«Кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турра» шанса тӑрӑр
«Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ, мухтавлӑ!» (2 КОР. 1:3.)
1. Ҫынна, кирек миҫе ҫула ҫитсен те, мӗн кирлӗ?
МӖН ҫуралнӑранпах пире лӑплантару кирлӗ. Кӑкӑр ачи лӑплану кирлӗ чухне сасӑ парать. Тен, вӑл хӑйне алла илтересшӗн е унӑн хырӑмӗ выҫнӑ. Ҫитӗнсе ҫитсен те ҫынна час-часах, уйрӑмах, хӑйне йывӑр килнӗ чухне, лӑплантарни кирлӗ.
2. Иегова хӑйне шанакансене лӑплантарӑп тесе мӗнле шантарать?
2 Килтисемпе туссем пире час-часах хӑш-пӗр енчен лӑплантарма пултараҫҫӗ. Анчах та тепӗр чухне ҫынсем пире пулӑшма вӑй ҫитереймеҫҫӗ. Пире тем пек йывӑр килсен те Турӑ яланах лӑплантарма пултарать. Унӑн Сӑмахӗ пире ҫапла шантарса калать: «Хӑйне чӗнекенсемшӗн... Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх... [вӑл] вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет» (Пс. 144:18, 19). Чӑнах та, «Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем йӑлӑннӑ енче» (Пс. 33:16). Анчах та Турӑ пире пулӑштӑр, лӑплантартӑр тесен пирӗн ӑна шанмалла. Ҫавӑн ҫинчен псалом юрлакан Давид уҫҫӑн каланӑ. Вӑл юрланӑ: «Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн, хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ; Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн» (Пс. 9:9, 10).
3. Иегова хӑйӗн халӑхне юратнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?
3 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене питӗ хаклать. Ҫавӑ Иисусӑн сӑмахӗсенчен курӑнать: «Пилӗк пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка икӗ ассарипе сутмаҫҫӗ-и? ҫапах та Турӑ вӗсене пӗрне те манмасть. Сирӗн пуҫӑр ҫинчи кашни ҫӳҫ пӗрчи те шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ вӗҫен кайӑкран хаклӑ» (Лука 12:6, 7). Иеремия пророк урлӑ Иегова хӑйӗн авалхи халӑхне каланӑ: «Сана Эпӗ ӗмӗрлӗх юратупа юрататӑп, сана ҫавӑнпа ырӑлӑх паратӑп» (Иер. 31:3).
4. Иегова сӑмах панисене эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр?
4 Иеговӑна тата вӑл сӑмах панисем пурнӑҫланассине шанса тӑни пире инкеклӗ вӑхӑтра лӑплантарать. Ҫавӑнпа та Турра пирӗн Иисус Навин шаннӑ пекех шанмалла. Вӑл каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ» (Иис. Н. 23:14). Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем пире аптӑратса ӳкерсен те, «Турӑ шанчӑклӑ» пулнине тата вӑл хӑйне чунтан парӑннӑ ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та пӑрахманнине ҫирӗп шанма пултаратпӑр. (1 Коринф 10:13 вуласа пар.)
5. Мӗне пула эпир ыттисене лӑплантарма пултаратпӑр?
5 Павел апостол Иегова пирки «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ» тенӗ. «Лӑплантарать» тени вӑл кам инкеке лекнӗ е хурланать, ҫавна йӑпатнине е унӑн хуйхине пусарнине пӗлтерет. Шӑп ҫапла лӑплантарать ӗнтӗ Иегова. (2 Коринф 1:3, 4 вуласа пар.) Пирӗн ҫӳлти Аттене нимӗн те, никам та чӑрмантараймасть, ҫавӑнпа та унӑн хӑйне юратакансене лӑплантармашкӑн мӗн кирли пурте пур. Эпир вара, хамӑр енчен, пӗрле ӗненекенсене, «тӗрлӗ хурлӑх куракансене», Турӑ «хамӑра лӑплантарнӑ пек» лӑплантарма пултаратпӑр. Чӑнах та, хурланакансене Иегова лӑплантарнӑ пек лӑплантарма никам та пултараймасть!
Тӗрлӗ хурлӑхра лӑплантарни
6. Мӗн пире хурлантарма пултарать?
6 Пире кирек хӑҫан та лӑплантару кирлӗ. Хуйха ӳкерме пултаракан сӑлтавсенчен пӗри вӑл — ҫывӑх ҫын, уйрӑмах, юратнӑ мӑшӑр е ача вилни. Ҫынна ыттисем хисепе хуманни, ун ҫинчен начар шутлани хурлантарнӑ пирки те лӑплантару кирлӗ пулма пултарать. Начар сывлӑх, ватлӑх, чухӑнлӑх, ҫемьери йывӑрлӑхсем е тӗнчери йӗркесӗр ӗҫсем пире хурлантарма пултараҫҫӗ.
7. а) Йывӑр вӑхӑтра мӗнле лӑплантару кирлӗ? ӑ) «Хурлӑхлӑ» чӗрене Иегова мӗнле сиплеме пултарать?
7 Йывӑр вӑхӑтра пире хамӑр чӗрене, ӑстӑна, туйӑмсене йӑпатакан, сывлӑха самайлатакан тата ӗненӗве ҫирӗплетекен лӑплантару кирлӗ пулма пултарать. Чи малтан чӗре ҫинчен калаҫса пӑхар. Турӑ Сӑмахӗнче чӗре «хурлӑхлӑ» пулма пултарать тенӗ (Пс. 33:19). Иегова, паллах, пулӑшма пултарать, мӗншӗн тесен «Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет» (Пс. 146:3). Пире тем пек йывӑр килсен те, эпир Турра чунтан ӗненсе кӗлӗ тӑватпӑр тата унӑн ӳкӗчӗсене пурнӑҫласа тӑратпӑр пулсан, вӑл пирӗн суранланса пӗтнӗ чӗрене лӑплантарма пултарать. (1 Иоанн 3:19—22; 5:14, 15 вуласа пар.)
8. Йывӑрлӑхсем пирӗн ӑстӑн ҫине витӗм кӳнӗ чухне Иегова пире мӗнле пулӑшма пултарать?
8 Пире хӑш-пӗр чухне лӑплантарни кирлӗ, мӗншӗн тесен тӗрлӗ йывӑрлӑхсем пирӗн ӑстӑн ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Ӗненӗве тӗрӗслекен ҫав йывӑрлӑхсене хамӑр вӑйпа ҫӗнтерме май ҫук пуль. Анчах та псалом юрлакан юрланӑ: «Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне [«канӑҫсӑр шухӑшсем мана пусса илсен», ҪТ] Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (Пс. 93:19). Унсӑр пуҫне Павел ҫырнӑ: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Флп. 4:6, 7). Канӑҫ паман шухӑшсене ҫӗнтерме Библи вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани самаях пулӑшать (2 Тим. 3:15 —17).
9. Йывӑр туйӑмсене эпир мӗнле ҫӗнтерме пултаратпӑр?
9 Хӑш-пӗр чухне ӗмӗт татӑлнӑран начар туйӑмсем капланса килме пултараҫҫӗ. Тен, эпир Иегова пире хушнӑ пӗр-пӗр тивӗҫе е пухури ӗҫсене туса тӑма пултараймастпӑр тесе шутлатпӑр. Кун пек чухне те Иегова пире лӑплантарма та, пулӑшма та пултарать. Ҫавӑ ҫак тӗслӗхре курӑнать. Иисус Навина израильсене ертсе кайса хӑйсене хирӗҫ тӑшманла тӑракан хӑватлӑ халӑхсемпе вӑрҫӑ пуҫлама хушсан, Моисей халӑха каланӑ: «Ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ» (Сак. аст. 31:6). Иегова пулӑшнипе Иисус Навин Туррӑн халӑхне Пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗме тата пур тӑшмана та ҫӗнтерме пултарнӑ. Унччен, Хӗрлӗ тинӗс патӗнче, Моисей Турӑран ҫавӑн пек пулӑшу илнӗ (Тух. 14:13, 14, 29—31).
10. Кулянни пирӗн сывлӑх ҫине япӑх витӗм кӳнӗ чухне пире мӗн пулӑшма пултарать?
10 Хурлантаракан ӗҫсем пирӗн сывлӑх ҫине япӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Тӗрӗс апатланни, ҫителӗклӗ канни, тӗрлӗ хусканусем туни тата хамӑр кӗлеткене таса тытни, паллах ӗнтӗ, усӑ параҫҫӗ. Библире пуласлӑх ҫинчен калани пирки шухӑшлани те пирӗн сывлӑха самайлатма пултарать. Ҫавӑнпа та, мӗн те пулин кулянтарнӑ чухне, Павелӑн мӗн чӑтса ирттерме тивнине асра тытни тата унӑн хавхалантаракан сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ — ҫавах тытӑнса тӑратпӑр; шанчӑк пӗтнӗ пекех — ҫавах шанатпӑр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ — ҫавах эпир пӗччен мар; пире ураран ӳкернӗ — эпир ҫавах пӗтместпӗр» (2 Кор. 4:8, 9).
11. Ӗненӗве хавшама парас мар тесе пирӗн мӗн тумалла?
11 Хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем пирӗн ӗненӗве хавшатма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне те Иегова пире пулӑшма пултарать. Унӑн Сӑмахӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа ӳкекенсене пӗрне те ӳкме памасть, пӗкӗрӗлсе аннисене те тӑратать» (Пс. 144:14). Ӗненӗве хавшама парас мар тесе старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла (Иак. 5:14, 15). Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкне яланах асра тытатпӑр пулсан, ӗненӗве тӗрӗслекен йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултаратпӑр (Иоанн 17:3).
Турӑ мӗнле лӑплантарнине кӑтартакан тӗслӗхсем
12. Иегова Авраама мӗнле лӑплантарни ҫинчен каласа парӑр.
12 Турӑ пӗлтернипе псалом юрлакан каланӑ: «Хӑвӑн чуруна панӑ сӑмахна асна илсем, Эсӗ мана ҫавна шанса тӑма хушнӑччӗ: Санӑн сӑмаху мана вӑй-хал парса тӑчӗ, хӗн-асапӑмра мана ҫавӑ лӑплантарчӗ» (Пс. 118:49, 50). Паян пирӗн ҫырса хунӑ Иеговӑн Сӑмахӗ пур, унта вара Турӑ мӗнле лӑплантарнине кӑтартакан тӗслӗхсем нумай. Сӑмахран, Авраам Иегова Содомпа Гоморрӑна тӗп тума шут тытни ҫинчен илтсен пӑшӑрханса ӳкме пултарнӑ. Шанчӑклӑ патриарх Турӑран ыйтнӑ: «Эсӗ тӳрӗ ҫынна та усал ҫынсемпе пӗрле пӗтерӗн-им вара?» Иегова Авраама 50 тӳрӗ ҫын тупӑнсан Содом хулине тӗп тумӑп тесе лӑплантарнӑ. Анчах та Авраам Иеговӑран пилӗк хутчен ыйтнӑ: «Унта, тен, 45? 40? 30? 20? 10 тӳрӗ ҫын тупӑнӗ?» Кашнинчех Иегова питӗ чӑтӑмлӑ, ырӑ пулса Авраама, унта ҫавӑн чухлӗ тӳрӗ ҫын тупӑнсан, Содома тӗп тумӑп тесе сӑмах панӑ. Ҫав вырӑнта 10 тӳрӗ ҫын та пулман, анчах Иегова Лотпа унӑн хӗрӗсене ҫӑлса хӑварнӑ (Пулт. 18:22—32; 19:15, 16, 26).
13. Анна Иеговӑна шанса тӑнине мӗнле кӑтартнӑ?
13 Елкана арӑмӗ Анна питӗ ачаллӑ пуласшӑн пулнӑ. Анчах та вӑл ача ҫуратма пултарайман, ҫавна пула нумай куляннӑ. Вӑл хӑйӗн хуйхи пирки Иеговӑна кӗлӗ тунӑ, вара аслӑ священник Илий ӑна каланӑ: «Израиль Турри эсӗ Унран мӗн ыйтнине пурӑнӑҫа килтерӗ». Ҫакӑ Аннӑна лӑплантарнӑ, ҫавӑнпа «унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман» (1 Патш. 1:8, 17, 18). Анна Иеговӑна шаннӑ та пурне те Ун аллине панӑ. Малашне мӗн пулассине Анна пӗлмен пулин те, чунра унӑн канӑҫлӑх пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иегова унӑн кӗлли ҫине хуравланӑ. Вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна Самуил тесе ят панӑ (1 Патш. 1:20).
14. Мӗншӗн Давида лӑплану кирлӗ пулнӑ тата ҫавна вӑл камран ыйтнӑ?
14 Турӑ лӑплантарнӑ тепӗр ҫын вӑл — Давид, авалхи Израилӗн патши. Иегова «чӗре ҫине пӑхать» те унта мӗн пуррине курса тӑрать. Ҫавӑнпа та Иегова Давида Израиль патши пулма суйласа лартнӑ чухне вӑл тӗрӗссине тӑвас текен тата Турра тӗрӗс пуҫҫапма юратакан ҫын пулнине пӗлнӗ (1 Патш. 16:7; 2 Патш. 5:10). Анчах та, каярахпа Давид Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ та хӑйӗн ҫылӑхне пытарас тесе унӑн упӑшкине вӗлермелле тунӑ. Хӑйӗн ҫылӑхӗ ҫав тери йывӑр пулнине ӑнланса илсен Давид Иеговӑна йӑлӑннӑ: «Хӑвӑн вӗҫӗмсӗр ырӑ кӑмӑлупа йӗркесӗр ӗҫӗме манӑҫа кӑларсам. Манӑн йӗркесӗрлӗхӗме ҫӑва-ҫӑва ярсам, ҫылӑхӑмран тасатсам мана: йӗркесӗр ӗҫӗме эпӗ пӗлетӗп, ҫылӑхӑм яланах хам умра тӑрать» (Пс. 50:3—5). Давид чунтан ӳкӗннӗ, Иегова вара ӑна каҫарнӑ. Ҫапах та Давидӑн хӑй тунӑ ҫылӑхшӑн асап курма тивнӗ (2 Патш. 12:9—12). Ҫавна пӑхмасӑрах, Иеговӑн хӗрхенӗвӗ хӑйӗн ӗҫлекенне, хӑйне кӗҫӗне хуракан Давида, лӑплантарса тӑнӑ.
15. Иисус вилес умӗн, Иегова ӑна мӗнле пулӑшнӑ?
15 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисусӑн сахал мар йывӑр лару-тӑру пулнӑ. Ҫапла майпа Турӑ Иисусӑн ӗненӗвне тӗрӗсленме панӑ. Анчах Иисус, пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, айӑпсӑр тӑрса юлнӑ, яланах Иеговӑна шанса пурӑннӑ тата Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнӑ. Хӑйне тытса парса вӗлериччен кӑшт маларах Иисус Иеговӑна кӗлӗ тунӑ: «Манӑн ирӗкӗм мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр». Ҫавӑн хыҫҫӑн ангел аннӑ та ӑна тӗреклӗлетнӗ (Лука 22:42, 43). Турӑ Иисуса лӑплантарнӑ, вӑй панӑ тата пулӑшнӑ, ҫав самантра Иисуса ҫавӑ питӗ кирлӗ пулнӑ.
16. Айӑпсӑр тӑрса юлас тесе вилӗме куҫран пӑхма тиврӗ пулсан, Турӑ пире мӗнле пулӑшма пултарать?
16 Библи принципӗсене ҫирӗп тытса пурӑннӑшӑн пире вӗлерме пултараҫҫӗ пулсан та, Иегова пурпӗр пире хӑйӗн умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне пире вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк та лӑплантарать. Ҫавӑнпа эпир «юлашки тӑшмана — вилӗме» тӗп тӑвас куна питӗ кӗтетпӗр! (1 Кор. 15:26.) Туррӑн вилнӗ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем, ҫавӑн пекех ытти ҫынсем те Иеговӑн асӗнче. Вӑл никама та манмасть, ҫавӑнпа вӑл вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ (Иоанн 5:28, 29; Ап. ӗҫ. 24:15). Иегова вилнисене вилӗмрен чӗртме сӑмах панине ӗненни пире лӑплантарать тата хӗсӗрленӗ чухне те ҫирӗп шанчӑк парать.
17. Пирӗн юратнӑ ҫын вилсен, Иегова пире мӗнле лӑплантарать?
17 Пирӗн юратнӑ ҫынсем, халӗ этемлӗхӗн масарӗнче вилӗм ыйхипе ҫывракансем, чаплӑ ҫӗнӗ тӗнчере вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине пӗлни калама ҫук вӑйлӑ лӑплантарать! Вӗт ҫӗнӗ тӗнчере халӗ пире мӗн асаплантарать, хурлантарать, ҫавсем пӗри те пулмӗҫ. Иеговӑн «имсӗр-сумсӑр» ӗҫлекенӗсем, ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтнине пурӑнса ирттерекенсем, ҫӗр ҫинче пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракансене саламласа кӗтсе илес тата вӗрентес чыса тивӗҫлӗ пулӗҫ! (Ӳлӗм. 7:9, 10.)
Туррӑн ӗмӗрхи алли пире пулӑшса тӑрать
18, 19. Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӗсӗрленӗ чухне лӑплану мӗнле илсе тӑнӑ?
18 Хавхалантаракан юрӑ сӑмахӗсемпе Моисей Израиль халӑхне шантарса каланӑ: «[Санӑн] тарса хӑтӑлмалли вырӑну — авалхи Турӑ, [эсӗ] ӗмӗрхи хӑват хӳттинче тӑратӑн [«унӑн ӗмӗрхи алли сан айӑнта», ҪТ]» (Сак. аст. 33:27). Каярахпа Самуил пророк израильсене каланӑ: «Эсир Ҫӳлхуҫаран ҫеҫ ан пӑрӑнӑр, пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса тӑрӑр. [...] Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн халӑхне Хӑйӗн аслӑ ячӗшӗн пӑрахмӗ» (1 Патш. 12:20—22). Эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрсан, вӑл пире нихӑҫан та пӑрахмӗ. Вӑл яланах пире кирлӗ пулӑшӑва парса тӑрӗ.
19 Ҫак йывӑр вӑхӑтра Турӑ хӑйӗн халӑхне пӗр вӗҫӗмсӗр пулӑшса, лӑплантарса тӑрать. Ҫӗр ҫул хушши ӗнтӗ пӗтӗм тӗнчипе пӗрле ӗненекенсене Иеговӑшӑн ӗҫленӗшӗн кӑна пинӗ-пинӗпе хӗсӗрлеҫҫӗ тата тӗрмене хупаҫҫӗ. Вӗсен тӗслӗхӗсенчен Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене йывӑрлӑхсем курнӑ чухне чӑннипех лӑплантарни курӑнать. Сӑмахран, Совет Союзӗнче пирӗн пӗр арҫын-тӑван хӑйӗн ӗненӗвӗшӗн 23 ҫул хушши тӗрмере ларнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл хӑйне тӗреклӗлентерекен тата лӑплантаракан Библие ӑнлантарса паракан литература илсе тӑнӑ. Вӑл каланӑ: «Ҫав ҫулсем хушшинче эпӗ Иеговӑна тата унӑн вӑйне шанма вӗренсе ҫитрӗм». (1 Петр 5:6, 7 вуласа пар.)
20. Иегова пире пӑрахмасса эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр?
20 Пуласлӑхра пирӗн кирек мӗн курма тивсен те, псалом юрлаканӑн лӑплантаракан сӑмахӗсене асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӗртсе ямӗ» (Пс. 93:14). Пире хамӑра лӑплантарни кирлӗ пулин те, эпир ыттисене те лӑплантарма пултаратпӑр. Тепӗр статьяра эпир ҫак пӑлханса тӑракан тӗнчере хуйхӑракансене мӗнле лӑплантарма пултарнине курӑпӑр.
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
• Мӗн пире хурлантарма пултарать?
• Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле лӑплантарать?
• Вилӗме куҫран пӑхмалла пулчӗ пулсан, пире мӗн лӑплантарма пултарать?
[24-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
МӖН ПИРӖН...
▪ чӗрене Пс. 146:3; 1 Иоанн 3:19—22; 5:14, 15
▪ ӑстӑна Пс. 93:19; Флп. 4:6, 7
▪ туйӑмсене Тух. 14:13, 14; Сак. аст. 31:6
▪ сывлӑха 2 Кор. 4:8, 9
▪ ӗненӗве Пс. 144:14; Иак. 5:14, 15
...ВИТӖМ КӲРЕТ, ҪАВСЕНЕ МӖНЛЕ ҪӖНТЕРМЕЛЛЕ