Сӑваплӑ ӗҫре ҫунса тӑрӑр
1. Сӑваплӑ ӗҫ мӗнпе палӑрса тӑмалла?
1 Сӑваплӑ ӗҫе яланах хастаррӑн тумалла. Библи пире ҫунса тӑма, Ҫӑлаканшӑн ӗҫлеме хавхалантарать (Рим 12:11). Анчах та нумай сӑлтавсене пула сӑваплӑ ӗҫри хастарлӑх вӑйсӑрланма пултарать. Пире хамӑрӑн хастарлӑха «хӑватлӑлантарма (вӗрилентерме)» тата Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗнче хавхалануллӑн хутшӑнма мӗн пулӑшма пултарать? (2 Тим. 1:6, 7).
2. Хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни сӑваплӑ ӗҫри хастарлӑхпа мӗнле ҫыхӑннӑ?
2 Хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни. Кам Турӑ законне юратать тата Библири чӑнлӑха хаклать, ҫавӑ кӑна Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне сарас ӗҫре ҫитӗнӳсем тума пултарать (Пс. 118:97). Хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне илнӗ хаклӑ пӗлӳсем пирӗн чӗресене хускатаҫҫӗ тата хастарлӑха ӳстереҫҫӗ. Ҫак хаклӑ чӑнлӑхсене уҫса паракан Турра юратни тата ырӑ хыпара ыттисене каласа парас кӑмӑл пурри пире Иеговӑна мухтама тата пур ҫынна та унӑн ячӗ ҫинчен калама хавхалантарать (Евр. 13:15). Ырӑ хыпара хастаррӑн каланипе эпир ҫак хаклӑ чӑнлӑхсемшӗн чун-чӗререн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр.
3. Сӑваплӑ ӗҫре Туррӑн сывлӑшӗ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
3 Кӗлӗ туса святой сывлӑш ыйт. Сӑваплӑ ӗҫе хастаррӑн та ӑнӑҫлӑ тӑвасси хамӑр вӑйран килмест, вӑл Туррӑн святой сывлӑшӗ пирӗн ҫине яланах витӗм кӳрсе тӑнинчен килет (1 Пет. 4:11). Иегова патне — пысӑк вӑй-хӑват парса тӑракан патне — ҫывхарса эпир ырӑ хыпара хӑюллӑн пӗлтерсе тӑма вӑй илсе тӑратпӑр (Ис. 40:26, 29—31). Павел апостол «Турӑ пулӑшнипе» сӑваплӑ ӗҫре тӗрлӗрен йывӑрлӑхсене ҫӗнтернӗ (Апост. ӗҫ. 26:21, 22). Иеговӑн святой сывлӑшӗ ҫирӗплетсе тӑнипе эпир сӑваплӑ ӗҫре ҫунса тӑма пултаратпӑр, ҫавӑнпа та кӗлӗ туса пирӗн святой сывлӑш ыйтмалла (Лука 11:9—13).
4. Сӑваплӑ ӗҫри хастарлӑх мӗнле ӑнӑҫусем парать, анчах та хастар пулнӑ май мӗне шута илмелле?
4 Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗнче ҫунса тӑни час-часах пӗрле ӗненекенсене те сӑваплӑ ӗҫре хастартарах пулма пулӑшать (2 Кор. 9:2). Ҫынсем эпир ырӑ хыпара хавхалануллӑн тата ӗнентерӳллӗн каланине курса эпир калакан хыпара кӑмӑлпах итлӗҫ. Анчах та хастар пулнӑ май пирӗн сӑпайлӑхпа йӑвашлӑх пирки манса каймалла мар (Тит 3:2). Ҫынсен тивӗҫлӗхне тата суйласа илес ирӗклӗхне пирӗн яланах хисеплемелле.
5. Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ мӗнле канаша пирӗн тытса пымалла?
5 Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисем пулнӑ май сӑваплӑ ӗҫре пирӗн яланах ҫунса тӑмалла. Айтӑр, хамӑр тӗллӗн Библи вӗренсе тата Иеговӑна, хӑйӗн святой сывлӑшне — ӗҫ тӑвакан хӑватлӑ вӑйне — парса тӑракана, чун-чӗререн кӗлӗ туса сӑваплӑ ӗҫре хамӑрӑн хастарлӑха ӳстерер. Ҫапла майпа эпир сӑваплӑ ӗҫе святой сывлӑшпа тата ҫирӗп ӗненсе хастаррӑн туса тӑма пултаратпӑр (1 Фес. 1:5).