Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 5/15 9—14 с.
  • Эсир ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен хастарлӑ-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен хастарлӑ-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВӐПА ИИСУС ПЕК ХАСТАРЛӐ ПУЛМА ТӐРӐШӐР
  • ХАМӐРА ШЕЛЛЕМЕСӖР ӖҪЛЕНИ ИЕГОВӐНА ЧЫС КӲРЕТ
  • ХАМӐРА ЛАЙӐХ ТЫТНИНЕ ПУЛА ҪЫНСЕМ ТУРӐ ҪИНЧЕН ПӖЛЕС ТЕЙӖҪ
  • ТУРРА ЧЫС КӲРЕКЕН ЛАЙӐХ ЕНСЕНЕ ЯЛАН КӐТАРТӐР
  • Турра тӗрӗс пуҫҫапнинче хастарлӑ пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Иисус пек, ырӑ хыпара хастаррӑн сарӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Эсӗ пурне те Христос пек тума тӑрӑшатӑн-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Сӑваплӑ ӗҫре ҫунса тӑрӑр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 5/15 9—14 с.

Эсир ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен хастарлӑ-и?

«Пире тасатса ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан [«тӑвас енчен хастарлӑ», ҪТ] Хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхӗ тӑвасшӑн Христос Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ» (ТИТ 2:14).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен хастарлӑ пуласси пирки мӗншӗн эсир чыс тесе шутлатӑр?

  • Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулма кирлине Даниил 2:41—45-мӗш сӑвӑ йӗркисем мӗнле палӑртаҫҫӗ?

  • Хамӑра Турра юрӑхлӑ тытни ҫынсене тӗрӗс пуҫҫапасси патне тата Иегова Турӑ патне мӗнле илсе пынине ӑнлантарса парӑр.

1, 2. Иегова Свидетелӗсем мӗнле ятарлӑ чыса тивӗҫлӗ пулнӑ тата эсир ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхатӑр?

ЧАПЛӐ ҫитӗнӳсем тунӑшӑн награда илессине нумайӑшӗ пысӑк чыс тесе шутлать. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем икӗ халӑха пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнма ҫине тӑрса пулӑшнӑшӑн Нобель премине илнӗ. Анчах та ҫынсене хӑйсене Пултараканпа мирлешме пулӑшас тесе Турӑ суйласа лартнӑ посол е посланник пуласси — чылай пысӑкрах чыс!

2 Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май эпир ҫав ятарлӑ чыса тивӗҫлӗ пултӑмӑр. Турӑпа Христос хушнипе эпир ҫынсене: «Турӑпа килӗшӗр»,— тесе тархаслатпӑр (2 Кор. 5:20). Иегова ҫынсене хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшас тесе пирӗнпе усӑ курать. Ҫавна пула 235 ытла ҫӗршывра пурӑнакан миллион-миллион ҫын Туррӑн тусӗсем пулса тӑма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкне илме пултарнӑ (Тит 2:11). Илес теекенсене кашнине эпир «чӗрӗлӗх шывне ахалех» илме чунтан чӗнетпӗр (Ӳлӗм. 22:17). Ҫав кирлӗ ӗҫе эпир хаклатпӑр тата ҫине тӑрса тӑватпӑр, ҫавӑнпа пире тивӗҫлипех «ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан [«тӑвас енчен хастарлӑ», ҪТ]... халӑх» теме пулать (Тит 2:14). Ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен хастарлӑ пулнипе эпир ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Ҫавна тумалли пӗр май вӑл — ырӑ хыпар сарасси.

ИЕГОВӐПА ИИСУС ПЕК ХАСТАРЛӐ ПУЛМА ТӐРӐШӐР

3. «Саваоф Ҫӳлхуҫа... хастарлӑхӗ» пире мӗн кӑтартса тӑрать?

3 Турӑ Ывӑлӗн влаҫӗ мӗн-мӗн туса парасси ҫинчен ҫырса панӑ хыҫҫӑн Исаия 9:7-мӗшӗнче каланӑ: «Саваоф Ҫӳлхуҫа тимлени, тӑрӑшни [«хастарлӑхӗ», ҪТ] тӑвать ҫакна». Ҫак сӑмахсем пирӗн ҫӳлти Атте ҫынсене питӗ ҫӑласшӑн пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Иеговӑн хастарлӑх тӗслӗхӗ Турӑ пире панӑ ӗҫе — Патшалӑх ҫинчен хыпар сарас ӗҫе — пирӗн пӗтӗм чӗререн, хавхалануллӑ тата хастарлӑхпа тумаллине уҫҫӑн кӑтартса парать. Ҫынсене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшасшӑн ҫунса тӑнипе эпир Иегова пек хастарлӑ пулма тӑрӑшатпӑр. Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем пулнӑ май эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре, хамӑр лару-тӑрӑва кура, май ҫитнӗ таран пурне те тума ҫирӗп шут тытнӑ-и? (1 Кор. 3:9.)

4. Сӑваплӑ ӗҫе иксӗлми хастарлӑхпа тӑвас енчен Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

4 Иисус хастарлӑхне те пӑхса тухар. Сӑваплӑ ӗҫе иксӗлми хастарлӑхпа тӑвас енчен вӑл пӗр кӑлтӑксӑр тӗслӗх кӑтартнӑ. Хӑйне хирӗҫ хаяррӑн тӑнине пӑхмасӑрах вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫре ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленичченех хастарлӑ пулнӑ (Иоанн 18:36, 37). Хӑйӗн пурнӑҫне парнене парас вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн Иисус ҫынсене Иеговӑна пӗлме пулӑшас тесе тата ытларах вӑй хума тытӑннӑ.

5. Хӑш енчен Иисус смоква йывӑҫӗ ҫинчен калакан тӗслӗхри пахчаҫӑ пек пулнӑ?

5 Пирӗн эрӑри 32 ҫулхи кӗркунне Иисус пӗр ҫын ҫинчен, унӑн иҫӗм пахчинче смоква йывӑҫӗ виҫӗ ҫул хушши ҫимӗҫ паманни ҫинчен тӗслӗх илсе панӑ. Вӑл пахчаҫӑна ҫав йывӑҫа касса пӑрахма хушнӑ, лешӗ вара ун тавра ҫӗре кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхма вӑхӑт парсам тесе ыйтнӑ. (Лука 13:6—9 вуласа пар.) Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ чухне ҫынсенчен сахалӑшӗ кӑна вӗренекенсем пулса тӑнӑ пулнӑ. Пахчаҫӑ ҫинчен калакан тӗслӗхри пекех, Иисус тӑрса юлнӑ кӗске вӑхӑтпа (ҫур ҫула яхӑн) Иудейӑпа Перейӑра ырӑ хыпара тата хастарлӑрах сарас тесе усӑ курнӑ. Вилес умӗн темиҫе кун маларах Иисус хӑйӗн хыпарне итлемен ентешӗсемшӗн макӑрнӑ (Матф. 13:15, Лука 19:41).

6. Мӗншӗн сӑваплӑ ӗҫре пирӗн тата нумайрах тума тӑрӑшмалла?

6 Пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнӑран сӑваплӑ ӗҫре пирӗн тата нумайрах тума тӑрӑшмалла мар-и вара? (Даниил 2:41—45 вуласа пар.) Иегова Свидетелӗсем пуласси мӗн тери пысӑк чыс! Эпир — этемлӗх йывӑрлӑхӗсене чӑннипех татса парас шанчӑк ҫинчен калакан ҫӗр ҫинчи пӗртен-пӗр халӑх. Нумаях пулмасть пӗр хаҫат журналисчӗ «Мӗншӗн лайӑх ҫынсемпе япӑххи пулать?» текен ыйту ҫине хурав ҫук тенӗ. Христиансем пулнӑ май пирӗн тивӗҫпе чыс вӑл — итлес текенсене пурне те ҫавӑн пек ыйтусем ҫине Библи мӗнле хурав пани ҫинчен каласа парасси. Турӑ хушнӑ ӗҫе тунӑ чухне пирӗн «ҫунса тӑмалла» (Рим 12:11). Турӑ эпир сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ тунине пиллет, ҫавна пула ҫынсем Иеговӑна пӗлме, юратма пуҫлама пултараҫҫӗ.

ХАМӐРА ШЕЛЛЕМЕСӖР ӖҪЛЕНИ ИЕГОВӐНА ЧЫС КӲРЕТ

7, 8. Хамӑра шеллемесӗр ӗҫлени мӗнле майпа Иеговӑна чыс кӳрет?

7 Павел ырӑ хыпар сарнӑ чухне нумай йывӑрлӑхсем, сӑмахран, «ҫӗр ҫывӑрманнине те, хырӑм выҫҫине те» тӳссе ирттернӗ (2 Кор. 6:5, ҪХ). Пирӗн тӑвансем те сӑваплӑ ӗҫре ҫавнашкалах хӑйсене шеллемеҫҫӗ. Сӑмахран, пионерсен пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илмелле пулин те, вӗсем сӑваплӑ ӗҫе хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Турра чунтан парӑнса пурӑнакан миссионерсем, ют ҫӗршыври ҫынсене пулӑшас тесе вӑй хуракансем, ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Флп. 2:17). Пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшас тесе старейшинӑсен хӑш-пӗр чухне ҫименни те, ҫывӑрманни те пулкалать. Пухура ваттисем те, хавшак сывлӑхлисем те пур. Вӗсем христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳрес тата сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑваҫҫӗ. Туррӑн ҫак ӗҫлекенӗсем сӑваплӑ ӗҫе хӑйсене шеллемесӗр туни ҫинчен шухӑшлани пирӗн чӗресене пархатарлӑх туйӑмӗпе тултарать. Ытти ҫынсем те сӑваплӑ ӗҫ пирӗншӗн питӗ кирлӗ ӗҫ пулнине асӑрхаҫҫӗ.

8 Пӗр вулакан «Boston Target» (Великобритания) хаҫата янӑ ҫырӑвӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Ҫынсем тӗнсене ӗненме пӑрахаҫҫӗ... Чиркӳ ҫыннисем кунӗ-кунӗпе мӗн тӑваҫҫӗ вара? Вӗсем ҫынсемпе тӗл пулас тесе Христос пек урамсене тухмаҫҫӗ паллах... Пӗртен-пӗр тӗн пирки, Иегова Свидетелӗсем пирки, кӑна ҫынсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ тесе калама пулать. Вӗсем пур ҫӗрте те ҫынсене тӗл пулса чун-чӗререн чӑнлӑха пӗлтереҫҫӗ». Ҫак тӗнчере нумайӑшӗ хӑйсен кӑмӑлне ҫеҫ ҫырлахтарса пурӑнасшӑн, ҫавӑнпа та ырӑ хыпара хамӑра шеллемесӗр сарни Иеговӑна чыс кӳрет (Рим 12:1).

9. Хамӑр сӑваплӑ ӗҫре ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен малалла та хастарлӑ пулма пире мӗн пулӑшма пултарать?

9 Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑх пӗтсе ларнине туйма пуҫларӑмӑр пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр? Эпир ырӑ хыпар сарни урлӑ Иегова мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. (Рим 10:13—15 вуласа пар.) Ҫынсен ҫӑлӑнас тесен Иеговӑна ӗненмелле, унӑн ятне чӗнмелле. Анчах та эпир вӗсене ырӑ хыпар каламасан, вӗсем Турӑ ятне чӗнме пултараймаҫҫӗ. Ҫакна ӑнланни пире ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен малалла та хастарлӑ пулма тата Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара тӑрӑшса сарма хавхалантармалла.

ХАМӐРА ЛАЙӐХ ТЫТНИНЕ ПУЛА ҪЫНСЕМ ТУРӐ ҪИНЧЕН ПӖЛЕС ТЕЙӖҪ

10. Мӗншӗн хамӑра лайӑх тытнине пула ҫынсем Иеговӑна пуҫҫапасшӑн пулӗҫ теме пулать?

10 Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулмалла пулин те, ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшмашкӑн ҫак лайӑх ен кӑна ҫителӗксӗр. Вӗсене пулӑшмалли иккӗмӗш май вӑл — хамӑра христиансем пек лайӑх тытни. Хамӑра мӗнле тытни питӗ кирлӗ пулнине палӑртса Павел ҫырнӑ: «Ӗҫӗмӗре хурламалла ан пултӑр тесе, эпир никама та нихӑҫан та такӑнмалла тумастпӑр» (2 Кор. 6:3). Эпир майне пӗлсе калаҫни, хамӑра тӗрӗс тытни Туррӑн вӗрентӗвне илем кӳрет, ҫавна пула ыттисем Иеговӑна пуҫҫапас тейӗҫ (Тит 2:10). Хамӑра Христос пек тытма тӑрӑшни тӳркӑмӑллӑ ҫынсем ҫине лайӑх витӗм кӳни ҫинчен эпир час-часах илтетпӗр.

11. Хамӑра мӗнле тытни ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен мӗншӗн пирӗн кӗлтуса шухӑшласа пӑхмалла?

11 Эпир ҫакна ӑнланатпӑр: хамӑр ӗҫсемпе ҫынсем ҫине эпир е лайӑх, е япӑх витӗм кӳме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та эпир кирек ӑҫта пулсан та — ӗҫре-и, килте-и е шкулта-и — пирӗн сӑваплӑ ӗҫе тата хамӑра мӗнле тытнине никамӑн та хурламалла ан пултӑр тесе тӑрӑшмалла пирӗн. Эпир пӗлсе тӑрсах ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ӗмӗрлӗхех аркатма пултаратпӑр (Евр. 10:26, 27). Ҫак шухӑш пире хамӑра мӗнле тытни тата ҫакӑ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен тимлӗн те кӗлтуса шухӑшлама хавхалантармалла. Ҫак тӗнчен нравственность нормисем пӑсӑлсах пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та тӳркӑмӑллӑ ҫынсем «Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха» уҫӑмлӑрах кураҫҫӗ (Мал. 3:18). Чӑнах та, хамӑра христиансем пек лайӑх тытни — ҫынсене Турӑпа мирлешме пулӑшакан тӗп майсенчен пӗри.

12—14. Ыттисем пирӗн сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхасси ҫине йывӑрлӑхсенче эпир чӑтӑмлӑ пулни мӗнле витӗм кӳрет? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Коринфсем патне янӑ ҫырӑвӗнче Павел хӑйӗн пирки хӗн-хур, асап, хӗненине тата тӗрмене хупнине тӳссе ирттертӗм тесе ҫырнӑ. (2 Коринф 6:4, 5 вуласа пар.) Эпир хамӑр ӗненӗве тӗрӗслекен йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ чухне ыттисем пирӗн чӑтӑмлӑха кура чӑнлӑха йышӑнма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, темиҫе ҫул каялла Анголӑн пӗр пайӗнче Иегова Свидетелӗсене пӗтересшӗн пулнӑ. Шыва кӗнӗ икӗ Свидетеле тата пирӗн тӗлпулусене ҫӳрекен 30 интересленекен ҫынна ярса тытнӑ. Тӑшмансем айӑпсӑр ҫынсене юн тухиччен хӗненине курса тӑччӑр тесе ҫав вырӑнта пурӑнакансене пӗрле пухнӑ. Хӗрарӑмсемпе те, ачасемпе те чунсӑрла хӑтланнӑ. Ҫакна пурне те ҫынсене хӑратса пӑрахас тата никам та Иегова Свидетелӗсене ан итлетӗр тесе тунӑ. Анчах та каярахпа ҫав ҫынсенчен нумайӑшӗ Свидетельсем патне пырса хӑйсемпе Библи вӗренме ыйтнӑ! Ҫавна пула ҫав вырӑнта Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗ ӳснӗ, чылайӑшӗ чӑнлӑха йышӑннӑ тата тӑвансем те нумай пиллӗх илнӗ.

13 Ҫак тӗслӗх эпир Библи принципӗсемшӗн ҫирӗп тӑни ыттисем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултарнине кӑтартса парать. Петрпа ытти апостолсен хӑюлӑхне кура нумайӑшӗ Турӑпа мирлешни пире тӗлӗнтермест (Ап. ӗҫ. 5:17—29). Эпир тӗрӗссишӗн ҫирӗп тӑратпӑр пулсан, пирӗнпе пӗрле вӗренекенсем, пӗрле ӗҫлекенсем е хамӑр килтисем те чӑнлӑха йышӑнма пултараҫҫӗ.

14 Пирӗн тӑвансенчен яланах кам та пулин хӗсӗрленипе тӗл пулать. Сӑмахран, Арменире 40 яхӑн арҫын тӑван армине кайманшӑн тӗрмере ларать, ҫитес уйӑхсенче вун-вун арҫын тӑвана хупӗҫ тен. Эритрейӑра Иеговӑн 55 ӗҫлекенне тӗрмене тытса хупнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем 60 ҫултан та иртнӗ. Кӑнтӑр Корейӑра 700 яхӑн Свидетеле хӑйсен ӗненӗвӗшӗн тӗрмене хупнӑ. Ҫакӑн пекки ҫав ҫӗршывра 60 ҫула яхӑн пырать ӗнтӗ. Тӗрлӗ ҫӗршывра хӗсӗрленине чӑтса ирттерекен тӑвансем шанчӑклӑ тӑрса юлни Турра мухтав кӳтӗр тата тӳрӗлӗхе юратакансене чӑнлӑха йышӑнма пулӑштӑр тесе кӗлтӑвар (Пс. 75:9—11).

15. Эпир суймасӑр-улталамасӑр пурӑннине кура ыттисем чӑнлӑха пӗлесшӗн пулнине кӑтартакан тӗслӗхе илсе парӑр.

15 Эпир суймасӑр-улталамасӑр пурӑннине пула та ҫынсем чӑнлӑха пӗлесшӗн пулӗҫ тен. (2 Коринф 6:4, 7 вуласа пар.) Акӑ ҫакна ҫирӗплетсе паракан тӗслӗх. Пирӗн хӗрарӑм тӑван автобус ҫинче ҫул укҫи тӳлеме тӑрсан ӑна паллакан хӗрарӑм тӳлеме кирлӗ мар, нумаях каймалла мар вӗт тенӗ. Хӗрарӑм тӑван пӗр чарӑну хушши кайсан та ҫул укҫи тӳлемелле тесе хуравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн леш хӗрарӑмӗ тухнӑ, водителӗ вара хӗрарӑм тӑван енне ҫаврӑннӑ та ыйтнӑ: «Эсир Иегова Свидетелӗ-и?» «Ҫапла,— хуравланӑ хӗрарӑм тӑван.— Мӗншӗн эсир ыйтатӑр?» «Эпӗ сирӗн калаҫӑва илтрӗм. Ҫул укҫине сахалӑшӗ тӳлет, Иегова Свидетелӗсем вӗсем шутне кӗнине тата пур тӗлӗшрен те суймасӑр-улталамасӑр пурӑннине эпӗ пӗлетӗп». Темиҫе уйӑхран пухура ҫав хӗрарӑм тӑван патне пӗр арҫын пынӑ та ыйтнӑ: «Эсир мана астӑватӑр-и? Эпӗ сирӗнпе ҫул укҫи ҫинчен калаҫнӑ автобус водителӗ. Эсир хӑвӑра мӗнле тытнине курсан, эпӗ Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме шутларӑм». Суймасӑр-улталамасӑр пурӑнакан ҫынсем пулнипе эпир хамӑра Туррӑн шанӑҫа тивӗҫлӗ ӗҫлекенӗсем пек кӑтартатпӑр.

ТУРРА ЧЫС КӲРЕКЕН ЛАЙӐХ ЕНСЕНЕ ЯЛАН КӐТАРТӐР

16. Мӗншӗн вӑрах тӳсӗмлӗ, ырӑ пулни тата юрату кӑтартни ҫынсен чӗрисене хускатать? Тӗн пуҫлӑхӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен тӗслӗх илсе парӑр.

16 Эпир вӑрах тӳсӗмлӗ, ырӑ пулнипе тата юрату кӑтартнипе те ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшатпӑр. Пире сӑнаса тӑракансем Иегова ҫинчен, унӑн тӗллевӗпе унӑн халӑхӗ ҫинчен пӗлесшӗн пулӗҫ. Чӑн христиансем мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулни тата хӑйсене мӗнле тытни Турра ячӗшӗн ҫеҫ парӑнса пурӑнакансенчен, урӑхла каласан, икӗпитлӗ тата чеен хӑтланакансенчен, палӑрмаллах уйӑрӑлса тӑрать. Хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем чиркӳсене ҫӳрекенсене улталаса тата вӗсенчен илнӗ укҫан чылай пайӗпе усӑ курса хӑйсем валли чаплӑ ҫуртсемпе машинӑсем илнипе пуйса кайнӑ. Вӗсенчен пӗри вара кондиционерлӑ йытӑ йӑви илнӗ. Тӗрӗссипе каласан, Христос вӗренекенӗсем теекенсенчен нумайӑшӗн, Христос каланӑ пек, «тӳлевсӗрех парӑр» текен сӑмахсем тӑрӑх пурӑнас кӑмӑл ҫук (Матф. 10:8). Ун вырӑнне вӗсем авалхи Израильти пӑлхавҫӑ священниксем пек «тӳлевлӗ вӗрентеҫҫӗ», вӗсен вӗрентӗвӗсенчен чылайӑшӗ вара Библирен мар (Мих. 3:11). Вӗсен икӗпитлӗхӗ никама та Турӑпа мирлешме пулӑшмасть.

17, 18. а) Хамӑр пурнӑҫра Иеговӑн лайӑх енӗсене кӑтартни ӑна мӗнле майпа чыс кӳрет? ӑ) Малалла та ырӑ ӗҫсем тума сире мӗн хавхалантарса тӑрать?

17 Анчах та чӑн христиансен вӗрентӗвӗсем тата ҫывӑх ҫынсемпе ырӑ пулни ҫынсен чӗрине хускатать. Пӗррехинче, пионер килтен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне пӗр ватӑ, тӑлӑх хӗрарӑм ӑна пат татса хунӑ. Вӑл алӑка шакканӑ чухне ҫав хӗрарӑм тӗпелти лампочкӑна улӑштарас тесе пусма ҫинче тӑраттӑмччӗ тесе каланӑ. «Ку ӗҫе сирӗн хӑвӑрӑн тумалла марччӗ»,— каланӑ арҫын тӑван. Унтан вӑл хӗрарӑма лампочкӑна улӑштарма пулӑшнӑ та малалла кайнӑ. Ҫав тӑлӑх арӑмӑн ывӑлӗ мӗн пулса иртнине пӗлсен, ҫакӑ унӑн кӑмӑлне хускатмаллипех хускатнӑ, вара вӑл арҫын тӑвана тупса тав тӑвасшӑн пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав арҫын Библи вӗренме килӗшнӗ.

18 Мӗншӗн эсир малашне те ырӑ ӗҫсем тӑвасшӑн? Тен, сире ҫавна тума сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулнипе тата хамӑра лайӑх тытнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларнине, ыттисене ҫӑлӑнма пулӑшнине пӗлни хавхалантарать. (1 Коринф 10:31—33 вуласа пар.) Ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑ пулма тата хамӑра Турра юрӑхлӑ тытма паракан тепӗр сӑлтав вӑл — эпир Турра тата ҫывӑх ҫынсене чӑннипех юратнине кӑтартасшӑн пулни (Матф. 22:37—39). Ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен хастарлӑ пулсан, эпир халех савӑнӑҫ илӗпӗр тата кӑмӑла ҫырлахтарӑпӑр. Унсӑр пуҫне эпир пӗтӗм этемлӗх хамӑра Пултаракана, Иеговӑна, савӑнса пуҫҫапас тата чыс кӳрес куна курӑпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр