Христиансен старейшинисем, пире савӑнӑҫ кӳрес тесе пӗрле ӗҫлекенсем
«Эпир, сире савӑнӑҫ кӳрес тесе, пӗрле ӗҫлекенсем» (2 КОР. 1:24, ҪТ).
1. Коринфри христиансем ҫинчен мӗнле хыпар илни Павела савӑнтарнӑ?
ПИРӖН эрӑри 55 ҫулта Павел апостол Троада ятлӑ портлӑ хулара пулнӑ, анчах та вӑл Коринф ҫинчен шухӑшлама пӑрахма пултарайман. Ҫав ҫулах кӑшт маларах Коринфри тӑвансем пӗр-пӗринпе тавлашни ҫинчен хыпар илни ӑна кулянтарнӑ. Вӑл вӗсене ашшӗ ачисене юратнӑ пекех юратнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене тӳрлетес тесе вӗсем патне ҫыру ҫырса янӑ (1 Кор. 1:11; 4:15). Ҫавӑн пекех вӑл вӗсем патне хӑйӗн тусне Тита янӑ. Халӗ вара Павел Коринфран хыпар илес тесе ӑна Троадӑра питӗ кӗтнӗ. Шел пулин те, Тит килмен. Мӗн тумалла пулнӑ? Павел карап ҫине ларса Макодение кайнӑ, унта вара Тита тӗл пулнӑ та хытӑ савӑннӑ. Лешӗ Коринфри тӑвансем Павелӑн ҫырӑвне лайӑх йышӑнни тата ӑна питӗ курасшӑн пулни ҫинчен каласа панӑ. Павел ҫак кӑмӑла ҫӗклекен хыпара илтсен «тата ытларах савӑннӑ» (2 Кор. 2:12, 13; 7:5—9).
2. а) Павел коринфсем патне ӗненӳпе савӑнӑҫ ҫинчен мӗн ҫырса янӑ? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?
2 Кӗҫех Павел коринфсем патне иккӗмӗш ҫыру ҫырса янӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Эпир сирӗн ӗненӗвӗрпе пуҫ пуласшӑн мар — сире савӑнтармалӑх сирӗнпе пӗрле тӑрӑшасшӑн [«эпир, сире савӑнӑҫ кӳрес тесе, пӗрле ӗҫлекенсем», ҪТ]. Ӗненӳре вара эсир хӑвӑрах ҫирӗп» (2 Кор. 1:24, ҪХ). Ҫак сӑмахсемпе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? Пухури старейшинӑсем ун сӑмахӗсенчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
ПИРӖН ӖНЕНӲ ТАТА ПИРӖН САВӐНӐҪ
3. а) «Ӗненӳре вара эсир хӑвӑрах ҫирӗп» тенипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? ӑ) Хальхи старейшинӑсем Павел пек пулма мӗнле тӑрӑшаҫҫӗ?
3 Павел христиансен икӗ кирлӗ лайӑх ен пулмалла тесе асӑннӑ: ӗненӳ тата савӑнӑҫ. Ӗненӳ пирки вӑл мӗн ҫырнине аса илӗр-ха: «Эпир сирӗн ӗненӗвӗрпе пуҫ пуласшӑн мар... Ӗненӳре вара эсир хӑвӑрах ҫирӗп». Ҫак сӑмахсенче Павел Коринфри тӑвансем хӑйне е ытти ҫынсене пула мар, Турра ӗненнӗрен ҫирӗп пулнине ӑнланни курӑнать. Вӗсем Турра чӑннипех юратни тата хӑйсене тӗрӗс тытасшӑн пулни пирки вӑл пӗртте иккӗленмен. Ҫавӑнпа та Павел тӑвансене кун пек е ун пек ӗненмелле тесе тӑма кирлӗ маррине курнӑ, унӑн ҫавна тӑвас кӑмӑл та пулман (2 Кор. 2:3). Хальхи вӑхӑтра старейшинӑсем Павелран тӗслӗх илеҫҫӗ те пухури тӑвансем Турра ӗненни тата уншӑн ырӑ кӑмӑл-туйӑмпа ӗҫлени пирки иккӗленмеҫҫӗ (2 Фес. 3:4). Вӗсем пухура ӑна е куна тума юрамасть текен правилӑсем кӗртес вырӑнне тӑвансене Библири принципсемпе Иеговӑн организацийӗ мӗн тума хушни тӑрӑх йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ. Вӗт старейшинӑсем хӑйсен тӑванӗсен ӗненӗвӗпе пуҫ пуласшӑн мар (1 Петр 5:2, 3).
4. а) «Эпир, сире савӑнӑҫ кӳрес тесе, пӗрле ӗҫлекенсем»,— тесе ҫырнипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? ӑ) Хальхи вӑхӑтра старейшинӑсем Павел пек пулас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?
4 Павел акӑ ҫакна та каланӑ: «Эпир, сире савӑнӑҫ кӳрес тесе, пӗрле ӗҫлекенсем». Ҫак сӑмахсемпе вӑл хӑйӗн ҫинчен тата ҫывӑх тусӗсем ҫинчен каланӑ. Мӗншӗн ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать? Коринфсем патне янӑ ҫырурах Павел ҫав туссенчен иккӗшне асӑнса ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ те, Силуан та, Тимофей та — виҫсӗмӗр те — сирӗн патӑрта... вӗрентрӗмӗр» (2 Кор. 1:19, ҪХ). Унсӑр пуҫне Павел хӑйӗн ҫырӑвӗсенче «пӗрле ӗҫлекенсем» тесе каланӑ чухне кашнинче хӑйӗнпе пӗрле ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӗҫлекенсем пирки, сӑмахран, Аполлос, Акила, Прискилла, Тимофей, Тит тата ыттисем пирки каланӑ (Рим 16:3, 21; 1 Кор. 3:6—9, ҪХ; 2 Кор. 8:23). Ҫавӑнпа та «эпир, сире савӑнӑҫ кӳрес тесе, пӗрле ӗҫлекенсем» тенипе Павел коринфсене ак ҫапла шантарасшӑн пулнӑ: вӑл хӑй те, унпа пӗрле ӗҫлекенсем те пухури тӑвансене пурне те Турӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пулӑшас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвасшӑн тенӗ. Хальхи вӑхӑтри старейшинӑсем те ҫавнах тӑвасшӑн. Пухури тӑвансене Иеговӑшӑн «савӑнса ӗҫлесе тӑма» пулӑшас тесе вӗсем вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвасшӑн (Пс. 99:2; Флп. 1:25).
5. Мӗнле ыйтӑвӑн хуравӗсене эпир пӑхса тухӑпӑр тата мӗн ҫинчен пирӗн шухӑшласа пӑхмалла?
5 Нумаях пулмасть тӗрлӗ ҫӗршывра пурӑнакан хӑш-пӗр хастарлӑ тӑвансене ҫакӑн пек ыйту панӑ пулнӑ: «Старейшинӑсен мӗнле сӑмахӗсем тата ӗҫӗсем сире савӑнӑҫлӑрах тӑваҫҫӗ?» Ҫав христиансен хуравӗсене пӑхса тухнӑ май ҫак ыйту ҫине эсир хӑвӑр мӗнле хуравлама пултарнипе танлаштарса пӑхӑр. Ҫавӑн пекех эпир пурте хамӑр ҫӳрекен пухӑва савӑнӑҫлӑ тӑвас тесе мӗн тума пултарни ҫинчен те шухӑшласа пӑхма пултаратпӑрa.
«ЮРАТНӐ ПЕРСИДӐНА САЛАМ КАЛӐР»
6, 7. а) Старейшинӑсем хӑш енчен Иисус, Павел тата Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсенчен тӗслӗх илме пултараҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн пухури тӑвансене ятран чӗннипе эпир вӗсене савӑнӑҫлӑрах тӑватпӑр?
6 Нумай тӑван каланӑ тӑрӑх, старейшинӑсем вӗсемпе интересленни вӗсене савӑнӑҫлӑрах тӑвать. Старейшинӑсен ҫавна тумалли пӗр май вӑл — Давид, Елиуй тата Иисус пек пулма тӑрӑшни. (2 Патшасем 9:6; Иов 33:1; Лука 19:5 вуласа пар.) Иеговӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен кашнийӗ тепӗр ҫынпа интересленнине ӑна ятран чӗннипе кӑтартнӑ. Пӗрле ӗненекенсене асра тытни тата вӗсене ятран чӗнни кирлӗ пулнине Павел та ӑнланнӑ. Хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗн вӗҫӗнче вӑл 25 тӑвана ятран асӑннӑ та вӗсене салам калӑр тенӗ. Вӗсен хушшинче Персида пулнӑ. Павел ун пирки ҫырнӑ: «Юратнӑ Персидӑна салам калӑр» (Рим 16:3—15).
7 Хӑш-пӗр старейшинӑсене ятсене астуса юлма йывӑр. Анчах та вӗсем ҫавна тума тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, вӗсем пухури тӑвансене питӗ хакланине кӑтартаҫҫӗ (Тух. 33:17). Вӗренмелли статьяна сӳтсе явнӑ чухне е ытти тӗлпулусенче старейшинӑсем тӑвансене комментари пама ятран чӗнеҫҫӗ пулсан, пухури тӑвансене савӑнӑҫлӑрах тӑваҫҫӗ. (Иоанн 10:3 танлаштарса пӑхӑр.)
«ВӐЛ ҪӲЛХУҪАШӐН НУМАЙ ТӐРӐШРӖ»
8. Хӑш енчен Павел Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илнӗ?
8 Павел ыттисемпе интересленнине кӑтартнисӗр пуҫне вӗсене чун-чӗререн мухтанӑ. Ҫакӑ та вӗсене савӑнӑҫлӑрах тунӑ. Хӑйӗн тӑванӗсене савӑнӑҫлӑ тума тӑрӑшас кӑмӑл пурри ҫинчен каланӑ ҫырӑвӗнчех Павел ҫырнӑ: «Сирӗнпе нумай мухтанатӑп» (2 Кор. 7:4). Ҫак мухтаса каланӑ сӑмахсем Коринфри тӑвансен чӗрисене ӑшӑтнӑ пулӗ. Павел ытти пухусене те мухтанӑ (Рим 1:8; Флп. 1:3—5; 1 Фес. 1:8). Римри пуху патне янӑ ҫырӑвӗнче Персидӑна асӑннӑ хыҫҫӑн Павел каланӑ: «Вӑл Ҫӳлхуҫашӑн нумай тӑрӑшрӗ» (Рим 16:12). Ҫак шанчӑклӑ хӗрарӑм тӑвана хӑйне ҫакӑн пек мухтаса каланине илтме питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пулас! Ыттисене мухтанипе Павел Иеговӑпа Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхе тытса тӑнӑ. (Марк 1:9—11; Иоанн 1:47 вуласа пар; Ӳлӗм. 2:2, 13, 19.)
9. Мӗншӗн пухура пурте пӗр-пӗрне мухтани пухӑва савӑнӑҫлӑрах тӑвать?
9 Пухури тӑвансене тав туни питӗ кирлӗ пулнине старейшинӑсем паян та лайӑх пӗлеҫҫӗ (Ытар. 3:27; 15:23). Старейшина ҫавна тӑвать пулсан, пухури тӑвансен ӗҫӗсене асӑрханине кӑтартать. Ҫавӑн пек хавхалантаракан сӑмахсем пухура пурне те питӗ кирлӗ. Аллӑран иртнӗ пӗр хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Ӗҫре мана сайра-хутра кӑна ырлаҫҫӗ. Унта ӑшӑ кӑмӑллӑх ҫук, пурте пӗр-пӗринпе ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуху валли мӗн те пулин тунӑшӑн старейшина мана мухтать пулсан, ҫакӑ ман кӑмӑла ҫӗклет тата мана вӑй парать! Ҫавӑн чухне мана хамӑн ҫӳлти Аттемӗр юратнине туятӑп». Икӗ ачине пӗччен пӑхса ӳстерекен арҫын тӑванӑн та ҫавнашкал туйӑмсем пулнӑ. Нумаях пулмасть старейшина ӑна чун-чӗререн ырласа илнӗ. Ҫакӑ арҫын тӑван ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл калать: «Старейшинӑн сӑмахӗсем мана чӑннипех пулӑшрӗҫ!» Чӑнах та, старейшина пухури тӑвансене чун-чӗререн мухтанипе вӗсене малалла та Иеговӑшӑн савӑнса тата ывӑнмасӑр ӗҫлеме пулӑшать (Ис. 40:31).
ТУРРӐН КӖТӖВНЕ ПӐХӐР
10, 11. а) Старейшинӑсем Неемия пек пулас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? ӑ) Старейшина тӑван патне килне пырсан, унӑн ӗненӗвне мӗнле ҫирӗплетме пултарать?
10 Старейшинӑсем пухури тӑвансене юратнине кӑтартас, вӗсене Турӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пулӑшас тесе тата мӗн тума пултараҫҫӗ? Кама хавхалантармалла, ҫавсене вӗсем тӳрех пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:28 вуласа пар.) Ҫавӑн пек тунипе вӗсем Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пек тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, шанчӑклӑ надзиратель Неемия хӑйӗн еврей тӑванӗсем хуйха ӳкнине асӑрхасан, мӗн тунине аса илӗр-ха. Вӑл тӑнӑ та вӗсене сӑмахпа тӗреклӗлетнӗ тенӗ Библире (Неем. 4:14). Паян та старейшинӑсем ҫавнах тӑвасшӑн. Пухури тӑвансем хуйха ӳксен, вӗсене мӗн хавхалантарма пултарнине пурне те тӑваҫҫӗ вӗсем. Ҫавна тӑвас тесе вӗсем тӑвансем патне килне каяҫҫӗ те вӗсене «чуна кирлине» параҫҫӗ, урӑхла каласан, вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшакан япаласем ҫинчен вӗсемпе калаҫаҫҫӗ (Рим 1:11). Старейшинӑсене ҫавна тума мӗн пулӑшӗ?
11 Пухури тӑвана хавхалантарас тесе ун патне каяс умӗн старейшинӑн ун ҫинчен шухӑшласа пӑхмашкӑн вӑхӑт уйӑрмалла. Сӑмахран, вӑл хӑйне ҫакӑн пек ыйтусем пама пултарать: «Унӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пур? Ӑна хавхалантарас тесе эпӗ мӗн калама пултаратӑп? Библири мӗнле сӑвӑ йӗрки е унта каласа панӑ камӑн тӗслӗхӗ ӑна хавхалантарнӑ пулӗччӗ?» Старейшина малтанах ҫавӑн пек хатӗрленет пулсан, вӑл кулленхи ӗҫсем ҫинчен кӑна калаҫас вырӑнне ҫынна чӑннипех пулӑшма пултаракан япаласем ҫинчен калаҫма пултарать. Старейшина тӑван патне килне пырсан, вӑл ирӗклӗн калаҫма пултартӑр тесе ӑна тимлӗ итлет (Иак. 1:19). Пӗр хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Старейшина чӗрепе итленине курма питӗ кӑмӑллӑ» (Лука 8:18).
12. Пухура кама-кама хавхалантармалла тата мӗншӗн?
12 Старейшинӑсем хавхалантарни кама-кама кирлӗ? Павел старейшинӑсене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Пӗтӗм кӗтӗве... астуса тӑрӑр». Паллах ӗнтӗ, пухура пурне те, ҫав шутрах Турӑшӑн ҫулсерен шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан хыпарҫӑсемпе пионерсене те, пулӑшмалла тата хавхалантармалла. Мӗншӗн вӗсене старейшинӑсем хавхалантарни кирлӗ? Вӗсем Турра хытӑ ӗненеҫҫӗ, ҫапах та ҫак йӗркесӗр тӗнче витӗм кӳнине пула сиксе тухакан йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй ҫук пек туйма пултараҫҫӗ вӗсем хӑйсене хӑш-пӗр чухне. Туррӑн тӗреклӗ ӗҫлекенӗсене те хутран-ситрен пулӑшу кирлине ӑнланас тесе Давид патшапа пулса иртнӗ пӗр ӗҫе пӑхса тухар.
ДАВИДА АВЕССА ПУЛӐШНӐ
13. а) Иесвий Давид ҫине хӑш вӑхӑтра тапӑнма шутланӑ? ӑ) Мӗншӗн Авесса Давида кирлӗ вӑхӑтра пулӑшма пултарнӑ?
13 Ҫамрӑк Давида патша пулма суйланӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, вӑл Голиафпа — улӑпсен йӑхӗнчи рефаимпа — куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ. Хӑюллӑ Давид ӑна вӗлернӗ (1 Патш. 17:4, 48—51; 1 Ҫулс. 20:5, 8). Ҫулсем иртсен, филистимсемпе ҫапӑҫнӑ чухне Давидӑн каллех улӑппа куҫа-куҫӑн тӗл пулма тивнӗ. Ӑна Иесвий тесе чӗннӗ, вӑл та рефаимсенчен пулнӑ (2 Патш. 21:16). Анчах та ку хутӗнче улӑп Давида чутах вӗлереймен. Мӗншӗн? Давид хӑюлӑхне ҫухатнӑран мар, вӑл халран кайнӑран. «Давид ӗшенсе ҫитнӗ» тесе ӑнлантарса парать Библи. Давид ывӑннине асӑрхасанах Иесвий «Давида вӗлересшӗн пулнӑ». Анчах та ҫав самантра, Иесвий Давида вӗлерес тесе хӑйӗн хӗҫ-пӑшалне ҫӗклесен, «патшана вилӗмрен хӑтӑлма Саруия ывӑлӗ Авесса пулӑшнӑ, [Авесса Давида ҫӑлса хӑварнӑ,] вӑл филистим ҫыннине амантса вӗлерсе пӑрахнӑ» (2 Патш. 21:15—17). Давид чутах вилеймен! Вӑл хӑйне Авесса куҫ вӗҫертмесӗр сӑнаса тӑнӑшӑн тата хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн хӑрушӑ самантра вӑл тӳрех пулӑшма килнӗшӗн питӗ пархатарлӑ пулнӑ пулас! Ҫак пулса иртнӗ ӗҫрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
14. а) Голиаф евӗрлӗ йывӑрлӑхсене эпир мӗне пула ҫӗнтерме пултаратпӑр? ӑ) Мӗнле майпа старейшинӑсем ыттисене савӑнӑҫлӑ пулма тата вӑй илме пулӑшаҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.
14 Пирӗн ҫул ҫинче Сатанапа ун майлисем чӑрмавсем тунине пӑхмасӑрах эпир, Иеговӑн халӑхӗ пулнӑ май, пӗтӗм тӗнчипе Турӑшӑн ӗҫлетпӗр. Пирӗнтен хӑш-пӗрисен улӑп евӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулма тивнӗ, ҫапах та Иеговӑна пӗтӗмпех шаннипе ҫав «Голиафсене» ҫӗнтернӗ. Анчах та хӑш-пӗр чухне ҫак тӗнче хӗснипе пӗрмай кӗрешни пире халран ярать. Эпир хавшаса кайсан, ытти чухне ӑнӑҫлӑ чӑтса ирттерме пултарнӑ йывӑрлӑхсем пире ҫӑмӑллӑнах хуйха ӳкерме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек самантсенче, нумайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, старейшинӑсем вӑхӑтра пулӑшу пани пире каллех савӑнӑҫлӑ пулма тата вӑй илме пулӑшать. Пионер пулса ӗҫлекен 65 ҫулсенчи хӗрарӑм тӑван аса илет: «Пӗр вӑхӑт каялла эпӗ хама лайӑхах мар туяттӑмччӗ те ырӑ хыпар сарас ӗҫре ывӑнаттӑмччӗ. Пӗр старейшина манӑн вӑй ҫитсех кайманнине асӑрхарӗ те ман пата пычӗ. Библире каланӑ пӗр вырӑна сӳтсе явса эпир питӗ лайӑх калаҫрӑмӑр. Эпӗ вӑл каланӑ канашсене тытса пыма пуҫларӑм, ҫакӑ вара мана пулӑшрӗ». Вӑл малалла калать: «Ҫав арҫын тӑван эпӗ хама мӗнле туйнине асӑрханӑшӑн, мана пулӑшнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ!» Пирӗншӗн тӑрӑшакан тата, Авесса пекех, пире пулӑшма хатӗр старейшинӑсем пуррине пӗлме питӗ хавас.
«СИРЕ ХАМ МӖН ТЕРИ ЮРАТНИНЕ ПӖЛТЕРЕСШӖН»
15, 16. а) Мӗншӗн тӑвансем Павела юратнӑ? ӑ) Мӗншӗн эпир старейшинӑсене юрататпӑр?
15 Старейшинӑсем нумай ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем Туррӑн кӗтӗвӗшӗн пӑшӑрханса, кӗлтуса е пухури тӑвансене пулӑшас тесе ҫӗр ҫывӑрмасӑр ирттереҫҫӗ (2 Кор. 11:27, 28). Ҫавна пӑхмасӑрах старейшинӑсем, Павел пекех, хӑйсен тивӗҫӗсене пӗтӗмпех тата савӑнса туса тӑраҫҫӗ. Павел коринфсем патне ҫырнӑ: «Сирӗншӗн савӑнсах тӑкакланӑп, сирӗн чунӑршӑн хама пуҫӗпех парӑп» (2 Кор. 12:15 ҪХ). Тӑвансене юратнӑран Павел вӗсене тӗреклетес тесе хӑйне «тӑкакланӑ». (2 Коринф 2:4 вуласа пар; Флп. 2:17; 1 Фес. 2:8.) Акӑ мӗншӗн тӑвансем Павела ҫав тери юратнӑ! (Ап. ӗҫ. 20:31—38.)
16 Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир те хамӑр старейшинӑсене юрататпӑр тата вӗсемшӗн кӗлӗре Иеговӑна тав тӑватпӑр. Пирӗнпе кашнипе интересленнипе вӗсем пире савӑнӑҫлӑрах тӑваҫҫӗ. Вӗсем пирӗн пата киле пырса кайни пире хавхалантарать. Пире ҫак тӗнче хӗснине чӑтса ирттерме йывӑр пулнӑ чухне вӗсем пире пулӑшу пама хатӗр пулнӑшӑн эпир пархатарлӑ. Чӑнах та, ҫавӑн пек тимлӗ старейшинӑсем — пире савӑнӑҫ кӳрес тесе пӗрле ӗҫлекенсем.
a Ҫав тӑвансенченех ыйтнӑ: «Пуринчен ытла эсир старейшинӑн мӗнле лайӑх енне хаклатӑр?» Пурте те тенӗ пекех вӗсене старейшина ырӑ пулни, ун патне ҫӑмӑллӑнах пырса калаҫма пулни килӗшет тенӗ. Старейшинӑсен мӗншӗн ҫавӑн пек пулма кирлине эпир ҫак брошюрӑн пулас кӑларӑмӗсенчен пӗринче пӑхса тухӑпӑр.