Пирӗн «кашнинех кирлӗ пек хурав» мӗнле памалла?
«Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ... пултӑр» (КОЛ. 4:6, ҪХ).
1, 2. а) Тӗплӗн шухӑшласа панӑ ыйтусен пахалӑхне кӑтартса паракан тӗслӗхе каласа парӑр. ӑ) Мӗншӗн йывӑр темӑсенчен пирӗн хӑрама кирлӗ мар?
ТЕМИҪЕ ҫул каялла пирӗн пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн упӑшкипе, Иегова Свидетелӗ пулманскерпе, Библи ҫинчен калаҫнӑ. Унччен унӑн упӑшки христиан тӗнчин пӗр чиркӗвне ҫӳренӗ. Калаҫура вӑл Троицӑна ӗненетӗп тесе каланӑ. Ҫавӑнпа та арӑмӗ унран сӑпайлӑн ыйтнӑ: «Эсӗ Ашшӗ те Турӑ, Иисус та Турӑ тата святой сывлӑш та Турӑ, ҫапах та виҫӗ Турӑ мар, пӗр Турӑ кӑна тесе ӗненетӗн-и?» Упӑшки тӗлӗнсе каланӑ: «Ҫук паллах!» Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем Турӑ чӑннипех кам иккенне лайӑх сӳтсе явнӑ.
2 Ҫак тӗслӗх сӑпайлӑн та тӗплӗн шухӑшласа панӑ ыйтусен пахалӑхне кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех эпир ҫакӑнтан йывӑр темӑсене, сӑмахран, Троицӑпа вутлӑ тамӑк ҫинчен калакан вӗрентӳсене е Пултаракан пуррине ҫирӗплетсе паракан шухӑшсене сӳтсе явма хӑрама кирлӗ маррине вӗренетпӗр. Эпир Иеговӑна шанатпӑр тата вӑл парса тӑракан пӗлӳпе усӑ куратпӑр пулсан, хамӑра итлекен ҫынсен чӗрине пырса тивмелле вӗрентме пултарӑпӑр (Кол. 4:6). Халӗ вара хӑш-пӗр хыпарҫӑсем ҫак темӑсене ӑнӑҫлӑ мӗнле сӳтсе явнине пӑхса тухар. Эпир 1) ҫынна калаҫӑва хутшӑнма пулӑшакан ыйтусене мӗнле памаллине, 2) Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх мӗнле сӳтсе явмаллине тата 3) шухӑша ӑнлантарса паракан тӗслӗхсемпе мӗнле усӑ курмаллине тишкерӗпӗр.
ҪЫННА КАЛАҪӐВА ХУТШӐНМА ПУЛӐШАКАН ЫЙТУСЕМ ПАРӐР
3, 4. Ҫын мӗне ӗненнине пӗлес тесен мӗншӗн ыйтусем памалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
3 Ыйтусем парса ҫын мӗне ӗненнине пӗлме пулать. Мӗншӗн ҫакӑ кирлӗ? «Итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна»,— тесе каланӑ Ытарӑшсем 18:13-мӗшӗнче. Ҫавӑнпа та пирӗн пӗр-пӗр ыйту пирки Библире мӗн каланине сӳтсе явас умӗн ҫын хӑй ҫавӑн пирки мӗн шутланине пӗлме тӑрӑшмалла. Ҫакна тумасан, эпир ҫын нихӑҫан та тытса тӑман шухӑшсене тӗрӗс маррине кӑтартас тесе нумай вӑхӑт сая янӑ пулӑттӑмӑр (1 Кор. 9:26).
4 Калӑпӑр, эсир кампа та пулин тамӑк ҫинчен калаҫатӑр. Хӑш-пӗрисем ӗненнӗ тӑрӑх, тамӑк вӑл — усал ҫынсем асапланакан вут-ҫулӑмлӑ вырӑн. Теприсем тамӑк вӑл Турӑран ютшӑннине кӑна пӗлтерет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир ҫакӑн пек калама пултаратпӑр: «Паян ҫынсем тамӑк пирки тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ. Сирӗн шутпа, мӗн вӑл тамӑк?» Ҫын мӗн каланине итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн эпир ӑна ҫавӑн ҫинчен Библире мӗн каланине лайӑхрах ӑнлантарса пама пултарӑпӑр.
5. Ыйтусем пире ҫын мӗншӗн апла е капла ӗненнине пӗлме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
5 Ыйтусене майне пӗлсе пани те пире ҫын мӗншӗн апла е капла ӗненнине пӗлме пулӑшӗ. Сӑмахран, эпир сӑваплӑ ӗҫре Турра ӗненместӗп текен ҫынна тӗл пултӑмӑр. Ҫав ҫын ҫине ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ шухӑшсем, калӑпӑр, эволюци теорийӗ витӗм кӳнӗ тесе тӳрех шухӑшласа хума пулать (Пс. 9:25). Анчах та хӑш-пӗрисем ҫынсем асапланнине курнӑран е хӑйсем хӗн-асап тӳссе ирттернӗрен Турра ӗненме пӑрахнӑ. Тен, вӗсен пуҫне ҫак шухӑш шӑнӑҫаймасть: Турӑ юратать пулсан, мӗншӗн-ха тӗнчере питӗ нумай хӗн-асап? Ҫавна пула ҫын Пултаракан пурри пирки иккӗленет пулсан, ҫапла ыйтма пулать: «Эсир яланах ҫакӑн пек шухӑшланӑ-и?» Ҫын ҫук тесе хуравларӗ пулсан, эпир унран мӗне пула эсир Турӑ пурри пирки иккӗленме пуҫларӑр тесе ыйтма пултаратпӑр. Унӑн хуравӗ пире ӑна мӗнле лайӑхрах пулӑшма май пуррине курма пулӑшӗ. (Ытарӑшсем 20:5 вуласа пар.)
6. Ыйту панӑ хыҫҫӑн пирӗн мӗн тумалла?
6 Ыйту панӑ хыҫҫӑн ҫын мӗн каланине пирӗн тимлӗ итлемелле те унӑн туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшмалла. Сӑмахран, ҫын инкек курнӑ хыҫҫӑн юратакан Турӑ пурри пирки иккӗленме пуҫларӑм теме пултарать. Турӑ пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене илсе париччен унӑн хуйхине ӑнланнине кӑтартӑр та мӗншӗн эпир асапланса пурӑнатпӑр тесе ыйтнинче ним япӑххи те ҫук тесе шантарӑр ӑна (Аввак. 1:2, 3). Пирӗн юратӑва, тӳсӗмлӗхе пула ҫын, тен, нумайрах пӗлес тейӗa.
СӐВАПЛӐ ҪЫРУ ТӐРӐХ СӲТСЕ ЯВӐР
7. Сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси ытларах мӗнрен килет?
7 Халӗ вара Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх мӗнле сӳтсе явмаллине пӑхса тухар. Библи — эпир сӑваплӑ ӗҫре усӑ куракан тӗп хатӗр. Вӑл пире «пӗтӗмпех ырӑ пулса [«пурне те пӗлсе пырса», ҪТ], кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе» ҫитме пулӑшать (2 Тим. 3:16, 17). Сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси ытларах Библирен нумай сӑвӑ йӗрки вуласа панинчен мар, вӗсене сӳтсе явнинчен тата ӑнлантарса панинчен килет. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:2, 3 вуласа пар.) Ҫакна кӑтартас тесе виҫӗ тӗслӗх пӑхса тухар.
8, 9. а) Иисус Турӑпа пӗр тан тесе шутлакан ҫынпа ыйтӑва мӗнле сӳтсе явма пулать? ӑ) Ҫынсене ҫак темӑна сӳтсе явма эсир мӗнле пулӑшатӑр?
8 1-мӗш тӗслӗх: сӑваплӑ ӗҫре эпир Иисус Турӑпа пӗр тан тесе ӗненекен ҫынна тӗл пултӑмӑр. Ҫакӑн пек чухне Библири мӗнле сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курма пулать? Эпир ҫынна Иоанн 6:38-мӗшӗнче мӗн ҫырнине вуласа пама ыйтма пултаратпӑр. Унта Иисус ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ». Ҫак сӑвӑ йӗркине вуланӑ хыҫҫӑн эпир ҫынран ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Иисус вӑл Турӑ пулсан, ӑна ҫӗр ҫине кам янӑ вара? Унӑн Иисусран пысӑкрах вырӑн йышӑнмалла мар-и? Тепӗр тесен, яраканни янӑскертен аслӑрах вӗт».
9 Е эпир Филиппӑ 2:9-мӗшне вуласа пама пултаратпӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркинче Павел апостол Иисус вилнӗ хыҫҫӑн чӗрӗлсе тӑрсан Турӑ мӗн туни ҫинчен ҫырать: «Турӑ Ӑна [Иисуса] вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ». Ҫынна ҫак сӑвӑ йӗрки пирки шухӑшлама пулӑшас тесе ҫапла ыйтма пулать: «Иисус хӑй виличчен Турӑпа пӗр тан пулнӑ пулсан, каярахпа Турӑ ӑна асла кӑларнӑ пулсан, Иисус вара Турӑран аслӑрах пулса тӑнӑ пулать-и? Турӑран кам та пулин аслӑрах пулма пултарать-и?» Ҫын тӳркӑмӑллӑ тата Турӑ Сӑмахне хисеплет пулсан, ҫакӑн пек сӳтсе явни ӑна ҫав ыйтӑва тӗплӗнрех тӗпчеме хавхалантарӗ (Ап. ӗҫ. 17:11).
10. а) Вутлӑ тамӑка ӗненекен ҫынпа ҫак ыйтӑва мӗнле сӳтсе явма пулать? ӑ) Ҫынсемпе ҫак темӑна ӑнӑҫлӑ сӳтсе явма сире мӗн пулӑшать?
10 2-мӗш тӗслӗх: хытӑ ӗненекен ҫынна ҫылӑхлисем вутлӑ тамӑкра ӗмӗр-ӗмӗр асапланманнипе килӗшме йывӑр. Тен, вӑл вутлӑ тамӑка ӗненет, мӗншӗн тесен ҫылӑхлӑ ҫынсене усал ӗҫсем тунӑшӑн наказани памалла тесе шутлать. Ҫак ыйтӑва ҫав ҫынпа мӗнле сӳтсе явма пулать? Чи малтан йӗркесӗр ҫынсене пурпӗр наказани парӗҫ тесе ӑна шантармалла (2 Фес. 1:9, 10). Унтан эпир ӑна Пултарни 2:16, 17-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пама ыйтма пултаратпӑр. Унта каланӑ тӑрӑх, ҫылӑх тунӑшӑн наказани — вилӗм. Адам айӑпне пула пур ҫын та ҫылӑхлӑ ҫуралать тесе ӑнлантарса пама пулать (Рим 5:12). Эпир Турӑ тамӑкри асапсем ҫинчен нимӗн те каламан тесе палӑртма пултаратпӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫапла ыйтма пулать: «Адампа Евӑн ӗмӗр-ӗмӗрӗпех асапланмалла пулнӑ пулсан, вӗсене ҫавӑн ҫинчен малтанах каласа хумалла марччӗ-и-ха вара?» Унтан Пултарни 3:19-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа пама пулать, ҫакӑнта Турӑ Адама ҫылӑх тунӑшӑн наказани паратӑп тенӗ чухне ӑна тамӑк пирки нимӗн те каламан тесе палӑртма пултаратпӑр. Ун вырӑнне вӑл Адама эсӗ каллех тӑпра пулӑн тесе каланӑ. Эпир ҫынран ыйтма пултаратпӑр: «Турӑ Адама вутлӑ тамӑка ярасшӑн пулнӑ пулсан, Вӑл ӑна эсӗ каялла ҫӗре кӗрӗн тенине тӗрӗс теме пулать-и вара?» Ҫакӑн пек ыйтусем тӳркӑмӑллӑ ҫынна ҫак темӑна тарӑнрах тӗпчеме хавхалантарӗҫ.
11. а) Пур лайӑх ҫын та пӗлӗте каять тесе ӗненекен ҫынпа ҫак ыйтӑва мӗнле сӳтсе явма пулать? ӑ) Пур лайӑх ҫын та пӗлӗте каять текенсемпе ӑнӑҫлӑ калаҫма сире мӗн пулӑшать?
11 3-мӗш тӗслӗх: сӑваплӑ ӗҫре эпир пур лайӑх ҫын та пӗлӗте каять тесе ӗненекен ҫынна тӗл пултӑмӑр. Ҫакӑн пек ӗненни ҫын Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене мӗнле ӑнланни ҫине витӗм кӳме пултарать. Калӑпӑр, эпир унпа Ӳлӗмхине 21:4-мӗшне сӳтсе явасшӑн. (Вуласа пар.) Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ пиллӗхсем пӗлӗтри пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тесе шутлама пултарать вӑл. Ҫакӑн пек ҫынпа малалла калаҫас тесе мӗн тума пулать? Библирен ытти сӑвӑ йӗркисене илсе париччен, ҫак сӑвӑ йӗркинчи пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ҫине тимлеттерер: «вилӗм... урӑх пулас ҫук» тени ҫине. Мӗн те пулин урӑх ан пултӑр тесен унӑн малтан пулмалла, ҫакӑнпа ҫын, тен, килӗшӗ те. Унтан эпир пӗлӗтре никам та вилмест, вилӗм ҫӗр ҫинче кӑна пур тесе палӑртма пултаратпӑр. Апла пулсан, Ӳлӗмхине 21:4-мӗшӗнче кунти, ҫӗр ҫинчи, пулас пиллӗхсем ҫинчен каланӑ (Пс. 36:29).
ШУХӐША ӐНЛАНТАРСА ПАРАКАН ТӖСЛӖХСЕМПЕ УСӐ КУРӐР
12. Мӗншӗн Иисус тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ?
12 Ыйтусем панисӗр пуҫне Иисус сӑваплӑ ӗҫӗнче ытарӑшсемпе, урӑхла каласан, тӗслӗхсемпе те усӑ курнӑ. (Матфей 13:34, 35 вуласа пар.) Ҫав тӗслӗхсем ӑна итлекенсем тӳркӑмӑллӑ тата Иеговӑшӑн чӑннипех ӗҫлесшӗн пулнипе пулманнине курма пулӑшнӑ (Матф. 13:10—15). Унсӑр пуҫне Иисус тӗслӗхсемпе усӑ курасса та хӑйӗн вӗрентӗвӗсене ҫынсен итлес кӑмӑл пултӑр тата вӗсем астуса юлччӑр тесе усӑ курнӑ. Эпир хамӑр сӑваплӑ ӗҫре тӗслӗхсемпе мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?
13. Турӑ Иисусран аслӑрах пулнине эпир мӗнле тӗслӗхпе кӑтартса пама пултаратпӑр?
13 Ансат тӗслӗхсем ялан тенӗ пекех питӗ витӗмлӗ. Айтӑр тӗслӗхпе усӑ курса Турӑ Иисусран аслӑрах пулнине мӗнле ӑнлантарса пама пултарнине пӑхса тухар. Эпир чи малтан Турӑ та, Иисус та хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫемьери хутшӑнусемпе танлаштарнӑ тесе калама пултаратпӑр. Турӑ Иисуса Ывӑлӑм тенӗ, Иисус вара Турра Аттем тенӗ (Лука 3:21, 22; Иоанн 14:28). Унтан ҫынран ҫапла ыйтма пулать: «Икӗ ҫын пӗр тан пулнине эсир мана ӑнлантарса парасшӑн пулсан, ҫемьери ҫынсенчен хӑшне-хӑшне эсир тӗслӗхшӗн илсе панӑ пулӑттӑр?» Тен, ҫын пӗртӑвансем е йӗкӗрешсем тесе калӗ. Вара ҫакӑн пек танлаштарни питӗ вырӑнлӑ тесе палӑртма пулать. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Эпир иксӗмӗр тӳрех пӗртӑвансем ҫинчен шутларӑмӑр пулсан, нивушлӗ Иисус, Аслӑ Вӗрентекен, ҫавӑн пек тӗслӗхех илсе паман пулӗччӗ? Анчах та вӑл Турӑ пирки манӑн Аттем тенӗ. Иисус ҫапла каланипе хӑйӗнчен Турӑ аслӑрах пулнине тата пысӑкрах власть тытса тӑнине кӑтартнӑ».
14. Турӑ ҫылӑхлисене тамӑка ярать, унта вара вӗсене Шуйттан асаплантарать текен шухӑш питӗ килӗшӳсӗр пулнине мӗнле тӗслӗхпе ӑнлантарса пама пулать?
14 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Хӑш-пӗрисем тамӑк Сатана аллинче тесе шутлаҫҫӗ. Ача-пӑчаллӑ ҫынна Турӑ ҫылӑхлисене тамӑка ярать, унта вара вӗсене Шуйттан асаплантарать текен шухӑш питӗ килӗшӳсӗр пулнине тӗслӗхпе ӑнлантарса пама пулать. Эпир ҫакӑн пек пуҫлама пултаратпӑр: «Калӑпӑр, сирӗн ача сире пачах итлемест тата япӑх ӗҫсем тӑвать. Ҫавӑн пек чухне эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?» Ачана тӳрленме пулӑшас тесе унпа тӳррӗн калаҫса пӑхӑп, тен, ҫакна пӗрре анчах мар тӑвӑп тейӗ ҫын (Ытар. 22:15). Анчах та кирек мӗн тусан та ача итлесшӗн мар пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр тесе ыйтма пулать ҫынран. Ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ ачана наказани пама тивӗ тесе калӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫапла ыйтма пулать: «Сирӗн ачана пӗр усал ҫын япӑх ӗҫсем тума вӗрентнине эсир пӗлтӗр пулсан, ҫакӑн пирки мӗн шутланӑ пулӑттӑр?» Ҫав ҫын ҫине питӗ ҫилленнӗ пулӑттӑм теме пултарӗ пирӗнпе калаҫакан ҫын. Ҫак тӗслӗхе ӑнлантарса парас тесе эпир ҫакӑн пек ыйту пама пултаратпӑр: «Ҫав усал ҫын мӗн тунине пӗлсе тӑрсах эсир ӑна хӑвӑр ачуна наказани пама ыйтнӑ пулӑттӑр-и?» Паллах ӗнтӗ, вӑл ҫук тейӗ. Ҫавӑн пекех Турӑ та ҫынсене усал ӗҫ тума хӗтӗртсе тӑракан Сатанана вӗсене наказани пама ыйтмӗ!
ЫТЛАШШИНЕ АН КӖТӖР
15. Мӗншӗн пирӗн хамӑр вӗрентсе ҫӳрекен Патшалӑх хыпарне пур ҫын та йышӑнасса кӗтмелле мар?
15 Эпир вӗрентсе ҫӳрекен Патшалӑх хыпарне пурте йышӑнмасса пӗлетпӗр (Матф. 10:11—14). Эпир ыйтусене тӗплӗн шухӑшласа парсан та, лайӑх сӳтсе явсан та, витӗмлӗ тӗслӗхсемпе усӑ курсан та ҫынсем итлемесен те пултарӗҫ. Тепӗр тесен, Иисуса сахалӑшӗ кӑна итленӗ, вӑл вара ҫӗр ҫинчи чи чаплӑ Вӗрентекен пулнӑ-ҫке! (Иоанн 6:66; 7:45—48.)
16. Сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулас тесен пирӗн ҫав тери пултаруллӑ вӗрентекен пулмалла-и? Ӑнлантарса парӑр. («Кирлӗ пек хурав пама пулӑшакан хатӗрсем» рамкӑна пӑхӑр.)
16 Ҫав-ҫавах эпир, хамӑр пирки ҫав тери пултаруллӑ вӗрентекен тесе шутламасан та, сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 4:13 вуласа пар.) Турӑ Сӑмахӗ пире кам ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа ҫӳрес тет, ҫавсем пурте ырӑ хыпара йышӑнӗҫ тесе шантарать (Ап. ӗҫ. 13:48). Ҫавӑнпа хамӑртан та, кама эпир Патшалӑхӑн ырӑ хыпарне пӗлтеретпӗр, ҫавсенчен те ытлашшине кӗтер мар. Эпир Иеговӑна шанатпӑр, вӑл паракан пӗлӳпе усӑ куратпӑр пулсан, эпир лайӑх вӗрентекенсем пулса тӑрӑпӑр, ҫакӑ вара пире те, пире итлекенсене те усӑ парса тӑрӗ (1 Тим. 4:16). Иегова пире «кашнинех кирлӗ пек хурав» пама вӗренме пулӑшӗ. Тепӗр статьяран эпир «ылтӑн правилӑна» тытса тӑни пире сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшнине курӑпӑр.
a 2009 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналти «Может ли атеист поверить в Творца?» статьяна пӑхӑр.