Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 июнь 4—8 с.
  • Турӑ пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • «ҪӖНӖ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ»
  • ИЕГОВА ЙЫВӐР ВӐХӐТРА ЛӐПЛАНТАРАТЬ
  • ҪЕМЬЕСЕНЕ ЙӐПАТНИ КИРЛӖ
  • «Кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турра» шанса тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
  • «Пур кулянакана та» лӑплантарӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
  • Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнисене йӑпатни
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Турӑ паракан йӑпатупа лӑплану
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 июнь 4—8 с.
Анна кӗлтӑвать

Турӑ пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать

«Кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ... ...Пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» (2 КОР. 1:3, 4).

ЮРӐСЕМ: 33, 41

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн йывӑрлӑхсем пулнинчен мӗншӗн тӗлӗнме кирлӗ мар?

  • Кӗлтуни Библире асӑннӑ Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсене чунӗсене лӑплантарма мӗнле пулӑшнӑ?

  • Ыттисене йӑпатас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

1, 2. Йывӑр килнӗ вӑхӑтра Иегова пирӗн чуна мӗнле лӑплантарать тата хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ вӑл пире мӗн пирки шантарса калать?

ПӖРРЕХИНЧЕ ҫамрӑк арҫын тӑван, ӑна Эдуардо тейӗпӗр, хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен хӑйӗнчен чылай аслӑрах тата авланнӑ старейшинӑна, Стивена, каласа панӑ. Эдуардо 1 Коринф 7:28-мӗшӗнчи мӑшӑрланакансем пирки «ун пеккисем ӳт пирки хуйхӑ курмалла пулӗҫ [«вӗсен ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем пулӗҫ», ҪТ]» тени ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл Стивенран ыйтнӑ: «Кунта мӗнле ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем пирки каланӑ тата эпӗ авланас пулсан манӑн вӗсене мӗнле ҫӗнтермелле?» Ҫак ыйту ҫине хуравлас умӗн Стивен Павел апостолӑн урӑх сӑмахӗсем ҫине тимлеттернӗ. Павел ҫырса панӑ тӑрӑх, Иегова — «пур тӗрлӗ хурлӑхра та» лӑплантаракан Турӑ (2 Кор. 1:3, 4).

2 Чӑнах та, Иегова — юратакан Атте. Йывӑр килнӗ вӑхӑтра вӑл пирӗн чуна лӑплантарать. Тен, эсир Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ хӑвӑра мӗнле пулӑшнине тата канаш панине астӑватӑр. Вӑл хӑйӗн авалхи ӗҫлекенӗсене чи лайӑххине суннӑ пекех пире те чи лайӑххине сунать. (Иеремия 29:11, 12 вуласа пар.)

3. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

3 Паллах, йывӑрлӑхсем мӗне пула сиксе тухнине пӗлетпӗр пулсан, вӗсене ҫӗнтерме ҫӑмӑлтарах. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн пулакан йывӑрлӑхсем пирки те ҫаплах калама пулать. Анчах та Павел каланӑ «ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем» мӗншӗн сиксе тухма пултараҫҫӗ? Туррӑн авалхи тата хальхи ӗҫлекенӗсен хӑшӗсен тӗслӗхӗсем пирӗн чуна лӑплантарма пултараҫҫӗ? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлсен йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑн татса пама пулать.

«ҪӖНӖ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ»

4, 5. Мӗне пула мӑшӑрсен «ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем» сиксе тухма пултараҫҫӗ?

4 Пӗрремӗш хӗрарӑма пултарнӑ хыҫҫӑн Иегова ӑна арҫын патне илсе пынӑ, вара вӑл унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ. Унтан Турӑ каланӑ: «Этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» (Пулт. 2:24). Ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (Рим 3:23). Ялан тенӗ пекех, качча тухсан хӗрӗн ашшӗпе амӑшне мар, хӑйӗн упӑшкине пӑхӑнмалла пулать. Турӑ упӑшкана «арӑмӑн пуҫлӑхӗ» пулма лартнӑ (1 Кор. 11:3). Хӑш-пӗр ҫӗнӗ мӑшӑрсене ҫакӑн пек улшӑнусене хӑнӑхма йывӑр. Анчах та арӑмӗн ҫакна асра тытмалла: Библи тӑрӑх, унӑн халӗ упӑшкине пӑхӑнса пурӑнмалла, ашшӗ-амӑшне мар. Упӑшкин е арӑмӗн хурӑнташӗсемпе килӗшӳ ҫук пулсан, ҫакӑ та ҫӗнӗ ҫемьешӗн пысӑк йывӑрлӑх пулса тӑма пултарать.

5 Арӑмӗ упӑшкине: «Пирӗн кӗҫех ача пулать»,— тесе пӗлтерсен те ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ку хыпар савӑнтарать пулин те, час-часах амӑшӗпе ача сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханасси те пулкалать. Ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗн ача пӑхса ӳстересси нумай тӑкакпа ҫыхӑннине ӑнланмалла. Ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн вара ҫемьере пысӑк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Халӗ арӑмӗ хӑйӗн вӑхӑтне пӗтӗмпе тенӗ пекех ачипе ирттерет. Ҫавна пула упӑшкине хӑйне арӑмӗ пӑрахнӑн туйӑнма пултарать. Тепӗр енчен, упӑшкин те яваплӑхсем хушӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӗ унӑн арӑмне ҫеҫ мар, ачине те мӗн кирлипе тивӗҫтермелле.

6—8. Ача ҫуратма пултарайман мӑшӑрсем мӗн туйма пултараҫҫӗ?

6 Хӑш-пӗр мӑшӑрсем урӑх йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем ача ҫуратасшӑн, анчах та ӗмӗчӗ ниепле те пурнӑҫланаймасть. Ҫавна пула хӑшӗ-пӗрисен арӑмӗсем хуйха ӳкме пултараҫҫӗ. Мӑшӑрланни тата ача ҫуратни хӑйне майлӑ йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать пулин те, вӑрахчен пурнӑҫланман ӗмӗт те «ҫӗнӗ йывӑрлӑх» пулса тӑма пултарать (Ытар. 13:12). Авалхи вӑхӑтра хӗрарӑм ача ҫуратайман пулсан, ҫакӑ намӑс шутланнӑ. Иаков арӑмӗн Рахилӗн нумай вӑхӑт хушши ача пулман. Аппӑшӗ ачасем ҫуратнине кура, вӑл хӑйӗн ача ҫуккишӗн питӗ хуйхӑрнӑ (Пулт. 30:1, 2). Нумай ачаллӑ пуласси ӑҫта йӑлана кӗнӗ, ҫав ҫӗршывсенчи миссионерсенчен мӗншӗн вӗсен ача ҫукки пирки час-часах ыйтаҫҫӗ. Вӗсем ҫынсен туйӑмӗсене шута илсе, ҫав шутрах уҫӑмлӑн веҫех ӑнлантарса пама тӑрӑшаҫҫӗ пулин те, хушӑран вӗсене ҫав-ҫавах: «Эпир сирӗншӗн кӗлтӑвӑпӑр!» — теҫҫӗ.

7 Англире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑванпа вара акӑ мӗн пулса иртнӗ. Вӑл ача ҫуратма питӗ ӗмӗтленнӗ, анчах ниепле те ҫуратайман. Менопауза пуҫлансан вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗ ҫӗнӗ тӗнче ҫитмесӗр пурнӑҫланас ҫуккине ӑнланса илнӗ те хуйха ӳкнӗ. Вара вӗсем упӑшкипе иккӗшӗ ача усрава илме шут тытнӑ. Анчах та ҫав хӗрарӑм тӑван калать: «Эпӗ ҫав-ҫавах кулянаттӑм. Усрава илнӗ ача хӑв ҫуратнӑ ачах мар».

8 «Хӗрарӑм... ача ҫуратнипе ҫӑлӑнӗ»,— тенӗ Библире (1 Тим. 2:15). Анчах та ҫак сӑмахсем ача ҫуратни тата ӑна пӑхса ӳстерни ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмелли май пулнине пӗлтермеҫҫӗ. Мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши вара ҫак сӑмахсем? Ачисемшӗн тата кил-ҫуртшӑн тӑрӑшакан амӑшӗн пушӑ вӑхӑт ҫукпа пӗрех, ку сӑмах сарса ҫӳресрен тата ыттисен ӗҫӗсене пуҫа чикесрен хӳтӗлеме пултарать (1 Тим. 5:13). Ҫапах та ҫакӑ ӑна ҫемьеллӗ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсенчен хӑтармасть.

Хуйхӑракан хӗрарӑм тӑван тепӗр хӗрарӑм тӑванпа калаҫнӑ чухне, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗнче, ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑйӗн чунне лӑплантарать

Юратнӑ ҫынна ҫухатсан, ҫавна чӑтса ирттерме мӗн пулӑшма пултарать? (9, 12 абзацсене пӑхӑр.)

9. Мӑшӑрланнисем мӗнле пысӑк инкекпе тӗл пулма пултараҫҫӗ?

9 Ҫемьеллӗ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тата пӗр йывӑрлӑх пур. Тен, ун пирки шухӑш тӳрех пуҫа та килмест. Ку вӑл — ҫывӑх ҫын вилни. Юратнӑ упӑшкине е арӑмне ҫухатни ҫын чӗрине чӑтма ҫук хытӑ ыраттарать. Тен, христианин ҫак тӗнчере кунашкал йывӑрлӑх килсе ҫапасси пирки шухӑшламан та пулӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗсене ҫак хуйха тӳссе ирттерме Иисус вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах панине ҫирӗп ӗненни пулӑшать (Иоанн 5:28, 29). Иегова, пирӗн Ҫӳлти Аттемӗр, йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ тӑвансене хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ лӑплантарать. Анчах та айтӑр вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тата мӗнле майпа йӑпатнине кӑтартакан темиҫе тӗслӗхе пӑхса тухар.

ИЕГОВА ЙЫВӐР ВӐХӐТРА ЛӐПЛАНТАРАТЬ

10. Анна хӑйӗн чунне мӗнле лӑплантарнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Анна, Елканӑн юратнӑ арӑмӗ, хӑйне майлӑ йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Вӑл ача ҫуратайман, Феннанӑн вара, Елканӑн иккӗмӗш арӑмӗн, темиҫе ача та пулнӑ. (1 Патшасен 1:4—7 вуласа пар.) Феннана ҫулран-ҫул Аннӑран тӑрӑхласа кулнӑ, ҫакӑ унӑн чунне питӗ хытӑ ыраттарнӑ. Чунне лӑплантарас тесе вӑл хӑйӗн чӗрине Иеговӑна уҫса панӑ. Библире Анна «чылайччен кӗлтунӑ» тенӗ. Хӑй мӗн ыйтнине Иегова пурнӑҫласса шаннӑ-и вӑл? Шаннӑ пулас. Кирек мӗн пулсан та, ҫав кӗлӗ хыҫҫӑн «унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман» (1 Патш. 1:12, 17, 18). Анна Иеговӑна шанса тӑнӑ тата вӑл ӑна ача парасса е мӗнле те пулин урӑх майпа пулӑшасса ӗненнӗ.

11. Кӗлӗ чуна лӑплантарма мӗнле пулӑшать?

11 Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран тата Сатанан тӗнчинче пурӑннӑ май пирӗн хӗн-хур тӳсме тивет (1 Иоанн 5:19). Анчах та Иегова «пур тӗрлӗ хурлӑхра та» лӑплантаракан Турӑ пулнине пӗлни мӗн тери лайӑх! Унран кӗлӗре пулӑшу ыйтсан эпир йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пултаратпӑр. Анна хӑйӗн чӗрине Иеговӑна уҫса панӑ. Пирӗн те кӗлтунӑ чухне хамӑрӑн туйӑмсем ҫинчен асӑнса ҫеҫ хӑвармалла мар. Турӑран тархасласа пулӑшу ыйтмалла, хӗрӳллӗн, чун-чӗререн кӗлтуса хамӑра мӗн кулянтарни ҫинчен каласа памалла (Флп. 4:6, 7).

12. Анна ятлӑ тӑлӑх арӑма савӑнӑҫ тупма мӗн пулӑшнӑ?

12 Ача ҫуратайман пирки е юратнӑ ҫын вилнӗ пирки пирӗн чунра пушӑ пек туйӑнма пултарать, анчах та чун канӑҫлӑхне ҫав-ҫавах тупма пулать. Иисус вӑхӑтӗнче пурӑннӑ Анна ятлӑ хӗрарӑм пророк мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫичӗ ҫултанах упӑшкине ҫухатнӑ. Библире унӑн ачасем пулни пирки каламан. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Лука 2:37-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Анна, 84 ҫула ҫитнӗ пулсан та, «Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр, типӗ тытса, кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ». Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни ҫав тӑлӑх арӑма савӑнӑҫ кӳрсе тӑнӑ тата чунне лӑплантарнӑ.

13. Ҫемьерисем пире кулянтараҫҫӗ пулсан, шанчӑклӑ туссем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

13 Пухури тӑвансем хушшинче эпир шанчӑклӑ туссене тупма пултаратпӑр (Ытар. 18:24). Пола пилӗкре чухне унӑн амӑшӗ чӑнлӑха хӑварнӑ. Ҫав вӑхӑтра Полӑна ҫӑмӑл пулман, вӑл хӑйне пӗчченӗн туйнӑ. Пионер пулса ӗҫленӗ Энн ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫавӑн чухне Полӑна пулӑшнӑ, вӑл ӑна хавхалантарсах тӑнӑ тата унпа Библи вӗренме пуҫланӑ. «Энн манпа хурӑнташлӑ пулман пулсан та, вӑл мана юратни тата манпа ырӑ кӑмӑллӑ пулни мана питӗ пулӑшрӗ,— каласа парать Пола.— Ҫавна пула эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пултартӑм». Пола халӗ те Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрать. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн амӑшӗ пухӑва таврӑннишӗн питӗ савӑнать. Энн та Полӑна Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшма пултарнӑшӑн хӑйне телейлӗ туять.

14. Ыттисене лӑплантарма тӑрӑшакансем мӗнле пиллӗхсем илеҫҫӗ?

14 Эпир хамӑр та ыттисемшӗн чӗререн тӑрӑшатпӑр пулсан, ҫакӑ пире йывӑр туйӑмсенчен хӑтӑлма пулӑшать. Хӗрарӑм тӑвансене — качча тухнисене те, качча тухманнисене те — ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнса Турӑпа пӗрле ӗҫлени пысӑк савӑнӑҫ кӳрсе тӑрать. Вӗсем Турра унӑн ирӗкне тунипе мухтава кӑларасшӑн. Хӑшӗ-пӗрисемшӗн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни эмел пекех пулса танӑ. Эпир пурсӑмӑр та ырӑ хыпар сарнипе ыттисемшӗн тӑрӑшнине кӑтартма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех пухури тӑвансене ырӑ тӑватпӑр пулсан вӗсемпе ҫывӑх туссем пулса тӑратпӑр (Флп. 2:4). Ҫак тӗлӗшрен Павел апостол лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Фессалоника христианӗсемшӗн вӑл «ачисене юратса пӑхнӑ» амӑшӗ пек пулнӑ тата вӑл вӗсене ашшӗ пекех ӳкӗтленӗ тата йӑпатнӑ (1 Фессалоника 2:7, 11, 12 вуласа пар.)

ҪЕМЬЕСЕНЕ ЙӐПАТНИ КИРЛӖ

15. Ачасене камӑн вӗрентмелле?

15 Ҫемьесене те пулӑшни тата йӑпатни кирлӗ. Хӑш-пӗр чухне тин кӑна шыва кӗнӗ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене чӑнлӑх ҫинчен вӗрентме пирӗнтен пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ. Библи тӑрӑх, ачасене ашшӗ-амӑшӗсен вӗрентсе ӳстермелле (Ытар. 23:22; Эф. 6:1—4). Анчах та хушӑран ыттисем пулӑшмасӑр ашшӗпе амӑшне хӑйсен тивӗҫне туса тӑма йывӑр. Апла пулин те хӑйсен ачисене вӗрентес яваплӑх вӗсем ҫинчех тӑрса юлать. Вӗсен кашни кун ачисемпе уҫҫӑн калаҫмалла тата вӗсене лайӑх пӗлме тӑрӑшмалла.

16. Ҫын ачипе Библи вӗренӗвне ирттерекен тӑвансен мӗн асра тытмалла?

16 Ашшӗ-амӑшӗ пухури пӗр-пӗр тӑвана хӑйсен ачипе Библи вӗренме ыйтаҫҫӗ пулсан, ҫав христианинӑн ачана вӗрентнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне хӑй ҫине илмелле мар. Хӑш-пӗр чухне пире Иеговӑна пуҫҫапса пурӑнман ашшӗ-амӑшӗн ачипе Библи вӗренӗвне ирттерме ыйтма пултараҫҫӗ. Ун пек чухне пирӗн ҫакна асра тытмалла: эпир ҫав ачан ашшӗ-амӑшӗ мар. Библи вӗренӗвне ирттерессе те ҫав ачан килӗнче — ашшӗпе амӑшӗ килте чухне е тепӗр опытлӑ тӑванпа пӗрле — ирттерсен ӑслӑ-тӑнлӑ пулӗччӗ е ҫакӑн пек вӗренӗве ҫынсем пулакан вырӑнта ирттерме пулать. Вара ыттисен никамӑн та тӗрӗс мар шухӑшсем ҫуралмӗҫ. Ҫакна та шанас килет: вӑхӑт иртнӗҫемӗн ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Иегова ҫинчен хӑйсемех вӗрентме пуҫлӗҫ.

17. Ҫамрӑксем хӑйсен ҫемйинчисене мӗнле майпа йӑпатма пултараҫҫӗ?

17 Турра юратма тата итлеме вӗренекен ачасем тата яшсемпе хӗрсем хӑйсен ҫемйинчисене йӑпатма тата хавхалантарма пултараҫҫӗ. Мӗнле майпа? Тӗслӗхрен, хӑйсен ашшӗпе амӑшне хисепленипе тата вӗсене ӗҫпе пулӑшнипе. Ҫавӑн пекех ача Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрать пулсан, ҫакӑ ҫемьере ыттисене те ҫавнах тума хавхалантарма пултарать. Хӑйӗн ывӑлӗ Ной пирки Ламех акӑ мӗн каланӑ: «Хамӑр ӗҫе тунӑ чухне, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ылханнӑ ҫӗре хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе тӑнӑ чухне пире ҫакӑ лӑплантарӗ». Ҫак пророкла калани ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫланнӑ, ун чухне Иегова ҫӗр урӑх ылханлӑ пулмӗ тесе каланӑ (Пулт. 5:29; 8:21). Хальхи вӑхӑтра та ҫамрӑк христиансем хӑйсен ашшӗ-амӑшне йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшса вӗсене йӑпатма, пуласлӑхра вара пӗтӗм ҫӗре шыв илнинчен те хӑрушӑрах инкекрен ҫӑлӑнса юлма пулӑшма пултараҫҫӗ.

18. Пур тӗрлӗ хурлӑха та тӳссе ирттерме пире мӗн пулӑшать?

18 Миллион-миллион ҫын йывӑр килнӗ вӑхӑтра кӗлтуса, Библире каласа панӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшласа тата Иеговӑн халӑхӗпе хутшӑнса чун канӑҫлӑхне тупать. (Псалом 144:18, 19 вуласа пар.) Иегова ҫеҫ чӑннипе лӑплантарма пултарнине асра тытсан эпир пур тӗрлӗ хурлӑха та тӳссе ирттерме пултаратпӑр — халӗ те, пуласлӑхра та.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр