7-мӗш урок
Кӗлӗ урлӑ Турӑпа мӗнле ҫывӑхланмалла
Яланах кӗлтуни мӗншӗн кирлӗ? (1)
Кама кӗлтумалла тата мӗнле? (2, 3)
Мӗн ҫинчен кӗлтума пулать? (4)
Хӑҫан кӗлтумалла? (5, 6)
Турӑ пур кӗлӗсене те итлет-и? (7)
1. Кӗлӗ вӑл — хӑвна кӗҫӗне хурса Турӑпа калаҫни. Турра яланах кӗл тӑвасси йӑлана кӗмелле. Ҫапла эсӗ унпа, хаклӑ туспа ҫывӑхланнӑ пек, ҫывӑхланма пултаратӑн. Иегова ҫав тери аслӑ тата хӑватлӑ пулин те, вӑл пирӗн кӗлӗсене итлет! Эсӗ Турра яланах кӗл тӑватӑн-и? (Псалом 64:3; 1 Фессалоникасем 5:17).
2. Кӗлӗ вӑл — Турра пуҫҫапни шутне кӗрет. Ҫавӑнпа та Турра, Иеговӑна, кӑна кӗлтумалла. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне вӑл кама та пулин урӑххине мар, яланах хӑйӗн Ашшӗне кӗлтунӑ. Пирӗн те ҫавнах тумалла (Матфей 4:10; 6:9). Анчах хамӑрӑн пур кӗлӗсене те Иисус ячӗпе калас пулать. Ҫакна тунипе эпир Иисус мӗнле вырӑн йышӑнать, ҫавна хисепленине тата унӑн каҫарттаракан парнине ӗненнине кӑтартатпӑр (Иоанн 14:6; 1 Иоанн 2:1, 2).
3. Кӗлтунӑ чухне пирӗн Турӑпа чӗререн калаҫмалла. Пирӗн кӗлӗсене пӑхмасӑр калама вӗренмелле мар е вӗсене кӗлӗ кӗнекинчен вуласа памалла мар (Матфей 6:7, 8). Кӗлеткене тивӗҫлӗ тытса, кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек ӑҫта та кӗл тума юрать. Хамӑр ӑшра, чӗрере каланӑ кӗлӗсене те Турӑ илтет (1 Патшалӑх 1:12, 13). Хамӑр кӗлӗсене калама никам та чӑрмантарман вырӑн тупни питӗ аван (Марк 1:35).
4. Мӗн ҫинчен кӗлтума пулать? Турӑпа туслашассипе мӗн ҫыхӑннӑ — ҫавсем ҫинчен (Филиппысем 4:6, 7). Кӑтартуллӑ кӗлӗрен Иегова ячӗ тата вӑл мӗн тума шут тытни ҫинчен кӗл тума кирли курӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех, пурӑнма мӗн кирлине патӑр, ҫылӑхсене каҫартӑр тата илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пулӑшу патӑр тесе ыйтма пулать (Матфей 6:9—13). Харпӑр хӑйшӗн кӑна кӗлтумалла мар. Турӑ ирӗкӗпе мӗн килӗшӳллӗ, ҫавӑн ҫинчен кӑна кӗлтумалла (1 Иоанн 5:14).
5. Чӗрӳ сана Турра тав тума е ӑна мухтама хистенӗ чухне эсӗ ялан кӗлтума пултаратӑн (1 Паралипоменон 29:10—13). Нушана лексен тата йывӑрлӑхсем санӑн ӗненӗве тӗрӗсленӗ чухне кӗлтумалла (Псалом 54:23; 119:1). Апат ҫиес умӗн кӗл туни тӗрӗс (Матфей 14:19). Иегова пире «кирек хӑш вӑхӑтра та» кӗл тума чӗнет (Ефессем 6:18).
6. Эпир пысӑк ҫылӑх турӑмӑр пулсан, кӗлтуни уйрӑмах пире кирлӗ. Ҫавӑн пек лару-тӑрура Иеговӑран хӗрхенӳ тата каҫару йӑлӑнса ыйтмалла. Эпир ун умӗнче хамӑрӑн ҫылӑхсене каласа паратпӑр пулсан тата вӗсене тепӗр хут тӑвас мар тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр пулсан, вара Иегова «каҫарма хатӗр» (Псалом 86:5, ҪТ [85:5]; Ытарлӑх 28:13).
7. Иегова тӳрӗ ҫынсен кӗллисене кӑна итлет. Турӑ санӑн кӗллӳсене итлетӗр тесен, санӑн унӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнма мӗн вӑй ҫитнӗ таран тӑрӑшмалла (Ытарлӑх 15:29; 28:9). Кӗлтунӑ чухне санӑн хӑвна кӗҫӗне хумалла (Лука 18:9—14). Эсӗ Турӑран мӗн ҫинчен ыйтатӑн, ҫавна тӑвас тесе ӗҫлемелле. Ҫакна тунипе эсӗ хӑвӑн ӗненӳ пуррине тата санӑн шухӑшусемпе сӑмахусем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑманнине ҫирӗплетсе паратӑн. Ҫавӑн чухне кӑна Иегова санӑн кӗллӳсем ҫине хурав парӗ (Еврейсем 11:6).