Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 5/15 15—20 с.
  • Иегова — йӗркелӗх Турри

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова — йӗркелӗх Турри
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ӖЛӖКХИ ВӐХӐТРА ТУРӐ ХӐЙӖН ХАЛӐХНЕ ЙӖРКЕЛЕНӖ
  • ПӖРРЕМӖШ ХРИСТИАНСЕМ ЛАЙӐХ ЙӖРКЕЛЕННӖ ПУЛНӐ
  • НУМАЙӐШӖ ПӖТНӖ, АНЧАХ ТУРРӐН ӖҪЛЕКЕНӖСЕМ ҪӐЛӐНСА ЮЛНӐ
  • Эсир Иеговӑн организацийӗпе харӑссӑн пыратӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Иегова хӑйӗн организацине ертсе пырать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Туррӑн организацийӗ мӗншӗн кирлӗ?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 5/15 15—20 с.

Иегова — йӗркелӗх Турри

«Турӑ — хирӗҫекенсенӗн [«йӗркесӗрлӗх», ҪТ] Турри мар, килӗштерекенсенӗн Турри» (1 КОР. 14:33).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Пӗлӗтре мӗнле организаци пур?

  • Мӗншӗн Иегова Нойпа Раава ҫӑлса хӑварнӑ?

  • Авалхи Израиль тата пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ҫинчен Библире каласа панисем Иегова йӗркелӗх Турри пулнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

1, 2. а) Иегова чи малтан кама тунӑ тата вӑл унпа мӗнле усӑ курнӑ? ӑ) Ангелсене питӗ лайӑх йӗркеленине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

ИЕГОВА, Ҫут тӗнчене Пултаракан, хӑйӗн ӗҫӗсене питӗ лайӑх йӗркелесе пырать. Чи малтан вӑл хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, тунӑ. Библи Иисус пирки «Сӑмах» тесе калать, мӗншӗн тесен вӑл — Туррӑн тӗп представителӗ. Вӑл Иеговӑшӑн питӗ нумай вӑхӑт хушши ӗҫлесе тӑнӑ, ҫавӑнпа та Библире «чӑн малтан Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑпа пулнӑ» тенӗ. Ҫавӑн пекех унта ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн пулни пӗтӗмпех Ун [Сӑмах] урлӑ пулнӑ, мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулман». Пӗр 2 000 ҫул каялла Иегова Сӑмаха ҫӗр ҫине янӑ, унта вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, Иисус Христос, пулса Ашшӗ мӗн тума хушнине пурне те туса ҫитернӗ (Иоанн 1:1—3, 14).

2 Иисус ҫӗр ҫине киличчен Туррӑн ӑста «ӳнерҫи» пулса ӗҫленӗ (Ытар. 8:30). Ун урлӑ Иегова пӗлӗтре миллион-миллион ангела тунӑ (Кол. 1:16). Библире ангелсем пирки ҫапла ҫырнӑ: «Пинӗ-пинӗпе Уншӑн ӗҫлеҫҫӗ, тӗменӗ-тӗменӗпе Ун умӗнче тӑраҫҫӗ» (Дан. 7:10). Шутласа кӑларма ҫук ангелсем пирки Сӑваплӑ Ҫырура Иеговӑн питӗ лайӑх йӗркеленӗ «ҫарӗ» тенӗ (Пс. 102:21).

3. Ҫӑлтӑрсемпе планетӑсен шучӗ мӗн таран нумай тата вӗсене мӗнле йӗркелесе янӑ?

3 Ҫут тӗнчене пултарнӑ чухне Иегова хисепсӗр нумай ҫӑлтӑрпа планета тунӑ. «Хьюстон кроникл» хаҫатра нумаях пулмасть тунӑ пӗр тӗпчев ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫав тӗпчев тӑрӑх, ҫӑлтӑрсен шучӗ пӗтӗмӗшле илсен 300 секстиллион пулма пултарать, ҫакӑ вара унччен ученӑйсем шухӑшланинчен виҫӗ хут нумайрах. Унта ҫырнӑ: «Ҫак цифрӑра 3 хыҫҫӑн 23 нуль тӑрать. Е 3 триллиона 100 миллиард ҫине хутламалла». Ҫӑлтӑрсене галактикӑсене пуҫтарнӑ, кашни галактика вара миллион-миллион е, тен, триллион-триллион ҫӑлтӑртан тата шутсӑр нумай планетӑран тӑрать. Галактикӑсене нумайӑшне ушкӑнсене пухнӑ (вырӑсла скопления теҫҫӗ), ҫав ушкӑнсене вара тата пысӑкрах ушкӑнсене пухнӑ (вырӑсла сверхскопления теҫҫӗ).

4. Мӗншӗн Туррӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене те йӗркелесе янӑ теме пулать?

4 Пӗлӗтри ангелсене те, ҫӑлтӑрсемпе планетӑсене те тӗлӗнмелле йӗркелесе янӑ (Ис. 40:26). Ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене те лайӑх йӗркелесе янӑ теме пулать. Вӑл вӗсене йӗркене тытса тӑччӑр тет, мӗншӗн тесен вӗсене питӗ кирлӗ ӗҫ шанса панӑ. Иеговӑн ӗлӗкхи тата хальхи ӗҫлекенӗсем уншӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнине кӑтартакан тӗслӗхсем Вӑл вӗсемпе пӗрле пулнине, ҫавӑн пекех Вӑл «хирӗҫекенсенӗн [«йӗркесӗрлӗх», ҪТ] Турри мар, килӗштерекенсенӗн Турри» пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. (1 Коринф 14:33, 40 вуласа пар.)

ӖЛӖКХИ ВӐХӐТРА ТУРӐ ХӐЙӖН ХАЛӐХНЕ ЙӖРКЕЛЕНӖ

5. Туррӑн ҫӗр пирки палӑртса хунӑ тӗллевӗ пурнӑҫланасси мӗне пула чарӑнса ларнӑ?

5 Иегова пӗрремӗш ҫынсене тунӑ хыҫҫӑн вӗсене ҫапла каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, [тискер кайӑксене,] тӳпери вӗҫен кайӑксене, [пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре,] ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Этемлӗх ҫемйин йышӗ пӗтӗм ҫӗр тулли пуличчен тата Рай пулса тӑриччен ӳссе пымалла пулнӑ. Адампа Ева итлеменнине пула ҫак тӗллев пурнӑҫланасси пӗр вӑхӑтлӑха чарӑнса ларнӑ (Пулт. 3:1—6). Каярахпа «Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ». Ҫавна пула «Турӑ куҫӗ умӗнче ҫӗр ирсӗрленсе ҫитнӗ, ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ». Ҫавӑнпа та Турӑ йӗркесӗр ҫынсене пӗтерес тесе пӗтӗм ҫӗр ҫине шыв яма шут тытнӑ (Пулт. 6:5, 11—13, 17).

6, 7. а) Мӗншӗн Иегова Ноя ҫӑлса хӑварнӑ? ӑ) Ной вӑхӑтӗнче пурӑннӑ йӗркесӗр ҫынсемпе пуринпе те мӗн пулнӑ?

6 «Ной вара Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче тивлетлӗ пулнӑ», мӗншӗн тесен вӑл «хӑйӗн ӑрӑвӗнче тӳрӗ ҫын, айӑпсӑр ҫын пулнӑ». «Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ», ҫавӑнпа та Иегова ӑна пысӑк ковчег тума хушнӑ (Пулт. 6:8, 9, 14—16). Ковчега шывра путмалла мар тунӑ, ҫавна пула пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫынсемпе чӗрчунсем ун ӑшӗнче ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ. Нойпа унӑн ҫемйи Иегова вӗсене мӗн хушнине пӗтӗмпех тунӑ. Унтан вӗсем ковчега чӗрчунсене кӗртсе пӗтерсен, Иегова ӑна «хупса лартнӑ» (Пулт. 7:5, 16).

7 Пирӗн эрӑчченхи 2 370 ҫулта Иегова пӗтӗм ҫӗре шыв илтернӗ, вара «ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем пурте пӗтнӗ», анчах та вӑл шанчӑклӑ Нойпа унӑн ҫемйине ковчегра ҫӑлса хӑварнӑ (Пулт. 7:23). Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан кашни ҫын — Нойпа унӑн ҫемйинчен тухнӑ ҫын. Анчах та ковчега кӗмен йӗркесӗр ҫынсем пурте пӗтнӗ, мӗншӗн тесен вӗсем «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Ноя» итлесшӗн пулман (2 Петр 2:5).

8. Турӑ Израиль халӑхне Пама пулнӑ ҫӗре кӗме хушсан, вӗсем хушшинче лайӑх йӗрке пулнине мӗн ҫирӗплетсе парать?

8 Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн 800 ҫул ытла вӑхӑт иртсен Турӑ израильтянсенчен халӑх туса хунӑ. Вӑл вӗсен пурнӑҫӗн пур енне те, уйрӑмах вӗсем мӗнле пуҫҫапмаллине, лайӑх йӗркелесе тӑнӑ. Сӑмахран, Израильте чылай священникпа левитсӑр пуҫне «пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта [«ӗҫлесе тӑракан хӗрарӑмсем», ҪТ]» те пулнӑ (Тух. 38:8). Иегова Турӑ Израиль халӑхне Ханаан ҫӗрне кайса пурӑнма хушнӑ, анчах та вӗсенчен нумайӑшӗ хӑраса ӳкнӗ те каясшӑн пулман, ҫавӑнпа та Иегова вӗсене: «Эпӗ аллӑма ҫӗклесе сире вырӑнаҫтарма тупа тунӑ ҫӗре эсир Иефонния ывӑлӗ Халевсӑр пуҫне, Нав ывӑлӗ Иисуссӑр пуҫне пӗри те кӗреймӗр»,— тесе каланӑ, мӗншӗн тесен Иисус Навинпа Халев кӑна Пама пулнӑ ҫӗр пирки ырӑ сӑмахпа асӑннӑ (Йыша шутл. 14:30, 37, 38). Каярахпа Турӑ хушнипе Моисей хӑй вырӑнне Иисус Навина суйласа лартнӑ (Йыша шутл. 27:18—23). Иисус Навин израильтянсене Ханаана ертсе кӗрес умӗн Иегова ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫирӗп те хастар пул, ан хӑра, ан сехӗрлен: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пулӗ» (Иис. Н. 1:9).

9. Иеговӑпа унӑн халӑхӗ ҫинчен Раав мӗн шутланӑ?

9 Иисус Навин кирек ӑҫта кайсан та Иегова Турӑ унпа пӗрле пулнӑ. Тӗслӗхшӗн, израильтянсем ханаансен Иерихон хули ҫумӗнче лагерьпе тӑнӑ чухне мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Пирӗн эрӑчченхи 1473-мӗш ҫулта Иисус Навин икӗ разведчика Иерихон хулине янӑ, вӗсем вара унта Раав ятлӑ аскӑн хӗрарӑма тӗл пулнӑ. Вӑл вӗсене Иерихон патши янӑ ҫынсенчен ҫурт тӑррине пытарнӑ. Раав Израиль разведчикӗсене каланӑ: «Эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ... эпир илтнӗ ӗнтӗ... Ҫӳлхуҫа Турӑ сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине... аморрейсен икӗ патшине... эсир мӗн кӑтартнине... пӗлетпӗр,— ҫакӑн ҫумне вӑл ҫапла хушса каланӑ,— сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн» (Иис. Н. 2:9—11). Раавпа унӑн ҫемйи Иегова суйласа илнӗ халӑх майлӑ тӑнӑ. Каярахпа, израильтянсем Иерихона ҫӗнсе илнӗ чухне, Иегова вӗсене ҫӑлӑнса юлма панӑ (Иис. Н. 6:24). Шанчӑклӑ Раав Иеговӑна тата унӑн организацине чунтан хисепленине кӑтартнӑ.

ПӖРРЕМӖШ ХРИСТИАНСЕМ ЛАЙӐХ ЙӖРКЕЛЕННӖ ПУЛНӐ

10. Иисус тӗн пуҫлӑхӗсене мӗн каланӑ тата мӗншӗн?

10 Иисус Навин ертсе пынипе Израиль халӑхӗ хула хыҫҫӑн хула ҫӗнсе илсе пынӑ та Ханаан ҫӗрне хӑйсен аллине ярса илнӗ. Анчах та каярахпа мӗн пулса тухнӑ? Ӗмӗрсем хушши израильтянсем Туррӑн саккунӗсене пӑссах тӑнӑ. Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ вӑхӑт тӗлнелле вӗсем Турра тата унӑн элчине шутсӑр итлеми пулнӑран Иисус Иерусалим пирки «пророксене пӗтерекен» тенӗ. (Матфей 23:37, 38 вуласа пар.) Турӑ иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсене хӑйне шанчӑклӑ пулманшӑн сирсе янӑ. Ҫавӑнпа та Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна унӑн ҫимӗҫне кӳрекен халӑха парӗҫ» (Матф. 21:43).

11, 12. а) Иегова пӗрремӗш ӗмӗрте Израиль халӑхӗ вырӑнне урӑх организацине пиллеме пуҫланине мӗн-мӗн ҫирӗплетсе парать? ӑ) Турӑ ырлакан ҫӗнӗ организаци камсенчен тӑнӑ?

11 Шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ Израиль халӑхне Иегова пӗрремӗш ӗмӗрте сирсе янӑ. Анчах та ҫакӑ ҫӗр ҫинче унӑн урӑх нихӑҫан та шанчӑклӑ ӗҫлекенсенчен тӑракан организаци пулмӗ тенине пӗлтермен. Иегова хастарлӑ ҫӗнӗ организацие — Христос никӗсленӗ тата унӑн вӗрентӗвӗсене пӑхӑнса тӑракан организацие — пиллеме пуҫланӑ. Ҫав организаци пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче йӗркеленсе кайнӑ. Ҫавӑн чухне Иисусӑн 120 яхӑн вӗренекенӗ Иерусалима пӗр вырӑна пухӑнсан, «сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ евӗрлӗ шав илтӗнсе кайнӑ та ҫавӑ вӗсем пуҫтарӑннӑ пӳрте кӗрсе тулнӑ». Унтан «вӗсене вут ҫулӑмӗсем евӗрлӗскерӗ курӑнса кайнӑ, ҫав ҫулӑмсем, пайланса, кашнийӗ ҫине пӗрерӗн чарӑнса тӑнӑ. Вара вӗсем пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ та, хӑйсене Сывлӑш мӗнле калама хушнӑ пек, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫа пуҫланӑ» (Ап. ӗҫ. 2:1—4). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ Иегова Христосӑн вӗренекенӗсенчен тӑракан ҫӗнӗ организаци майлӑ тӑнине витӗмлӗ ҫирӗплетсе панӑ.

12 Ҫав паллӑ кун Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫумне «пӗр виҫӗ пин чуна яхӑн хутшӑннӑ». Унсӑр пуҫне «ҫӑлӑнасшӑн тӑрӑшакансене Ҫӳлхуҫа ӗненекен ушкӑна куллен-кун хушӑнтарсах пынӑ» (Ап. ӗҫ. 2:41, 47). Иисусӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫре питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑран Библире ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ, Иерусалимра та вӗренекенсен йышӗ те ӳссех пынӑ; священниксем те нумайӑшӗ чӑн тӗне парӑннӑ» (Ап. ӗҫ. 6:7). Тӳркӑмӑллӑ ҫынсем нумайӑшӗ ҫак ҫӗнӗ организацийӗнчи ҫынсем пӗлтерсе тӑракан чӑнлӑхсене йышӑннӑ. Каярахпа Иегова «суя тӗнлӗ ҫынсене» христиансен пухӑвне пухма пуҫланипе хӑй ҫав ҫӗнӗ организаци майлӑ тӑнине тепӗр хут ҫирӗплетсе панӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 10:44, 45 вуласа пар.)

13. Туррӑн ҫӗнӗ организацийӗ мӗнле ӗҫ туса тӑнӑ?

13 Христос хыҫҫӑн пыракансене Турӑ мӗнле ӗҫ шанса пани пирки пӗр иккӗленӳ те пулман. Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус хӑй вӗсене тӗслӗх кӑтартнӑ: шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах вӑл «Ҫӳлти Патшалӑх» ҫинчен вӗрентсе ҫӳреме пуҫланӑ (Матф. 4:17). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫав ӗҫех тума вӗрентнӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир... Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр» (Ап. ӗҫ. 1:8). Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем хӑйсенчен мӗн кӗтнине ӑнланнӑ паллах. Сӑмахран, Павелпа Варнава Писидири Антиохинче пулнӑ чухне хӑйсене хирӗҫ тӑракан иудейсене хӑюллӑн ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чӑн малтан сире каласа кӑтартмаллаччӗ; анчах эсир ӑна йышӑнмастӑр, хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме тивӗҫсӗр тӑватӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир суя тӗнлисене вӗрентме тытӑнатпӑр. Пире Ҫӳлхуҫа ҫапла хушнӑ: „Эпӗ Сана суя тӗнлисен ҫути турӑм, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех Эсӗ ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен пул терӗм“» (Ап. ӗҫ. 13:14, 45—47). Пӗрремӗш ӗмӗртен пуҫласах Туррӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ Иегова этемлӗхе ҫӑлма мӗн хатӗрлесе хуни ҫинчен пӗлтерсе тӑнӑ.

НУМАЙӐШӖ ПӖТНӖ, АНЧАХ ТУРРӐН ӖҪЛЕКЕНӖСЕМ ҪӐЛӐНСА ЮЛНӐ

14. Пӗрремӗш ӗмӗрте Иерусалимпа мӗн пулса тухнӑ, анчах та кам ҫӑлӑнса юлнӑ?

14 Иудейсем нумайӑшӗ ырӑ хыпара йышӑнман, ҫавӑнпа та инкеке лекнӗ. Ҫавӑн ҫинчен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсассӑн, унӑн арканас вӑхӑчӗ ҫывӑхарнине пӗлӗр вара: Иудейӑрисем ун чухне тусем хушшине тарччӑр; хуларисем хуларан тухчӑр; хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр» (Лука 21:20, 21). Пурте Иисус каланӑ пек пулса тухнӑ. Иудейсем пирӗн эрӑри 66-мӗш ҫулта пӑлхав ҫӗкленӗ пирки Цестий Галл ертсе пыракан Рим ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа илнӗ. Анчах та кӗтмен ҫӗртен ҫар каялла кайнӑ, ҫакӑ вара Иисус хыҫҫӑн пыракансене Иерусалимпа Иудейӑран тухса кайма май панӑ. Евсевий историк пӗлтернӗ тӑрӑх, нумайӑшӗ Иордан леш енне Перейӑра вырнаҫнӑ Пеллӑна тарнӑ. Пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта Тит ҫарпуҫ ертсе пыракан Рим ҫарӗ таврӑннӑ та Иерусалима тустарса тухнӑ. Анчах та шанчӑклӑ христиансем ҫӑлӑнса юлнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иисус асӑрхаттарса каланине тимленӗ.

15. Мӗншӗн нумай ҫын христиансен пухӑвӗпе пӗрлешнӗ?

15 Христосӑн вӗренекенӗсен хӗсӗрленине, хӑйсен ӗненӗвне тӗрӗслекен йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тивнӗ, ҫавна пӑхмасӑрах нумай ҫын христиансем пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 11:19—21; 19:1, 19, 20). Мӗншӗн ҫавӑн пек пулса пынӑ? Христиансен пухӑвне Турӑ пилленӗ (Ытар. 10:22).

16. Христиансен пурин те хӑйсен ӗненӗвӗ яланах ҫирӗп пултӑр тесен мӗн тумалла?

16 Христиансен хӑйсен ӗненӗвӗ яланах ҫирӗп пултӑр тата хӑйсем хушшинче пӗрлӗх пултӑр тесен кашнин вӑй хумалла пулнӑ. Вӗсен Сӑваплӑ Ҫырӑва вӗренмелле, тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳремелле тата сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулмалла пулнӑ. Унсӑр пуҫне лайӑх йӗркеленнӗ пухусенче вӗсене пулӑшма хатӗр тӑракан старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем пулнӑ, ҫав арҫын тӑвансем вӑй хунинчен вара пухусем усӑ илсе тӑнӑ (Флп. 1:1; 1 Петр 5:1—4). Пухусене ҫулҫӳрекен надзирательсем, калӑпӑр, Павел, килсен пухури тӑвансем мӗн тери савӑннӑ пулӗ! (Ап. ӗҫ. 15:36, 40, 41.) Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пуҫҫапнипе эпир пуҫҫапни хушшинчи пӗрпеклӗх чӑннипех тӗлӗнтерет. Иегова хӑйӗн халӑхне яланах йӗркелесе тӑнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ!a

17. Тепӗр статьяра мӗн сӳтсе явнӑ?

17 Ҫак юлашки кунсенче Сатана тӗнчин пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса килет. Туррӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне илес пулсан, вӑл малалла хӑвӑртрах та хӑвӑртрах пырать. Эсир ун хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыратӑр-и? Эсир ҫакна мӗнле тума пултарнине сире тепӗр статья кӑтартса парӗ.

a 2002-мӗш ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналти «Христиане поклоняются в духе и истине» тата «Они продолжают ходить в истине» статьясене пӑхӑр. Турӑ организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ ҫинчен «Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?» брошюрӑра тӗплӗнрех каласа панӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр