Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lff 55 урок
  • Хӑвӑр пухӑва пулӑшса тӑрӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑвӑр пухӑва пулӑшса тӑрӑр
  • Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
  • ТӖП ШУХӐШ
  • ТӖПЧЕМЕЛЛИ
  • Эсӗ юрату кӑтартнӑшӑн Иеговӑна тав тӑватпӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
  • Библире ӗҫпе укҫа ҫинчен мӗн каланӑ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Туррӑн веҫех пур пулсан, ӑна мӗн те пулин памалла-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне мӗнле укҫапа туса тӑраҫҫӗ?
    Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
lff 55 урок
55-мӗш урок. Арҫын тата хӗрарӑм тӑвансем Патшалӑх залне тирпей кӳреҫҫӗ.

55-МӖШ УРОК

Хӑвӑр пухӑва пулӑшса тӑрӑр

Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци

Пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын пин-пин пухура Иеговӑшӑн савӑнӑҫлӑн ӗҫлесе тӑрать. Вӗсем тӗлпулусенче илекен пӗлӗве питӗ хаклаҫҫӗ тата хӑйсен пухӑвӗсене хаваспах пулӑшса тӑраҫҫӗ. Эсир те вӗсем пекех пархатарлӑ-и тата пухӑва сирӗн пулӑшса тӑрас кӑмӑл пур-и?

1. Пухӑва пулӑшас тесе эсир хӑвӑр вӑхӑтпа тата вӑйпа мӗнле усӑ курма пултаратӑр?

Пирӗнтен кашни хӑйӗн пухӑвне тӗрлӗ майпа пулӑшма пултарать. Сирӗн пухура ваттисем е халсӑррисем пур-и? Эсир вӗсене тӗлпулусене илсе кайма пултаратӑр-и? Е лавккаран вӗсене мӗн кирлине илсе килсе пама тата килти ӗҫсене тума пулӑшма пултаратӑр-и? (Иаков 1:27 вулӑр.) Ҫавӑн пекех эпир Патшалӑх залне тирпейлеме, юсама пулӑшма пултаратпӑр. Ҫаксене пире никам та вӑйпа тутармасть. Эпир пулӑшма хатӗр, мӗншӗн тесен Турра тата пухури тӑвансене юрататпӑр (Псалом 109:3).

Шыва кӗнӗ Свидетельсен пухӑва пулӑшмалли майсем тата нумайрах. Библире мӗн каланипе килӗшӳллӗ пурӑнакан арҫын тӑвансем пухура пулӑшакансем пулса тӑма, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара старейшинӑсем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Арҫын тӑвансен те, хӗрарӑм тӑвансен те ырӑ хыпара ытларах сарас тесе пионер пулса ӗҫлеме май пур. Хӑш-пӗр Свидетельсем Патшалӑх залӗсене тума пулӑшма е ӑҫта пухусене пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнта куҫса кайма пултараҫҫӗ.

2. Эпир пухӑва хамӑр укҫа-тенкӗпе тата пурлӑхпа мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

Эпир Иеговӑна хамӑр пурлӑхран парне кӳрсе хисеплеме пултаратпӑр (Ытарӑшсем 3:9). Эпир хамӑр патри пухӑва пулӑшас тата пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарма пулӑшас тесе хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пама пултаратпӑр. (2 Коринф 9:7 вулӑр.) Эпир хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӗн курнисене пулӑшас тесе те усӑ кураҫҫӗ. Нумайӑшӗн, хӑйсен ирӗкӗпе укҫа памашкӑн, укҫа-тенкӗ уйӑрса хурас йӑла пур. (1 Коринф 16:2 вулӑр.) Эпир хамӑр ирӗкпе парас текен укҫа-тенке Патшалӑх залӗнчи ещӗке яма е ҫавна интернетра donate.jw.org сайт урлӑ тума пултаратпӑр. Хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парасси вӑл — Иеговӑна юратнине кӑтартмалли майсенчен пӗри.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Эсир хӑвӑр пухӑва мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлӗр.

3. Эпир укҫа-тенкӗпе пулӑшма пултаратпӑр

Ыттисене хаваспах пулӑшакан ҫынсене Иеговӑпа Иисус юратаҫҫӗ. Сӑмахран, Иисус пӗр чухӑн тӑлӑх арӑма мухтаса илнӗ. Ҫав хӗрарӑмӑн укҫи-тенки питӗ сахал пулнӑ пулин те, ҫав-ҫавах вӑл Иеговӑна мӗн пама пултарнине пӗтӗмпех панӑ. Лука 21:1—4 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эпир хамӑр ирӗкпе нумай укҫа парсан ҫеҫ Иеговӑна юрама пултаратпӑр-и?

  • Эпир хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ панӑ чухне ҫавна хаваспах тӑватпӑр пулсан, Иеговӑпа Иисус мӗн туяҫҫӗ?

Эпир хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ курнине пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр. Унтан ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

ВИДЕО: «Эпир Иеговӑна паракан парне» (4:46)

  • Эпир хамӑр ирӗкпе паракан укҫа-тенкӗпе пӗтӗм тӗнчипе пурӑнакан тӑвансене пулӑшас тесе мӗнле усӑ кураҫҫӗ?

Ватӑ хӗрарӑм тӑван укҫа ямалли ещӗке укҫа ярать.

4. Эпир пулӑшу сӗнме пултаратпӑр

Авалхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен пуҫҫапмалли вырӑнӗсене пӑхса-юсаса тӑрас тесе мӗн тума пултарнине веҫех тунӑ. Ҫакӑн шутне укҫа-тенкӗ парасси ҫеҫ кӗмен. 2 Ҫулсеренхи 34:9—11 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Кашни Израиль ҫынни Иеговӑн храмӗшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ?

Хальхи вӑхӑтра Иегова Свидетелӗсем Библире каланӑ ҫав тӗслӗхе тытса тӑраҫҫӗ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

ВИДЕО: «Пирӗн пуҫҫапмалли вырӑнсемшӗн тӑрӑшатпӑр» (3:32)

«Пирӗн пуҫҫапмалли вырӑнсемшӗн тӑрӑшатпӑр» видеори кадрсем: арҫынсем, хӗрарӑмсем тата ачасем Патшалӑх залне тирпей кӳреҫҫӗ.
  • Мӗншӗн Патшалӑх залӗ таса пулмалла тата ҫав ҫуртра пурте йӗркеллӗ ӗҫлесе тӑмалла?

  • Эсир мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

Свидетельсен ушкӑнӗ Патшалӑх залне тума пулӑшать.

5. Арҫын тӑвансем мӗн тума пултараҫҫӗ?

Библи арҫын тӑвансене пухушӑн ытларах тӑрӑшма хавхалантарать. Акӑ пӗр тӗслӗх. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

ВИДЕО: «Арҫын тӑвансем, ырӑ ӗҫ тума тӑрӑшӑр!» (5:23)

  • Пухӑва ытларах пулӑшас тесе арҫын тӑван мӗн турӗ?

Пухура пулӑшакансем тата старейшинӑсем пулас текен арҫын тӑвансен мӗнлерех пулмаллине Библире ӑнлантарса панӑ. 1 Тимофей 3:1—13 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Пухура пулӑшакансем тата старейшинӑсем пулас текен арҫын тӑвансенчен мӗн кӗтеҫҫӗ?

  • Вӗсен ҫемйинчи ҫынсенчен мӗн кӗтеҫҫӗ? (4-мӗшпе 11-мӗш сӑвӑ йӗркисене пӑхӑр.)

  • Арҫын тӑвансем Библире каланӑ пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ пӗтӗм пухӑва мӗнле усӑ парать?

Ҫамрӑк тӑван ватӑ тӑван ларакан инвалид креслине тӗксе пырать, вӗсем пӗрле ырӑ хыпара килтен-киле сараҫҫӗ.

КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне тума укҫа ӑҫтан илсе тӑраҫҫӗ?»

  • Ҫакӑн пирки эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Эпир пухӑва пулӑшас тесе хамӑр вӑхӑта, вӑя тата пурлӑха панине Иегова питӗ хаклать.

Вӗреннине аса илни

  • Эпир хамӑр пухӑва пулӑшас тесе хамӑр вӑхӑтпа тата вӑйпа мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?

  • Эпир пухӑва хамӑр укҫа-тенкӗпе тата пурлӑхпа мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

  • Хӑвӑр пухӑва пулӑшас тесе сирӗн мӗн-мӗн тӑвас килет?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен мӗншӗн вуннӑмӗш пайне тӳлеме ыйтманнине пӗлӗр.

«Что в Библии говорится о десятине?» (интернет-статья)

Библире каланӑ тӑрӑх, шыва кӗнӗ арҫын тӑвансене хӑш-пӗр тивӗҫсем шанса параҫҫӗ. Шыва кӗнӗ хӗрарӑм тӑванӑн ҫав тивӗҫсене тумалла пулсан, вара мӗн?

«Старейшинӑсен пухура мӗнле власть пур?» («Хурал башни», 2021 ҫулхи февраль)

Хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсем патне публикацисем илсе ҫитерес тесе нумай вӑй хуракан хӑюллӑ Свидетельсемпе паллашӑр.

«Конгора пирӗн литературӑна пухусене илсе ҫитереҫҫӗ» (4:25)

Пирӗн ӗҫ-хӗле тума укҫа-тенкӗ мӗнле илсе тӑни ытти тӗнсем укҫа-тенкӗ мӗнле илсе тӑнинчен питӗ уйрӑлса тӑрать. Ҫакна хӑвӑр пӗлӗр.

«Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне мӗнле укҫапа туса тӑраҫҫӗ?» (интернет-статья)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр