Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 6 сыпӑк, 37—41 с.
  • Аслӑ Вӗрентекен ыттисемшӗн тӑрӑшать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Аслӑ Вӗрентекен ыттисемшӗн тӑрӑшать
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус пирки мӗншӗн Аслӑ Вӗрентекен теме пулать?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Юлашки Пасха вӑхӑтӗнче кӗҫӗне хума вӗрентни
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Эсӗ яланах малта пуласшӑн-и?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 6 сыпӑк, 37—41 с.

6-МӖШ СЫПӐК

Аслӑ Вӗрентекен ыттисемшӗн тӑрӑшать

САНА хӑвна ырӑ туни килӗшет-и? ~ Ырӑ туни ыттисене те килӗшет. Ҫапла, ҫакӑ пурне те килӗшет. Аслӑ Вӗрентекен ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ, ҫавӑнпа ҫынсене яланах пулӑшнӑ. Вӑл каланӑ: «Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма... килнӗ» (Матфей 20:28).

Аслӑ Вӗрентекен пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? ~ Пирӗн те ыттисемшӗн тӑрӑшмалла. Пирӗн ырӑ ӗҫсем тумалла. Анчах та нумайӑшӗ ҫакна тумасть. Ытларахӑшӗ яланах кама та пулин хӑйсемшӗн мӗн те пулин тутарасшӑн. Иисусӑн вӗренекенӗсем те пӗр вӑхӑт хушши ҫавӑн пек шухӑшланӑ. Вӗсенчен кашниех чи асли пулса тӑрасшӑн пулнӑ.

Пӗррехинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Галилея тинӗсӗ патӗнче вырӑнаҫнӑ Капернау́м хулине килнӗ. Ҫурта кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑр?» Анчах та вӗренекенӗсем нимӗн те шарламан, мӗншӗн тесен вӗсем ҫул ҫинче хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашнӑ пулнӑ (Марк 9:33, 34).

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсенчен пӗрин те хӑй пирки чи асли тесе шухӑшламалла пулманнине ӑнланнӑ. Ҫак кӗнекен пӗрремӗш сыпӑкӗнче вуланӑччӗ ӗнтӗ, вӑл вӗсен умне арҫын ачана тӑратнӑ та вӗсен, пӗчӗк ачасем пекех, хӑйсене кӗҫӗне хумаллине ӑнлантарса панӑ. Ҫапах та вӗсем ниме те вӗренмен. Ҫавӑнпа хӑй вилес умӗн кӑшт маларах Иисус вӗренекенӗсене каллех ӑса вӗрентнӗ, ҫавна вӗсем ӗмӗрлӗхех астуса юлнӑ. Вӑл мӗн тунӑ-ха? ~

Каҫхи апат вӑхӑтӗнче Иисус сӗтел хушшинчен тӑнӑ та ҫиелти тумтирне хывнӑ. Вӑл алшӑлли илсе пилӗкне ҫыхнӑ. Унтан вара ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ. Вӗренекенӗсем Иисус ҫакна пурне те мӗншӗн тунине ӑнланмасӑр тӗлӗнсе тӑнӑ пулӗ. Иисус вара кашнин патне черетпе пынӑ та кукленсе ларса вӗсен урине ҫунӑ, унтан алшӑллипе шӑлнӑ. Шухӑшласа пӑх-ха! Эсӗ те ҫавӑнта пулнӑ пулсан тата Иисус санӑн уруна ҫуса ячӗ пулсан, эсӗ мӗн туйнӑ пулӑттӑн? ~

Иисусӑн вӗренекенӗсем Аслӑ Вӗрентекен ҫакна тунӑран хӑйсене питӗ аван мар туйнӑ. Пётр Иисуса хирӗҫлесе те каланӑ. Вӑл Аслӑ Вӗрентекене хӑйӗн урине ҫутарса тарҫӑ ӗҫне тутарасшӑн пулман. Анчах та Иисус ҫавна туни питӗ кирлине ӑнлантарса панӑ.

Пирӗн вӑхӑтра пӗр-пӗрин урине ҫӑвас йӑла ҫук. Анчах та Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ҫавӑн пек йӑла пулнӑ. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн? ~ Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем пурӑннӑ вырӑнта ҫынсем ҫара ура ҫине сандали тӑхӑнса ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа тусанлӑ ҫулсемпе ҫӳренӗ хыҫҫӑн урасем вараланнӑ. Хӑнана килнӗ ҫыннӑн урине ҫӑвасси тараватлӑхпа ырӑлӑх кӑтартни шутланнӑ.

Апла пулин те, хальхинче Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри те ҫакӑн пек тараватлӑх кӑтартасси пирки шухӑшламан. Ҫавӑнпа ҫакна Иисус хӑй тӑвас тенӗ. Ҫакна тунипе вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене питӗ кирлӗ япалана вӗрентнӗ. Ҫапла, вӗсен вӗренмелле пулнӑ. Ҫакӑнтан эпир те вӗренме пултаратпӑр.

Пӗлетӗн-и, Иисус мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ? ~ Хӑйӗн ҫиелти тумтирне тӑхӑнсан Иисус сӗтел хушшине таврӑннӑ та каланӑ: «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и эсир? Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Ҫӳлхуҫамӑр тетӗр, тӗрӗс калатӑр: Эпӗ чӑнах та Ҫавӑ. Эхер те Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫӑр, Вӗрентекенӗр — сирӗн урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла» (Иоанн 13:2—14).

Аслӑ Вӗрентекен хӑйӗн вӗренекенӗсене ыттисене ырӑ туни питӗ кирлине кӑтартнӑ. Вӑл вӗсене хӑйсем ҫинчен кӑна шухӑшлаттарасшӑн пулман. Вӑл вӗсене хӑйсем пирки питӗ пысӑк ҫынсем тата пурин те вӗсемшӗн тӑрӑшмалла тесе шутлаттарасшӑн пулман. Унӑн вӗсене ыттисемшӗн тӑрӑшма хатӗр пултарас килнӗ.

Иисус мӗн тери лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, ҫапла-и? ~ Санӑн вара Аслӑ Вӗрентекен пек пулас килет-и тата ыттисемшӗн тӑрӑшас килет-и? ~ Пирӗнтен кашниех ыттисене пулӑшма пултарать. Ҫакӑ вӗсене телейлӗ тӑвать. Анчах та чи кирли — ҫакӑ Иисуспа унӑн Ашшӗне савӑнтарать.

Ыттисемшӗн тӑрӑшма пачах йывӑр мар. Тимлӗ пулмалла, вара эсӗ ҫакна тума майсем нумаййине курӑн. Сӑмахран, шухӑшласа пӑх-ха, эсӗ аннӳне мӗнле пулӑшма пултаратӑн? Вӑл сана валли те, ҫемьерисемшӗн пуриншӗн те ҫав тери нумай тӑвать. Эсӗ ӑна мӗнпе пулӑшма пултаратӑн? ~ Санӑн ҫавӑн ҫинчен мӗншӗн унран ыйтас мар-ха?

Тӗслӗхрен, эсӗ сӗтел хатӗрлеме пултаратӑн. Е апат ҫинӗ хыҫҫӑн таса мар савӑт-сапана пуҫтарма пултаратӑн. Хӑш-пӗр ачасем кашни кунах килти ҫӳп-ҫапа кайса пӑрахаҫҫӗ. Кирек мӗн туса пулӑшсан та эсӗ, Иисус пекех, ыттисемшӗн тӑрӑшатӑн.

Санӑн шӑллу е йӑмӑку пур-и? Эсӗ вӗсемшӗн мӗн те пулин тума пултаратӑн-и? Аса ил-ха, Иисус, Аслӑ Вӗрентекен, хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн те тӑрӑшнӑ. Шӑллуна е йӑмӑкна пулӑшнипе эсӗ Иисусран тӗслӗх илетӗн. Эсӗ вӗсене мӗн туса пулӑшма пултаратӑн? ~ Теттесене хӑйсен вырӑнне пуҫтарса хума санӑн мӗншӗн пулӑшас мар-ха? Ҫавӑн пекех эсӗ вӗсене вырӑн пуҫтарма е тумланма пулӑшма пултаратӑн. Тен, эсӗ тата мӗн те пулин шухӑшласа кӑларӑн? ~ Санӑн ырӑ ӗҫӳсене курса вӗсем сана Иисуса хӑйӗн вӗренекенӗсем юратнӑ пек юратӗҫ.

Эсӗ шкулта та ыттисемшӗн тӑрӑшма пултаратӑн, сӑмахран, пӗрле вӗренекенсемшӗн е вӗрентекеншӗн. Кам та пулин урайне кӗнеке ӳкерчӗ пулсан, санӑн ӑна мӗншӗн илсе парас мар-ха? Вӗрентекене пулӑшу сӗнме пулать, калӑпӑр, эсӗ доскана шӑлса тасатма пултаратӑн. Алӑка уҫӑ тытса тӑнипе те ыттисемшӗн ырӑ ӗҫ тӑватӑн.

Ырӑ ӗҫсем тунӑшӑн ҫынсем пире тав тумасан та пултараҫҫӗ. Анчах та ҫавӑншӑн пирӗн ыттисене ырӑ тума пӑрахмалла-и, эсӗ мӗнле шутлатӑн? ~ Ҫук паллах! Ҫынсенчен нумайӑшӗ Иисуса тав сӑмахӗ каламан. Анчах та вӑл малалла та ырӑ ӗҫсем тунӑ.

Ҫавӑнпа ытти ҫынсене пулӑшма атя яланах майсем шырар. Тата Аслӑ Вӗрентекен, Иисус, хӑйне мӗнле тытнине атя яланах асра тытар та ун пек пулма тӑрӑшар.

Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен эпир ыттисене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен нумайрах пӗлӗпӗр: Ытарӑшсем 3:27, 28; Рим 15:1, 2 тата Галати 6:2.

[37-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗн пирки тавлашнӑ?

[39-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗне вӗрентнӗ?

[40, 41-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗксем]

Эсӗ ыттисене мӗнпе пулӑшма пултаратӑн?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр