Мухтав илме сире нимӗн те ан чӑрмантартӑр
«Йӑваш чунлӑ ҫын чыс курать [«мухтав илет», ҪТ]» (ЫТАР. 29:23).
1, 2. а) «Мухтав» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ мӗне пӗлтерет? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
«МУХТАВ» текен сӑмаха илтсен, пуҫа сирӗн мӗнле шухӑш кӗрет? Тен, эсир Турӑ пултарнӑ япаласен тӗлӗнмелле илемӗ ҫинчен шухӑшлатӑр? (Пс. 18:2.) Е пуян, ӑслӑ тата ӑнӑҫлӑ ҫынсене кӳрекен мухтавпа чыс ҫинчен-и? Библире «мухтав» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «йывӑрӑш» тенине пӗлтерет. Авалхи вӑхӑтра укҫана хаклӑ йышши металсенчен тунӑ. Ҫавӑнпа та укҫа мӗн чухлӗ йывӑртарах пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ хаклӑрах тӑнӑ. Акӑ мӗншӗн «мухтав» тесе куҫарнӑ сӑмах мӗне те пулин питӗ хаклӑскере е чаплӑскере пӗлтерме пултарать.
2 Ҫынсем ялан тенӗ пекех влаҫра тӑракансене е ятли-сумлисене чыс тӑваҫҫӗ. Анчах та ҫынна Турӑ мухтав патӑр тесен, унӑн мӗнле лайӑх енсем пулмалла? Ытарӑшсем 22:4-мӗшӗнче каланӑ: «Йӑвашланнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран хӑрасси, пуянлӑх, мухтав тата пурӑнӑҫ килет». Иаков вӗренекен те ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашланӑр, вара сире асла кӑларӗ» (Иак. 4:10). Иегова ҫынсене мӗнле мухтав парать? Ҫавна илме пире мӗн чӑрмантарма пултарать? Эпир ыттисене ҫавӑн пек мухтав илме мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
3—5. Иегова пире мӗнле мухтав патне ертсе пырать?
3 Псалом юрлакан хӑйне Иегова сылтӑм аллинчен тытса тӑнине, чӑн-чӑн мухтав патне ертсе пынине шанатӑп тесе палӑртнӑ. (Псалом 72:23, 24 вуласа пар.) Иегова ҫавна мӗнле тӑвать? Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, хӑйсене кӗҫӗне хураканскерсене, тӗрлӗ майпа чыс тунипе мухтав патне ертсе пырать. Вӑл вӗсене хӑйӗн ирӗкне ӑнланма пулӑшнипе пиллет (1 Кор. 2:7). Хӑйӗн сӑмахне итлекенсене вӑл хӑйӗнпе ҫывӑхланма май панипе чыс тӑвать (Иак. 4:8).
4 Ҫавӑн пекех Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мухтавлӑ мула, христиансен сӑваплӑ ӗҫне, шанса панӑ (2 Кор. 4:1, 7, ҪХ). Ҫав сӑваплӑ ӗҫ мухтав патне илсе пырать. Иеговӑна мухтава кӑларакан, ыттисене усӑ паракан сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнакансене Турӑ сӑмах парать: «Кам мана чыслать, эпӗ ҫавсене чыслӑп» (1 Патш. 2:30, ҪТ). Ҫав ҫынсене Иегова ырӑ ят панипе, урӑхла каласан, вӗсене ырланипе чыс тӑвать. Ҫавӑн пекех Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсем те вӗсем ҫинчен ырласа калаҫӗҫ (Ытар. 11:16; 22:1).
5 «Ҫӳлхуҫана шан, Унӑн ҫулӗпе ҫӳре» тесе чӗнсе каланине кам тимлет, ҫавсене мӗнле пуласлӑх кӗтет? Ҫавӑн пек ҫынсене: «Ҫӗре еткерлӗхе памашкӑн Вӑл [Иегова] сана ҫӗклӗ; эсӗ усал ҫынсене пӗтернине курса тӑрӑн»,— тесе сӑмах панӑ (Пс. 36:34). Вӗсем нимпе танлаштарма ҫук чыса илес вӑхӑта — ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас вӑхӑта — савӑнса кӗтсе тӑраҫҫӗ (Пс. 36:29).
«МАНА ҪЫН МУХТАНИ КИРЛӖ МАР»
6, 7. Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисуса ӗненесшӗн пулман?
6 Иегова парнелес текен мухтава илме пире мӗн чӑрмантарма пултарать? Сӑмахран, Турӑпа ҫӳремен ҫынсен шухӑшӗсене ытла мала хуни. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтри влаҫра тӑракан ҫынсем ҫинчен Иоанн апостол мӗн ҫырни пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха: «Иисуса пуҫлӑхсем те нумайӑшӗ ӗненнӗ, анчах та вӗсем, фарисейсем синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман: вӗсем ӗнтӗ этем мухтавне Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ» (Иоанн 12:42, 43). Ҫав пуҫлӑхсем фарисейсен шухӑшӗсене ҫав таран пысӑка хуман пулсан, ҫакӑ вӗсемшӗн чылай лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
7 Иисус хӑйне мӗншӗн нумайӑшӗ йышӑнманнине, ӗненменнине унчченех лайӑх ӑнлантарса панӑ. (Иоанн 5:39—44 вуласа пар.) Израиль халӑхӗ ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши Мессийӑна кӗтнӗ. Иисус вӗрентсе ҫӳреме пуҫласан хӑш-пӗрисем Даниил каланӑ пророкла сӑмахсем тӑрӑх Христосӑн килме вӑхӑт ҫитнине ӑнланнӑ пулмалла. Темиҫе уйӑх маларах, Шыва кӗртекен Иоанн хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне пуҫласан, нумайӑшӗ: «Ку Христос мар-ши?» — тенӗ (Лука 3:15). Халӗ вара тахҫантанпа кӗтнӗ Мессия вӗсем хушшинче вӗрентсе ҫӳренӗ. Анчах та Саккуна пӗлекенсем ӑна йышӑнман. Вӗсем мӗншӗн ӗненменнине палӑртса Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир пӗрне-пӗри мухтаса пурӑнатӑр пулсан, пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырамастӑр пулсан мӗнле-ха ӗненме пултарӑр?»
8, 9. Ҫутӑ ҫинчен калакан тӗслӗхпе усӑ курса ҫынсен мухтавӗ Турӑ паракан мухтава курма мӗнле чӑрмантарнине кӑтартса парӑр.
8 Ҫынсен мухтавӗ Турӑ паракан мухтава курма мӗнле чӑрмантарнине мухтава ҫутӑпа танлаштарнипе кӑтартса пама пулать. Пирӗн ытармалла мар илемлӗ Ҫут тӗнчен мухтавӗ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Эсир уяр каҫ пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпене хӑҫан пӑхнине астӑватӑр-и? Ҫӑлтӑрсен мухтавӗ кӑмӑла чӑннипех ҫӳҫентерсе-ҫӗклентерсе ярать (1 Кор. 15:40, 41). Хулан ҫап-ҫутӑ урамӗнчен ҫӳлелле пӑхсан, ҫав тӳпех мӗнле курӑнӗ? Хула ҫути аякри ҫӑлтӑрсен ҫутине курма чӑрмантарӗ! Ҫакӑн пекки вӑл ҫулсенчен, стадионсенчен тата ҫурт-йӗртен тухса тӑракан ҫутӑ ҫӑлтӑрсен ҫутинчен ҫутӑрах е илемлӗрех пулнӑран пулать-и? Ҫук паллах! Хула ҫути ҫывӑхра пулни пире Иегова пултарнӑ япаласене курма чӑрмантарать. Ҫавӑнпа та ҫӑлтӑрсен илемне курас тесен пирӗн искусственнӑй ҫутта сӳнтермелле е унран аякалла каймалла.
9 Ҫавӑн пекех пирӗн чӗре ҫынсенчен килекен мухтав патне туртӑнать пулсан, ҫакӑ пире Иеговӑран килекен нихҫан пӗтми мухтава хаклама, шырама чӑрмантарӗ. Нумайӑшӗ Патшалӑх хыпарне йышӑнмасть, мӗншӗн тесен паллакансем е килтисем тем калӗҫ, тем шухӑшлӗҫ тесе хӑрать. Ҫынсенчен мухтав илес килни Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине витӗм кӳме пултарать-и? Калӑпӑр, ҫамрӑк ҫынна ырӑ хыпар калама пӗр участок панӑ. Унта ӑна нумайӑшӗ паллаҫҫӗ пулин те, вӑл Иегова Свидетелӗ пулнине пӗлмеҫҫӗ. Хӑраса ӳкӗ-ши вӑл, вара ҫав участока ырӑ хыпар сарма каймастӑп тейӗ-ши? Тепӗр тӗслӗх илер. Пӗр-пӗр христианин Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлесшӗн, анчах та хӑйӗн умне ҫавӑн пек тӗллев лартнӑшӑн ыттисем унран тӑрӑхласа кулаҫҫӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлессине кирлӗ пек хакламан ҫынсене хӑйне витӗм кӳме парӗ-ши вӑл? Е, тен, христианин йывӑр ҫылӑх тунӑ. Пухури тивӗҫсене ҫухатасран е ҫывӑх ҫыннисене хурлантарасран хӑраса вӑл хӑйӗн ҫылӑхне пытарса тӑрӗ-ши? Уншӑн Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене майлаштарасси чи кирли пулсан, унӑн пухури старейшинӑсене чӗнсе вӗсенчен пулӑшу ыйтмалла. (Иаков 5:14—16 вуласа пар.)
10. а) Ыттисем пирӗн пирки тем шутлӗҫ тесе ытлашши пӑшӑрханни мӗнле витӗм кӳме пултарать? ӑ) Эпир йӑваш чунлӑ пулсан, мӗне шанма пултаратпӑр?
10 Тен, эпир опытлӑ христианин пулас тесе тӑрӑшатпӑр, анчах та пухури тӑван пире час-часах канаш парать. Эпир ҫав канаша йышӑнса усӑ илме пултаратпӑр. Е мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран, хамӑр ята ярас килменрен е хамӑр мӗн тунине тӳрре кӑларас тесе ӑна сирсе яма пултаратпӑр. Калӑпӑр, эсир пухури тӑванпа пӗр-пӗр ӗҫ тӑватӑр. Хаклӑ сӗнӳсем панишӗн, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн мухтавӗ сирӗнтен кама тивӗ-ши тесе пӑшӑрханни сире пӗрле ӗҫлеме чӑрмантармӗ-и? Сирӗнпе ҫавӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, «йӑваш чунлӑ ҫын чыс курать [«мухтав илет», ҪТ]» тенине асра тытӑр (Ытар. 29:23).
11. Хамӑра ыттисем мухтани ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла тата мӗншӗн?
11 Старейшинӑсен тата пухура ытларах тивӗҫ илес тесе тӑрӑшакан арҫын тӑвансен сӑваплӑ ӗҫе хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе тумалла мар (1 Тим. 3:1; 1 Фес. 2:6). Арҫын тӑвана пӗр-пӗр ӗҫшӗн чунтан мухтаҫҫӗ пулсан, унӑн хӑйне мӗнле тытмалла? Паллах ӗнтӗ, вӑл, Саул патша пек, хӑйӗн валли палӑк лартмӗ (1 Патш. 15:12). Анчах та вӑл Иегова ырӑлӑх кӑтартнӑран ҫеҫ ҫавӑн пек ҫитӗнӳсем тума пултарнине тата малашне те Турӑ пиллесе, пулӑшса тӑнипе кӑна ӑнӑҫлӑ пулассине йышӑнма хатӗр-и? (1 Петр 4:11.) Хамӑра ыттисем мухтанӑ чухне ӑшра мӗн туйни эпир мӗнле мухтавшӑн ҫуннине кӑтартса парать (Ытар. 27:21).
«ЭСИР АҪӐРӐН УСАЛ ШУХӐШНЕ ТӐВАСШӐН»
12. Хӑш-пӗр иудейсене Иисуса итлеме мӗн чӑрмантарнӑ?
12 Турӑран мухтав илме чаракан тепӗр чӑрмав вӑл — пирӗн кӑмӑл туртӑмӗ. Кӑмӑл тӗрӗс марри патне туртнине пула эпир чӑнлӑха итлесшӗн те пулмӑпӑр. (Иоанн 8:43—47 вуласа пар.) Иисус хӑш-пӗр иудейсене хӑвӑр аҫӑрӑн — Шуйттанӑн — «усал шухӑшне тӑвасшӑн» пулнӑран манӑн хыпара итлеместӗр тенӗ.
13, 14. а) Пирӗн пуҫ мими ҫын сассине мӗнле йышӑнни ҫинчен тӗпчевҫӗсем мӗн калаҫҫӗ? ӑ) Эпир кама итлесси мӗнрен килет?
13 Эпир хӑш-пӗр чухне мӗн итлес килнине кӑна итлетпӗр (2 Петр 3:5). Иегова пире пултарнӑ чухне тӗлӗнмелле пултарулӑх панӑ — хӑш-пӗр шӑв-шава асӑрхамалла мар тунӑ. Пӗр минутлӑха чарӑнса тӑрӑр та ҫак самантра эсир мӗн чухлӗ сас-чӳ илтни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, вӗсенчен нумайӑшне эсир ҫак самантчен асӑрхаман та. Пирӗн пуҫ мими ҫав тӗрлӗ сас-чӗве илтме май панӑ ҫӗртенех пире пӗтӗм тимлӗхе пӗр япала ҫине яма пулӑшать. Анчах та тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, эпир ҫын калаҫнине илтнӗ чухне пирӗн пуҫ мими темиҫе сасран пӗрне кӑна йышӑнма пултарать. Ҫакӑ вӑл сирӗнпе пӗр вӑхӑтра икӗ ҫын калаҫнӑ чухне хӑшне итлемеллине сирӗн хӑвӑрӑн суйласа илмеллине пӗлтерет. Сирӗн кама илтес килет, эсир ҫавна суйласа илетӗр. Хӑйсен ашшӗн, Шуйттанӑн, усал шухӑшне тӑвасшӑн пулнӑ иудейсем Иисуса итлесшӗн пулман.
14 Библи каланӑ тӑрӑх, пире «ӑслӑлӑх» та, ӑссӑрлӑх та хӑйне итлеттересшӗн тӑрӑшать (Ытар. 9:1—5, 13—17). Пирӗн суйласа илме ирӗк пур. Хӑшне эпир итлӗпӗр-ши? Ҫакӑ эпир камӑн ирӗкне тӑвасшӑн пулнинчен килет. Иисусӑн сурӑхӗсем унӑн сассине итлеҫҫӗ те ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ (Иоанн 10:16, 27). Вӗсем «чӑнлӑхшӑн» (Иоанн 18:37). Вӗсем «ют сасса» палламаҫҫӗ (Иоанн 10:5). Ҫавӑн пек хӑйсене кӗҫӗне хурса Иисус хыҫҫӑн пыракансем Турӑран мухтав илӗҫ (Ытар. 3:13, 16; 8:1, 18).
«ҪАВ АСАПСЕМ СИРЕ МУХТАВА КӐЛАРАҪҪӖ»
15. Павел хӗн курни мӗнле майпа ыттисене «мухтава кӑларнӑ»?
15 Эпир Иеговӑн ирӗкне ҫине тӑрса туни ыттисене мухтав илме пулӑшать. Павел Эфесри пухӑва ҫырса янӑ: «Сире йӑлӑнатӑп: эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан хуйхӑрӑр, ҫав асапсем сире мухтава кӑлараҫҫӗ» (Эф. 3:13). Павел хурлӑх курни Эфесри христиансене «мухтава кӑларнӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Павел йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Эфесри тӑвансемшӗн ӗҫлеме хатӗр пулни вӗсене Турӑшӑн ӗҫлесси христиансемшӗн чи пысӑк чыс пулнине кӑтартса панӑ. Хӗн-хур курнӑ чухне Павел парӑннӑ пулсан, Эфесри христиансем Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусем, хӑйсен сӑваплӑ ӗҫӗ тата хӑйсен шанчӑкӗ ҫинчен ниме те тӑмасть тесе шутланӑ пулӗччӗҫ мар-и? Чӑтӑмлӑ пулнипе Павел тӑвансене Христосӑн вӗренекенӗсем пулас тесен кирек мӗне те чӑтса ирттерме хатӗр пулмаллине кӑтартнӑ.
16. Листрӑра Павел мӗнле хӗн-хур курнӑ?
16 Павел хастарлӑ та чӑтӑмлӑ пулни тӑвансем ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Апостолсен ӗҫӗсем 14:19, 20-мӗш сӑвӑ йӗркисенче эпир вулатпӑр: «Антиохипе Иконирен иудейсем килнӗ те, халӑха апостолсене хирӗҫ хӗтӗртсе, Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ, вилчӗ пулӗ тесе ӑна ӗнтӗ хула [Листра] тулашне кӑларса пӑрахнӑ. Вӗренекенӗсем ун тавра пуҫтарӑнсассӑн, вӑл тӑнӑ та хулана таврӑннӑ; тепӗр кунне вара Варнавӑпа пӗрле Дерви хулине тухса кайнӑ». Шухӑшласа пӑхӑр-ха, вилес патне ҫитиччен чулпа персе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл тепӗр кунне 100 ҫухрӑмлӑ ҫула ҫуран тухса утнӑ.
17, 18. а) Павел Листрӑра хӗн-хур курни ҫинчен Тимофей мӗнле пӗлме пултарнӑ? ӑ) Павел чӑтӑмлӑ пулни Тимофей ҫине мӗнле витӗм кунӗ?
17 Павела пулӑшма пуҫтарӑннӑ вӗренекенсем хушшинче Тимофей пулнӑ-и? Пулнӑ та пуль. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекинче ҫавӑн ҫинчен тӳррӗн нимӗн те каламан. Анчах та Тимофей мӗн пулса иртнине пӗлнӗ. Павел Тимофей патне янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнче акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та... асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн; Антиохире [ӑна хуларан хӑваласа кӑларса янӑ], Иконире [чулпа персе вӗлерме хӑтланнӑ] тата Листрӑра [чулпа пере-пере пӗтернӗ] мана епле хӗсӗрленине, асаплантарнине эсӗ пӗлетӗн — эпӗ ҫавна пурне те тӳссе ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана пуринчен те хӑтарчӗ» (2 Тим. 3:10, 11; Ап. ӗҫ. 13:50; 14:5, 19).
18 Павел ҫав йывӑрлӑхсене пурне те чӑтӑмлӑ тӳссе ирттернине Тимофей пӗлнӗ. Ҫамрӑк Тимофей Павел кӑтартнӑ тӗслӗхрен нумайӑшне вӗреннӗ пулас. Павел Листрӑна таврӑнсан, Тимофей пухура лайӑх тӗслӗх кӑтартнине курнӑ тата «ун ҫинчен Листрӑпа Иконири тӑвансем ырӑласа калаҫнӑ» (Ап. ӗҫ. 16:1, 2). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Тимофей ытларах тивӗҫ илме юрӑхлӑ пулса тӑнӑ (Флп. 2:19, 20; 1 Тим. 1:3).
19. Эпир чӑтӑмлӑ пулни ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
19 Эпир Туррӑн ирӗкне тунӑ чухне кӑтартнӑ чӑтӑмлӑх ыттисем ҫине те ҫавӑн пек витӗм кӳме пултарать — уйрӑмах ҫамрӑксем ҫине, вӗсенчен нумайӑшӗ вара ӳссе ҫитсен Туррӑн хаклӑ ӗҫлекенӗсем пулса тӑрӗҫ. Ҫамрӑксем пире сӑнанисӗр пуҫне тата пирӗнтен ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсемпе мӗнле калаҫмаллине вӗреннисӗр пуҫне, эпир йывӑрлӑхсенче хамӑра мӗнле тытнине курса опыт пухса пыраҫҫӗ. Шанчӑклӑ тӑрса юлнисем пурте «ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр» тесе Павел пур енчен чӑтӑмлӑ пулнӑ (2 Тим. 2:10).
20. Мӗншӗн Турӑ паракан мухтава пирӗн малалла та шырамалла?
20 Ҫавӑнпа та пирӗн «пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне» малалла та шырамалла мар-и? (Иоанн 5:44; 7:18.) Паллах, шырамалла! (Рим 2:6, 7 вуласа пар.) Иегова «мухтавлӑ, чыслӑ... пулма тӑрӑшакансене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ». Унсӑр пуҫне эпир «ялан [«чӑтӑмлӑ пулса», ҪТ] ырӑ ӗҫ туни» ыттисене шанчӑклӑ пулма хавхалантарать тата ӗмӗрлӗх пиллӗхсем илме пулӑшать. Ҫавӑнпа та сире Турӑ паракан мухтава илме нимӗн те ан чӑрмантартӑр.