4-МӖШ УРОК
Библири сӑвӑ йӗркисене вулас умӗн каламалли сӑмахсем
Матфей 22:41—45
ТӖЛЛЕВ. Библири сӑвӑ йӗркине вуласа парас умӗн каланӑ сӑмахсем итлекенсене ҫав сӑвӑ йӗркине ӑнланма пулӑшмалла.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Библири сӑвӑ йӗркисене мӗнле тӗллевпе вуласа парасшӑн пулни ҫинчен шухӑшла. Сӑвӑ йӗркисене вуласа парас умӗн каланӑ сӑмахсенче эсӗ мӗнле шухӑша палӑртасшӑн пулни курӑнмалла.
Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ кӗнеке пулнине кӑтарт. Турра ӗненекен ҫынсемпе калаҫнӑ чухне Библи пирки Турӑ Сӑмахӗ тесе кала. Ҫапла майпа эсӗ ҫак кӗнекере Туррӑн иксӗлми ӑслӑлӑхӗ пулнине кӑтартӑн.
Библире мӗн ҫырнине пӗлес кӑмӑла ҫурат. Ыйту пар та Библире хуравӗ пуррине кала; пӗр-пӗр йывӑрлӑх ҫинчен асӑн та Библири сӑвӑ йӗрки ӑна татса пама пулӑшнине палӑрт е пӗр-пӗр принципа аса илтер те Библири сӑвӑ йӗркисем ӑна ӑнланма пулӑшнине кала.