52-МӖШ СЫПӐК
Темиҫе ҫӑкӑрпа тата пулӑпа пин-пин ҫынна тӑрантарать
МАТФЕЙ 14:13—21 МАРК 6:30—44 ЛУКА 9:10—17 ИОАНН 6:1—13
ИИСУС 5 000 АРҪЫННА ТӐРАНТАРАТЬ
Галилея тӑрӑх ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн Иисус патне таврӑнсан 12 апостол «хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн вӗрентнине пӗтӗмпе Ӑна каласа» параҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем ывӑннӑ. Анчах вӗсен апат ҫиме те вӑхӑт пулман, мӗншӗн тесен килен-каян питӗ нумай пулнӑ. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Эсир ҫын ҫук ҫӗре хӑвӑр ҫеҫ кайӑр та кӑштах канӑр» (Марк 6:30, 31).
Вӗсем — Капернаум ҫывӑхӗнче пулас — кимӗ ҫине лараҫҫӗ те ҫын ҫук ҫӗре, Иорданран тухӑҫалла вырнаҫнӑ Вифсаида хыҫӗнчи вырӑна, ишсе каяҫҫӗ. Анчах та нумайӑшӗ вӗсем ишсе кайнине кураҫҫӗ, теприсем ҫавӑн ҫинчен темле майпа пӗлеҫҫӗ. Ҫав ҫынсем ҫыран хӗррипе чупаҫҫӗ, вара кимӗ ҫыран хӗрне ҫитнӗ ҫӗре халӑх унта вӗсене кӗтсе тӑрать.
Иисус кимӗ ҫинчен ансан пухӑннӑ ҫынсене курать те вӗсене хӗрхенет, мӗншӗн тесен вӗсем — кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене Патшалӑх ҫинчен чылай вӗрентме пуҫлать (Марк 6:34). Вӑл «сываласшӑн йӑлӑнакансене» те сыватать (Лука 9:11). Тепӗртакран вӗренекенӗсем ӑна калаҫҫӗ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ, халӑха яр — вӗсем, ялсене кайса, хӑйсем валли ҫимелли туянччӑр» (Матфей 14:15).
Иисус хуравлать: «Вӗсен кайма кирлӗ мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр» (Матфей 14:16). Иисус хӑй мӗн тӑвасшӑн пулнине пӗлет пулин те, вӑл Филипа тӗрӗслес тесе унран ыйтать: «Вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илес-ши пирӗн?» Филипп инҫех мар вырнаҫнӑ Вифсаидӑран, ҫавӑнпа Иисус ӑна ҫавӑн пек ыйту пани тӗлӗнтермест. Ҫав-ҫавах ҫавӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр туянма май ҫук пек туйӑнать. Вӗт арҫынсем ҫеҫ 5 000-е яхӑн. Вӗсем ҫумне хӗрарӑмсемпе ачасене хушсан, вӗсен шучӗ пӗтӗмпе, тен, икӗ хут ытларах пулӗ! Филипп хуравлать: «Кашнине пӗчӗк татӑк тивмелӗх ҫеҫ ҫӑкӑр илес тесен те, икҫӗр динари [пӗр динарий — пӗр кунра ӗҫлесе илнӗ ӗҫ укҫи] ҫитес ҫук» (Иоанн 6:5—7).
Андрей, пурне те тӑрантарма май ҫуккине кӑтартас тесе пуль, ҫапла калать: «Кунта пӗр ачанӑн пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пӗчӗк пулӑ пур; анчах ку йышлӑ халӑхшӑн мӗнех вӑл?» (Иоанн 6:9.)
Халӗ ҫуркунне, кӗҫех пирӗн эрӑчченхи 32 ҫулхи Пасха пуҫланать, ҫавӑнпа сӑрт айккинче симӗс курӑк ӳсет. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене халӑха ушкӑнӑн-ушкӑнӑн 50-шарӑн, 100-шерӗн ларса тухма калӑр тесе хушать. Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илет те Турра тав тӑвать. Унтан вӑл ҫӑкӑрӗсемпе пуллисене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене парать, лешӗсем вара вӗсене халӑха валеҫсе параҫҫӗ. Тӗлӗнмелле те, апачӗ пурне те ҫитет тата пурте ҫисе тӑранаҫҫӗ!
Унтан Иисус вӗренекенӗсене калать: «Юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр» (Иоанн 6:12). Вара вӗсем юлнӑ татӑксене 12 кунтӑ пуҫтараҫҫӗ!