Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 5/15 3—8 с.
  • Ырӑ хыпара сараканӑн ӗҫне туса тӑрӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ырӑ хыпара сараканӑн ӗҫне туса тӑрӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ҪЫНСЕН ЫРӐ ХЫПАРА ИЛТМЕЛЛЕ?
  • ЫРӐ ХЫПАРА ӐНӐҪЛӐ САРАКАНСЕМ ВЫРӐНЛӐ ЫЙТУСЕМ ПАМА ПӖЛЕҪҪӖ
  • ЫРӐ ХЫПАРА ӐНӐҪЛӐ САРАКАНСЕМ ПӖР-ПӖРНЕ ПУЛӐШАҪҪӖ
  • Пирӗн «кашнинех кирлӗ пек хурав» мӗнле памалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр-пӗрне пулӑшӑр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ыйтусемпе лайӑх усӑ курма вӗренетпӗр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 5/15 3—8 с.

Ырӑ хыпара сараканӑн ӗҫне туса тӑрӑр

«Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне малаллах ту, хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр» (2 ТИМ. 4:5).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен пире камсем лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?

  • Мӗншӗн ҫынсен ырӑ хыпара илтмелле?

  • Ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑ саракан пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

1. Мӗншӗн Иеговӑна чи малтанхи тата чи аслӑ Ырӑ Хыпар Саракан теме пулать?

ЧИ МАЛТАНХИ тата чи аслӑ Ырӑ Хыпар Саракан вӑл — Иегова Турӑ. Адампа Ева пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑнах Иегова ҫӗлене — Сатана Шуйттана — тӗп тӑвасси ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗ (Пулт. 3:15). Ӗмӗрсем хушши Турӑ хӑйӗн ятне чыссӑрлатнинчен мӗнле тасатасси, Сатана кӳнӗ сиене мӗнле пӗтересси тата Адампа Ева ҫухатнӑ майсене ҫынсене каялла мӗнле тавӑрса парасси ҫинчен хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннисене ӑнлантарса панӑ. Ҫаксене пурне те Библире ҫырса хунӑ.

2. а) Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ангелсен пӗлтерӗшӗ мӗнле? ӑ) Ырӑ хыпар саракансене Иисус мӗнле тӗслӗх панӑ?

2 Ангелсем те ырӑ хыпар саракансем. Вӗсем хӑйсем те ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ, ӑна пӗлтерсе ҫӳрекенсене те пулӑшаҫҫӗ (Лука 1:19; 2:10; Ап. ӗҫ. 8:26, 27, 35; Ӳлӗм. 14:6). Михаил архангел пирки ырӑ хыпар саракан теме пулать-и? Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне вӑл, Иисус Христос пулнӑ май, хӑйӗн тӗслӗхӗпе ырӑ хыпар саракансен мӗнлерех пулмаллине кӑтартнӑ. Ырӑ хыпар сарасси унӑн пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑннӑ! (Лука 4:16—21.)

3. а) Эпир саракан ырӑ хыпар мӗнле хыпар вӑл? ӑ) Ырӑ хыпар саракансем пулнӑ май пире мӗнле ыйтусем интереслентереҫҫӗ?

3 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма хушнӑ (Матф. 28:19, 20; Ап. ӗҫ. 1:8). Павел апостол хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекен Тимофея ҫапла ӳкӗтленӗ: «Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне малаллах ту, хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр» (2 Тим. 4:5). Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май эпир мӗнле ырӑ хыпар саратпӑр? Ун шутне пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, Иегова, пире юратать текен чӑнлӑх кӗрет (Иоанн 3:16; 1 Петр 5:7). Иеговӑн хӑйӗн юратӑвне кӑтартмалли тӗп майӗсенчен пӗри вӑл — унӑн Патшалӑхӗ. Ҫавӑнпа та эпир кам Патшалӑх влаҫне пӑхӑнса тӑрать, Турра итлет тата тӳрӗлӗхпе пурӑнать, ҫавсем пурте унпа туслӑ пулма пултараҫҫӗ тесе савӑнса каласа паратпӑр (Пс. 14:1, 2). Иегова пур тӗрӗсмарлӑхпа хӗн-асапа пӗтерме палӑртса хунӑ. Унчченхи хӗн-асапа аса илнипе ҫыхӑннӑ чун ыратӑвне те вӑл пӗтерӗ. Мӗн тери чаплӑ хыпар! (Ис. 65:17.) Ырӑ хыпар саракансем пулнӑ май пирӗн икӗ кирлӗ ыйту ҫине хурав памалла: мӗншӗн ҫынсен паян ырӑ хыпара илтмелле? Ырӑ хыпара сараканӑн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

МӖНШӖН ҪЫНСЕН ЫРӐ ХЫПАРА ИЛТМЕЛЛЕ?

4. Хӑш-пӗр чухне Турӑ ҫинчен мӗнле суя сараҫҫӗ?

4 Сире тата сирӗн ҫемйӳне аҫу пӑрахса тухса кайнӑ тесе сире мӗн ачаранах калаҫҫӗ тейӗпӗр. Аҫуна пӗлетӗп теекенсем ун пирки хытӑ чунлӑ, сирӗнтен пытанса ҫӳрекен тата хаяр ҫын теҫҫӗ. Вӑл вилнӗ тесе калакансем те пур, ҫавӑнпа вӗсем сире ӑна шырама та кирлӗ мар теҫҫӗ. Нумайӑшне Турӑ ҫинчен ҫавӑн пекрех калаҫҫӗ. Вӗсене Турӑ пирки вӑл вӑрттӑнскер, ӑна ӑнланма май ҫук, ҫитменнине вӑл хаяр тесе те вӗрентеҫҫӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем Турӑ япӑх ҫынсене тамӑкра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе асаплантарать теҫҫӗ. Теприсем ҫутҫанталӑк инкекӗсем кӳрекен хӗн-хуршӑн Турра айӑплаҫҫӗ. Ҫавӑн чухне лайӑх ҫынсем те, япӑххисем те вилеҫҫӗ пулин те, ҫав инкексене Турӑ ҫынсене наказани парас тесе ярса тӑрать теҫҫӗ.

5, 6. Эволюци теорийӗпе суя вӗрентӳсем ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳчӗҫ?

5 Турӑ ҫук текеннисем те пур. Сӑмахран, эволюци теорине илер. Ҫав теори майлӑ тӑракансем нумайӑшӗ пурнӑҫ никам тумасӑрах, хӑйне хӑех пуҫланса кайнӑ теҫҫӗ. Вӗсем Пултаракан ҫук тесе калаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем ҫынсем чӗрчунсенчен пулса кайнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсене выльӑхла тытнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук теҫҫӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑйлисем вӑйсӑррисемпе хаяррӑн хуҫаланнӑ чухне ҫутҫанталӑк саккунӗ теекен саккунсене ҫеҫ пӑхӑнса тӑраҫҫӗ иккен. Ҫавӑнпа та нумайӑшӗ тӗрӗсмарлӑх яланах пулать тесе шутлать. Чӑнах та, эволюцие ӗненекенсен пуласлӑх пирки нимле шанчӑк та ҫук.

6 Паллах ӗнтӗ, эволюци теорине тата суя вӗрентӳсене пула та ҫак юлашки кунсенче ҫынсем вӑйлӑ асапланаҫҫӗ (Рим 1:28—31; 2 Тим. 3:1—5). Ҫынсен ҫак вӗрентӗвӗсем этемлӗхе чӑн-чӑн ырӑ хыпар параймарӗҫ. Ун вырӑнне, Павел апостол палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене пула ҫынсен «ӑстӑнӗ тайӑлнӑ, нимӗн те пӗлменнипе, чӗри туйми пулса ҫитнипе Турӑ пурӑнӑҫӗнчен ютшӑннӑ» (Эф. 4:17—19). Ҫитменнине тата эволюци теорийӗпе суя вӗрентӳсем ҫынсене Турӑ панӑ ырӑ хыпара йышӑнма чӑрмантараҫҫӗ. (Эфес 2:11—13 вуласа пар.)

7, 8. Ырӑ хыпара пӗтӗмпех ӑнланмалли мӗнле пӗртен-пӗр май пур?

7 Турӑпа мирлешес тесен ҫынсен пуринчен малтан Иегова пуррине пӗлмелле тата унпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланмалла. Эпир вӗсене Турӑ пултарнӑ япаласене тӗпчеме хавхалантарнипе ҫавӑн пек пӗлӳ илме пулӑшма пултаратпӑр. Пултарнӑ япаласене тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа тӗпчени Туррӑн ӑслӑлӑхӗпе вӑйне курма май парать (Рим 1:19, 20). Турӑ пурне те тӗлӗнмелле тунине ҫынсене ӑнланма пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Икӗ брошюрӑпа, «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» тата «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» текеннисемпе, усӑ курма пултаратпӑр. Анчах та пултарнӑ япаласене тӗпченипех пурнӑҫри хӑш-пӗр чи йывӑр ыйтусен хуравӗсене тупма май ҫук. Сӑмахран, мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма парать? Турӑ ҫӗр тӗлӗшӗнчен мӗн шухӑшласа хунӑ? Турӑ маншӑн тӑрӑшать-и?

8 Турӑ ҫинчен тата унӑн тӗллевӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗмпех ӑнланмалли пӗртен-пӗр май вӑл — Библи вӗренесси. Ҫак ырӑ хыпар ҫинчен ҫынсене пӗлме пулӑшасси вӑл — пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс! Анчах та хамӑра итлекен ҫынсен чӗрисене хускатас тесен пирӗн вӗсене фактсем кӑна пӗлтермелле мар; пирӗн вӗсене ӗнентерме тӑрӑшмалла (2 Тим. 3:14). Эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр пулсан, пирӗн сӑмахсем ӗнентерӳллӗрех пулӗҫ. Мӗншӗн вӑл вӗрентни ӑнӑҫлӑ пулнӑ? Сӑлтавсенчен пӗри — вӑл вырӑнлӑ ыйтусем пама пӗлнӗ. Ҫав тӗлӗшрен ун пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ЫРӐ ХЫПАРА ӐНӐҪЛӐ САРАКАНСЕМ ВЫРӐНЛӐ ЫЙТУСЕМ ПАМА ПӖЛЕҪҪӖ

9. Ҫынсене ырӑ хыпара ӗненме пулӑшас тесен пирӗн мӗн тумалла?

9 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗншӗн пирӗн Иисус пекех ыйтусем памалла? Калӑпӑр, тухтӑр сире манӑн сирӗн валли лайӑх хыпар пур тет. Вӑл сире сыватма пултарать, анчах кӑткӑс операци тумалла тет. Тен, эсир ӑна ӗненетӗр те пуль. Анчах та вӑл сирӗн сывлӑх мӗнлерех пулни ҫинчен пӗлес тесе нимле ыйту памасӑрах ҫавӑн пек сӑмах парать пулсан, эсир мӗн шутланӑ пулӑттӑр? Эсир ӑна шансах кайман пулӑттӑр. Тухтӑр тем пек пултаруллӑ пулсан та, унӑн пӗр-пӗр пулӑшу сӗнес умӗн ҫынна ыйтусем памалла та вӑл мӗн хуравланине итлемелле. Ҫавӑн пекех эпир ҫынсене Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара ӗненме пулӑшасшӑн пулсан, вӗсене мӗнле пулӑшу кирлине ӑнланас тесе пирӗн вырӑнлӑ ыйтусем пама вӗренмелле.

10, 11. Вӗрентес енчен Иисусран тӗслӗх илетпӗр пулсан, эпир мӗн-мӗн тума пултаратпӑр?

10 Тӗплӗн шухӑшласа панӑ ыйтусем итлекене лайӑх ӑнланма кӑна мар, ӑна калаҫӑва та хутшӑнма пулӑшнине Иисус пӗлнӗ. Сӑмахран, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗҫӗне хума кирли ҫинчен вӗрентес тенӗ чухне малтан вӑл вӗсене шухӑшлаттаракан ыйту панӑ (Марк 9:33). Петра принципсем ҫинчен шухӑшлама вӗрентес тесе Иисус ӑна икӗ тӗрлӗ хуравлама май паракан ыйту панӑ (Матф. 17:24—26). Тепрехинче, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен чӗринче мӗн пуррине пӗлес тенӗ чухне, вӑл вӗсене хӑйсен шухӑшне калама хавхалантаракан темиҫе ыйту панӑ. (Матфей 16:13—17 вуласа пар.) Ыйтусем панӑ тата мӗн ҫинчен те пулин ҫирӗплетсе каланӑ чухне Иисус фактсене кӑна пӗлтермен. Вӑл ҫынсен чӗрисене хускатнӑ, вӗсене ырӑ хыпарпа килӗшӳллӗ пурӑнма хавхалантарнӑ.

11 Иисус пекех эпир вырӑнлӑ ыйтусем паратпӑр пулсан, сахалтан та, виҫӗ япалана тӑватпӑр: ҫынсене лайӑхрах мӗнле пулӑшмаллине ӑнланӑпӑр, ҫынсем эпир каланипе килӗшмен чухне калаҫӑва майлаштарса малалла тӑсӑпӑр, ҫавӑн пекех хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене хӑйсем мӗн илтнинчен усӑ илме вӗрентӗпӗр. Ыйтусем панипе эпир мӗнле лайӑх витӗм кӳме пултарнине кӑтартакан виҫӗ тӗслӗх пӑхса тухар.

12—14. Эсир хӑвӑр ачуна ырӑ хыпара сарнӑ чухне хӑюллӑрах пулма мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 1-мӗш тӗслӗх: Сирӗн ҫула ҫитмен ачу сире пӗр класра вӗренекенпе калаҫнӑ чухне Турӑ пурне те пултарнине хӑй мӗншӗн ӗненнине ӑнлантарса пама пултараймастӑп терӗ пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Паллах ӗнтӗ, эсир ӑна ырӑ хыпар каланӑ чухне хӑюллӑ пулма пулӑшасшӑн. Ҫавӑнпа та ӑна ятлас е тӳрех канаш парас вырӑнне, Иисусран тӗслӗх илсе, чи малтан, вӑл мӗн шутланине пӗлес тесе, ӑна темиҫе ыйту парса пӑхӑр. Ҫавна мӗнле тума пулать?

13 Ачупа пӗрле «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» брошюрӑри хӑш-пӗр вырӑнсене вуласа тухнӑ хыҫҫӑн сана мӗнле шухӑшсем интереслӗрех пек туйӑнаҫҫӗ тесе унран эсир ыйтма пултаратӑр. Вӑл хӑйне Турӑ пуррине ӗненме пулӑшакан тата Туррӑн ирӗкне тума хавхалантаракан фактсене туптӑр (Рим 12:2). Ачуна ҫакна ӑнланма пулӑшӑр: сирӗншӗн ӗнентерӳллӗ пулма пултаракан фактсем, уншӑн ҫавӑн пек пулмасан та пултараҫҫӗ.

14 Хӑвӑрӑн ачуна пӗр класра вӗренекенпе калаҫнӑ чухне эпӗ мӗнле кӑтартнӑ пек тума пултаратӑн тесе калама пултаратӑр. Урӑхла каласан, вӑл пӗр класра вӗренекене пурне те Турӑ пултарни ҫинчен калакан хӑш-пӗр фактсене каласа панӑ хыҫҫӑн унран эсӗ ҫавӑн пирки мӗн шутлатӑн тесе ыйтма пултарать. Сӑмахран, пӗр класра вӗренекене «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» брошюрӑри 12—13 страницӑри «Чайка ҫуначӗ» статьяна вуласа пама ыйтма пулать. Унтан сирӗн ачу ҫакӑн пек ыйтма пултарать: «Самолет ҫунатне тума ӑслӑ-тӑнлӑ инженерсем кирлипе эсӗ килӗшетӗн-и?» Пӗр класра вӗренекен, тен, ҫакӑнпа килӗшӗ те. Ҫакӑн хыҫҫӑн сирӗн ачу ҫакӑн пек ыйту пама пултарать: «Самолет ҫуначӗ чайка ҫуначӗн копийӗ пулнине пӗлетӗн-и? Копине тума конструктор кирлӗ пулсан, оригинал пирки вара мӗн калама пулать?» Хӑвӑрӑн ачу хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа панӑ чухне хӑйне хӑюллӑрах туйма пултартӑр тесе ҫакӑн пек занятисене унпа пӗрмай ирттерме пултаратӑр. Эсир хӑвӑрӑн ачуна вырӑнлӑ ыйтусем пама вӗрентнипе ӑна ырӑ хыпар саракан ӗҫне тума пулӑшатӑр.

15. Атеистпа калаҫнӑ чухне ыйтусемпе мӗнле усӑ курма пулать?

15 2-мӗш тӗслӗх: Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Турӑ пурри пирки иккӗленекен ҫынсем пире тӗл пулаҫҫӗ. Сӑмахран, ҫын пире эпӗ атеист тет. Ҫакӑнпа калаҫу ан вӗҫлентӗр тесе эсир унран вӑл хӑҫантанпа атеист тата мӗншӗн вӑл Турӑ ҫук тесе шутлать тесе сӑпайлӑн ыйтма пултаратӑр. Вӑл мӗнле хуравланине итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна ҫав ыйту ҫинчен тӗплӗ шухӑшланӑшӑн ырласа илӗр. Унтан вара унран пурнӑҫа кам пултарни ҫинчен каласа паракан брошюрӑна вулас килмест-и тесе ыйтма пулать. Ҫын вулама килӗшет пулсан, эпир ӑна «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» брошюрӑна е «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» брошюрӑна сӗнме пултаратпӑр. Майне пӗлсе, хисеп туса панӑ ыйтусем, ҫӑра уҫҫи пек, ҫын чӗрине уҫма пултараҫҫӗ, вара вӑл, тен, ырӑ хыпара та йышӑнӗ.

16. Вӗренекен ыйтусен хуравӗсене вӗренмелли пособирен вуласа пани мӗншӗн ҫителӗклӗ мар?

16 3-мӗш тӗслӗх: Эсир ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне вӑл ыйтусен хуравӗсене вӗренмелли пособирен вуласа парать. Анчах та ҫавӑн пек тунипе эсир ӑна чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума памастӑр. Мӗншӗн? Ыйтусен хуравӗсене вуласа панипе тата вӗсем ҫинчен шухӑшламаннипе вӑл чӑнлӑхра ҫирӗп тымар яраймӗ пуль. Хӗсӗрлеме пуҫласан, вӑл ҫӑмӑллӑнах шӑрӑха чӑтаймасӑр хӑрса ларакан ӳсентӑран евӗрлӗ пулса тӑма пултарать (Матф. 13:20, 21). Унпа ун пекки ан пултӑр тесен пирӗн вӑл хӑй мӗн вӗренни пирки мӗн шухӑшлани ҫинчен ыйтмалла. Вӑл хӑйӗн хуравӗсемпе хӑй килӗшнипе килӗшменнине пӗлме тӑрӑшӑр. Мӗншӗн килӗшнине е килӗшменнине вӑл хӑй ӑнлантарса пани чылай лайӑхрах. Унтан вӑл хӑй тӗрӗс шухӑш патне пытӑр тесе ӑна Ҫыру тӑрӑх шухӑшлама пулӑшӑр (Евр. 5:14). Эпир вырӑнлӑ ыйтусем паратпӑр пулсан, ҫакӑ пирӗнпе Библи вӗренекен ҫынна чӑнлӑхра ҫирӗп тӑма, ыттисем хӑйне хирӗҫ тӑнӑ чухне е улталама тӑрӑшнӑ чухне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ (Кол. 2:6—8). Ырӑ хыпара сараканӑн ӗҫне тӑвас тесе эпир тата мӗн тума пултаратпӑр?

ЫРӐ ХЫПАРА ӐНӐҪЛӐ САРАКАНСЕМ ПӖР-ПӖРНЕ ПУЛӐШАҪҪӖ

17, 18. Сӑваплӑ ӗҫре хыпарҫӑ кил хуҫипе калаҫнӑ чухне ӑна пулӑшас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

17 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма икшерӗн-икшерӗн янӑ (Марк 6:7; Лука 10:1). Каярахпа Павел хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекенсем пирки асӑннӑ чухне вӗсем «Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне... манпа пӗрле... тӑрӑшрӗҫ» тенӗ (Флп. 4:3). Библире ҫакӑн пек ҫирӗплетсе панипе килӗшӳллӗн 1953 ҫулта Иегова Свидетелӗсем вӗренӳ программине пуҫланӑ: пӗр хыпарҫӑсем теприсене килтен киле ырӑ хыпар сармашкӑн вӗрентме тытӑннӑ.

18 Тепӗр хыпарҫӑпа сӑваплӑ ӗҫ тума кайсан, вӑл кил хуҫине ырӑ хыпар каласа панӑ чухне эсир ӑна пулӑшас тесе мӗн тума пултаратӑр? (1 Коринф 3:6—9 вуласа пар.) Сӑваплӑ ӗҫре пӗрле ӗҫлекен Библи сӑвӑ йӗркисене уҫсан, эсир те вӗсене уҫӑр. Ӑна та, кил хуҫине те тимлӗ итлӗр. Калаҫу мӗн ҫинчен пынине асӑрхаса тӑрӑр, ҫапла эсир, кирлӗ пулсан, хӑвӑр юлташна кил хуҫи хирӗҫ каланине майлаштарса калаҫӑва малалла тӑсмашкӑн пулӑшма пултаратӑр (Еккл. 4:12). Анчах та асӑрхануллӑ пулӑр: сирӗн юлташ калаҫура шухӑша ӑнӑҫлӑ уҫса пынӑ чухне ӑна пӳлсе лартас шухӑшран сыхланӑр. Эсир ытлашши хавхалануллӑ пулнипе сӑваплӑ ӗҫри юлташна пӑтратса яма, кил хуҫине аптратса ӳкерме пултаратӑр. Хӑш-пӗр чухне калаҫӑва хутшӑнни вырӑнлӑ пулма пултарать. Эсир ҫавна тума шут тытрӑр пулсан, пӗр-ик шухӑша кӗскен каланипе ҫырлахӑр. Унтан хӑвӑр юлташна калаҫӑва малалла тӑсма май парӑр.

19. Мӗне пирӗн асра тытмалла тата мӗншӗн?

19 Сӑваплӑ ӗҫе тума тухнӑ христианинпа пӗр килтен тепӗр кил патне утнӑ чухне эсир пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Ҫав вӑхӑтпа калаҫӑва ӑнӑҫлӑ пуҫлама паракан майсене сӳтсе явас тесе усӑ курма пулать. Хӑвӑр участокра пурӑнакан ҫынсене тиркесе калаҫасран сыхланӑр. Ҫавӑн пекех пухури тӑвансен япӑх енӗсем пирки ӳпкелешесрен те асӑрханӑр (Гал. 5:15). Эпир тӑм савӑтсем пулнине пирӗн асра тытмалла. Пире ырлӑх, е хаклӑ мул — сӑваплӑ ӗҫ — шанса панипе Иегова пирӗнпе калама ҫук ырӑ пулнине кӑтартнӑ. (2 Коринф 4:1, 7 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та ҫав мулшӑн пархатарлӑ пулар та ырӑ хыпара сараканӑн ӗҫне тӑвас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвар.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр