла каланисенчен хӑшпӗрисем кӑна. Каярах сана Иисус ҫинчен тата нумайрах пӗлме питӗ интереслӗ пулӗ.
20. Библире ҫырса хунӑ пророкла каланисем питӗ тӗрӗс пурнӑҫланса пыни пире мӗнле шанчӑк памалла?
20 Библири тата ытти нумай пророкла каланисем пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ. Анчах та,— тен, ыйтатӑн эсӗ,— ҫакӑ мана мӗн тума кирлӗ? Кам та пулин сана нумай ҫул хушши чӑннине каласа пурӑннӑ пулсан, эсӗ ним пулман ҫӗртен унӑн сӑмахӗ пирки иккӗленеттӗнччӗ-ши? Паллах, ҫук! Библи урлӑ Турӑ чӑннине калать. Ҫакӑ эпир унӑн сӑмахӗсене шаннине ҫирӗплетмелле мар-ши, тӗслӗхрен, ҫӗр ҫинче рай пулассине? Паллах, пирӗн шанчӑк та пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Павелӑн, Иисус вӗренекенӗсенчен пӗрин, пулнӑ шанчӑк пекех пулма пултарать, вӑл Турӑ «хӑй сӑмахӗ ҫине тӑракан» тесе ҫырнӑ (Тит 1:2). Унтан та ытла, Ҫырӑва вуласа тата унӑн канашӗсемпе пурнӑҫра усӑ курса, эпир ҫын хӑй вӑйӗпе ҫитеймен ӑслӑлӑха илетпӗр, Библи вӗт вӑл — Турӑ ҫинчен пӗлӳ паракан кӗнеке, вӑл вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать.
ТУРӐ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ПӖЛӖВЕ «ЮРАТӐР»
21. Библирен мӗн пӗлнине пурнӑҫлама малтанах май ҫук пек туйӑнсан, мӗн тумалла?
21 Библине вӗреннӗ чух эсӗ, вӑл хӑшпӗр ыйтусем ҫине мӗнле пӑхни, ху малтан мӗн вӗреннинчен уйрӑлса тӑнине курӑн. Саншӑн хӑшпӗр хаклӑ тӗн йӑлисем Турра юраманни те пулса тухма пултарать. Туррӑн ырӑпа усал нормисем паянхи тем тума та ирӗк паракан тӗнчере йышӑннӑ нормасенчен ҫӳллӗрех пулнине пӗлӗн эсӗ. Малтанах вӗсене тытса пыма май ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та ун пек шутлама ан васка! Турӑ ҫинчен пӗлӳ тупас тесе, Ҫырӑва тӗплӗн тӗпче. Библи канашӗпе усӑ кур, вара, кирлӗ пулсан, хӑвӑн шухӑшусемпе ӗҫӳсене улӑштарма хатӗр пул.
22. Эсӗ мӗншӗн Библине вӗренме шут тытрӑн, тата ыттисене ху ӑна мӗншӗн вӗреннине мӗнле ӑнлантарса парӑн?
22 Туссемпе тӑвансем ыр тӑвас тесех, сана Библине вӗренме чӑрмантарма пултарӗҫ, анчах та Иисус каланӑ: «Кам Ман ҫинчен ҫынсен умӗнче каласа пӗлтерет, Эпӗ те ун ҫинчен Ҫӳлти Аттем умӗнче каласа пӗлтеретӗп. Кам Манран ҫынсен умӗнче тунать, Эпӗ те унран Ҫӳлти Аттем умӗнче тунӑп» (Матфей 10:32, 33). Хӑшпӗрисем эсӗ сектӑна лекесрен е фанатик пулса каясран пӑшӑрханаҫҫӗ. Чӑннипе вара, эсӗ Турӑ ҫинчен пӗлӳ илесшӗн тата чӑнлӑха пӗлесшӗн кӑна (1 Тимофей 2:3, 4). Ыттисем ҫакна ӑнланччӑр тесен, ан тавлаш, ху мӗн пӗлнине каласа панӑ чух ӑслӑ-тӑнлӑ пулма тӑрӑш (Филиппы 4:5). Асту: Библи вӗрентӗвӗсем ҫынсен пурнӑҫӗнче ыррӑн палӑрнине курсан, нумайӑшӗ «вӗрентмесӗрех ӗненекен пулаҫҫӗ» (1 Петр 3:1, 2).
23. Турӑ ҫинчен калакан пӗлӗве «юратни» мӗне пӗлтерет?
23 «Тин ҫуралнӑ ачасем пек таса сӑмах сӗтне юратӑр»,— тесе хавхалантарать пире Библи (1 Петр 2:2). Кӑкӑр ачи пурнӑҫӗ амӑшӗн сӗчӗпе ҫыхӑннӑ, ӑна ҫимесӗр вӑл лӑпланмасть. Ҫавӑн пекех пирӗн пурнӑҫ та Турӑ паракан пӗлӳпе ҫыхӑннӑ. Турӑ Сӑмахне «юрат» тата ӑна вӗренме ан пӑрах. Хӑвӑн умра Библине кашни кун вулама тӗллев ларт (Псалом 1:1—3). Псалом 18:12-мӗшӗнче Турӑ законӗсем ҫинчен каланӑ пек, ҫакӑ пысӑк усӑ кӳрет: «Вӗсене тытса тӑни — пысӑк сӑвап».
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Хӑш енчен Библине ытти нихӑш кӗнекепе те танлаштарма ҫук?
Мӗншӗн Библине шанма пулать?
Библи — Туррӑн хавхалантарнӑ Сӑмахӗ пулнине сана мӗнле фактсем ӗнентереҫҫӗ?
[14-мӗш страницӑри рамка]
БИБЛИПЕ МӖНЛЕ УСӐ КУРМАЛЛА
Библипе усӑ курма вӗренме йывӑрах мар. Ҫакӑн валли тупмаллипе усӑ курса Библири кӗнекесен йӗркине астуса юлма тӑрӑш.
Усӑ курма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, Библи кӗнекисене сыпӑксемпе сӑвӑсем ҫине пайланӑ. Сыпӑксем ҫине пайласси 13-мӗш ӗмӗртен пуҫланса кайнӑ, 16-мӗш ӗмӗрте вара Францири пӗр кӗнеке кӑларакан Грек Ҫырӑвӗсене сӑвӑсем ҫине пайланӑ, ҫакӑн пекех вӗсем пирӗн кунсене ҫитнӗ. 1553 ҫулта пӗрремӗш хут француз чӗлхипе сыпӑксемпе сӑвӑсем ҫине пайланӑ пӗтӗмӗшле Библи тухнӑ.
Ҫак кӗнекере Ҫырусен вырӑнӗсене илсе кӑтартнӑ чух пӗрремӗш цифри сыпӑкне, иккӗмӗшӗ — сӑввине пӗлтерет. Тӗслӗхрен, «Ытарлӑн каланисем 2:5» тени ҫав вырӑн — Ытарлӑ каланисем кӗнекинчи 2-мӗш сыпӑкри 5-мӗш сӑвви тенине пӗлтерет. Ҫырусен кӑтартнӑ вырӑнӗсене уҫса пырсан, эсӗ часах Библире кирлӗ вырӑнсене тупма ҫӑмӑлах пулнине курӑн.
Библипе усӑ курма вӗренмелли чи лайӑх мел — ӑна кашни кун вулани. Малтанах кӑна тума вӑй ҫитес ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та тӑршшӗне кура кашни кун виҫӗ-пилӗк сыпӑк вуласан, эсӗ Библине ҫулталӑкра вуласа тухӑн. Мӗншӗн паянах пуҫлас мар?
[19-мӗш страницӑри рамка]
БИБЛИ — ХӐЙНЕ ЕВӖР ПӖРТЕН-ПӖР КӖНЕКЕ
• Библине «Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ» (2 Тимофей 3:16). Ӑна ҫынсем ҫырнӑ пулсан та, вӗсен шухӑшӗсене Турӑ йӗркелесе пынӑ, ҫапла вара Библи чӑнахах «Турӑ сӑмахӗ» (1 Фессалоника 2:13).
• Библине 16 ӗмӗр хушши халӑхӑн тӗрлӗ сийӗсенчен тухнӑ 40 яхӑн арҫын ҫырнӑ. Апла пулсан та, унра пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех пӗтӗмпех килӗшсе тӑрать.
• Вӑл хӑй ҫине тапӑннине кирек хӑш кӗнекерен те ытларах тӳссе ирттернӗ. Вӑтам ӗмӗрсенче ҫынсене, вӗсен Таса Ҫырусем пулнишӗн кӑна, вутра ҫунтарса янӑ.
• Библи тӗнчери чи вулакан кӗнекесем хушшинче пӗрремӗш тӑрать. Ӑна пӗтӗмӗшле е унӑн пайӗсене 2000 ытла чӗлхене куҫарнӑ. Библине миллиардшар кӗнеке пичетленӗ, ҫӗр ҫинче вара вӑл ҫитеймен вырӑн сайра кӑна юлнӑ.
• Библин чи авалхи пайне пирӗн эрӑчченхи 16-мӗш ӗмӗрпе палӑртнӑ. Нумай ҫул иртсен кӑна индуизм таса кӗнеки «Ригведа» (пирӗн эрӑчченхи пӗр 1300 ҫулта), буддизмӑн «Виҫӗ карҫинкка» канон кӗнеки (пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗр), исламӑн таса кӗнеки Коран (пирӗн эрӑри 7-мӗш ӗмӗр) тата синтоизм таса кӗнеки «Нихонги» (пирӗн эрӑри 720 ҫул) тӗнчене тухнӑ.
[20-мӗш страницӑри страниципех ӳкерчӗк]