8-МӖШ СЫПӐК
Иисус вилӗмӗ сана мӗнле усӑ парать?
Иисус ҫынсем пурӑнма пултарччӑр тесе вилнӗ (Иоанн 3:16).
Иисус вилнӗ хыҫҫӑн тепӗр виҫӗ кунтан темиҫе хӗрарӑм унӑн тупӑклӑхӗ патне пынӑ та унта никам та ҫуккине курнӑ. Иегова Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ.
Каярахпа Иисус хӑйӗн апостолӗсене курӑннӑ.
Иегова Иисуса хӑватлӑ, вилӗмсӗр ангел евӗрлӗ чӗртсе тӑратнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл тӳпене мӗнле ҫӗкленсе кайнине курнӑ.
Турӑ Иисуса чӗртсе тӑратнӑ та ӑна Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулма лартнӑ (Даниил 7:13, 14).
Иисус хӑйӗн пурнӑҫне этемлӗхе тӳлесе илмешкӗн панӑ (Матфей 20:28). Ҫавӑн пек тӳлесе илнипе Турӑ пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парать.
Иегова Иисуса ҫӗрпе ертсе пыма патшана лартнӑ. Пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ, Турра шанчӑклӑ 144 000 ҫын унпа пӗрле патшара ларӗҫ. Тӳрӗлӗхпе ертсе пыракан пӗлӗтри правительство — Турӑ Патшалӑхӗ — Иисуспа 144 000-рен тӑрать (Ӳлӗмхине 14:1—3).
Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре рай туса хурать. Вӑрҫӑсем, преступлени тӑвасси, чухӑнлӑх тата выҫлӑх урӑх пулмӗҫ. Ҫынсем чӑннипех те телейлӗ пулӗҫ (Псалом 144:16).