64-МӖШ СЫПӐК
Каҫарма кирли
ҪИЧӖ ХУТЧЕН КАҪАРМАЛЛА-И?
ЧУНСӐР ЧУРА ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХ
Тӑвансен куҫа-куҫӑн калаҫса хӑйсем хушшинчи йывӑрлӑха епле татса памалли пирки Иисус мӗнле канаш панине Петр илтнӗ. Анчах Петр ҫавӑн пек чухне мӗн таран вӑй хума кирлине тӗплӗнрех пӗлесшӗн пулмалла.
Вӑл ыйтать: «Ҫӳлхуҫамӑр! хама хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрекен тӑвана манӑн миҫе хутчен каҫармалла? ҫичӗ хутчен-и?» Хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем виҫӗ хутчен каҫармалла тесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑнпа Петр тӑвана «ҫичӗ хутчен» каҫарни вӑл калама ҫук паха тесе шутлать пулас (Матфей 18:21).
Анчах та пире кам та пулин мӗн чухлӗ кӳрентернине шутласа тӑни вӑл Иисусӑн вӗрентӗвӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Ҫавӑнпа вӑл Петра ҫапла тӳрлетет: «Ҫичӗ хутчен теместӗп сана, ҫичӗ хут ҫитмӗл таран, тетӗп» (Матфей 18:22). Урӑхла каласан, ҫакна пӗр вӗҫӗмсӗр туса тӑмалла. Петрӑн хӑйӗн тӑванне мӗн чухлӗ каҫарнине шутласа тӑмалла мар.
Унтан Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ыттисене каҫарма кирлине лайӑх ӑнланса илччӗр тесе Петрпа ыттисене пӗр чура ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе парать. Ҫав чура хӑйне вара хӑйӗн хӗрхенекен хуҫи пек тытмасть. Патша хӑйӗн чурисен парӑмне тӗрӗслеме шут тытать. Ун патне пӗр чурана илсе пыраҫҫӗ, унӑн вара патшана памалли парӑмӗ 10 000 талант [60 000 000 динарий] пулнӑ. Вӑл ӑна нимле майпа та тӳлесе татма пултарайман. Ҫавӑнпа патша ӑна хӑйне те, унӑн арӑмӗпе ачисене те сутса парӑма тӳлесе татма хушать. Чура вара хуҫи умне чӗркуҫленсе ларать те: «Патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп»,— тесе йӑлӑнать (Матфей 18:26).
Патша хӗрхеннипе чуран пысӑк парӑмне каҫарать. Патша патӗнчен тухсанах ҫав чура хӑйне ҫӗр динарий памалла пулнӑ тепӗр чурана тупать. Вӑл ӑна ярса тытать те: «Парӑмна тӳле мана»,— тесе пӑва пуҫлать. Леш чури вара ун умне чӗркуҫленсе ларать те: «Кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп»,— тесе йӑлӑнать (Матфей 18:28, 29). Анчах чура — камӑн парӑмне патша каҫарнӑ, ҫав чура — хӑйне хуҫи пек тытмасть. Вӑл тепӗр чурана, унӑн парӑмӗ вара самаях пӗчӗк пулнӑ пулин те, парӑмне тӳлесе татиччен тӗрмене хуптарать.
Ытти чурасем мӗн пулса иртнине пӗлсен, хуҫи патне каяҫҫӗ те ӑна веҫех каласа параҫҫӗ. Ҫакӑ патшана ҫиллентерсе ярать, вара вӑл ҫав чурана чӗнтерсе илет те калать: «Эй усал чура! эсӗ мана йӑлӑнтӑн та, эпӗ санӑн парӑмна пӗтӗмпех каҫартӑм; эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и?» Тарӑхнӑ патша ҫак чунсӑр чурана пӗтӗм парӑмне тӳлесе татиччен тӗрме хуралҫисен аллине парать. Юлашкинчен Иисус ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Эсир хӑвӑр тӑванӑр айӑпӗсене чӗререн каҫармасассӑн, Ҫӳлти Аттем те сире ҫапла тӑвӗ» (Матфей 18:32—35).
Пире каҫарма вӗрентекен мӗн тери чаплӑ тӗслӗх! Турӑ пирӗн пысӑк парӑма — пирӗн ҫылӑхсене каҫарнӑ. Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑван пире хирӗҫ тунӑ нимле ӗҫ те ҫак парӑмпа танлашма пултараймасть. Ҫитменнине тата, Иегова пире пӗрре анчах мар, пин-пин хутчен каҫарнӑ. Эпир те хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвана, ӳпкелешме сӑлтав пур пулсан та, ҫине-ҫинех каҫарма пултараймастпӑр-и вара? Иисус вӗрентнӗ пек, эпир ыттисене каҫаратпӑр пулсан, Турӑ та пирӗн ҫылӑхсене каҫарӗ (Матфей 6:12).