Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lmd 6 урок
  • Хӑюлӑх

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑюлӑх
  • Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус мӗн тунӑ?
  • Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?
  • Иисусран тӗслӗх илӗр
  • Турӑ сӑмахне хӑюллӑ калӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Пире хӑюлӑх парсам
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
  • Пире хӑюлӑх парсам
    Иеговӑна мухтаса юрлар. Ҫӗнӗ юрӑсем
  • Иисус суккӑрсене сыватать тата Закхея пулӑшать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Ытларах пӗлӗр
Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
lmd 6 урок

КАЛАҪУ ПУҪЛӐР

Иисус Закхея йывӑҫ ҫинчен анма ыйтать, ҫакна куракансем ҫакӑнтан тӗлӗнеҫҫӗ.

Лука 19:1—7

6-МӖШ УРОК

Хӑюлӑх

Библири принцип: «Турӑ пире хӑйӗн ырӑ хыпарне пӗлтерме хӑюлӑх пачӗ» (1 Фес. 2:2).

Иисус мӗн тунӑ?

Иисус Закхея йывӑҫ ҫинчен анма ыйтать, ҫакна куракансем ҫакӑнтан тӗлӗнеҫҫӗ.

ВИДЕО: «Иисус Закхея ырӑ хыпар калать»

1. ВИДЕО пӑхӑр е Лука 19:1—7 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1. а) Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем Закхейран ютшӑннӑ?

  2. ӑ) Иисуса унпа калаҫма мӗн хавхалантарнӑ?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Тӗрлӗ ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерме хӑюлӑх кирлӗ.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Иеговӑна шанӑр. Турӑ Иисуса святой сывлӑш панӑ, ҫавӑнпа вӑл ырӑ хыпара хӑюллӑн пӗлтерме пултарнӑ. Иегова сире те ҫав сывлӑша пама пултарать (Матф. 10:19, 20; Лука 4:18). Сӑваплӑ ӗҫре эсир кампа та пулин калаҫу пуҫлама хӑратӑр пулсан, кӗлӗре Иеговӑран хӑюлӑх пама ыйтӑр (Ап. ӗҫ. 4:29).

4. Ҫынна камне кура ан уйӑрӑр. Ҫыннӑн ҫи-пуҫне, вӑл обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине, пуян пулнине, мӗнле пурӑннине е мӗне ӗненнине кура эпир унпа калаҫу пуҫлама хӑрама пултаратпӑр. Анчах та ҫакна асра тытӑр:

  1. а) Иеговӑпа Иисус ҫын чӗрине кураҫҫӗ, эпир вара ҫавна тума пултараймастпӑр.

  2. ӑ) Ҫак ҫын Иеговӑн хӗрхенӗвне тивӗҫлӗ мар тесе шутламалла мар.

5. Хӑюллӑ пулӑр, ҫав вӑхӑтрах хӑвӑра хисеплӗн тытӑр тата асӑрхануллӑ пулӑр (Матф. 10:16). Ҫынпа ан тавлашӑр. Ҫын сире итлесшӗн мар пулсан е пӗр-пӗр хӑрушлӑх сиксе тухма пултарать пек туйӑнать пулсан, калаҫӑва сӑпайлӑн вӗҫлӗр (Ытар. 17:14).

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР

Ап. ӗҫ. 4:31; Эф. 6:19, 20; 2 Тим. 1:7

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр