Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 14 сыпӑк, 77—81 с.
  • Пирӗн мӗншӗн каҫармалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пирӗн мӗншӗн каҫармалла?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Каҫарма кирли
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
  • Пухури тӑвансене ан кӳрентерӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 14 сыпӑк, 77—81 с.

14-МӖШ СЫПӐК

Пирӗн мӗншӗн каҫармалла?

САНА хӑҫан та пулин кӳрентернӗ-и? ~ Тен, кӳрентерекен сӑмахсем каланӑ е мӗн те пулин япӑххине тунӑ? ~ Усала усалпа тавӑрмалла-ши? ~

Хӑйсене кам та пулин кӳрентерсен ҫынсем ытларах чухне ҫав ҫынна ҫавнашкалах тавӑрма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та Иисус пирӗн хамӑра кӳрентерекен ҫынсене каҫармалла тенӗ (Матфей 6:12). Ҫав ҫын вара пире темиҫе хут та кӳрентерчӗ пулсан? Пирӗн ӑна миҫе хут каҫармалла? ~

Пётр та ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пӗррехинче Иисусран ыйтнӑ: «Манӑн миҫе хутчен каҫармалла? ҫичӗ хутчен-и?» Анчах та ҫичӗ хут вӑл — питӗ сахал! Иисус Пётра хуравланӑ: «Хӑвна хирӗҫ ҫылӑх тӑвакана ҫичӗ хут ҫитмӗл таран каҫар».

Ку вара чӑнах та пысӑк хисеп! Анчах та ҫакӑн чухлӗ кӳрентернине тата япӑх тунине асра тытма ҫук пулӗ, ҫапла-и? Иисус шӑпах ҫавна каласшӑн пулнӑ. Пирӗн хамӑра усал тунине асра тытакансем пулмалла мар тата пур кӳрентернине те шутласа пымалла мар. Пирӗнтен каҫару ыйтаҫҫӗ пулсан, чӗререн каҫармалла.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каҫарма пӗлни питӗ кирлине кӑтартасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа Пётрӑн ыйтӑвне хуравласан вӑл вӗренекенӗсене пӗр тӗслӗх каласа панӑ. Итлес килет-и? ~

Тӗнчере пӗр лайӑх патша пурӑннӑ. Вӑл питӗ ырӑ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн чурисене пулӑшу кирлӗ чухне кивҫен те панӑ. Пӗррехинче патша хӑйӗн укҫине каялла илесшӗн пулнӑ. Пӗр чуран ӑна 60 миллион динари памалла пулнӑ. Ку питӗ пысӑк укҫа!

Анчах та ҫав ҫын мӗнпур укҫине тӑкакласа пӗтернӗ, унӑн тавӑрса пама нимӗн те пулман. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен патша ҫав чурана сутма хушнӑ. Патша ҫавӑн пекех унӑн арӑмне, ачисене тата унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех сутса яма хушнӑ. Ҫав укҫа вара парӑма тӳлесе татма кайнӑ пулӗччӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫав чура ҫакӑн ҫинчен пӗлсен хӑйне мӗнле туйнӑ? ~

Вӑл патша умне чӗркуҫҫи ҫине ӳкнӗ те ӑна тархаслама пуҫланӑ: «Патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп». Эсӗ патша вырӑнӗнче пулнӑ пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑн? ~ Патша чурана хӗрхеннӗ, ҫавӑнпа ӑна каҫарнӑ. «Эсӗ ирӗклӗ,— тенӗ патша.— Эпӗ санӑн пӗтӗм парӑмна, мӗнпур 60 миллион динарие, каҫаратӑп». Чура мӗн тери савӑннӑ пулӗ!

Анчах та ҫав ҫын мӗн тунӑ-ха! Тухсанах вӑл тепӗр чурана тупнӑ, лешӗн парӑмӗ вара мӗнпурӗ те ҫӗр динари ҫеҫ пулнӑ. Вӑл ӑна ярса тытнӑ та пӑва пуҫланӑ тата каланӑ: «Тавӑрса пар мана укҫа! Санӑн мана ҫӗр динари памалла!» Мӗн тери чунсӑрлӑх! Ҫак ҫынна тин кӑна калама ҫук пысӑк парӑма каҫарчӗҫ, вӑл вара пӗчӗк ҫеҫ парӑма тавӑрса пама ыйтать! Эсӗ ҫавна ӗненме пултаратӑн-и? ~

Ҫӗр динари чухлӗ парӑмлӑ чура питӗ чухӑн пулнӑ. Вӑл ҫав укҫана тӳрех тавӑрса пама пултарайман. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн юлташӗн ури умне ӳксе йӑлӑннӑ: «Кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп». Вӑл йӑлӑннине кура ҫав ҫыннӑн кӗтмелле пулман-и? ~ Эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? ~

Ҫав ҫын ырӑ патша пек пулман. Унӑн кӗтес килмен, вӑл укҫана ҫав самантрах тавӑрса пама хушнӑ. Анчах та чухӑн чуран тӳлесе татма нимӗн те пулман. Ҫавӑнпа усал чура ӑна тӗрмене хуптарнӑ. Ҫакна ытти чурасем курнӑ та питех те тарӑхса кайнӑ. Вӗсем чухӑн чурана хӗрхеннӗ. Вӗсем патша патне кайнӑ та ӑна веҫех каласа панӑ.

Ҫакӑ патшана та килӗшмен. Вӑл чунсӑр чура ҫине вӑйлӑ тарӑхнӑ. Вӑл ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Усал чура! эпӗ санӑн парӑмна пӗтӗмпех каҫармарӑм-и вара? Апла пулсан эсӗ мӗншӗн хӑвӑн юлташупа хӑвна хаяррӑн тытрӑн тата унӑн парӑмне каҫармарӑн?»

Ырӑ патша хӑйне хӗрхеннине курса, чуран та хӑйӗн юлташне хӗрхенмелле пулнӑ. Анчах та вӑл ҫавна туман. Хальхинче патша усал чурана тӗрмене лартма тата мӗнпур 60 миллион динарие тавӑрса паричченех ӑна ҫавӑнта тытма хушнӑ. Анчах тӗрмере ҫавӑн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илме ҫук вӗт! Ҫакӑ вара усал чуран мӗн виличченех тӗрмере ларма тивнине пӗлтернӗ.

Юлашкинчен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир хӑвӑр тӑванӑр айӑпӗсене чӗререн каҫармасассӑн, Ҫӳлти Аттем те сире ҫапла тӑвӗ» (Матфей 18:21—35).

Эпир Турӑ умӗнче питӗ парӑмлӑ. Вӑл пире пурнӑҫ парнеленӗ, ку вара пирӗн мӗн пурринчен чи хакли. Турӑ умӗнчи хамӑрӑн парӑма илсен, ҫынсен пирӗн умри мӗнпур парӑмӗ питӗ пӗчӗк. Вӗсен айӑпӗсене чухӑн чуран хӑйӗн юлташне памалли ҫӗр динарипе танлаштарма пулать. Турӑ умӗнчи пирӗн парӑма, мӗнпур йӑнӑшпа ҫылӑха, усал чуран патша умӗнчи 60 миллион динари чухлӗ парӑмӗпе танлаштарма пулать.

Турӑ питӗ ырӑ. Эпир нумай йӑнӑшатпӑр пулин те, вӑл пире каҫарать. Вӑл пире парӑма тавӑрса пама ыйтмасть, ҫакӑ вӗт пирӗн пурнӑҫпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашмаллине пӗлтернӗ пулӗччӗ. Апла пулин те, пирӗн питӗ кирлӗ япалана асра тытмалла: Турӑ пире эпир хамӑра кӳрентерекенсене каҫарсан кӑна каҫарать. Кунта шухӑшласа пӑхмалли пур, ҫапла вӗт? ~

Ҫавӑнпа, кам та пулин сана кӳрентерчӗ пулсан, унтан вара каҫару ыйтрӗ пулсан, эсӗ мӗн тӑвӑн? Эсӗ ӑна каҫарӑн-и? ~ Ҫакӑ темиҫе хут та пулчӗ пулсан? Эсӗ ӑна кашнинчех каҫарӑн-и? ~

Каҫару ыйтатпӑр пулсан, пирӗн вӗсене хамӑра каҫарттарас килет, ҫапла-и? ~ Ҫавӑнпа пирӗн те ыттисене каҫармалла. Пирӗн «каҫаратӑп» темелле кӑна мар, пӗтӗм чӗререн тата чӑннипех каҫармалла. Ҫапла тусан эпир чӑнах та Аслӑ Вӗрентекен хыҫҫӑн пыракансем пулса тӑрасшӑн пулнине кӑтартатпӑр.

Каҫарни питӗ кирлине пӗлмешкӗн атя ҫак сӑвӑ йӗркисене вулар: Ытарӑшсем 19:11; Матфей 6:14, 15 тата Лука 17:3, 4.

[77-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Каҫармалли пирки Пётр мӗн пӗлесшӗн пулнӑ?

[78-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Чура парӑма тӳлесе татма хӑйне кӑшт ытларах вӑхӑт пама йӑлӑнсан патша мӗн тунӑ?

[78-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Юлташӗ парӑмне тӳлесе татма пултарайман чухне ҫав чура мӗн тунӑ?

[80-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Каҫарас темен чурапа патша мӗн тунӑ?

[81-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Кам та пулин санран каҫару ыйтрӗ пулсан эсӗ мӗн тӑвӑн?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр