4-мӗш урок
Кам вӑл Шуйттан?
Сатана Шуйттан ӑҫтан пулса кайнӑ? (1, 2)
Сатана ҫынсене мӗнле улталать? (3—7)
Мӗншӗн пирӗн Шуйттана хирӗҫ тӑмалла? (7)
1. «Шуйттан» текен сӑмах кам ҫинчен те пулин хаяррӑн суякана пӗлтерет. «Сатана» — «тӑшман» е «хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерет. Туррӑн тӗп тӑшманне ҫакӑн пек ят панӑ. Чи малтанах вӑл пӗлӗтре Турӑпа пурӑнакан ангел пулнӑ, унӑн пӗр ҫитменлӗх те пулман. Анчах каярахпа вӑл хӑйӗн ҫинчен ытлашши нумай шутлама пуҫланӑ та вара Турра тивӗҫлипе пуҫҫапас вырӑнне вӑл хӑйне пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ (Матфей 4:8—10).
2. Ҫак ангел, Сатана, ҫӗлен урлӑ Евӑпа калаҫма пуҫланӑ. Ева Турра ан итлетӗр тесе, вӑл ӑна улталанӑ. Ҫапла Сатана, мӗне Туррӑн «аслӑ влаҫӗ» е Ҫӳлти Туррӑн пӗлтерӗшӗ теҫҫӗ, ҫавна хаяррӑн критикленӗ. Сатана ҫакӑн пек ыйту тӑратнӑ: Турӑ хӑйӗн аслӑ влаҫӗпе тӗрӗс усӑ курать-и тата хӑйне пӑхӑнса тӑракансен интересӗсене шута илет-и? Сатана ҫавӑн пекех ҫакӑн пирки иккӗлентернӗ: пӗр ҫын та пулин Турра чунтан парӑнса пурӑнӗ-ши? Ҫакӑн пек туса, Сатана Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑнӑ. Акӑ мӗншӗн ӑна Сатана Шуйттан тесе чӗнме пуҫланӑ (Пултарни 3:1—5; Иов 1:8—11; Апокалипсис 12:9).
3. Хӑйне пуҫҫаптарас тесе, Сатана ҫынсене улталама тӑрӑшать (2 Коринфсем 11:3, 14). Унӑн ҫынсене улталамалли меслечӗсенчен пӗри — суя тӗн. Тӗн Турӑ ҫинчен суяна вӗрентет пулсан, вӑл вара Сатанан тӗллевӗсене пурнӑҫласа пырать (Иоанн 8:44). Суя тӗне тытса тӑракансем чӑн Турра пуҫҫапатпӑр тесе чунтан ӗненме пултараҫҫӗ. Анчах вӗсем, чӑннипе, Сатанашӑн ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл «ҫак ӗмӗрӗн турри» (2 Коринфсем 4:4).
4. Сатанан ҫынсене хӑйне пӑхӑнтармалли тепӗр меслечӗ — спиритизм, е усал сывлӑшсемпе ҫыхӑнни. Ҫынсем, хӑйсене хӳтӗлес, ытти ҫынсене сиен тӑвас, малашне мӗн пулассине пӗлес тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвас тесе юмӑҫласа сывлӑшсене чӗнсе илеҫҫӗ. Ҫак пур ӗҫсем хыҫӗнче усал вӑй — Сатана — тӑрать. Турра юрӑхлӑ пулас тесен, пирӗн спиритизмпа нимӗнле майпа та ҫыхӑнмалла мар (Саккуна астутарни 18:10—12; Апостолсен ӗҫӗсем 19:18, 19).
5. Унсӑр пуҫне, Сатана ҫынсене вӗсенче наци мӑнкӑмӑллӑхне ҫав тери вӑйлӑ тапратса ярса тата вӗсене политика организацийӗсене пуҫҫапма хистесе улталать. Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен халӑхӗ е расси ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ҫакӑ тӗрӗс мар (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Ҫавӑн пекех, этемлӗхӗн йывӑрлӑхӗсене политика организацийӗсем татса параҫҫӗ тесе шухӑшлакансем те пур. Ҫакна ӗненекен ҫынсем Турӑ Патшалӑхне сирсе яраҫҫӗ. Анчах та этемлӗхӗн йывӑрлӑхӗсене Турӑ Патшалӑхӗ кӑна татса парать (Даниил 2:44).
6. Сатанан ҫынсене улталамалли тата тепӗр меслечӗ — вӗсене ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмӗсемпе илӗртесси. Иегова ҫылӑхлӑ йӑласемпе ӗҫсенчен пӑрӑнма хушать, мӗншӗн тесен вӗсем сиен кӳнине вӑл пӗлет (Галатиясем 6:7, 8). Ҫылӑх тума хӑнӑхнӑ хӑш-пӗр ҫынсем, тен, сана хӑйсем пек тутарса, хӑйсем енне ҫавӑрасшӑн пулӗҫ. Анчах асту: чӑннипе, сана ҫакна Сатана тутарасшӑн (1 Коринфсем 6:9, 10; 15:33).
7. Сана Иеговӑран пӑрса ярас тесе, Сатана хӑваланипе тата хирӗҫ тӑнипе усӑ курма пултарать. Эсӗ Библи вӗреннӗшӗн ҫывӑх ҫыннусенчен хӑшӗ те пулин сан ҫине питӗ вӑйлӑ тарӑхма пултарать. Ыттисем, тен, санран мӑшкӑлласа кулма пуҫлӗҫ. Анчах та эсӗ хӑвӑн пурнӑҫушӑн кама парӑмлӑ? Иегова ҫинчен пӗлсе пыма чарас тесе, Сатана сана хӑратса пӗтересшӗн. Сатанана ҫӗнтерме ирӗк ан пар! (Матфей 10:34—39; 1 Пётр 5:8, 9). Шуйттана хирӗҫ тӑнипе эсӗ Иеговӑна савӑнтарӑн тата Унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ пулнине кӑтартӑн (Ытарлӑх 27:11).
[9-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Ҫынсене суя тӗн, спиритизм тата национализм улталаҫҫӗ
[9-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иегова ҫинчен малалла пӗлсе пырса Сатанана хирӗҫ тӑр