Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 3 сыпӑк, 21—25 с.
  • Кам пурне те пултарнӑ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кам пурне те пултарнӑ?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Турӑ тума пуҫлать
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Турӑ пӗлӗтпе ҫӗре тунӑ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус пирки мӗншӗн Аслӑ Вӗрентекен теме пулать?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Илемлӗ сад
    Библи калавӗсен кӗнеки
Ытларах пӗлӗр
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 3 сыпӑк, 21—25 с.

3-МӖШ СЫПӐК

Кам пурне те пултарнӑ?

ЭПӖ пӗр тӗлӗнмелле япала пӗлетӗп. Каласа парас-и? ~ Хӑвӑн аллу ҫине пӑх-ха. Пӳрнӳсене хуҫлат. Халӗ вара мӗн те пулин ил. Санӑн аллу питӗ нумай ӗҫ тума пултарать, вӑл лайӑх пулӑшакан. Пӗлетӗн-и, кам ӑна тунӑ? ~

Тӗрӗс, пирӗн ҫӑвара, сӑмсана тата куҫа Пултараканах тунӑ. Ку вӑл Турӑ, Аслӑ Вӗрентекенӗн Ашшӗ. Куҫ пурри мӗн тери лайӑх, ҫапла вӗт? ~ Эпир йӗри-таврара мӗн пуррине пӗтӗмпех курма пултаратпӑр. Эпир чечексем, симӗс курӑк тата кӑвак пӗлӗт ҫине пӑхма пултаратпӑр. Ҫакӑнти ӳкерчӗкри выҫса ҫитнӗ пӗчӗк кайӑк чӗпписене те питӗ лайӑх курма пултаратпӑр. Ҫавӑн чухлӗ курма пултарни ытарайми аван, ҫапла-и? ~

Анчах та ҫакӑ пурте мӗнле пулса кайнӑ? Тен, ҫавна пӗр-пӗр ҫын тунӑ? Ҫук. Ҫынсем ҫурт тума пултараҫҫӗ. Курӑка вара пӗр ҫын та тума пултараймасть. Ҫын кайӑк чӗппи е чечек тума пултараймасть, вӑл пӗр чӗрӗ япала та тӑваймасть. Эсӗ ҫакна пӗлнӗ-и? ~

Ҫакна пурне те Турӑ пултарнӑ. Турӑ пӗлӗтпе ҫӗре тунӑ. Вӑл ҫынсене те пурнӑҫ панӑ. Вӑл пӗрремӗш арҫынпа пӗрремӗш хӗрарӑма пултарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Аслӑ Вӗрентекен вӗрентнӗ (Матфей 19:4—6).

Анчах та пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма Турӑ пултарнине Иисус ӑҫтан пӗлнӗ? Вӑл Турӑ ҫавна мӗнле тунине курнӑ-и? ~ Паллах, курнӑ. Иисус ҫав вӑхӑтра Турӑпа юнашар пулнӑ. Иисус — Турӑ пултарнисенчен малтанхийӗ. Вӑл ангел пулнӑ, пӗлӗтре хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле пурӑннӑ.

Библире ҫырнӑ тӑрӑх, Турӑ «этем тӑвар» тесе каланӑ (Пултарни 1:26). Турӑ ҫак сӑмахсене кама каланине пӗлетӗн-и? ~ Кам каярахпа ҫӗр ҫине килнӗ тата Иисус пулса тӑнӑ, ҫавна каланӑ.

Ҫакӑ тӗлӗнтермест-и вара? Иисуса итленӗ чухне эпир камран вӗренни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха: эпир Турӑ ҫӗре тата йӗри-таврара мӗн пуррине тунӑ чухне унпа пӗрле пурӑннӑ Иисусран вӗренетпӗр. Иисус хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле пӗлӗтре ӗҫленӗ май унран нумай вӗреннӗ. Вӑл Аслӑ Вӗрентекен пулса тӑнинчен тӗлӗнмелли ҫук!

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, хӑйӗн Ывӑлне пултариччен Турӑ хӑйне телейсӗр те пӗччен туйнӑ-и? ~ Ҫук, вӑл хӑйне телейсӗр туйман. Апла пулсан вӑл мӗншӗн ытти ангелсене, ҫынсене, чӗрчунсене пултарнӑ-ха? ~ Юратакан Турӑ пулнӑран Вӑл ҫавсене пурне те тунӑ. Унӑн ыттисене те пурӑнтарас килнӗ тата пурнӑҫпа савӑнтарас килнӗ. Турӑ пире пурнӑҫ парнеленӗшӗн пирӗн ӑна тав тумалла.

Турӑ мӗн пултарни пурте унӑн юратӑвне кӑтартать. Турӑ хӗвеле пултарнӑ. Хӗвел пире ҫутӑпа ӑшӑ парать. Хӗвелсӗр пурте шӑнса-пӑрланса ларнӑ пулӗччӗ те ҫӗр ҫинче пурӑнма май пулман пулӗччӗ. Турӑ хӗвеле туни чӑнах та лайӑх, аха-и? ~

Турӑ ҫавӑн пекех ҫумӑр ҫумалла тунӑ. Хӑш-пӗр чухне сана ҫумӑр ҫуни килӗшмесен те пултарать, ҫумӑр вӑхӑтӗнче урама выляма тухма ҫук-ҫке. Анчах та ҫумӑр чечексене ӳсме пулӑшать. Хитре чечексем курсан эсӗ халӗ вӗсемшӗн кама тав тӑвӑн? ~ Турра. Тутлӑ улма-ҫырла тата пахча-ҫимӗҫ ҫинӗ чухне вара эпир кама тав сӑмахӗсем калӑпӑр? ~ Турра, паллах. Вӗсем унӑн хӗвелӗпе ҫумӑрне пула ӳсеҫҫӗ вӗт.

Енчен те санран: «Ҫынсемпе чӗрчунсене чӑнах та Турӑ тунӑ-и?»,— тесе ыйтсан, эсӗ мӗнле хуравлӑн? ~ «Ҫапла, ҫынсене те, чӗрчунсене те Турӑ тунӑ»,— тени тӗрӗс пулать. Ҫынна Турӑ пултарнине кам та пулин ӗненмест пулсан? Ҫав ҫын вара ҫынсем чӗрчунсенчен пулса кайнӑ тет пулсан? Библи ҫакӑн пек вӗрентмест. Унта чӗрӗ япаласене пурне те Турӑ пултарнӑ тенӗ (Пултарни 1:26—31).

Анчах та кам та пулин: «Эпӗ вара Турра ӗненместӗп»,— тесе хирӗҫлеме пултарать. Ҫакӑн пек чухне мӗн тумалла-ши? ~ Ҫав ҫынна ҫурт ҫине кӑтарт та ыйт: «Ҫак ҫурта кам тунӑ?» Ҫурта кам та пулин тунипе такам та килӗшет. Ҫурт хӑй тӗллӗн пулса ларма пултараймасть вӗт! (Еврейсем 3:4.)

Ҫавӑн пек ҫынна пахчана илсе кай та чечек кӑтарт. Унтан: «Ҫак чечеке кам тунӑ?»,— тесе ыйт. Ӑна ҫын тума пултарайман. Ҫурт хӑй тӗллӗн пулса ларма пултарайман пекех, чечек те хӑй тӗллӗн пулса кайма пултарайман. Камӑн та пулин ӑна тумалла пулнӑ. Чечеке Турӑ тунӑ.

Ҫав ҫынна чарӑнса тӑма тата кайӑксем епле чӗвӗлтетнине итлеме сӗн. Унтан каллех ыйт: «Кайӑксене кам тунӑ тата вӗсене кам юрлама вӗрентнӗ?» Ҫавна веҫех Турӑ пултарнӑ. Ҫапла, пӗлӗте те, ҫӗре те, чӗрӗ япаласене пурне те Турӑ тунӑ! Пурне те Турӑ пурнӑҫ панӑ.

Анчах та кам та пулин хам мӗн курнине кӑна ӗненетӗп теме пултарать. Ҫакӑн пек ҫын: «Хам куҫпа курмасӑр ӗненместӗп»,— тесе хирӗҫлеме пултарать. Ҫапла, хӑш-пӗрисем Турра ӗненмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна курмаҫҫӗ.

Чӑнах та, эпир Турра курма пултараймастпӑр. Библире Турра пӗр ҫын та курма пултараймасть тенӗ. Арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, ачасем те Турра курма пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа никамӑн та Турра ӳкерме е кӗлеткине тума тӑрӑшмалла мар. Турӑ хӑйӗн сӑнне е кӗлеткине тума хушман. Ҫавӑнпа пирӗн килте ҫакӑн пек япаласем пур пулсан, ҫакӑ Турра килӗшмӗ (Тухни 20:4, 5; 33:20; Иоанн 1:18).

Турра курма ҫук пулсан, вӑл пуррине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Атя шухӑшласа пӑхар. Эсӗ ҫиле курма пултаратӑн-и? ~ Ҫук, паллах. Ҫиле никам та курма пултараймасть. Анчах та эсӗ ҫил мӗн тунине курма пултаратӑн. Тӗслӗхрен, йывӑҫ ҫинчи туратсем силленнине тата ҫулҫӑсем хумханнине. Ҫавӑнпа эсӗ ҫил пуррине ӗненетӗн.

Ҫавӑн пекех эпир Туррӑн ӗҫӗсене курма пултаратпӑр. Чӗрӗ чечек-и е кайӑк-и — пурне те Турӑ тунӑ. Ҫавӑнпа эпир Турӑ чӑнах та пуррине ӗненетпӗр.

Кам та пулин ыйтма пултарать: «Хӗвелпе ҫӗре вара кам тунӑ?» Библире каланӑ: «Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» (Пултарни 1:1). Ҫапла, ҫак илеме пурне те Турӑ тунӑ. Ҫакӑн ҫинчен эсӗ мӗн шухӑшлатӑн? ~

Пурӑнма мӗн тери аван! Эпир кайӑксем илемлӗ юрланине итлеме, чечексене тата Турӑ мӗн пултарнине пурне те курса савӑнма пултаратпӑр. Тутли вара ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ!

Ҫак тӗлӗнмелле парнесемшӗн пуриншӗн те Турра тав тумалла. Турӑ панӑ чи хаклӑ парне вара — пирӗн пурнӑҫ. Турра чӑннипех пархатарлӑ пулсан, эпир уншӑн мӗн те пулин тӑвас тейӗпӗр. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, эпир мӗн тума пултаратпӑр? ~ Пирӗн Турра итлемелле тата вӑл Библи урлӑ пире мӗн тума ыйтнине пурне те тумалла. Ҫапла тусан эпир пурне те Пултаракана питӗ юратнине кӑтартатпӑр.

Турӑ пире валли мӗн тунишӗн пирӗн ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартмалла. Ҫакна мӗнле тума пулать? Ҫак сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫырса панине вула: Псалом 138:14; Иоанн 4:23, 24; 1 Иоанн 5:21 тата Ӳлӗмхине 4:11.

[21-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Пур чӗрӗ япалана та кам тунӑ?

[22, 23-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗксем]

Ҫурт хӑй тӗллӗн пулса ларма пултараймасть пулсан, чечексене, йывӑҫсене тата чӗрчунсене кам тунӑ-ши?

[25-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ҫил пуррине эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр