Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • fg 14 урок, 1—4 ыйтусем
  • Туррӑн организацийӗ мӗншӗн кирлӗ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Туррӑн организацийӗ мӗншӗн кирлӗ?
  • Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова Свидетелӗсен организаци тытӑмӗ
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Иегова — йӗркелӗх Турри
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Иегова Библи урлӑ хӑйӗн халӑхне йӗркелесе тӑрать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • «Шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура»
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Туррӑн ырӑ хыпарӗ
fg 14 урок, 1—4 ыйтусем

14-МӖШ УРОК

Туррӑн организацийӗ мӗншӗн кирлӗ?

1. Авалхи Израиле Турӑ мӗншӗн йӗркеленӗ?

1. Туррӑн халӑхӗ ӗлӗк-авал; 2. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем ырӑ хыпар сарас ӗҫе лайӑх йӗркеленӗ

Турӑ Авраам патриархӑн тӑхӑмӗсенчен халӑх йӗркеленӗ те вӗсене саккунсем панӑ. Вӑл ҫак халӑха «Израиль» ят панӑ та Турра тӗрӗс пуҫҫапассине хӳтӗлеме тата хӑйӗн сӑмахне упрама хушнӑ (Псалом 147:8, 9). Израиль халӑхне пула пур халӑхри ҫынсем те пиллӗхсем илме пултарнӑ. (Пултарни 22:18 вулӑр.)

Турӑ Израиль халӑхне хӑйӗн свидетелӗсем пулма суйласа илнӗ. Авалхи Израилӗн историйӗ Туррӑн саккунӗсем тӑрӑх пурӑнни питӗ усӑллӑ пулнине уҫҫӑн кӑтартса парать (Саккуна астутарни 4:6). Израильтянсене сӑнаса ытти халӑхри ҫынсем те чӑн Турра ӗненме пултарнӑ. (Исаия 43:10, 12 вулӑр.)

2. Турӑ чӑн христиансен пухӑвне мӗншӗн йӗркеленӗ?

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Турӑ Израиль халӑхне ырлама пӑрахнӑ. Иегова ҫак халӑха хӑйӗн халӑхӗ вырӑнне хума пӑрахнӑ та христиансен пухӑвне йӗркеленӗ (Матфей 21:43; 23:37, 38). Унччен Иеговӑн свидетелӗсем израильтянсем пулнӑ пулсан, халӗ вара унӑн свидетелӗсем — чӑн христиансем. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:14, 16—18 вулӑр.)

Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене ырӑ хыпар сарма тата пур халӑхра та вӗренекенсене хатӗрлеме хушнӑ (Матфей 10:7, 11; 24:14; 28:19, 20). Паян, ҫак тӗнче пӗтесси питӗ ҫывӑх чухне, ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫ нихӑҫанхинчен те анлӑ сарӑлнӑ. Историре пӗрремӗш хут Иегова пур халӑхри миллион-миллион ҫынна тӗрӗс пуҫҫапма пӗрлештернӗ (Ӳлӗмхине 7:9, 10). Чӑн христиансем пӗр-пӗрне пулӑшма тата хавхалантарма пӗр организацие пухӑннӑ. Пӗтӗм тӗнчипе вӗсем Библие пӗр программӑпа вӗренеҫҫӗ. (Еврейсем 10:24, 25 вулӑр.)

3. Иегова Свидетелӗсен хальхи историйӗ мӗнле пуҫланнӑ?

Иегова Свидетелӗсем XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тата пирӗн вӑхӑтра ырӑ хыпар сараҫҫӗ; тӗрлӗ чӗлхепе пичетленӗ Библи вӗренмелли публикацисем.

1870-мӗш ҫулсенче Библие тӗпчекенсен пысӑках мар ушкӑнӗ ӗмӗрсем хушшинче асран тухнӑ Библири хаклӑ чӑнлӑхсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарма пуҫланӑ. Вӗсем Иисус христиансен пухӑвне Патшалӑх ҫинчен хыпар пӗлтерме йӗркеленине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӗсем пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе пуҫланӑ. 1931-мӗш ҫулта вӗсем Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 1:8; 2:1, 4; 5:42 вулӑр.)

4. Иегова Свидетелӗсен организацийӗ мӗнле ӗҫлесе тӑрать?

Пӗрремӗш ӗмӗрте тӗрлӗ ҫӗршывсенчи христиансен пур пухӑвӗ те Иисуса пуху Пуҫӗ вырӑнне хунӑ Ертсе пыракан совета пӑхӑнса тӑнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 16:4, 5). Паян та Иегова Свидетелӗсен опытлӑ старейшинӑсенчен тӑракан Ертсе пыракан совет пур. Ертсе пыракан совет Иегова Свидетелӗсен филиалӗсене пӑхса тӑрать. Филиалсенче Библие вӗренмелли литературӑна 600 ытла чӗлхене куҫараҫҫӗ тата пичетлеҫҫӗ. Ҫакна пула Ертсе пыракан совет пӗтӗм тӗнчери 100 000 ытла пухӑва Библи тӑрӑх пӗлӳ парса тӑнипе хавхалантарма тата мӗн тумаллине кӑтартса тӑма пултарать. Кашни пухурах Турра юрӑхлӑ арҫынсем старейшина тивӗҫӗсене туса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пухури тӑвансемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшаҫҫӗ. (1 Петр 5:2, 3 вулӑр.)

Иегова Свидетелӗсене ырӑ хыпар сарма тата вӗренекенсене хатӗрлеме пӗр организацие пухнӑ. Апостолсем пекех, эпир килтен киле ырӑ хыпар саратпӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 20:20). Чӑнлӑха пӗлес кӑмӑллисене пурне те эпир Библи вӗренме сӗнетпӗр. Иегова Свидетелӗсем тӗн ушкӑнӗ кӑна мар. Эпир пӗр туслӑ ҫемье, пирӗн юратакан Атте пур. Эпир пурте пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшакан тӑвансем (2 Фессалоника 1:3). Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама тата пӗр-пӗрне пулӑшма пӗр организацие пӗрлешнӗ, ҫавӑнпа вӗсем — ҫӗр ҫинчи чи телейлӗ ҫемье. (Псалом 32:12; Апостолсен ӗҫӗсем 20:35 вулӑр.)

Ытларах пӗлес тесен «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнекене, 19-мӗш сыпӑка пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр