1-МӖШ СЫПӐК
Иисус пирки мӗншӗн Аслӑ Вӗрентекен теме пулать?
ИКӖ пин ҫул ытла каялла ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле ача ҫуралнӑ. Ӳссе ҫитсен вӑл паллӑ ҫын пулса тӑнӑ, ун пек ҫын урӑх нихӑҫан та пулман. Ҫав авалхи вӑхӑтсенче самолётсем те, машинӑсем те пулман. Ун чухнехи ҫынсем телевизор, компьютер, Интернет мӗнне пӗлмен.
Ҫав ачана Иисус ят хунӑ. Вӑл ҫӗр ҫинчи чи ӑслӑ ҫын пулнӑ. Унтан та ытларах, Иисус чи лайӑх вӗрентекен пулса тӑнӑ. Вӑл кӑткӑс япаласем ҫинчен питӗ ансат та ӑнланмалла каласа пама пултарнӑ.
Иисус ҫынсене таҫта та вӗрентнӗ. Вӑл вӗсене тинӗс хӗрринче, кимӗ ҫинче, вӗсен килӗсенче тата ҫулпа пынӑ чухне вӗрентнӗ. Иисусӑн машина пулман, вӑл автобуспа та, поездпа та ҫӳремен. Вӑл ҫынсене вӗрентмешкӗн ҫуран ҫӳренӗ.
Эпир ытти ҫынсенчен нумай вӗренме пултаратпӑр. Анчах та чи кирлине Аслӑ Вӗрентекенрен, Иисусран, кӑна вӗренме пулать. Унӑн сӑмахӗсене Библире ҫырса хунӑ. Ҫав сӑмахсене вулани Иисус сассине илтнипе пӗрех.
Иисус пирки мӗншӗн Аслӑ Вӗрентекен теме пулать? Ӑна хӑйне те вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа Иисус итлеме пӗлни питӗ кирлине ӑнланнӑ. Вӑл кама итленӗ-ха? Кам ӑна вӗрентнӗ? ~ Хӑйӗн Ашшӗ. Унӑн Ашшӗ вара — Турӑ.
Ҫын пулса тӑриччен тата ҫӗр ҫине киличчен вӑл пӗлӗтре Турӑпа пурӑннӑ. Ҫакӑнпа Иисус ытти ҫынсенчен уйрӑлса тӑнӑ, мӗншӗн тесен урӑх пӗр ҫын та ҫӗр ҫинче ҫураличчен пӗлӗтре пурӑнман. Иисус лайӑх Ывӑл пулнӑ тата хӑйӗн Ашшӗне итленӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫынсене Турӑран хӑй мӗне вӗреннине каласа пама пултарнӑ. Аҫупа аннӳне итлетӗн пулсан эсӗ Иисусран тӗслӗх илетӗн.
Анчах та Иисуса Аслӑ Вӗрентекен пулса тӑма ҫынсене юратни те пулӑшнӑ. Вӑл вӗсене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшасшӑн пулнӑ. Иисус ҫитӗннӗ ҫынсене кӑна мар, ачасене те юратнӑ. Вӑл ачасемпе калаҫнӑ тата вӗсене тимлӗ итленӗ, ҫавӑнпа вӗсене Иисуспа пулма килӗшнӗ.
Пӗррехинче ашшӗ-амӑшӗсем Иисус патне хӑйсен пӗчӗк ачисене илсе пынӑ. Анчах та унӑн тусӗсем Аслӑ Вӗрентекенӗн пӗчӗкскерсемпе калаҫма вӑхӑт ҫук, вӑл питӗ ӗҫлӗ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӗсене кайма ыйтнӑ. Иисус вара мӗн каланӑ? ~ Вӑл: «Ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр»,— тенӗ. Ҫапла, Иисус пӗчӗк ачасене хӑй патне килтересшӗн пулнӑ. Иисус питӗ ӑслӑ та паллӑ ҫын пулнӑ пулсан та ачасене вӗрентме вӑхӑт уйӑрнӑ (Марк 10:13, 14).
Эсӗ пӗлетӗн-и, Иисус мӗншӗн ачасене вӗрентнӗ тата тимлӗн итленӗ? Унӑн вӗсене телейлӗ тӑвас килнӗ. Шӑпах ҫавӑнпа вӑл вӗсене Турӑ ҫинчен, хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗ ҫинчен, каласа панӑ. Эсӗ вара ҫынсене мӗнле майпа телейлӗ тума пултаратӑн? ~ Турӑ ҫинчен хӑв мӗн пӗлнине вӗсене каласа пар.
Пӗррехинче Иисус пӗчӗк ача тӗслӗхӗпе усӑ курса хӑйӗн тусӗсене питӗ кирлӗ япалана вӗрентнӗ. Вӑл пӗчӗк ачана хӑй патне чӗнсе илнӗ те ӑна хӑйӗн вӗренекенӗсем умне тӑратнӑ. Унтан вара ҫав ҫитӗннӗ арҫынсене вӗсен улшӑнмалла та пӗчӗк ача пек пулса тӑмалла тенӗ.
Иисус вӗсене мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ? Аслисен те, пысӑк ачасен те хӑш енчен ача пек пулса тӑмалла-ха? ~ Пӗчӗк ача аслисенчен сахалтарах пӗлет, ҫавӑнпа вӑл вӗренме хатӗр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсен, пӗчӗк ачасем пекех, вӗренме хатӗр пулмаллине ӑнлантарасшӑн пулнӑ. Ҫапла, эпир ытти ҫынсенчен нумай вӗренме пултаратпӑр. Анчах та Иисус мӗне вӗрентни эпир мӗнле шутланинчен чылай кирлӗрех, пирӗн ҫакна ӑнланмалла (Матфей 18:1—5).
Иисуса Аслӑ Вӗрентекен пулма тата тепӗр япала пулӑшнӑ: вӑл хӑйӗн сӑмахӗсемпе ҫынсене интереслентерсе яма пултарнӑ. Вӑл питӗ ансат та ӑнланмалла каланӑ. Ҫынсене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе вӑл кайӑксем, чечексем тата вӗсем лайӑх пӗлекен ытти нумай япала ҫинчен каласа панӑ.
Пӗррехинче Иисус ту айккинче пулнӑ чухне ун патне чылай ҫын килнӗ. Иисус вара ларнӑ та вӗсене вӗрентме пуҫланӑ. Ҫавна ҫакӑнта ӳкерсе панӑ. Иисус каланӑ: «Вӗҫен кайӑксем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ; вӗсене сирӗн Ҫӳлти Аҫӑр тӑрантарать. Эсир вӗсенчен пахарах мар-и?»
Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Хирти чечексем мӗнле хитрине пӑхӑр-ха. Вӗсем вара ӗҫлемеҫҫӗ те, арламаҫҫӗ те, питӗ пуян Соломон та ҫав пӗр чечекӗ пек капӑр тумланайман. Паян пур, ыран кӑмакана ҫеҫ пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫав тӗрлӗ тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и вӑл?» (Матфей 6:25—33.)
Иисус ҫакӑнта мӗне вӗрентнине эсӗ ӑнлантӑн-и? ~ Вӑл пире мӗн ҫиесси, мӗн тӑхӑнасси пирки пӑшӑрхантарасшӑн пулман. Турӑ пире ҫакӑ пурте кирлине пӗлет. Иисус пирӗн ӗҫлемелле мар тесшӗн пулман. Вӑл пирӗн пурнӑҫра Турӑ тӗп вырӑнта пулмалла тенӗ. Эпир ҫапла тусан, Турӑ хӑй пирӗн апат-ҫимӗҫпе тумтир пултӑр тесе тӑрӑшӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и? ~
Иисус сӑмахӗсем пирки ҫынсем мӗн шутланӑ? ~ Библире вӗсем Иисус мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗнсе тӑнӑ тенӗ. Ҫынсене ӑна итлеме питӗ интереслӗ пулнӑ. Иисус мӗн калани вӗсене тӗрӗссине тума пулӑшнӑ (Матфей 7:28).
Ҫапла, Иисусран вӗренни питӗ кирлӗ. Анчах та ҫакна мӗнле тума пулать-ха? ~ Унӑн сӑмахӗсене пӗр кӗнекере ҫырса хунӑ. Мӗнле кӗнеке вӑл, эсӗ пӗлетӗн-и? ~ Ку вӑл — Библи. Библие тимлӗ вуласа эпир Иисуса итлеме пултаратпӑр. Пирӗн Иисусран вӗренмелле тесе Турӑ пӗррехинче хӑй каланӑ, Библире ҫакӑн ҫинчен ҫырса пани пур. Ҫакӑ мӗнле пулса иртнине атя пӗлер.
Пӗрре ҫапла Иисус хӑйӗн виҫӗ юлташне ту ҫине илсе кайнӑ. Вӗсем Иаков, Иоанн тата Пётр ятлӑ пулнӑ. Каярахпа эпир ҫав ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлӗпӗр, мӗншӗн тесен вӗсем Иисусӑн ҫывӑх тусӗсем пулнӑ. Анчах ҫавӑн чухне тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ. Иисусӑн пичӗ сасартӑк хӗвел пек ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ вара ҫутӑ пек шап-шурӑ, ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ, ҫавна ҫакӑнти ӳкерчӗкре курма пулать.
Иисуспа унӑн тусӗсем сасартӑк пӗлӗтрен сасӑ илтнӗ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр» (Матфей 17:1—5). Ку камӑн сасси пулнине эсӗ пӗлетӗн-и? ~ Туррӑн сасси! Ҫапла, Турӑ хӑй вӗсене хӑйӗн Ывӑлне итлеме каланӑ.
Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эпир Турра тата унӑн Ывӑлне, Аслӑ Вӗрентекене, итлӗпӗр-и? ~ Ҫакна пирӗн пурин те тумалла. Иисуса итлес тесен пирӗн мӗн тумаллине эсӗ астӑватӑн-и? ~
Ҫапла, Библире Иисус ҫинчен мӗн ҫырнине вуласа пӗлсе эпир ӑна итлеме пултаратпӑр. Аслӑ Вӗрентекен мӗн тери нумай интереслине каласа пама пултарать! Библире ҫырса панине пурне те пӗлме сана питӗ килӗшӗ. Хӑв мӗн лайӑххи ҫинчен вӗреннине хӑвӑн тусусене каласа парсан эсӗ тата телейлӗрех пулӑн.
Иисуса итлени ҫав тери усӑллӑ пулнине тепӗр хут курмашкӑн хӑвӑн Библине уҫ та Иоанн 3:16; 8:28—30 тата Апостолсен ӗҫӗсем 4:12 вула.
[11-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗншӗн ачасене Иисуспа юнашар пулма килӗшнӗ?
[12-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Аслисем те, пысӑк ачасем те пӗчӗк ачаран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
[13-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Кайӑксемпе чечексем ҫине тимлеттернӗ чухне Иисус мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?
[14-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
«Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм... Ӑна итлӗр»