48-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
97-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ Турӑ Сӑмахӗнчен килет
Иисус ҫынсене тӗлӗнмелле майпа ҫӑкӑрпа тӑрантарнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
«Пурнӑҫ ҫӑкӑрӗ — эпӗ. Ман пата килекен нихӑҫан та выҫӑ пулмӗ» (ИОАНН 6:35).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкра Иисус нумай ҫынна пилӗк ҫӑкӑрпа тата икӗ пулӑпа тӗлӗнмелле майпа тӑрантарни ҫинчен каланӑ. Эпир ҫавӑнтан мӗне вӗренетпӗр?
1. Авалхи вӑхӑтра ҫӑкӑр мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнӑ?
АВАЛХИ вӑхӑтра ҫӑкӑр тӗп апат шутланнӑ (Пулт. 14:18; Лука 4:4). Библире хӑш-пӗр вырӑнсенче «апат» тесе калас вырӑнне «ҫӑкӑр» тенӗ (Матф. 6:11; Ап. ӗҫ. 20:7). Унсӑр пуҫне, Иисус тунӑ икӗ тӗлӗнмелле ӗҫ, нумайӑшӗ вӗсене пӗлеҫҫӗ, ҫӑкӑрпа ҫыхӑннӑ пулнӑ (Матф. 16:9, 10). Вӗсенчен пӗрне Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкра ҫырса хунӑ. Айтӑр ӑна пӑхса тухар та хамӑр мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явар.
2. Мӗншӗн темиҫе пин ҫын валли апат кирлӗ пулнӑ?
2 Апостолсем чылайччен ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн ывӑнса ҫитнӗ. Ҫавӑнпа та Иисус вӗсене Галилея тинӗсӗн тепӗр енне — Вифсаидӑран аякрах мар вырнаҫнӑ ҫын ҫук вырӑна — кимӗпе илсе кайнӑ (Марк 6:7, 30—32; Лука 9:10). Анчах та ҫынсем ҫавӑн ҫинчен илтнӗ те унта пинӗ-пинӗпе пуҫтарӑннӑ. Иисус вӗсене курмӑш пулман. Вӑл халӑха ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ тата чирлисене сыватнӑ. Каҫ пулсан вӗренекенӗсем ҫавӑн чухлӗ нумай ҫынна мӗнле тӑрантармалла-ши тесе шутлама пуҫланӑ. Тен, хӑш-пӗрисен апачӗ пулнӑ та пулӗ. Анчах та нумайӑшӗн ҫывӑхри ялсене кайса хӑйсем валли апат туянмалла пулнӑ (Матф. 14:15; Иоанн 6:4, 5). Иисус мӗн тӑвӗ-ши?
ИИСУС ТӖЛӖНМЕЛЛЕ МАЙПА ПИТӖ НУМАЙ ҪЫННА ҪӐКӐРПА ТӐРАНТАРНӐ
3. Иисус апостолӗсене мӗн тума каланӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке пӑхӑр.)
3 Иисус хӑйӗн апостолӗсене: «Вӗсен ниҫта та каймалла мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», — тенӗ (Матф. 14:16). Ҫавна тума май ҫук пек туйӑнма пултарнӑ, мӗншӗн тесен унта 5 000-е яхӑн арҫын пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Хӗрарӑмсемпе ачасене шута илес пулсан вара, тен, ҫынсен шучӗ 15 000-е те ҫитнӗ (Матф. 14:21). Андрей ҫапла каланӑ: «Кунта пӗр арҫын ачан пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пулӑ пур. Анчах ҫак йышлӑ халӑхшӑн мӗнех вӑл?» (Иоанн 6:9). Урпа ҫӑкӑрӗ ҫав вӑхӑтра яланхи апат пулнӑ. Пулли вара типӗтни пулнӑ пулас. Анчах та ачан пулнӑ апатпа ҫавӑн чухлӗ ҫынна ниепле те тӑрантараймӑн. Е тӑрантарма пулать-и?
Иисус ҫынсене Турӑ ҫинчен те вӗрентнӗ, апат та ҫитернӗ (3-мӗш абзаца пӑхӑр)
4. Иоанн 6:11—13 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)
4 Иисус ҫынсене хӑналасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине ларса тухма хушнӑ (Марк 6:39, 40; Иоанн 6:11—13 вуласа парӑр). Кайран вӑл Ашшӗне ҫӑкӑрпа пулӑшӑн тав тунӑ. Ҫапла вӑл Турӑ панине пула ҫеҫ пирӗн апат пуррине кӑтартнӑ. Эпир те ҫаплах тума пултаратпӑр: Иисусран тӗслӗх илсе апат ҫиес умӗн кашнинчех, юнашар ҫын пур-и е ҫук-и, кӗлтума пултаратпӑр. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Иисус вӗренекенӗсене ҫӑкӑрпа пулла ҫынсене валеҫсе тухма хушнӑ. Пурте ҫисе тӑраннӑ. Апачӗ нумай пулнӑран ҫисе те ярайман. Иисус ҫав апат та сая ан кайтӑр тенӗ. Ҫавӑнпа та вӑл юлнӑ апата пуҫтарса тухма хушнӑ. Тен, кайран та ҫимелли пултӑр тенӗ. Иисус хӑйӗн мӗн пуррипе перекетлӗ усӑ курни курӑнать. Эпир те ҫапла тума пултаратпӑр. Сирӗн ачасем пур пулсан, Библири ҫак сӑвӑ йӗркисене вӗсемпе пӗрле вуласа тухӑр. Кайран вара мӗншӗн апат умӗн кӗлтумаллине, тараватлӑ тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулмаллине сӳтсе явӑр.
Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ Иисусран тӗслӗх илсе апат ҫиес умӗн кӗлтӑватӑп-и?» (4-мӗш абзаца пӑхӑр)
5. Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курсан ҫынсем мӗн тӑвасшӑн пулнӑ, Иисус вара мӗн тунӑ?
5 Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсенчен тата вӑл мӗнле вӗрентнинчен ҫынсем питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсем Моисейӑн сӑмахӗсене — Турӑ хӑйӗн халӑхне аслӑ пророк парать тенине асра тытнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем Иисус шӑп ҫав пророк мар-ши тесе шутлама пултарнӑ (Сак. аст. 18:15—18). Вӗсене Иисус ҫӗршыври пӗтӗм халӑха тӑрантарма пултаракан лайӑх пуҫлӑх пулма пултарать пек туйӑннӑ пулас. Вара вӗсем Иисуса «тытса патша тӑвасшӑн» пулнӑ (Иоанн 6:14, 15). Иисус ҫавна тума ирӗк панӑ пулсан политикӑна хутшӑннӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа, Библире каланӑ тӑрӑх, вӑл «ту ҫине кайнӑ». Таврари ҫынсем хӗтӗртсе тӑнине пӑхмасӑрах вӑл политикӑна хутшӑнман. Мӗнле лайӑх тӗслӗх!
6. Пирӗн хӑш тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илмелле? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
6 Паллах, пире ҫынсене тӗлӗнмелле майпа тӑрантарма, сыватма е патша пулма никам та ыйтмӗ пуль. Анчах та пире пурнӑҫа лайӑхлатма сӑмах параканшӑн сасӑлама е ун майлӑ тӑма хистеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне мӗн тумаллине Иисус уҫҫӑн кӑтартнӑ. Вӑл политикӑна хутшӑнма килӗшмен, каярахпа вара: «Манӑн Патшалӑх ҫак тӗнчерен мар», — тесе каланӑ (Иоанн 17:14; 18:36). Христиансем пулнӑ май, пирӗн Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшламалла тата унран тӗслӗх илмелле. Ҫавӑнпа эпир Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑратпӑр, ун ҫинчен ҫынсене каласа паратпӑр тата вӑл килтӗр тесе кӗлтӑватпӑр (Матф. 6:10). Иисус ҫынсене тӗлӗнмелле майпа ҫӑкӑрпа тӑрантарнинчен эпир тата мӗне вӗренме пултаратпӑр?
Иисус политикӑна хутшӑнман. Пирӗн те унран тӗслӗх илмелле (6-мӗш абзаца пӑхӑр)
ҪӐКӐРСЕМПЕ ТУНӐ ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ӖҪ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
7. Иисус мӗн тунӑ тата ҫавна курса апостолсем мӗн тунӑ? (Иоанн 6:16—20).
7 Иисус халӑха ҫӑкӑрпа тӑрантарнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗпе Капернаума таврӑнма каланӑ. Хӑй вара, хӑйне патшана лартасшӑн пулнӑ ҫынсенчен аяккарах каяс тесе, ту ҫине хӑпарнӑ. (Иоанн 6:16—20 вуласа парӑр.) Апостолсем тинӗсре пулнӑ чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл пуҫланнӑ. Ҫил хытӑ вӗрнипе хумсем кимме ҫапма пуҫланӑ. Ҫав самантра вӗренекенӗсем хӑйсем патне Иисус шыв ҫийӗпе утса пынине курнӑ. Иисус Пётра та тинӗс ҫийӗпе утма чӗннӗ (Матф. 14:22—31). Иисус кимӗ ҫине ларсан ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ», — тесе каланӑ (Матф. 14:33)a. Вӗсем Иисус пин-пин ҫынна тӗлӗнмелле майпа ҫӑкӑрпа тӑрантарсан мар, халь тин ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Марк ҫав событисем пирки ҫырса панӑ чухне интереслӗ япалана палӑртнӑ. «Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен ҫӑкӑрсемпе тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫ мӗне пӗлтернине вӗсем ӑнланса илмен пулнӑ, вӗсен чӗрисем ҫавна халӗ те ӑнланма пултарайман» (Марк 6:50—52). Иегова Иисуса тӗлӗнмелле майпа ҫӑкӑрпа тӑрантарма кӑна мар, хӑватлӑрах ӗҫсем тума та вӑй панине вӗренекенӗсем ӑнланман. Кӑшт каярах Иисус ҫӑкӑр пирки хӑй сӑмах тапратнӑ, мӗншӗн тесен вӗренекенӗсене те, пире те тата тепӗр кирлӗ япалана вӗрентесшӗн пулнӑ.
8, 9. Мӗншӗн ҫынсем Иисуса шыранӑ? (Иоанн 6:26, 27).
8 Тепӗр кунне ҫынсем Иисус хӑйсене тӑрантарнӑ вырӑна ҫитнӗ. Анчах та унта Иисус та, апостолсем те пулман. Ҫавӑнпа та вӗсем Тивериадӑран килнӗ кимӗсем ҫине ларса Иисуса шыраса Капернаума кайнӑ (Иоанн 6:22—24). Вӗсем ҫавна Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ытларах пӗлес тесе тунӑ-и? Ҫук. Ҫав ҫынсем Иисус хӑйсене ҫӑкӑр ҫитерессе ҫеҫ кӗтнӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?
9 Ҫынсем Иисуса Капернаум ҫывӑхӗнче тупсан мӗн пулнине пӑхӑр-ха. Иисус вӗсем «ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран», урӑхла каласан, апатшӑн килнӗ тесе тӳррӗн каланӑ. Ҫав ҫынсем «ҫӗрекен апатшӑн» мӗн чухлӗ вӑй хунӑ! Тӗрӗссипе вара вӗсен «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан ҫӗрмен апатшӑн» тӑрӑшмалла пулнӑ. (Иоанн 6:26, 27 вуласа парӑр.) Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫавӑн пек апата парӗ тесе каланӑ. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан апат пуррине пӗлсен ҫынсем ҫав тери тӗлӗннӗ пулӗ. Мӗнле апат-ши вӑл? Тата ӑна мӗнле илмелле-ши?
10. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен ҫынсен мӗн тумалла пулнӑ?
10 Ҫав еврейсем Иисусран ҫавӑн пек апата илес тесен мӗн тумаллине ыйтнӑ. Тен, вӗсем Иисус Моисей законӗнчи хӑш-пӗр хушусене каласа тухӗ тесе шутланӑ. Иисус вара: «Турӑ кама янӑ, ҫавна ӗненмелле. Акӑ мӗн Турӑ ырлать», — тесе хуравланӑ (Иоанн 6:28, 29). Иисус ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен хӑйне ӗненмелли ҫинчен унччен те каланӑ (Иоанн 3:16—18, 36). Каярахпа вӑл ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен тата мӗн-мӗн тумалли ҫинчен асӑннӑ (Иоанн 17:3).
11. Еврейсем апат ҫиесси ҫинчен ҫеҫ шутлани ӑҫтан курӑнать? (Псалом 77:24, 25).
11 Апла, Иисус ҫав еврейсене Турӑ хӑйсене ырлатӑр тесен мӗн тумаллине каланӑ. Анчах та вӗсем Иисус мӗн каланине хӑлхана чикмен. Вӗсем ҫапла ыйтнӑ: «Хӑвна ӗнентерес тесе эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн?» (Иоанн 6:30). Вӗсем Моисей вӑхӑтӗнче Турӑ хӑйсен мӑн аслашшӗсене тӗлӗнмелле майпа манна парса тӑни ҫинчен каланӑ. Ҫав манна вара вӗсемшӗн кулленхи апат пулнӑ (Неем. 9:15; Псалом 77:24, 25 вуласа парӑр). Ҫав ҫынсем ҫӑкӑр ҫиесси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ. Иисус тӳпери «чӑн ҫӑкӑр» ҫинчен, маннӑпа танлаштарсан, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан ҫӑкӑр ҫинчен асӑнсан та, вӗсем вӑл мӗн каласшӑн пулнине ыйтса пӗлмен (Иоанн 6:32). Апат ҫиессишӗн ҫуннӑран вӗсем Иисус хӑйсене вӗрентесшӗн пулнӑ хаклӑ чӑнлӑхсене ӑнкарса илеймен. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр?
ПИРӖНШӖН МӖН ЧИ ПӖЛТЕРӖШЛИ ПУЛМАЛЛА?
12. Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫын пурнӑҫӗнче чи пӗлтерӗшли мӗн пулмалла?
12 Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкран эпир мӗне вӗренесшӗн? Пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем пулмалла. Сӑмахран, Шуйттан Иисуса илӗртнӗ чухне Иисус тутӑ пулнинчен Иеговӑна итлени кирлӗрех пулнине кӑтартнӑ (Матф. 4:3, 4). Ту ҫинче каланӑ проповедьре Иисус ҫынсен хӑйсене Турӑ кирлӗ пулнине ӑнланмалла тесе палӑртнӑ (Матф. 5:3). Ҫавӑнпа та хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Ман пурнӑҫра тӗп вырӑн мӗн йышӑнать? Хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем-и е хама мӗн кирлипе тивӗҫтересси-и?»
13. а) Мӗншӗн апат ҫисе савӑннинче ним япӑххи те ҫук тесе калама пулать? ӑ) Павел пире мӗнрен асӑрхаттарать? (1 Коринф 10:6, 7, 11).
13 Хамӑра мӗн кирли ҫинчен кӗлтунинче тата хамӑрӑн мӗн пурришӗн савӑннинче ним япӑххи те ҫук (Лука 11:3). Библире каланӑ тӑрӑх, ӗҫсе-ҫини, чуна ӗҫпе савӑнтарни вӑл ырӑлӑх, мӗншӗн тесен ҫаксем веҫех — Турӑран (Еккл. 2:24; 8:15; Иак. 1:17). Анчах та ҫав ӗҫсем пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла мар. Ҫакна Павел апостол та хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. Вӑл христиансене израильтянсемпе пушхирте, ҫав шутрах Синай тӑвӗ патӗнче те, мӗн пулса тухнине аса илтернӗ. Вӑл тӑвансене вӗсен израильтянсен пек «усал тӑвас шухӑш ан пултӑр» тесе асӑрхаттарнӑ. (1 Коринф 10:6, 7, 11 вуласа парӑр.) Иегова израильтянсене тӗлӗнмелле майпа апат панӑ. Анчах та вӗсем апат ҫине нихҫан курман пек тапӑннӑран, вӑл вӗсемшӗн усаллӑх пулса тӑнӑ (Йыш. 11:4—6, 31—34). Ылтӑн пӑру туни те израильтянсемшӗн ӗҫсе-ҫисе савӑнни Турра пуҫҫапассинчен пӗлтерӗшлӗрех пулнине палӑртнӑ (Тух. 32:4—6). Павелӑн ҫырӑвӗ шӑпах вӑхӑтлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен кӑшт вӑхӑт иртсен пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта Иерусалимпа унти храма аркатнӑ. Израильтянсем тунӑ йӑнӑша тӑвас мар тесен пирӗн Павел каланӑ сӑмахсене итлемелле, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пырать.
14. Ҫӗнӗ тӗнчери апат пирки Библире мӗн каланӑ?
14 Иисус «паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр парсам» тесе те, ҫав вӑхӑтрах Туррӑн ирӗкӗ «ҫӗр ҫинче те тӳпери пекех пурнӑҫлантӑр» тесе те кӗлтума вӗрентнӗ (Матф. 6:9—11). Ҫав чаплӑ пуласлӑх ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн куҫ умне мӗнле ӳкерчӗк тухса тӑрать? Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ ҫӗр ҫинче, тӗрлӗ пиллӗхсемсӗр пуҫне, лайӑх апат та пултӑр тет. Исаия 25:6—8 сӑвӑ йӗркисенче ҫынсем тӗрлӗ-тӗрлӗ тутлӑ апат ҫийӗҫ тенӗ. Псалом 71:16-мӗшӗнче: «Тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ», — тесе ҫырнӑ. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: эсир ҫак тырра илетӗр те хӑвӑр юратнӑ ҫӑкӑра пӗҫеретӗр е унччен пӗҫерсе курман апата хатӗрлетӗр. Унсӑр пуҫне, эсир виноград ӗрчетсе хӗрлӗ эрех тума пултарӑр (Ис. 65:21, 22). Тата эсир кӑна мар, ҫӗр ҫинчи пур ҫын та ҫавӑн пек савӑнса пурӑнӗ.
15. Чӗрӗлсе тӑнисем мӗнле пӗлӳ илӗҫ? (Иоанн 6:35).
15 Иоанн 6:35 вуласа парӑр. Айтӑр Иисус ҫӑкӑрпа тата пулӑпа тӑрантарнӑ ҫынсене тепре аса илер. Иисуса ӗненмен пулсан та вӗсем чӗрӗлсе тӑма пултарӗҫ (Иоанн 5:28, 29). Вара вӗсен Иисус: «Пурнӑҫ ҫӑкӑрӗ — эпӗ. Ман пата килекен нихӑҫан та выҫӑ пулмӗ», — тени мӗне пӗлтернине пӗлмелле пулать. Вӗсен хӑйсен ӗненӗвне аталантармалла пулать: Иисусӑн каҫарттаракан парнине, вӑл вӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панине ӗненмелле пулать. Чӗрӗлсе тӑнисене тата ҫӗнӗ тӗнчере ҫуралакан ачасене Иегова ҫинчен тата унӑн ирӗкӗ ҫинчен вӗрентмелле пулӗ. Ҫак ӗҫ пире шутсӑр тутлӑ апатран та ытларах савӑнӑҫ кӳрӗ.
16. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
16 Эпир Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкри хӑш-пӗр шухӑшсене кӑна пӑхса тухрӑмӑр. Иисус ӗмӗрлӗх пурнӑҫ ҫинчен мӗне вӗрентнине ҫав сыпӑкра татах та ҫырса панӑ. Еврейсен Иисус мӗне вӗрентнине тимлӗ итлемелле пулнӑ, пирӗн те ҫаплах тумалла. Тепӗр статьяра эпир Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкри ытти шухӑшсене пӑхса тухӑпӑр.
20-МӖШ ЮРӐ Эсӗ хӑвӑн пӗртен-пӗр Ывӑлна панӑ
a Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен ҫак кӗнекесенчен ытларах пӗлме пулать: «Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ», 131-мӗш страница тата «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр», 185—186 страницӑсем.