2-МӖШ СЫПӐК
Библи — Турӑ панӑ кӗнеке
1, 2. Мӗншӗн Библи Турӑ панӑ чаплӑ парне?
СИРЕ хӑвӑр тусу парне парнелерӗ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Паллах ӗнтӗ, сирӗн ӑна тӳрех уҫса пӑхас килӗ тата тусу сирӗн ҫинчен шухӑшлани сире питӗ савӑнтарӗ. Эсир ӑна ҫав парнешӗн тав тунӑ пулӑттӑр паллах.
2 Библи вӑл — Турӑ панӑ парне. Унта урӑх ниҫта та вулама пултарайман информаци пур. Сӑмахран, унта Турӑ тӳпене, ҫӗре тата малтанхи арҫынпа хӗрарӑма туни ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех унта пире хамӑр йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшакан канашсем пур. Унсӑр пуҫне, Библирен эпир Турӑ ҫӗре рай туса хума сӑмах панине мӗнле пурнӑҫлассине пӗлетпӗр. Чӑнах та, Библи вӑл — питӗ чаплӑ парне!
3. Библие вӗреннӗҫемӗн эсир мӗн пӗлме пуҫлатӑр?
3 Библие вӗреннӗҫемӗн эсир Турӑ сирӗнпе туслашасшӑн пулнине пӗлме пуҫлатӑр. Мӗн чухлӗ нумайрах эсир ун ҫинчен пӗлсе пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех пулӗ сирӗн хушӑри туслӑх.
4. Библи мӗн таран анлӑ сарӑлнӑ?
4 Библие 2 800-е яхӑн чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Пӗтӗм тӗнчипе ҫак кӗнекен миллиард-миллиард экземплярӗ пичетленсе тухнӑ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсенчен 90 проценчӗ Библие тӑван чӗлхепе вулама пултарать. Унсӑр пуҫне, кашни эрнере миллион ытла ҫын Библи илет! Чӑнах та, Библи пек кӗнеке урӑх ҫук.
5. Мӗншӗн Библи пирки Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ кӗнеке теме пулать?
5 Библи вӑл — Турӑ панӑ кӗнеке, ӑна Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ. (2 Тимофей 3:16 вуласа парӑр.) Анчах та хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ: «Библие ҫынсем ҫырнӑ пулсан, мӗнле-ха вӑл Турӑ панӑ кӗнеке пулма пултартӑр?» Ҫакӑн ҫине Библи ҫапла хуравлать: «Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем Таса Сывлӑш пӗлтернипе каланӑ» (2 Петр 1:21). Тӗслӗх илсе парӑпӑр. Пуҫлӑх хӑйӗн ячӗпе секретаре ҫыру ҫырма хушать. Ҫак ҫырӑвӑн авторӗ кам пулать вара? Паллах ӗнтӗ, пуҫлӑх — секретарь мар. Ҫавӑн пекех, Библин Авторӗ — Турӑ, унӑн шухӑшӗсене ҫырнӑ ҫынсем мар. Библие Турӑ ертсе-кӑтартса пынипе ҫырнӑ, ҫавӑнпа та ӑна чӑннипех «Турӑ Сӑмахӗ» теме пулать. (1 Фессалоника 2:13; 2-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
«Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» нумай чӗлхепе тухнӑ
БИБЛИЕ ШАНМА ПУЛАТЬ
6, 7. Мӗншӗн эпир Библин пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑраҫҫӗ тесе калама пултаратпӑр?
6 Библие 1 600 ҫул хушши ытла ҫырнӑ. Ӑна ҫыракансем тӗрлӗ вӑхӑтра пурӑннӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем вӗреннӗ ҫынсем пулнӑ, теприсем вӗреннӗ ҫынсем мар. Сӑмахран, вӗсенчен пӗри тухтӑр пулнӑ. Теприсем ҫӗр ӗҫченӗсем, пулӑҫсем, кӗтӳҫсем, пророксем, судьясем тата патшасем пулнӑ. Библие тӗрлӗ ҫынсем ҫырнӑ пулин те, унӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Библире пӗр-пӗрне хирӗҫлекен япаласем ҫукa.
7 Библин пӗрремӗш сыпӑкӗсенче ҫынсен йывӑрлӑхӗсем мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен, юлашки сыпӑкӗсенче вара Турӑ ҫав йывӑрлӑхсене мӗнле татса парасси тата ҫӗре рай мӗнле туса хурасси ҫинчен каласа панӑ. Библире этемлӗхӗн пин-пин ҫула тӑсӑлнӑ историне ҫырса хунӑ. Ҫавӑн пекех ҫак кӗнекерен Турӑ хӑйӗн сӑмахне яланах пурнӑҫланине пӗлме пулать.
8. Библи наука тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс каланине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр.
8 Библи вӑл наука ӗҫӗ е шкул учебникӗ мар пулин те, вӑл наука ҫинчен мӗн те пулин каланӑ чухне яланах тӗрӗссине калать. Турӑ панӑ кӗнекерен эпир шӑп ҫавна кӗтетпӗр те. Сӑмахран, Левит кӗнекинче ҫырса хунӑ хушусене пула израильтянсем ерекен чирсене сарӑлма паман. Ҫак хушусене вара бактерисене тата вируссене пула чирлесе ӳкме пултарнине ҫынсем пӗличченех ҫырса хунӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Библире ҫӗр космос уҫлӑхӗнче ним ҫинче те ҫакӑнса тӑмасть тесе каланӑ (Иов 26:7). Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫӗр лаптак тесе ӗненнӗ вӑхӑтра Библире вӑл ҫаврака тесе каланӑ (Исаия 40:22).
9. Библи ҫыракансем ним пытармасӑр тӗрӗссине ҫырса пани пире мӗн кӑтартса парать?
9 Библи истори ҫинчен каланӑ чухне яланах тӗп-тӗрӗс калать. Анчах та унпа танлаштарсан, истори кӗнекисем нумайӑшӗ тӗрӗссине пӗтӗмпех каламаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен авторӗсем ним пытармасӑр каласа парасшӑнах мар. Сӑмахран, историксем хӑйсен халӑхне ҫапӑҫусенче ҫӗнтерни ҫинчен ҫырсах каймаҫҫӗ. Библи ҫыракансене илес пулсан, вӗсем Израиль халӑхне ҫапӑҫусенче ҫӗнтерни ҫинчен тӗрӗссине ҫырса панӑ. Вӗсем хӑйсен йӑнӑшӑсем ҫинчен те ним пытармасӑр каласа панӑ. Сӑмахран, Моисей хӑй пысӑк йӑнӑш туни ҫинчен тата ҫавӑншӑн Турӑ ӑна наказани пани ҫинчен ҫырнӑ. Эпир ҫавӑн ҫинчен Йыша шутлани кӗнекере вулама пултаратпӑр (Йыша шутлани 20:2—12). Библи ҫыракансем ним пытармасӑр тӗрӗссине каласа пани Библи Турӑ панӑ кӗнеке пулнине кӑтартса парать. Апла пулсан, эпир Библие шанма пултаратпӑр.
БИБЛИ — ӐСЛӐ КАНАШСЕН КӖНЕКИ
10. Мӗншӗн Библири канашсем пире пулӑшма пултараҫҫӗ?
10 Библие «пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет» (2 Тимофей 3:16). Эппин, Библири канашсем пире пулӑшма пултараҫҫӗ. Иегова пире тунӑ, ҫавӑнпа вӑл эпир мӗнле шухӑшланине тата мӗн туйнине ӑнланать. Вӑл пире хамӑртан та лайӑхрах пӗлет тата пире телейлӗ тӑвасшӑн. Вӑл пирӗншӗн мӗн лайӑх тата мӗн япӑх пулма пултарнине пӗлет.
11, 12. а) Матфей ҫырнӑ Евангелири 5-мӗш, 6-мӗш тата 7-мӗш сыпӑксенче Иисус панӑ мӗнле ӑслӑ канашсем пур? ӑ) Библирен эпир тата мӗн пӗлме пултаратпӑр?
11 Матфей ҫырнӑ Евангелире 5-мӗш сыпӑкран пуҫласа 7-мӗш сыпӑк таран Иисус панӑ ӑслӑ канашсене ҫырса хунӑ: унта мӗнле телейлӗ пулмалли, ыттисемпе мӗнле килӗштерсе пурӑнмалли, мӗнле кӗлтумалли тата укҫа ҫине мӗнле пӑхмалли ҫинчен каланӑ. Ҫак канашсене 2 000 ҫула яхӑн каялла панӑ пулин те, вӗсем халӗ те усӑллӑ, халӗ те пулӑшаҫҫӗ.
12 Ҫавӑн пекех Библире принципсем те пур. Иегова вӗсемпе усӑ курса пире ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма, ӗҫчен ҫын пулма тата ҫемьесене ҫирӗплетме вӗрентет. Библири принципсем пире яланах — эпир кирек мӗнле ҫынсем пулсан та, эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, пирӗн кирек мӗнле йывӑрлӑхсем пулсан та — пулӑшма пултараҫҫӗ. (Исаия 48:17 вуласа парӑр; 3-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
БИБЛИ — ПРОРОКЛА КАЛАКАН КӖНЕКЕ
Исаия пророк Библире Вавилон хули пӗтет тесе ҫырса хунӑ
13. Исаия малтанах Вавилон хули пирки мӗн каласа хунӑ?
13 Библире пророкла каланӑ сӑмахсенчен нумайӑшӗ пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ. Сӑмахран, Исаия пророк Вавилон ятлӑ авалхи хула пӗтӗ тесе малтанах каласа хунӑ (Исаия 13:19). Вӑл ҫакӑ мӗнле пулса иртессине те ҫырса панӑ. Хулана пысӑк хапхасем тата юханшыв хӳтӗлесе тӑнӑ. Анчах та Исаия пророк юханшыва типӗтсе лартӗҫ, хапхасене уҫӑ хӑварӗҫ тата хулана ҫапӑҫмасӑрах ярса илӗҫ тенӗ. Исаия Вавилон хулине ярса илекенӗн ятне те каланӑ — вӑл Кир ятлӑ пулать тенӗ. (Исаия 44:27—45:2 вуласа парӑр; 4-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
14, 15. Исаия пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ?
14 Ҫав пророкла сӑмахсене ҫырса хунӑранпа 200 ҫул иртсен, Вавилон ҫине пӗр ҫар тапӑннӑ. Ҫав ҫара кам ертсе пынӑ? Исаия пророк каланӑ пекех, ҫакӑ Кир ятлӑ Перси патши пулнӑ. Исаия малтанах каласа хунӑ пек, Кирӑн ҫарӗ Вавилона ярса илме пултарнӑ-и?
15 Ҫав каҫ Вавилон ҫыннисем ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Вӗсем хӑрама нимле сӑлтав та ҫук тенӗ, мӗншӗн тесен хӑйсен хулине хӑватлӑ та ҫӳллӗ стенасем тата юханшыв хӳтӗлет тесе шутланӑ. Ҫав вӑхӑтра хула тулашӗнче Кир хӑйӗн ҫарӗпе канал алтнӑ та юханшыва урӑх еннелле юхтарса янӑ. Вара шыв шайӗ чакнӑ, ҫавна пула Перси салтакӗсем юханшыв тӗпӗпе утса каҫма пултарнӑ. Анчах та вӗсем хулана мӗнле кӗрӗҫ-ши? Мӗнле пророкла каланӑ, шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та: хула хапхисене уҫӑ хӑварнӑ, ҫавна пула Кир патша Вавилона ҫапӑҫмасӑрах ярса илнӗ.
16. а) Вавилонпа малашне мӗн пуласси пирки Исаия пророк мӗн каланӑ? ӑ) Исаия пророкла калани пурнӑҫланнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
16 Унсӑр пуҫне, Исаия пророк Вавилонра урӑх никам та нихӑҫан та пурӑнмӗ тесе малтанах каласа хунӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Унта нихӑҫан та пурӑнма вырӑнаҫмӗҫ, йӑхран йӑхах пурӑнакан пулмӗ унта» (Исаия 13:20). Ҫак пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнӑ-и? Тахҫан Вавилон ларнӑ вырӑнта — Иракри Багдад хулинчен 80 ҫухрӑм кӑнтӑралла вырнаҫнӑ вырӑнта — халӗ ишӗлчӗк ҫеҫ. Унта никам та пурӑнмасть. Иегова Исаия урлӑ ҫапла каланӑ: «Ӑна [Вавилона] тӗппипех пӗтерекен шӑпӑрпа шӑлса ывӑтӑп» (Исаия 14:22, 23)b.
Вавилон ишӗлчӗкӗ
17. Мӗншӗн эпир Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурне те пурнӑҫласса шанма пултаратпӑр?
17 Библире пророкла каланисенчен нумайӑшӗ пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ. Апла пулсан, эпир Библире пуласлӑх пирки мӗн каланӑ, ҫавсем те пурнӑҫланасса шанма пултаратпӑр. Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки, ҫӗре рай туса хурасси пирки, пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫук. (Йыша шутлани 23:19 вуласа парӑр.) Чӑнах та, пирӗн «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк» пур, мӗншӗн тесен «Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ» (Тит 1:1—4, ҪХ)c.
БИБЛИ СИРӖН ПУРНӐҪА УЛӐШТАРМА ПУЛТАРАТЬ
18. «Турӑ Сӑмахӗ» пирки Павел мӗн каланӑ?
18 Эппин, эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: Библи пек кӗнеке урӑх ҫук. Унта пӗр-пӗрне хирӗҫлекен япаласем ҫук, вӑл наука е истори пирки мӗн те пулин каланӑ чухне яланах тӗрӗссине калать. Вӑл ӑслӑ канашсем парать тата унта пророкла калани нумай. Ҫав пророкла сӑмахсем нумайӑшӗ пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ. Анчах та Библире кусем ҫеҫ мар. Павел апостол ҫырнӑ: «Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать». Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? (Еврейсем 4:12 вуласа парӑр.)
19, 20. а) Эпир хамӑр мӗнлерех ҫын пулнине пӗлме Библи мӗнле пулӑшать? ӑ) Эпир Турӑ панӑ парнене хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
19 Библи пирӗн пурнӑҫа улӑштарма пултарать. Вӑл пире эпир мӗнлерех ҫын пулнине пӗлме пулӑшӗ. Ӑна вуланӑ май эпир хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене лайӑхрах ӑнланӑпӑр. Сӑмахран, эпир Турра юрататпӑр тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та ӑна чӑннипех юратнине кӑтартас тесен, пирӗн Библире каланӑ пек пурӑнмалла.
20 Библи чӑнах та Турӑ панӑ кӗнеке. Туррӑн пире Библие вулаттарас, тӗпчеттерес тата юраттарас килет. Библие тӗпченипе эпир ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр. Библире Турӑ этемлӗх пирки мӗн шутласа хуни ҫинчен каланӑ. Тепӗр сыпӑкра эпир ҫавӑн ҫинчен нумайрах пӗлӗпӗр.
a Хӑш-пӗр ҫынсем Библин пӗр пайӗ теприне хирӗҫлет теҫҫӗ, анчах ку ун пек мар. Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ «Библия: слово Бога или человека?» ятлӑ кӗнекен 7-мӗш сыпӑкне пӑхӑр.
b Библире пророкла каланисем ҫинчен нумайрах пӗлес тесе эсир Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ «Книга для всех» ятлӑ брошюрӑри 27—29 страницӑсене вулама пултаратӑр.
c Библире Вавилон пӗтни ҫинчен пророкла калани вӑл — пурнӑҫланнӑ пророкла сӑмахсенчен пӗри кӑна-ха. Иисус Христос пирки пророкла калани ҫинчен эсир 5-мӗш Хыҫсӑмахра пӗлме пултаратӑр.