Чӑн-чӑн шанчӑк
«Ҫуралнӑ хыҫҫӑн ҫын кирек хӑш вӑхӑтра та вилме пултарать; ҫак вӑхӑт хӑҫан та пулин ҫитетех»
АРНОЛЬД ТОЙНБИ, БРИТАНИ ИСТОРИКӖ
1. Ҫынсем пурте мӗнпе килӗшеҫҫӗ тата ҫакӑ мӗнле ыйтусем кӑларса тӑратать?
ҪӲЛЕРЕХ каланӑ чӑнлӑха кам хирӗҫлеме пултарӗ? Вилӗм никама та тиркеменнине пурте пӗлеҫҫӗ-ҫке. Ҫывӑх ҫын вилсен эпир ӑна нимпе те пулӑшма пултарайманнине туйса тӑратпӑр. Ҫак ҫухатӑва нимпе те сиплес ҫук пек туйӑнма пултарать. Пирӗнтен вилӗм уйӑрса илсе кайнӑ ҫывӑх ҫынсемпе каллех тӗл пулма пулать-ши? Библире вилнисен мӗнле шанчӑк пур тесе ҫырнӑ? Халӗ айтӑр ҫавна сӳтсе явар.
«Тусӑмӑр... вилнӗ»
2—5. а) Иисус хӑйӗн тусне Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратма вӑй та, кӑмӑл та пуррине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Лазаре пурнӑҫ тавӑрса панисӗр пуҫне, ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе пула мӗн пулса иртнӗ?
2 Ҫакӑ пирӗн эрӑри 32 ҫулта пулса иртнӗ. Иерусалимран виҫӗ ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ Вифани ятлӑ пысӑках мар ялта Лазарь, Марфа тата Мария пӗртӑвансем пурӑннӑ. Вӗсем Иисусӑн ҫывӑх тусӗсем пулнӑ. Пӗррехинче Лазарь йывӑр чирлесе ӳкнӗ. Уншӑн тӑрӑшакан Марфӑпа Мария ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме Иисус патне ҫын янӑ, вӑл ҫав вӑхӑтра Иордан леш енче пулнӑ. Иисус вӗсене юратнӑ, ҫавӑнпа Вифание кайнӑ. Ҫулпа пынӑ чухне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Эпӗ ӑна вӑратма каятӑп»,— тенӗ. Вӗренекенӗсем унӑн сӑмахӗсене тӳрех ӑнланман пирки Иисус тӳррӗн каланӑ: «Лазарь вилнӗ» (Иоанн 11:1—15).
3 Иисус Вифани патнелле ҫитсе пыни ҫинчен илтсенех Марфа ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ. Марфа хуйхӑрни Иисусӑн чӗрине хускатнӑ, вӑл ӑна Лазарь «чӗрӗлсе тӑрӗ» тесе шантарса каланӑ. Марфа хуравланӑ: «Эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл». Унтан Иисус ӑна каланӑ: «Чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ; Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлӗ» (Иоанн 11:20—25).
4 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус тупӑклӑх патне пынӑ та унта кӗмелли шӑтӑка хупласа хунӑ чула илсе хума ыйтнӑ. Саспа кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӑл хыттӑн кӑшкӑрса: «Лазарь, тух!» — тенӗ. Вара Лазарь пурин куҫӗ умӗнче тупӑклӑхран тухнӑ. Иисус Лазаре чӗртсе тӑратнӑ — тӑватӑ кун вилӗ выртнӑ ҫынна каллех пурӑнмалла тунӑ! (Иоанн 11:38— 44.)
5 Марфа ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса унччен те ӗненнӗ (Иоанн 5:28, 29; 11:23, 24). Лазаре чӗртсе тӑратнине курсан, унӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗ, ыттисем те Иисуса ӗненме пуҫланӑ (Иоанн 11:45). Анчах та «чӗрӗлсе тӑни» мӗне пӗлтерет?
«Чӗрӗлсе тӑрӗ»
6. «Чӗрӗлсе тӑни» мӗне пӗлтерет?
6 «Чӗрӗлсе тӑни» тесе грек чӗлхинчи ана́стасис сӑмаха куҫарнӑ, вӑл вара сӑмахран сӑмах куҫарсан «ҫӗнӗрен тӑни» тенине пӗлтерет. Грек чӗлхинчи ана́стасис сӑмаха еврей чӗлхине техийа́т хаммети́м тесе куҫарнӑ, вӑл «вилнисене пурӑнма тавӑрни» тенине пӗлтеретa. Ҫавӑнпа чӗртсе тӑратни вӑл — вилнӗ ҫынна каллех пурӑнмалла туни тата унччен пулнӑ уйрӑмлӑхӗсене пурне те тавӑрса пани.
7. Мӗншӗн Иегова Турра та, Иисус Христоса та вилнисене чӗртсе тӑратма йывӑр мар?
7 Иегова Туррӑн ӑслӑлӑхӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр тата вӑл пурне те питӗ лайӑх астуса юлма пултарать, ҫавӑнпа ӑна ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратма ҫӑмӑл. Вилнӗ ҫын ҫинчен пурне те — вӑл мӗнле ҫын пулнине, иртнӗ кунҫулне тата унӑн кашни уйрӑмлӑхне — асра тытма та Турӑшӑн йывӑр мар (Иов 12:13; танлаштарӑр: Исаия 40:26). Унсӑр пуҫне, Иегова — пурнӑҫ Ҫӑлкуҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл вилнӗ ҫынна каллех пурӑнмалла тума пултарать: ӑна унчченхи уйрӑмлӑхӗсене тавӑрса пама тата ҫӗнӗ ӳт-пӳ парнелеме пултарать. Лазарьпе пулса иртнӗ тӗслӗхрен эпир Иисус Христосӑн вилнисене чӗртсе тӑратас килнине те, ҫавна тума вӑй пуррине те куратпӑр (Лука 7:11—17; 8:40—56 танлаштарӑр.)
8, 9. а) Чӗрӗлсе тӑни тата вилӗмсӗр чун ҫинчен вӗрентни пӗр-пӗринпе мӗншӗн килӗшсе тӑмаҫҫӗ? ӑ) Вилӗм тыткӑнӗнчен мӗн хӑтарать?
8 Анчах та чӗртсе тӑратни ҫинчен Библире каланипе чун вилӗмсӗр тесе вӗрентни пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Ҫын вилсен чунӗ малалла та пурӑнать пулсан, никама та чӗртсе тӑратма, е пурнӑҫне тавӑрса пама, кирлӗ мар пулнӑ пулӗччӗ. Марфа, сӑмахран, ҫын вилсен леш тӗнчере пурӑнакан вилӗмсӗр чун пирки нимӗн те каламан. Вӑл Лазарь леш тӗнчене пурӑнма кайрӗ тесе те шутламан. Пачах урӑхла, Марфа Турӑ вилӗме тӗппипех пӗтерме шутласа хунине ӗненни курӑнать. Вӑл: «Эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл»,— тенӗ (Иоанн 11:23, 24). Лазарь те леш тӗнчере пурнӑҫ пурри ҫинчен пӗр сӑмах та каламан. Унӑн каласа памалли нимӗн те пулман.
9 Ҫапла вара, Библире чун вилет тата чӗртсе тӑратсан ҫеҫ вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтӑлма пулать тесе уҫҫӑн каланӑ. Анчах та Адам пурӑннӑ вӑхӑтран пуҫласа ҫӗр ҫинче миллиард-миллиард ҫын вилнӗ. Вӗсенчен хӑшӗ чӗрӗлсе тӑрӗ тата ҫакӑ ӑҫта пулса иртӗ?
Тупӑкра выртакансем пурте
10. Тупӑкра выртакансем пирки Иисус мӗн шантарса каланӑ?
10 Иисус Христос тупӑкра выртакансем пурте (Турӑ асра тытакан ҫынсем) Турӑ Ывӑлӗн сассине илтӗҫ те чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенӗ (Иоанн 5:28, 29). Ҫапла, Иисус Христос вӗсем чӗрӗлсе тӑрасси пирки шантарса каланӑ. Ҫӗр ҫинче темиҫе миллиард ҫын пурӑннӑ тата вилнӗ. Турӑ вӗсенчен хӑшӗсене чӗртсе тӑратмашкӑн асра тытать?
11. Камсене чӗртсе тӑратӗҫ?
11 Тӳрӗлӗх ҫулӗпе пыма тӑрӑшнӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Анчах та миллион-миллион ҫын Туррӑн тӳрӗлӗх нормисемпе пурӑнас килнипе килменнине кӑтартмасӑрах вилнӗ. Вӗсем Иеговӑн нормисем ҫинчен е нимӗн те пӗлмен, е кирлӗ улшӑнусем тума ӗлкӗреймен. Турӑ ҫавнашкал ҫынсене те асра тытать, ҫавӑнпа вӗсене те чӗртсе тӑратӗ, мӗншӗн тесен Библире ҫапла ҫырнӑ: «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15).
12. а) Иоанн апостола вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен мӗнле курӑну кӑтартнӑ? ӑ) Мӗне «вутлӑ кӳлле» пӑрахӗҫ тата ҫакӑ мӗне пӗлтерет?
12 Иоанн апостола тӗлӗнмелле курӑну кӑтартнӑ, вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем Турӑ престолӗ умӗнче тӑнине курнӑ. Ҫавӑн ҫинчен вӑл ҫапла ҫырса кӑтартнӑ: «Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗ; вилӗмпе тамӑк та хӑйсен ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗҫ; ӗнтӗ кашнине хӑйӗн ӗҫӗсем тӑрӑх сут турӗҫ. Вилӗмпе тамӑкне вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Ку — иккӗмӗш вилӗм» (Ӳлӗмхине 20:12—14). Ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Турӑ асра тытакан вилнӗ ҫынсем пурте тамӑкран, е этемлӗхӗн виле шӑтӑкӗнчен, тухӗҫ (Псалом 15:10; Апостолсен ӗҫӗсем 2:31). Ун хыҫҫӑн «вилӗмпе тамӑка» сӑнарлӑ «вутлӑ кӳлле» пӑрахӗҫ, ҫакӑ вӗсем яланлӑхах тӗп пулнине пӗлтерет. Этемлӗхӗн виле шӑтӑкӗ урӑх нихӑҫан та пулмӗ.
Ӑҫта пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ?
13. Мӗншӗн Иегова хӑшӗ-пӗрисене пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратӗ тата вӑл вӗсене мӗнле кӗлетке парӗ?
13 Арҫынсемпе хӗрарӑмсен пысӑках мар ушкӑнӗ пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗ. Унта вӗсем патшасем тата священниксем пулса Христоспа пӗрле ертсе пырӗҫ те этемлӗх ҫине Адамран куҫнӑ вилӗме пула пулакан мӗн пур асапа пӗтерӗҫ (Рим 5:12; Ӳлӗмхине 5:9, 10). Библи тӑрӑх, вӗсен шучӗ — 144 000; вӗсене Христосӑн вӗренекенӗсем хушшинчен суйласа илеҫҫӗ, пӗрремӗшӗсем вара шанчӑклӑ апостолсем пулнӑ (Лука 22:28—30; Иоанн 14:2, 3; Ӳлӗмхине 7:4; 14:1, 3). Вӗсем пӗлӗтре пурӑнма пултарччӑр тесе Турӑ вӗсене ангелсенни пек кӗлеткепе чӗртсе тӑратӗ (1 Петр 3:18; 1 Коринф 15:35, 38, 42— 45).
14, 15. а) Чӗрӗлсе тӑнисен питӗ пысӑк йышне мӗнле пурнӑҫ кӗтет? ӑ) Турра итлекен этемлӗх мӗнле пиллӗхсем илӗ?
14 Вилнӗ ҫынсенчен нумайӑшне ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратӗҫ (Псалом 36:29; Матфей 6:10). Ун чухне ҫӗр мӗнлерех пулӗ? Паян ҫӗр харкашусемпе, юн юхтарнипе, ҫӗре вараланипе тата пусмӑрпа тулнӑ. Вилнисене ҫавнашкал ҫӗр ҫине пурӑнма чӗртсе тӑратас пулсан, вӗсен телейӗ нумая та тӑсӑлман пулӗччӗ. Анчах та Пултаракан Сатана тытса тӑракан хальхи тӗнчене кӗҫех тӗп тума сӑмах панӑ (Ытарӑшсем 2:21, 22; Даниил 2:44). Ун вырӑнне вара «ҫӗнӗ ҫӗр» пулӗ — ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсем пурӑнӗҫ (2 Петр 3:13). Вӗсенчен «пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ» (Исаия 33:24). Вилӗме пула пулакан пӗр асап та ҫынсене аса килмӗ, мӗншӗн тесен «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Ӳлӗмхине 21:4).
15 Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчере йӑвашшисем «тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Псалом 36:11). Пӗлӗтри правительство — Иисус Христос тата унпа пӗрле патшара ларакан 144 000-ӗшӗ — тӑрӑшнипе Турра итлекен этемлӗх майӗпен, Адампа Ева ҫылӑха кӗричченхи пекех, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ. Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнакансем хушшинче чӗрӗлсе тӑнисем те пулӗҫ (Лука 23:42, 43).
16—18. Вилнисем чӗрӗлсен ҫемьесен мӗнле туйӑмсем пулӗҫ?
16 Вилнисем чӗрӗлсе тӑни ҫемьесене питӗ савӑнтарни Библирен курӑнать. Иисус виле пытарма каякансене чарсах Наин хулинчи тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне чӗртсе тӑратсан, ҫав хӗрарӑм мӗн тери савӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! (Лука 7:11—17.) Каярахпа Галилея тинӗсӗ ҫывӑхӗнче Иисус 12 ҫулхи хӗрачана чӗртсе тӑратсан, унӑн ашшӗпе амӑшӗ «тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ» (Марк 5:21—24, 35— 42; ҫавӑн пекех 3 Патшасен 17:17—24; 4 Патшасен 4:32—37 пӑхӑр).
17 Халӗ вилӗм ыйхипе ҫывӑракан миллион-миллион ҫынна чӗртсе тӑратӗҫ те, вара вӗсем тӑнӑҫлӑ ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнӗҫ. Шухӑшласа пӑхӑр кӑна, ҫак брошюрӑн пӗрремӗш сыпӑкӗнче асӑннӑ Томмие тата бизнесмена мӗн тери чаплӑ пуласлӑх кӗтет! Томми ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнма вӑранса кайсан амӑшӗ ӑна тӳрех палласа илӗ, мӗншӗн тесен вӑл унчченхи пекех пулӗ, чир-чӗрӗ кӑна унӑн пулмӗ. Амӑшӗ ӑна ачашлама, ыталаса илме тата чуптума пултарӗ. Ҫавӑн пекех Индири бизнесменӑн та, танатана лекнӗ пек, вӗҫӗмсӗр вилсе-ҫуралса пурӑнмалла пулмасть, ун вырӑнне унӑн ҫӗнӗ тӗнчере куҫне уҫса ывӑлӗсене ыталама чаплӑ май пур.
18 Чун ҫинчен, ҫын вилсен унпа мӗн пулни ҫинчен тата чӗрӗлсе тӑма шанчӑк пурри ҫинчен чӑнни-тӗрӗссине пӗлни паян пурӑнакансене вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать. Ҫакӑн ҫинчен тепӗр сыпӑкра каланӑ.
[Сноска]
a «Чӗрӗлсе тӑни» тени Еврей Ҫырӑвӗсенче тӗл пулмасть пулсан та, вилнисен чӗрӗлсе тӑма шанчӑк пурри ҫак сӑвӑ йӗркисенчен курӑнать: Иов 14:13, Даниил 12:13 тата Осия 13:14.
[26-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнӑҫ пулӗ