8-МӖШ УРОК
Туррӑн тӑшманӗсем. Камсем вӗсем?
Туррӑн тӗп тӑшманӗ — вӑл Сатана Дьявол. Вӑл — Турӑ тунӑ, анчах Иеговӑна хирӗҫ тӑнӑ сывлӑш. Сатана Турра хирӗҫ малалла кӗрешме чарӑнмасть тата ҫынсене нумай хуйхӑ-суйхӑ тӑвать. Сатана вӑл усал. Вӑл ултавҫӑ тата ҫын вӗлерекен (Иоанн 8:44).
Ытти Турӑ тунӑ сывлӑшсем Сатана Турра хирӗҫ ҫӗкленӗ пӑлхав ҫумне пӗрлешнӗ. Библи вӗсене демонсем тесе ят парать. Сатана пекех демонсем — ҫынсен тӑшманӗсем. Ҫынсене хӗн-хур кӑтартма вӗсене килӗшет (Матфей 9:32, 33; 12:22). Иегова Сатанапа унӑн демонӗсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗ. Ҫынсене хуйхӑ-суйхӑ тума вӗсен сахал вӑхӑт юлнӑ (Апокалипсис 12:12).
Эсӗ Туррӑн тусӗ пуласшӑн пулсан, Сатана санран мӗн кӗтнине санӑн тӑвас ҫук. Сатанапа демонсем Иеговӑна кураймаҫҫӗ. Вӗсем Туррӑн тӑшманӗсем, сана та вӗсем Турӑ тӑшманӗ тӑвасшӑн. Кама юрамаллине санӑн суйлас пулать — Сатанана е Иеговӑна. Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасшӑн пулсан, санӑн Турӑ ирӗкне туса пыма шут тытас пулать. Сатанан ҫынсене улталама нумай чеелӗхпе май пур. Вӑл нумай ҫынна йӑнӑш ҫул ҫине ярать (Апокалипсис 12:9).