Сӑваплӑ ӗҫе пулни-иртнишӗн кулянмасӑр туса тӑрӑр
«Иртнине манӑҫа хӑварса малаллах ыткӑнатӑп» (ФЛП. 3:13, ҪХ).
1—3. а) Хӑш-пӗрисем мӗн те пулин тунӑшӑн е туманшӑн хӑйсене мӗнле туяҫҫӗ? ӑ) Пулни-иртнишӗн кулянмасӑр Турӑшӑн ӗҫлес тӗлӗшрен эпир Павелтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?
ДЖОН ГРИНЛИФ ятлӑ сӑвӑҫ «эх, ҫавна тунӑ пулсанччӗ» текен сӑмахсенчен хурлӑхлӑраххи ҫук тесе ҫырнӑ. Ҫак сӑмахсене ҫынсем ҫавна-ҫавна тунӑ пулсан, пурнӑҫ урӑхларах пулнӑ пулӗччӗ тесе шутланӑ чухне калаҫҫӗ. Пирӗнтен кашнин пӗр-пӗр ӗҫе тепӗр майлӑ тумаллаччӗ тесе шутласси пулкалать. Анчах та хӑш-пӗрисем мӗн те пулин тунӑшӑн е туманшӑн пӗрмай кулянаҫҫӗ. Хӑвӑр тунӑ пӗр-пӗр ӗҫшӗн мӗншӗн ҫавна турӑм-ши тесе кулянасси пулать-и сирӗн?
2 Пӗрисем хӑйсен пурнӑҫӗнче пысӑк йӑнӑшсем, йывӑр ҫылӑхсем те, тунӑ. Теприсем ҫавӑн пек япӑх ӗҫсем туман, анчах та пурнӑҫра хӑйсем тунӑ йышӑнусем чӑнах та чи лайӑх йышӑнусем пулчӗҫ-ши тесе иккӗленеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем пулни-иртни ҫинчен шухӑшлама пӑрахнӑ та малалла пурӑнаҫҫӗ. Тата теприсем: «Ҫавна туман пулсанччӗ!» — тесе хӑйсене ятласах тӑраҫҫӗ (Пс. 50:5). Эсир хӑвӑра хӑш ушкӑнне кӗртетӗр? Сирӗн унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн кулянмасӑр — калӑпӑр, паянтан пуҫласа — Турӑшӑн ӗҫлес килет-и? Библире ҫав тӗлӗшрен пире пулӑшма пултаракан тӗслӗх пур-и? Пур, Павел апостолӑн тӗслӗхӗ.
3 Хӑйӗн пурнӑҫӗнче Павел йӑнӑшсем те, тӗрӗс йышӑнусем те тунӑ. Вӑл хӑйӗн йӑнӑшӗсемшӗн питӗ куляннӑ, ҫав-ҫавах Турӑшӑн чунтан парӑнса ӗҫлес енчен пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарнӑ. Унӑн тӗслӗхӗ пире пулни-иртнишӗн кулянмасӑр ӗҫлеме мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.
ПАВЕЛӐН УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪӖ
4. Унчченхи мӗнле ӗҫсем пирки Павел мӗншӗн ҫавна турӑм-ши тесе ӳкӗннӗ?
4 Ҫамрӑк фарисей пулнӑ чухне тунӑ ӗҫсемшӗн Павелӑн каярахпа мӗншӗн ҫавна турӑм-ши тесе ӳкӗнме тивнӗ. Сӑмахран, вӑл Христосӑн вӗренекенӗсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Стефана хӗсӗрлевҫӗсем чулпа персе вӗлернӗ хыҫҫӑн «Савл [каярахпа Павел ятпа паллӑ пулнӑскер]... ӗненекен ушкӑна хӗн кӑтартнӑ: килӗрен киле ҫӳресе арҫыннисене, хӗрарӑмӗсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ» (Ап. ӗҫ. 8:3). Альберт Барнз библеист каланӑ тӑрӑх, «хӗн кӑтартнӑ» тени вӑл Савл христиансен пухӑвӗ ҫине, «тискер кайӑк пек», хаяррӑн тапӑннӑ тенине пӗлтерет. Хастарлӑ иудей пулнӑ май Савл христиансен пухӑвне тӗп тӑвасси хӑйӗн Турӑ умӗнчи тивӗҫӗ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӑл христиансене, «чун-чӗререн курайманнипе, вӗлерме те хатӗр пулнипе» тата «арҫынӗсемпе хӗрарӑмӗсене те» пӗтерес тесе, хаяррӑн хӗсӗрленӗ (Ап. ӗҫ. 9:1, 2, ҪХ; 22:4)a.
5. Павел Иисусӑн вӗренекенӗсене хӗсӗрлекентен мӗнле майпа Христос ҫинчен вӗрентсе ҫӳрекен пулса тӑнине ӑнлантарса парӑр.
5 Савл Дамаска кайса, унта Иисусӑн вӗренекенӗсене килӗсенчех ярса тытса, Синедрион вӗсене наказани патӑр тесе вӑйпа Иерусалима илсе килесшӗн пулнӑ. Анчах та унӑн ӗҫӗ ӑнман, мӗншӗн тесен вӑл христиансен пухӑвӗн Пуҫне хирӗҫ пынӑ (Эф. 5:23). Савл Дамаска кайнӑ чухне Иисус унӑн ҫулне пӳлнӗ те тӳперен ҫутӑ ҫутатса курми туса хунӑ. Унтан Иисус Савла Дамаска янӑ та унта мӗн тумаллине каласса кӗтме хушнӑ. Малалла мӗн пулнине эпир пӗлетпӗр (Ап. ӗҫ. 9:3—22).
6, 7. Павел пысӑк йӑнӑшсем тунине питӗ лайӑх ӑнланнине мӗн кӑтартса парать?
6 Хӑй тӗрӗс мар пулнине ӑнланса илсенех Павел Христосӑн вӗренекенӗсене хӗсӗрлеме пӑрахнӑ та Христос ҫинчен хастарлӑ вӗрентсе ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл каярахпа ҫырнӑ: «Эпӗ унччен иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне епле пурӑннине эсир илтнӗ: эпӗ Турра ӗненекенсене хаярла, пӗтересле хӗсӗрленӗ» (Гал. 1:13). Каярахпа вӑл коринфсем, филиппӑсем тата Тимофей патне ҫырнӑ ҫырӑвӗсенче унччен тунӑ ӗҫӗсемшӗн кулянни ҫинчен каллех асӑннӑ. (1 Коринф 15:9 вуласа пар; Флп. 3:6; 1 Тим. 1:13.) Павел хӑй тунӑ тискерле ӗҫсем ҫинчен ҫырма тивнипе мухтанман, ҫавӑн пекех хӑйӗн усал ӗҫӗсене пытарса тӑма та шутламан. Пысӑк йӑнӑшсем тунине вӑл питӗ лайӑх ӑнланнӑ (Ап. ӗҫ. 26:9—11).
7 Павел христиансене мӗнле хаяррӑн хӗсӗрлени ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир вӑл кулянмаллипех кулянма пултарнине тата ыттисем ӑна питӗ хытӑ хурлама пултарнине ӑнланма пултаратпӑр тесе ҫырать Фредерик Фаррар библеист. Павел пӗр пухуран теприне ҫӳренӗ чухне ӑна пӗрремӗш хут куракан тӑвансем хӑш-пӗр чухне ун патне пырса, тен, ҫапла та каланӑ пуль: «Эсӗ-и-ха вӑл пире хӗсӗрленӗ Павел!» (Ап. ӗҫ. 9:21.)
8. Павел хӑйне Иеговӑпа Иисус хӗрхеннине, юратнине кура мӗн туйнӑ тата унӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
8 Анчах та Туррӑн пысӑк ырӑлӑхне пула кӑна апостол пулса ӗҫлеме пултарнине Павел ӑнланнӑ. Вӑл Туррӑн хӗрхенӗвӗ ҫинчен хӑйӗн 14 ҫырӑвӗнче 90 хут ытла асӑннӑ — Библи ҫыракансенчен нихӑшӗ те ҫав лайӑх ен ҫинчен ҫавӑн чухлӗ ҫырман. (1 Коринф 15:10 вуласа пар.) Павел хӑйне Турӑ хӗрхеннине питӗ хакланӑ, ҫавӑнпа та пархатарлӑ пулнине кӑтартасшӑн пулнӑ. Акӑ мӗншӗн вӑл апостолсенчен «пуринчен те ытла» ӗҫленӗ. Павел тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненетпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсене ним пытармасӑр каласа паратпӑр пулсан тата тӗрӗс мар ӗҫсене тума пӑрахатпӑр пулсан, Иегова пирӗн питӗ пысӑк ҫылӑхсене те каҫарма хатӗр пулӗ. Ҫавӑнпа та эсир хӑвӑрӑн ҫылӑхсем ҫав тери пысӑк пулнӑран, вӗсене Христосӑн тӳлесе илмелли парни урлӑ та каҫарма май ҫук тесе шутлатӑр пулсан, Павелӑн тӗслӗхне аса илӗр. (1 Тимофей 1:15, 16 вуласа пар.) Павел пӗр вӑхӑт хушши Христоса хаяррӑн хӗсӗрленӗ пулин те, каярахпа вӑл ҫапла ҫырма пултарнӑ: «Мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ Турӑ Ывӑлне ӗненсе пурӑнатӑп» (Гал. 2:20; Ап. ӗҫ. 9:5). Павел мӗншӗн ҫавна турӑм-ши тесе кулянмасӑр пурӑнма вӗреннӗ. Эсир ҫавна вӗренсе ҫитрӗр-и?
МӖНШӖН ҪАВНА ТУРӐМ-ШИ Е ТУМАРӐМ-ШИ ТЕСЕ ЭСИР КУЛЯНАТӐР-И?
9, 10. а) Хӑш-пӗр Иегова Свидетелӗсем мӗн пирки кулянаҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн пӗрмай кулянни япӑх?
9 Унччен тунӑ пӗр-пӗр ӗҫшӗн мӗншӗн ҫавна турӑм-ши тесе кулянатӑр-и эсир? Тен, эсир ниме тӑман ӗҫсене туса хӑвӑр вӑхӑтупа вӑйна сая ярса пурӑннӑ? Е мӗн те пулин тунипе ыттисене сиен кӳнӗ? Тен, сирӗн мӗншӗн ҫавна турӑм-ши тесе кулянма тата урӑх сӑлтавсем пур? Ҫавӑн пек туйӑмсем сиксе тухсан, эсир мӗн тума пултаратӑр?
10 Ҫынсем нумайӑшӗ пӗрмай кулянаҫҫӗ! Вӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр хӑйсене ятлаҫҫӗ, айӑплаҫҫӗ тата вӑрҫаҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем ытлашшипех пӑшӑрханма пуҫлаҫҫӗ. Анчах та куляннипе йывӑрлӑхсене татса пама пулать-и? Ҫук. Ҫакӑ вӑл ярӑнса лармалли авӑнчӑк тупанлӑ пукан ҫинче ярӑнса ларнипе пӗрех — нумай вӑй хурса чылай вӑхӑт хушши ярӑнса ларсан та вырӑнтан тапранаймӑн! Кулянса ларас вырӑнне йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшакан утӑмсем тӑвӑр. Сӑмахран, хӑвӑр кӳрентернӗ ҫынран каҫару ыйтма пулать, ҫапла вара унпа мирлешме пултаратӑр. Мӗншӗн ҫав йӑнӑша туни ҫинчен тата ӑна малашне тӑвас мар тесе мӗн тума кирли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Хӑш-пӗр чухне хӑвӑр тунӑ йӑнӑшсене пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттермелле кӑна. Анчах та кулянса ҫӳрени сире, шалкӑм ҫапнӑ пек, Турӑшӑн ӗҫленӗ чухне вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума чӑрмантарма пултарать. Кулянса ҫӳренинче ним усси те ҫук!
11. а) Иегова пире хӗрхентӗр тата юраттӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Библи каланӑ тӑрӑх, унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн хамӑра айӑплама пӑрахас тесе пирӗн мӗн тумалла?
11 Хӑш-пӗрисем хӑйсен йӑнӑшӗсем ҫав тери усал пулнӑ тесе шутланипе хӑйсене Турӑ умӗнчен ниме тӑман ҫынсем пек туяҫҫӗ. Чӑнлӑх ҫулӗнчен питӗ аякка е час-часах пӑрӑнса кайнӑран вӗсем Туррӑн хӗрхенӗвне тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та унччен мӗн тунине пӑхмасӑрах вӗсем ӳкӗнме, улшӑнма тата каҫару ыйтма пултараҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 3:19, 20). Турӑ ытти нумай ҫынна хӗрхеннипе юратнине кӑтартнӑ пекех, ҫав лайӑх енсене вӑл вӗсене те кӑтартма пултарать. Хӑйне кӗҫӗне хуракан, тӳрӗ кӑмӑллӑ тата хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн чунтан ӳкӗнекен ҫынна Иегова кӑмӑл туса каҫарӗ. Сӑмахран, «тусанпа кӗл ҫине ӳксе ӳкӗнетӗп» тесе каланӑ Иова Турӑ каҫарнӑ (Иов 42:6). Тунӑ йӑнӑшсемшӗн хамӑра айӑплама пӑрахас тата чун канӑҫлӑхне тупас тесе мӗн тума кирли ҫинчен Библире ҫапла каланӑ: «Усал ӗҫӗсене пытарса пурӑнаканӑн ӑнӑҫу пулмӗ; вӗсенчен ӳкӗнекене, вӗсене пӑрахакана — каҫарӗҫ» (Ытар. 28:13; Иак. 5:14—16). Апла пулсан, пирӗн Турӑ умӗнче ӳкӗнмелле, унран кӗлӗре каҫару ыйтмалла тата йӑнӑшсене тӳрлетес тесе кирлӗ утӑмсем тумалла (2 Кор. 7:10, 11). Ҫавсене тусан, кӑмӑл туса каҫаракан Иегова пире хӑйӗн хӗрхенӗвне кӑтартӗ (Ис. 55:7).
12. а) Совесть кӑшланӑ чухне Давидран тӗслӗх илсе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Иегова ӳкӗннӗ тенине мӗнле ӑнланмалла тата ҫавна пӗлни пире мӗнле пулӑшать? (Рамкӑна пӑхӑр.)
12 Кӗлӗн вӑй пур, мӗншӗн тесен ун урлӑ эпир Турӑран пулӑшу илме пултаратпӑр. Турра ӗненсе тунӑ кӗлӗре Давид хӑйӗн тарӑн туйӑмӗсене палӑртнӑ. Ҫавна Псаломсем питӗ лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. (Псалом 31:1—5 вуласа пар.) Давид хӑйӗн ҫылӑхӗсене ним пытармасӑр Турра каласа париччен ӑна совеҫӗ кӑшланӑ. Ҫавӑнпа вӑл куляннӑ, хавшаса кайнӑ тата хуйха ӳкнӗ. Хӑйӗн ҫылӑхӗсене Турра каласа панӑ хыҫҫӑн кӑна ӑна каҫарнӑ та вӑл хӑйне канлӗ туйма пуҫланӑ. Иегова Давид кӗлли ҫине хуравланӑ та вӑл малашне те тӗрӗссине туса тӑма пултартӑр тесе ӑна тӗреклӗлетнӗ. Ҫавӑн пекех эсир унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн кулянатӑр пулсан, Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтуса каҫару ыйтӑр та кирлӗ улшӑнусем тӑвас тесе мӗн кирлине пурне те тӑвӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова сирӗн кӗлӗсене тимлӗ итлесси тата сире каҫарасси пирки пӗртте ан иккӗленӗр! (Пс. 85:5.)
МАЛАШЛӐХ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР
13, 14. а) Мӗн ҫинчен паян пирӗн ытларах шухӑшламалла? ӑ) Паян эпир хамӑр мӗнле пурӑннине ӑнланса илме пире мӗнле ыйтусем пулӑшма пултарӗҫ?
13 Каялла ҫаврӑнса пӑхнипе пурнӑҫа ӑнланма пулать, анчах та пурӑнас тесен малалла пӑхмалла теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пулни-иртнишӗн кулянас вырӑнне хальхи вӑхӑтпа пуласлӑх ҫинчен шухӑшламалла. Халь тӑвакан е тумасӑр хӑварнӑ хӑш ӗҫсем пирки эпир ҫулсем иртсен, мӗншӗн ҫавна турӑм-ши е тумарӑм-ши тесе кулянма пултарӑпӑр? Пуласлӑхра нимшӗн те ӳкӗнмелле ан пултӑрччӗ тесе эпир халӗ Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлетпӗр-и?
14 Хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫывхарса пырать, ҫавӑнпа та эпир хамӑра йывӑр шухӑшсене пусса илме парасшӑн мар, калӑпӑр, ҫакӑн пеккисене: «Ун чухне эпӗ Турӑшӑн ытларах ӗҫлеме пултарнӑ-ши? Май пулнӑ чухне мӗншӗн эпӗ пионер пулса ӗҫлемерӗм-ши? Пулӑшакан ӗҫчен пулма мана мӗн чӑрмантарнӑ? Чӑнах та эпӗ ҫӗнӗ ҫын пулма тӑрӑшнӑ-и? Эпӗ Иегова ҫӗнӗ тӗнчере курас текен ҫынах-и?» Хӑвна ҫавӑн пек ыйтусем парса кулянса ларас вырӑнне ҫавнашкал ыйтусем урлӑ хамӑра тӗрӗслесе пӑхни тата Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума тӑрӑшни лайӑхрах. Ӳлӗм ӳкӗнмелле ан пултӑр тесе паянах улшӑнусем тӑвӑр (2 Тим. 2:15).
ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕСЕ ТӐНӐШӐН АН ӲКӖНӖР
15, 16. а) Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тумашкӑн нумайӑшӗ хӑйсемшӗн мӗнле хӑш-пӗр хаклӑ япаласене тумасӑр хӑварнӑ? ӑ) Хӑш-пӗр хаклӑ япаласене тумасӑр хӑварнишӗн мӗншӗн кулянма кирлӗ мар?
15 Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлес тесе сирӗн, тен, хӑвӑршӑн хӑш-пӗр хаклӑ япаласене е ӗҫсене тумасӑр пурӑнма тивнӗ. Тен, эсир пурнӑҫна ансатлатас та Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе ӑнӑҫлӑ карьерӑпа бизнеса хӑварнӑ. Е эсир Вефильте, район надзирателӗ тата миссионер пулса ӗҫлес е пӗтӗм тӗнчери строительство проекчӗсене хутшӑнас тесе мӑшӑрланмасӑр е мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ача-пӑчаллӑ пулмасӑр пурӑнма шут тытнӑ. Халӗ вара сирӗн, ватлӑх кунӗсем ҫывхарса пынӑ май, ҫавӑн пек йышӑнусем мӗншӗн турӑм-ши тесе кулянма кирлех-ши? Хӑвӑршӑн хӑш-пӗр хаклӑ япаласене тумасӑр хӑварма кирлех пулман е ҫавна урӑх вӑхӑтра тумалла пулнӑ тесе шутламалла-и? Ҫук, унашкал шухӑш та пулмалла мар!
16 Эсир Иеговӑна юратнӑран тата уншӑн ӗҫлес текенсене чунтан пулӑшасшӑн пулнӑран ҫавӑн пек йышӑнусем турӑр. Пурнӑҫа урӑхла пурӑнса ирттернӗ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Хӑвӑр тунӑ йышӑну пирки эсир савӑнмаллипех савӑнма пултаратӑр! Вӗт эсир хӑвӑр лару-тӑрура чи лайӑх ҫул — Иеговӑшӑн ӗҫлессине — суйласа илтӗр. Иегова эсир уншӑн хӑвӑра шеллемесӗр ӗҫленине манмӗ. Пулас чӑн пурнӑҫра вӑл сире эсир ӗмӗтленме те пултарайман пиллӗхсем парнелӗ! (Пс. 144:16; 1 Тим. 6:19.)
ПУЛАСЛӐХРА ӲКӖНМЕЛЛЕ АН ПУЛТӐРЧЧӖ ТЕСЕ МӖН ТУМАЛЛА
17, 18. а) Ӳлӗм ӳкӗнмелле ан пултӑрччӗ тесе Павел мӗн тунӑ? ӑ) Павелран тӗслӗх илес тесе эсир мӗн тӑвӑр?
17 Ӳлӗм ӳкӗнмелле ан пултӑрччӗ тесе Павел мӗн тунӑ? «Ҫӗнӗ Халал» куҫарӑвӗ тӑрӑх, Павел ҫырнӑ: «Иртнине манӑҫа хӑварса малаллах ыткӑнатӑп. Эпӗ тӗллевӗм патне... васкатӑп». (Филиппӑ 3:13, 14 вуласа пар.) Павел хӑй иудейсен тӗнӗнче пулнӑ чухне тунӑ йӑнӑшсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахнӑ. Вӑл ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнине тивӗҫлӗ пулас тесе Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пӗтӗм вӑйне хунӑ.
18 Павелӑн сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Унччен пирӗнпе пулса иртнӗ тата хамӑр улӑштарма пултарайман ӗҫсемшӗн кулянса пурӑнас вырӑнне пуласлӑхри пиллӗхсене илес тесе халӗ мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшламалла. Тен, эпир ӗлӗкхи йӑнӑшсене манса каяймӑпӑр, анчах та ҫавсемшӗн хамӑра пӗр вӗҫӗмсӗр ятламалла мар. Эпир пулни-иртнишӗн кулянма пӑрахма, Турӑшӑн халӗ мӗн тума пултарнине пурне те тума тата пире кӗтсе тӑракан чаплӑ пуласлӑх ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр!
a Савл хӗсӗрленӗ ҫынсем хушшинче хӗрарӑмсем те пулнӑ тесе Библире нумай хут асӑннӑ. Ҫакӑ пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпар сарас ӗҫре хӗрарӑмсен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине кӑтартса парать. Вӗсем халӗ те ҫав ӗҫе туса тӑраҫҫӗ (Пс. 67:12).