17-МӖШ СЫПӐК
Турра мӗнле кӗлтумалла?
«Тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа» пирӗн кӗлӗсене итлеме хатӗр (Псалом 113:23)
1, 2. Мӗншӗн кӗлӗ пирки ятарлӑ парне теме пулать? Мӗншӗн кӗлӗ пирки Библире мӗн каланине пӗлмелле?
ПИРӖН ҫӗре Ҫут тӗнчепе танлаштарсан, вӑл питӗ пӗчӗк. Ун ҫинчи ҫынсем вара — тата пӗчӗкрех. Библире каланӑ тӑрӑх, Иеговӑшӑн халӑхсем витрери шыв тумламӗ пек ҫеҫ (Псалом 113:23; Исаия 40:15). Ҫав-ҫавах Псалом 144:18, 19 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Хӑйне чӗнекенсемшӗн, Хӑйне таса чӗререн чӗнекенсемшӗн Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх. Вӑл Хӑйӗнчен хӑракансенӗн ӗмӗтне ҫитерет, вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет те — ҫӑлать вӗсене». Турӑ пире хӑйне кӗлтума май пани — мӗн тери пысӑк чыс! Иегова, Ҫут тӗнчене тунӑ Турӑ, пирӗнпе ҫывӑх пуласшӑн. Вӑл пирӗн кӗлӗсене итлеме хатӗр. Чӑнах та, кӗлӗ вӑл — Иегова пире кашнине панӑ ятарлӑ парне.
2 Анчах та эпир Иеговӑна юрӑхлӑ кӗлтӑватпӑр пулсан ҫеҫ вӑл пире итлӗ. Ҫавӑнпа та айтӑр Библире кӗлӗ пирки мӗн каланине пӑхса тухар.
МӖНШӖН ИЕГОВӐНА КӖЛТУМАЛЛА?
3. Мӗншӗн Турра кӗлтумалла?
3 Иеговӑн пире хӑйӗнпе калаҫтарас килет. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Тархасшӑн, Филиппӑ 4:6, 7 вуласа парӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Турӑ сирӗнпе питӗ интересленет тата сире хӑвӑрӑн туйӑмусене тата йывӑрлӑхусене каласа пама ыйтать.
4. Иеговӑна кӗлтусах тӑни унпа сирӗн хушӑри туслӑх ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ?
4 Кӗлтуни пире Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулса тӑма пулӑшать. Туссем пӗр-пӗринпе час-часах калаҫаҫҫӗ пулсан, хӑйсен шухӑшӗсене, туйӑмӗсене тата хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарнине пӗр-пӗрне каласа параҫҫӗ пулсан, вӗсем хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пырать. Иеговӑна кӗлтуни пирки те ҫавнах калама пулать. Библи урлӑ Иегова пире хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ҫинчен тата пуласлӑхра хӑй мӗн туса парасси ҫинчен каласа панӑ. Эсир те ӑна хӑвӑрӑн шалти туйӑмусене каласа пама пултаратӑр. Вара сирӗнпе Иегова хушшинчи туслӑх ҫирӗпрех пулӗ (Иаков 4:8).
ТУРӐ ПИРЕ ИТЛЕТӖР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
5. Иегова пур кӗлле те итлеменнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
5 Иегова кӗлӗсене пурне те итлет-и? Ҫук, пурне те итлемест. Исаия пророк пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова израильтянсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫине-ҫинех тархаслама пуҫласассӑн та, Эпӗ сире илтместӗп: сирӗн аллӑрсем чӗп-чӗрӗ юн» (Исаия 1:15). Пире Иеговӑран мӗн пӑрса яма пултарать, ҫавсене пирӗн тумалла мар. Унсӑрӑн вӑл пирӗн кӗлӗсене итлеме пӑрахӗ.
6. Мӗншӗн ӗненни питӗ кирлӗ? Ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
6 Иегова пирӗн кӗлӗсене итлетӗр тетпӗр пулсан, пирӗн ӑна ӗненмелле (Марк 11:24). Павел апостол ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук; Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла» (Еврейсем 11:6). «Эпӗ ӗненетӗп»,— тесе калани ҫеҫ ҫителӗклӗ мар, пирӗн хамӑр ӗненнине Иеговӑна кашни кун итлесе пурӑннипе кӑтартмалла. (Иаков 2:26 вуласа парӑр.)
7. а) Мӗншӗн Иеговӑна кӗлтунӑ чухне пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата хисеплӗн калаҫмалла? ӑ) Чуна уҫса кӗлтӑвасси мӗн вӑл?
7 Иеговӑна кӗлтунӑ чухне пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата унпа хисеплӗн калаҫмалла. Мӗншӗн? Эпир патшапа е президентпа шӑп ҫапла калаҫатпӑр. Иегова — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, ҫавӑнпа пирӗн унпа калаҫнӑ чухне тата ытларах хамӑра кӗҫӗне хумалла, унпа тата ытларах хисеплӗн калаҫмалла (Пултарни 17:1; Псалом 137:6). Унсӑр пуҫне, пирӗн чуна уҫса тата чӗререн тухакан сӑмахсемпе кӗлтумалла. Пӑхмасӑр калама вӗреннӗ сӑмахсене ҫине-ҫинех каласа кӗлтумалла мар (Матфей 6:7, 8).
8. Эпир Турӑран мӗн ҫинчен те пулин ыйтатпӑр пулсан, пирӗн хамӑр енчен мӗн тумалла?
8 Эпир Турӑран мӗн те пулин ыйтрӑмӑр пулсан, пирӗн хамӑр енчен те мӗн те пулин тумалла. Турӑ пирӗнтен эпир хамӑра кӗлӗре мӗн ыйтнипе килӗшӳллӗн тытасса кӗтет. Сӑмахран, эпир кӗлӗре Иеговӑран пире кашни кун мӗн кирлине парса тӑма ыйтатпӑр пулсан, вӑл пирӗншӗн пурне те туса парать тесе шутламалла мар. Пирӗн хамӑрӑн та тӑрӑшса ӗҫлемелле тата кирек мӗнле ӗҫе те тума хатӗр пулмалла (Матфей 6:11; 2 Фессалоника 3:10). Е эпир пӗр-пӗр илӗртӳпе кӗрешетпӗр те Иеговӑна ҫав тӗлӗшрен пулӑшма ыйтатпӑр. Ҫавӑн чухне пирӗн хамӑра илӗртме пултаракан кирек мӗнле лару-тӑруран та сыхланмалла (Колоссӑ 3:5). Халӗ вара кӗлӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусене пӑхса тухар.
КӖЛӖ ПИРКИ ПАРАКАН ЫЙТУСЕМ
9. Пирӗн кама кӗлтумалла? Иоанн 14:6-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, кам урлӑ пирӗн кӗлтумалла?
9 Пирӗн кама кӗлтумалла? Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене «Ҫӳлти Аттемӗре» кӗлтума вӗрентнӗ (Матфей 6:9). Вӑл ҫакӑн пек те каланӑ: «Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 14:6). Ҫавӑнпа та пирӗн Иеговӑна кӑна Иисус Христос урлӑ кӗлтумалла. Иисус Христос урлӑ кӗлтумалла тенине мӗнле ӑнланмалла? Ҫакӑ вӑл эпир Иегова Иисуса ятарлӑ тивӗҫ шанса панине йышӑнатпӑр тенине пӗлтерет. Иисус ҫӗр ҫине пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе килнӗ (Иоанн 3:16; Рим 5:12). Ҫавӑн пекех Иегова ӑна Чи Аслӑ Священник тата Судья пулма лартнӑ (Иоанн 5:22, 23; Еврейсем 6:20).
Кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек ӑҫта та кӗлтума пулать
10. Турра мӗнле кӗлтумалла?
10 Мӗнле кӗлтумалла? Библире чӗркуҫленсе, тӑрса е ларса кӗлтумалла тесе каламан. Иеговӑна кӗлеткене хисеплӗн тытса кӗлтума пулать (1 Ҫулсеренхи 17:16; Неемия 8:6; Даниил 6:10; Марк 11:25). Иеговӑшӑн чи кирли вӑл — кӗлтунӑ чухне хамӑр кӗлеткене мӗнле тытни мар, эпир унпа хисеплӗн тата чун-чӗререн тухакан сӑмахсемпе калаҫни. Эпир кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та кӗлтума пултаратпӑр. Хамӑр ӑшра кӗлтунине те Иегова илтет (Неемия 2:1—6).
11. Мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратпӑр?
11 Мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратпӑр? Иегова ирӗкӗпе мӗн килӗшсе тӑрать, ҫавсем пирки пурин пирки те кӗлтума пултаратпӑр. Библире каланӑ: «Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет» (1 Иоанн 5:14). Турӑран хамӑра мӗн кирли ҫинчен ыйтма пултаратпӑр-и? Ҫапла, пултаратпӑр. Кӗлӗре Иеговӑпа ҫывӑх туспа калаҫнӑ пек калаҫмалла. Эпир хамӑр мӗн шухӑшланипе мӗн туйнине веҫех каласа пама пултаратпӑр (Псалом 61:9). Хамӑра тӗрӗс тытма пулӑштӑр тесе эпир Турӑран святой сывлӑшна парсам тесе ыйтма пултаратпӑр (Лука 11:13). Иеговӑран тӗрӗс йышӑну тума ӑслӑлӑх парсам тата йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӑй парсам тесе те ыйтма пулать (Иаков 1:5). Ҫавӑн пекех Иеговӑран вӑл пирӗн ҫылӑхсене каҫартӑр тесе кӗлӗре ыйтмалла (Эфес 1:3, 7). Унсӑр пуҫне, пирӗн ыттисемшӗн те, сӑмахран, ҫемьери ҫынсемшӗн тата пухури тӑвансемшӗн кӗлтумалла (Апостолсен ӗҫӗсем 12:5; Колоссӑ 4:12).
12. Пуринчен малтан пирӗн мӗн ҫинчен кӗлтумалла?
12 Пуринчен малтан пирӗн мӗн ҫинчен кӗлтумалла? Иеговӑпа тата унӑн ирӗкӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавӑн ҫинчен. Вӑл пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавсемшӗн пуриншӗн те пирӗн ӑна чун-чӗререн тав тумалла (1 Ҫулсеренхи 29:10—13). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн вӗренекенӗсене шӑп ҫавӑн ҫинчен кӗлтума вӗрентнӗ. (Матфей 6:9—13 вуласа парӑр.) Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗсен пуринчен малтан Туррӑн ячӗ хисеплентӗр, е сӑваплӑ пултӑр, тесе кӗлтумалла. Унтан Иисус пирӗн Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тата Иеговӑн ирӗкӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурнӑҫлантӑр тесе кӗлтумаллине кӑтартнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑна эпир хамӑра мӗн кирли ҫинчен ыйтма пултаратпӑр. Эпир пуринчен малтан Иеговӑпа унӑн ирӗкӗ ҫинчен кӗлтӑватпӑр пулсан, унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем пирӗншӗн чи кирли пулнине кӑтартатпӑр.
13. Мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши кӗлтумалла?
13 Мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши кӗлтумалла? Библире кун пирки каламан. Тӗрлӗ лару-тӑрӑва кура пирӗн кӗлӗсем е кӗске, е вӑрӑм пулма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, апат ҫиес умӗн эпир кӗскен кӗлтуса илме пултаратпӑр. Анчах та эпир Иеговӑна тав тӑватпӑр пулсан е хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа паратпӑр пулсан, пирӗн кӗлӗ вӑрӑмрах пулма пултарать (1 Патшасен 1:12, 15). Иисус вӑхӑтӗнче пурӑннӑ хӑш-пӗр ҫынсем пек, эпир вӑрӑм кӗлӗсем каласа ыттисене тӗлӗнтересшӗн мар (Лука 20:46, 47). Ҫавӑн пек кӗлӗсем Иеговӑн кӑмӑлне хускатмӗҫ. Уншӑн чи кирли вӑл — эпир чӗререн каланӑ кӗлӗсем.
14. Час-часах кӗлтумалла-и тата мӗншӗн?
14 Час-часах кӗлтумалла-и? Иегова хӑйӗнпе час-часах калаҫма чӗнет. Библи пире «ялан Турра кӗлтӑвӑр», «чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр» тесе ӳкӗтлет (Рим 12:12; 1 Фессалоника 5:17). Мӗншӗн? Иегова пире итлеме яланах хатӗр. Эпир кашни кун ӑна унӑн юратӑвӗшӗн тата вӑл панӑ ырӑлӑхсемшӗн тав тума пултаратпӑр. Эпир ӑна пире мӗн тумаллине кӑтартса пытӑр, пулӑшса тӑтӑр тата вӑй парса тӑтӑр тесе кӗлтума пултаратпӑр. Иеговӑна кӗлтума май пуррине чӑннипех хаклатпӑр пулсан, унпа калаҫма эпир яланах вӑхӑт тупӑпӑр.
15. Мӗншӗн кӗлӗ вӗҫӗнче «аминь» темелле?
15 Мӗншӗн кӗлӗ вӗҫӗнче «аминь» темелле? «Аминь» текен сӑмах «тӗрӗс» тата «ҫапла пултӑр» тенине пӗлтерет. Кӗлӗ вӗҫӗнче «аминь» тенипе эпир хамӑр сӑмахсене чун-чӗререн каланине ҫирӗплетсе паратпӑр (Псалом 40:14). Ыттисемпе пӗрле кӗлтунӑ чухне кӗлӗ вӗҫӗнче «аминь» тенипе эпир кӗлтӑваканӑн сӑмахӗсемпе килӗшнине кӑтартатпӑр. Эпир хамӑр ӑшра е сасӑпа «аминь» теме пултаратпӑр (1 Ҫулсеренхи 16:36; 1 Коринф 14:16).
ТУРӐ КӖЛӖСЕМ ҪИНЕ МӖНЛЕ ХУРАВЛАТЬ?
16. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине чӑнах та хуравлать-и? Ӑнлантарса парӑр.
16 Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине чӑнах та хуравлать-и? Ҫапла. Библире Иегова пирки «Эсӗ кӗлтунине илтетӗн» тата «Вӑл.. сана хуравлӗ» тенӗ (Псалом 64:3; Исаия 30:19). Иегова миллион-миллион ҫыннӑн чун-чӗререн каланӑ кӗллисене итлет те вӗсем ҫине хуравлать.
17. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлас тесе ангелсемпе тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе мӗнле усӑ курать?
17 Иегова пире пулӑшма ангелсене е хӑйӗн ӗҫлекенӗсене янипе пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлать (Еврейсем 1:13, 14). Ҫын Библие ӑнланма пулӑшу ыйтса кӗлтунӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен ун патне Иегова Свидетелӗсенчен кам та пулин килнӗ — ҫакӑн пек тӗслӗхсем нумай. Ҫакӑ ангелсем «Ырӑ хыпара» пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарас ӗҫе хутшӑннине тата хыпарҫӑсене тӳркӑмӑллӑ ҫынсем патне ертсе пынине кӑтартса парать. (Ӳлӗмхине 14:6 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, Иегова шӑп пире кирлӗ вӑхӑтра пухури тӑвансене пире пулӑшма хавхалантарнипе пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлать (Ытарӑшсем 12:25; Иаков 2:16).
Иегова пухура кама та пулин пире пулӑшу пама хавхалантарнипе пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлама пултарать
18. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хурав парас тесе святой сывлӑшпа тата Библипе мӗнле усӑ курать?
18 Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине тата мӗнле хуравлать? Эпир пӗр-пӗр йывӑрлӑха татса пама пулӑшу ыйтса кӗлтунӑ чухне вӑл пире мӗн тумаллине кӑтартас е вӑй парас тесе хӑйӗн святой сывлӑшне пама пултарать (2 Коринф 4:7). Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлас тата пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшас тесе Библипе те усӑ курма пултарать. Мӗнле майпа? Библие вуланӑ чухне эпир хамӑра пулӑшма пултаракан сӑвӑ йӗркине асӑрхама пултаратпӑр. Тен, Иегова кама та пулин тӗлпулура хурав панӑ чухне пире кирлӗ сӑмахсене калама хавхалантарӗ. Е пӗр-пӗр старейшина пирӗнпе калаҫнӑ чухне Библирен илсе панӑ кирлӗ шухӑшсене каласа пама пултарать (Галати 6:1).
19. Пире Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравламасть пек туйӑнать пулсан, пирӗн мӗне асра тытмалла?
19 Хӑш-пӗр чухне пире Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравламасть пек туйӑнма пултарӗ. Анчах та ҫакна асра тытӑр: Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хӑҫан тата мӗнле хуравламаллине пӗлет. Вӑл пире мӗн кирлине те пӗлет. Хӑш-пӗр чухне пирӗн темиҫе хутчен те кӗлтума тивет, ҫапла вара эпир Иеговӑна хамӑр мӗн ҫинчен ыйтни пире питӗ кирлӗ пулнине тата вӑл пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравласси пирки хытӑ ӗненнине кӑтартатпӑр (Лука 11:5—10). Хутран-ситрен Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине эпир кӗтнӗ пек мар хуравлӗ. Сӑмахран, эпир Иеговӑна хамӑр пурнӑҫри пӗр-пӗр йывӑрлӑх пирки кӗлтӑватпӑр, анчах вӑл ҫав йывӑрлӑха татса парас вырӑнне пире ӑна чӑтса ирттерме вӑй парать. (Исаия 40:28, 29 вуласа парӑр.)
20. Мӗншӗн Иеговӑна час-часах кӗлтумалла?
20 Эпир Иеговӑна кӗлтума пултаратпӑр, ҫакӑ вара пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс! Эпир вӑл пире итлессе шанма пултаратпӑр (Псалом 144:18). Эпир мӗн чухлӗ нумайрах Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтӑватпӑр, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех пулӗ унпа пирӗн хушӑри туслӑх.