Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lff 31 урок
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
  • Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
  • ТӖП ШУХӐШ
  • ТӖПЧЕМЕЛЛИ
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парӗ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Турӑ патшалӑхӗ ертсе пырать
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
lff 31 урок
31-мӗш урок. Иисус Христоса, тӳпери Патшана, Иеговӑран тухакан ҫутӑ ҫутатса тӑрать.

31-МӖШ УРОК

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци

Библире калакан тӗп хыпар вӑл — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар. Иегова ҫав Патшалӑхпа усӑ курса ҫӗре рай туса хурӗ. Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ? Ҫав Патшалӑх халӗ влаҫа тытса тӑнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Ҫав Патшалӑх ку таранччен мӗн-мӗн тунӑ? Пуласлӑхра вӑл мӗн туса парӗ? Ҫак тата тепӗр икӗ урок ҫак ыйтусем ҫине хуравлӗҫ.

1. Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ тата кам унӑн Патши?

Патшалӑх вӑл — Иегова Турӑ йӗркелесе янӑ правительство. Ҫав Патшалӑхӗн Патши — Иисус Христос. Вӑл тӳперен ертсе пырать (Матфей 4:17; Иоанн 18:36). Библире Иисус пирки вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларӗ тенӗ (Лука 1:32, 33). Иисус, Турӑ Патшалӑхӗн Патши, ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе пуринпе те пуҫ пулса тӑрӗ.

2. Иисуспа пӗрле камсем влаҫа тытса тӑрӗҫ?

Иисус пӗччен влаҫа тытса тӑмӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, тӗрлӗ халӑхран тухнӑ ҫынсем «Христоспа пӗрле... патшара ларӗҫ» (Ӳлӗмхи 20:6). Христоспа пӗрле патшара ларакансем мӗн чухлӗ пулӗҫ? Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑранпа миллион-миллион ҫын христиансем пулса тӑнӑ. Анчах та Иисуспа пӗрле патшара ларма 144 000-шӗ ҫеҫ тӳпене кайӗ. (Ӳлӗмхи 14:1—4 вулӑр.) Ытти христиансем пурте ҫӗр ҫинче пурӑнӗҫ те Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем пулса тӑрӗҫ (Псалом 36:29).

3. Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсен правительствисенчен лайӑхрах?

Ҫынсен пуҫлӑхӗсен мӗн те пулин лайӑххине тума май килсен те, вӗсем хӑйсем мӗн тӑвас килнине пурне те пурнӑҫа кӗртме пултараймаҫҫӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен вырӑнне теприсем килеҫҫӗ. Вӗсен вырӑнне килнисем вара хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлама пултараҫҫӗ тата вӗсем, тен, ҫынсене те пулӑшасшӑн пулмӗҫ. Анчах та Турӑ Патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ, Иисус, вырӑнне нихӑҫан та никам та лармӗ. Турӑ «нихӑҫан арканми патшалӑх туса» лартнӑ (Даниил 2:44). Иисус пӗтӗм ҫӗр ҫинчи влаҫа тытса тӑрӗ. Вӑл ҫынсене камне кура уйӑрса тӑмӗ. Вӑл юратать, ырӑ тата тӗрӗслӗхшӗн ҫирӗп тӑрать. Ҫавӑнпа вӑл ҫынсене пӗр-пӗрне юратма, пӗр-пӗринпе ырӑ пулма тата тӗрӗслӗхе хаклама вӗрентӗ. (Исаия 11:9 вулӑр.)

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсен кирек мӗнле правительствинчен те лайӑхрах пулнине пӑхса тухӑр.

Иисус Христос хӑйӗн тӳпери престолӗ ҫинче ларать, унтан вӑл пӗтӗм ҫӗре тытса тӑрать. Ун хыҫӗнче унпа пӗрле патшара ларакансем престолсем ҫинче лараҫҫӗ. Вӗсем ҫине Иеговӑран тухакан ҫутӑ ҫутатса тӑрать.

4. Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинчи влаҫа тытса тӑрӗ

Иисус Христос ҫынсен кирек хӑш пуҫлӑхӗнчен те чылай хӑватлӑрах. Матфей 28:18 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иисус Христосӑн влаҫӗпе ҫынсен пуҫлӑхӗсен влаҫӗ хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

Ҫынсен правительствисем улшӑнсах тӑраҫҫӗ тата кашни правительствӑн хӑй тытса тӑракан территоринче кӑна власть пур. Турӑ Патшалӑхӗ пирки вара мӗн калама пулать? Даниил 7:14 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ Патшалӑхӗ «нихӑҫан та арканманни» пире мӗнле усӑ парӗ?

  • Сирӗн шутпа, Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинчи пӗтӗм влаҫа хӑй аллинче тытса тӑни пире мӗнле усӑ парӗ?

5. Ҫынсен правительствисем пирӗн йывӑрлӑхсене татса пама пултараймаҫҫӗ

Мӗншӗн ҫынсен правительствисем вырӑнне Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

ВИДЕО: «Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?» (видеороликӑн пайӗ) (1:40)

  • Ҫынсем влаҫа тытса тӑни мӗн патне илсе ҫитернӗ?

Екклесиаст 8:9 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫынсен правительствисене Турӑ Патшалӑхӗпе улӑштармалла-и? Мӗншӗн эсир ҫапла шутлатӑр?

6. Турӑ Патшалӑхӗнчи ертӳҫӗсем пире ӑнланаҫҫӗ

Пирӗн патша, Иисус, хӑй ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл пире питӗ лайӑх ӑнланать (Еврейсем 4:15). Турра шанчӑклӑ 144 000 арҫынпа хӗрарӑма, Иисуспа пӗрле патшара ларма Иегова тӗрлӗ йӑхран, тӗрлӗ халӑхран тата тӗрлӗ ӑруран суйласа илнӗ (Ӳлӗмхи 5:9).

  • Иисус тата унпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗнче патшара ларакансем эпир мӗн туйма пултарнине тата эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарнине питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫакна пӗлни сире хавхалантарать-и тата чуна йӑпатать-и? Ӑнлантарса парӑр.

Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӗрлӗ йышши арҫынсемпе хӗрарӑмсем тӗрлӗ вӑхӑтра.

Иисуспа пӗрле патшара ларма Иегова тӗрлӗ йышши арҫынсемпе хӗрарӑмсене суйласа илнӗ

7. Турӑ Патшалӑхӗн законӗсем ҫынсен законӗсенчен лайӑхрах

Правительствӑсем законсем кӑлараҫҫӗ, вӗсем ҫав законсем хӑйсен гражданӗсене усӑ парӗҫ тата хӳтӗлӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗн те законсем пур, унӑн гражданӗсен вара ҫав законсене тытса тӑмалла. 1 Коринф 6:9—11 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫынсем пурте Туррӑн нравственность нормисене тытса тӑнӑ пулсан, пурнӑҫ мӗнлерех пулнӑ пулӗччӗ?a

  • Сирӗн шутпа, Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсенчен ҫав законсене хисеплессине кӗтме Иеговӑн ирӗк пур-и? Мӗншӗнне ӑнлантарса парӑр.

  • Ҫав законсене тытса тӑман ҫынсем улшӑнма пултарнине мӗн кӑтартса парать? (11-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)

Полицейски машинсене чарать. Тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем ҫул урлӑ каҫаҫҫӗ.

Правительствӑсем хӑйсен гражданӗсене хӳтӗлекен законсем кӑлараҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗн законӗсем ҫынсен законӗсенчен чылай лайӑхрах

КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?»

  • Эсир ҫакӑн ҫине мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — тӳпери правительство. Вӑл пӗтӗм ҫӗр ҫинчи влаҫа хӑй аллинче тытса тӑрӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Турӑ Патшалӑхӗнче камсем влаҫа тытса тӑрӗҫ?

  • Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсен кирек мӗнле правительствинчен те лайӑхрах?

  • Иегова хӑйӗн Патшалӑхӗн гражданӗсенчен мӗн кӗтет?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Турӑ Патшалӑхӗ ӑҫта пулни пирки Иисус мӗне вӗрентнине пӑхса тухӑр.

«Турӑ Патшалӑхӗ ҫын чӗринче-и?» (интернет-статья)

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем ҫынсен пӗр-пӗр правительствине мар, Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑннӑ?

«Преданы Царству Бога» (1:44)

Иегова Иисуспа пӗрле патшара ларма суйласа илнӗ ҫынсем пирки Библире мӗн каланине пӗлӗр.

«Кам тӳпене каять?» (интернет-статья)

Пӗр хӗрарӑм тӗрмере ларнӑ чухне Турӑ кӑна ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх туса пама пултарнине мӗнле пӗлнӗ?

«Я узнала, что справедливость восторжествует» («Пробудитесь!», 2011 ҫулхи ноябрь)

a Ҫав нравственность нормисенчен хӑш-пӗрисене 3-мӗш пайӗнче пӑхса тухнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр