Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 9/15 3—8 с.
  • Иегова астутарнисем тӗрӗс

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова астутарнисем тӗрӗс
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТУРӐ АСТУТАРНИСЕМ ҪИНЕ ИЗРАИЛЬ МӖНЛЕ ПӐХНӐ
  • ТУРРА ПӐХӐНӐР ТА ПУРӐНӐР
  • АСТУТАРНИСЕМ МАЛТАНХИ ХРИСТИАНСЕНЕ ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛМА ПУЛӐШНӐ
  • МАЛАЛЛА ТА ИЕГОВӐНА ШАНСА ТӐРӐР
  • Иегова астутарнисем сирӗн чӗрене савӑнтарччӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Хам мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп-и?
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
  • Конгреспа ҫыхӑннӑ аса илтерӳсем
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 9/15 3—8 с.

Иегова астутарнисем тӗрӗс

«Ҫӳлхуҫа пӗлтерни [«астутарнисем», ҪТ] тӗрӗс — айваннисене ӑс кӗртет [«кӗртеҫҫӗ», ҪТ]» (ПС. 18:8).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова пире Сӑваплӑ Ҫыру урлӑ мӗнле йышши астутарнисем парать?

  • Иегова астутарнисем паян христиансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Иегова астутарнисене шанма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?

1. Хамӑр тӗлпулусенче эпир час-часах мӗнле темӑсене вӗренетпӗр тата вӗсене ҫине-ҫинех тӗпчени пире мӗнле усӑ парать?

ВӖРЕНМЕЛЛИ статьяна хатӗрленнӗ чухне сирӗн ҫакӑн пек шухӑшлани пулнӑ пулӗ: «Ҫак темӑна эпир унччен пӑхса тухнӑ марччӗ-и-ха?» Эсир пӗр вӑхӑт хушши христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳретӗр пулсан, хӑш-пӗр темӑсене ҫине-ҫинех сӳтсе явнине асӑрханӑ пулӗ. Эпир Турӑ Патшалӑхӗ, тӳлесе илни, ырӑ хыпар сарни тата лайӑх енсем, сӑмахран, юратупа ӗненӳ ҫинчен час-часах вӗренетпӗр. Ҫак темӑсене тӑтӑшах тӗпчени пире хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме тата «сӑмаха итлекенсем ҫеҫ» мар, «ҫав сӑмаха пурнӑҫлакансем» пулма та пулӑшать (Иак. 1:22, ҪХ).

2. а) Турӑ астутарнисем час-часах мӗне пӗлтереҫҫӗ? ӑ) Турӑ саккунӗсем ҫынсеннинчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

2 Еврей чӗлхинчен «астутарни» тесе куҫарнӑ япала ячӗ час-часах Турӑ хӑйӗн халӑхне паракан саккунсене, ӳкӗтсене тата йӗркесене пӗлтерет. Иеговӑн саккунӗсем ҫынсен саккунӗсенчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫынсен саккунӗсенче ҫитменлӗхсем пур тата вӗсене пӗр вӗҫӗмсӗр улӑштарса тӑмалла. Туррӑн саккунӗсенче вара пӗр кӑлтӑк та ҫук, вӗсене пурнӑҫласа тӑни пире яланах усӑ парса тӑнине эпир шанма пултаратпӑр. Чӑнах та, Турӑ ӗлӗк панӑ хӑш-пӗр саккунсене унӑн халӑхӗ паян тытса тӑмасть, анчах та ҫакӑ ҫав саккунсенче темскер тӗрӗс марри пуррине пӗлтермест. Псалом юрлакан каланӑ: «Эсӗ пӗлтерни-уҫса пани [«астутарнисем», ҪТ] — ӗмӗрлӗхе тӗрӗс» (Пс. 118:144).

3, 4. а) Иегова астутарнисем шутне мӗн кӗме пултарать? ӑ) Израильсем вӗсене тимленӗ пулсан мӗн илнӗ пулӗччӗҫ?

3 Иегова астутарнисенче асӑрхаттарса калани те пуррине эсир, тен, асӑрханӑ пулӗ. Израиль халӑхне Туррӑн пророкӗсем урлӑ асӑрхаттарсах тӑнӑ. Сӑмахран, израильсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн кӑшт маларах Моисей вӗсене асӑрхаттарса каланӑ: «Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр; унсӑрӑн сире ҫилленнипе Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тулса ҫитӗ» (Сак. аст. 11:16, 17). Турӑ хӑйӗн халӑхне нумай астутарса тӑнине, ҫакӑ вара вӗсене усӑ панине кӑтартса парать Библи.

4 Чылай чухне Иегова израильсене хӑйӗнчен хӑрама, хӑйӗн сассине итлеме тата хӑйӗн ятне сӑваплӑ тума хавхалантарнӑ (Сак. аст. 4:29—31; 5:28, 29). Ҫакӑн пек астутарнисене тимленӗ пулсан вӗсем, паллах, нумай пиллӗх илнӗ пулӗччӗҫ (Лев. 26:3—6; Сак. аст. 28:1—4).

ТУРӐ АСТУТАРНИСЕМ ҪИНЕ ИЗРАИЛЬ МӖНЛЕ ПӐХНӐ

5. Мӗншӗн Иегова Езекия патша майлӑ ҫапӑҫнӑ?

5 Израилӗн пӑлхануллӑ историйӗнче Турӑ хӑйӗн сӑмахне яланах пурнӑҫласа тӑнӑ. Сӑмахран, Ассири патши Сеннахирим Иудӑна тапӑнса кӗрсен тата Езекияна патшаран сирпӗтме тӑрсан, Иегова хӑйӗн халӑхне пулӑшма ангела янӑ. Пӗр каҫрах Туррӑн ангелӗ Ассири ҫарӗнчи «мӗнпур паттӑра... тӗп тунӑ», ҫавӑнпа Сеннахиримӑн хӑйӗн килне намӑс курса таврӑнма тивнӗ (2 Ҫулс. 32:21; 4 Патш. 19:35). Мӗншӗн Турӑ Езекия патша майлӑ ҫапӑҫнӑ? Мӗншӗн тесен Езекия «Ҫӳлхуҫа ҫумне ҫыпӑҫӑннӑ, Унран хӑпман, Унӑн ӳкӗчӗсене... ҫирӗп тытса пурӑннӑ» (4 Патш. 18:1, 5, 6).

6. Иосия патша Иеговӑна шаннине мӗнле кӑтартнӑ?

6 Иеговӑн ӳкӗчӗсене тытса пурӑннӑ тепӗр ҫын вӑл — Иосия патша. Вӑл ачаранах, сакӑр ҫултан, «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ... сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнман» (2 Ҫулс. 34:1, 2). Иосия Иеговӑна шаннине ҫӗре йӗрӗхсенчен тасатнипе тата тӗрӗс пуҫҫапассине ҫӗнӗрен йӗркелесе янипе кӑтартнӑ. Иосия ҫак ӗҫсене тунине пула вӑл хӑй те, пӗтӗм халӑх та пиллӗхсем илнӗ. (2 Ҫулсеренхи 34:31—33 вуласа пар.)

7. Израиль Иегова астутарнисене ним вырӑнне те хуман чухне вӗсен мӗн курма тивнӗ?

7 Шел пулин те, Турӑ халӑхӗ Иегова астутарнисене яланах шанса тӑман. Ӗмӗрсем хушшинче израильсем Турра пӗрре итленӗ, тепре итлемен. Вӗсен ӗненӗвӗ хавшама пуҫласан, вӗсем час-часах, Павел апостол калашле, «ҫилпе хумханнӑ пек тӗрлӗ вӗрентӳ хыҫҫӑн» ҫӳренӗ (Эф. 4:13, 14). Малтанах каласа хунӑ пекех, вӗсем Турӑ астутарнисене шанманнине пула хӗн курнӑ (Лев. 26:23—25; Иер. 5:23—25).

8. Израиль тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

8 Израиль тӗслӗхӗ пире хӑш енчен усӑллӑ? Туррӑн хальхи ӗҫлекенӗсене, израильсем пекех, канаш параҫҫӗ, ӑса вӗрентеҫҫӗ (2 Петр 1:12). Библи пире, ӑна вуланӑ чухне кашнинче Турӑ ӳкӗчӗсем ҫинчен астутарса тӑрать. Суйласа илме ирӗк пуртан эпир е Иегова мӗн тума хушнине итлеме, е хамӑра тӗрӗс пек туйӑнаканнине тума пултаратпӑр (Ытар. 14:12). Айтӑр халӗ Иегова астутарнисене мӗншӗн тимлеме кирлине тата ҫавна туни пире мӗнле усӑ панине пӑхса тухар.

ТУРРА ПӐХӐНӐР ТА ПУРӐНӐР

9. Израильсем пушхирте пулнӑ чухне Иегова вӗсене хӑй пулӑшса тӑрасси ҫинчен мӗнле шантарнӑ?

9 Израильсем «аслӑ та хӑрушӑ пушхир» урлӑ кайма — 40 ҫула тӑсӑлнӑ ҫулҫӳреве — тухсан, Иегова вӗсене хӑй мӗнле ертсе пырасси, хӳтӗлесси тата вӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшасси ҫинчен малтанах тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнлантарса паман. Ҫапах та вӗсем ӑна тата унӑн ӳкӗчӗсене шанма пултарнине вӑл вӗсене пӗрре анчах мар кӑтартнӑ. Израильсене кӑнтӑрла пӗлӗт юпа, ҫӗрле вут юпа урлӑ ертсе пынипе Иегова вӗсене ҫав йывӑр ҫулҫӳревре хӑй пулӑшса тӑни ҫинчен астутарса тӑнӑ (Сак. аст. 1:19; Тух. 40:36—38). Вӑл вӗсене мӗн кирлипе те тивӗҫтернӗ. «Вӗсен тумтирӗ те ҫӗтӗлмен, ури те шӑйрӑлман». Тӗрӗссипе каласан, «вӗсем ҫитменлӗх мӗнне пӗлмен» (Неем. 9:19—21).

10. Иегова хӑйӗн халӑхне хальхи вӑхӑтра мӗнле ертсе пырать?

10 Туррӑн хальхи ӗҫлекенӗсем кӗҫех тӳрӗлӗхлӗ ҫӗнӗ тӗнчене кӗрӗҫ. Иегова пире ҫывхарса килекен «хӑрушла асап вӑхӑтне» пурӑнса ирттерме мӗн кирлине пурне те парасса шанатпӑр-и эпир? (Матф. 24:21, 22; Пс. 118:40, 41.) Паллах ӗнтӗ, Иегова пире ҫӗнӗ тӗнчене ертсе каяс тесе пӗлӗт юпапа та, вут юпапа та усӑ курмасть. Анчах та хӑйӗн организаци урлӑ вӑл пире сыхӑ тӑма пулӑшать. Сӑмахран, пире Библи вуланипе, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа ирттернипе, ҫавӑн пекех пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳренипе тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннипе Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме ҫине-ҫинех ӳкӗтлеҫҫӗ. Ҫак хушусене туса тӑрас тесе эпир хамӑр пурнӑҫра улшӑнусем турӑмӑр-и? Ҫак ӗҫсене туни пире хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшать, ҫавӑн пек ӗненӳ вара пире ҫӗнӗ тӗнчене кӗме кирлӗ.

11. Турӑ пирӗн сывлӑхшӑн тӑрӑшнине тата пире телейлӗ тӑвасшӑн пулнине мӗнле майсемпе кӑтартса парать?

11 Туррӑн организацийӗ пире кулленхи пурнӑҫра тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшакан канашсем те парса тӑрать. Сӑмахран, пӑшӑрханусем сахалрах пулччӑр тесе пире пурлӑхпа укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхма тата ансат пурнӑҫпа пурӑнма хавхалантараҫҫӗ. Тумтирпе вӑйӑ-кулӑ суйласа илес, шкул хыҫҫӑн мӗнле пӗлӳ илес тӗлӗшрен панӑ канашсем те пирӗншӗн усӑллӑ пулчӗҫ. Кил-ҫуртра, автомобильре, Патшалӑх залӗсенче суранланассинчен сыхланма тата кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан инкексене хатӗрленме пулӑшас тесе астутарса каланисем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫак канашсем пурте Турӑ пирӗн сывлӑхшӑн тӑрӑшнине тата пире телейлӗ тӑвасшӑн пулнине кӑтартса параҫҫӗ.

АСТУТАРНИСЕМ МАЛТАНХИ ХРИСТИАНСЕНЕ ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛМА ПУЛӐШНӐ

12. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн ҫинчен пӗрре анчах мар каланӑ? ӑ) Кӗҫӗне хунине кӑтартакан мӗнле ӗҫе Петр питӗ лайӑх астуса юлнӑ тата ҫав ӗҫ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?

12 Пӗрремӗш ӗмӗрте Турӑ халӑхне ҫине-ҫинех астутарса тӑнӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗҫӗне хума кирли ҫинчен пӗрре анчах мар каланӑ. Анчах та кӗҫӗне хурасси мӗн иккенне ӑнлантарса панисӗр пуҫне вӑл ҫавна мӗнле тумаллине те кӑтартнӑ. Ҫӗр ҫинчи юлашки кунӗнче Иисус апостолӗсене Пасха уявлама пӗрле пуҫтарнӑ. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче Иисус тӑнӑ та вӗсен урисене ҫуса янӑ. Ҫак ӗҫе ялан тенӗ пекех тарҫӑ туса тӑнӑ (Иоанн 13:1—17). Иисус ҫав каҫ мӗн тунине апостолсем питӗ лайӑх астуса юлнӑ. Пӗр 30 ҫул иртсен ҫав каҫхи апатра пулнӑ Петр апостол христиансене кӗҫӗне хурасси тӗлӗшӗнчен канаш панӑ (1 Петр 5:5). Иисусӑн тӗслӗхӗ пире пурне те пӗр-пӗрин умӗнче хамӑра кӗҫӗне хума хавхалантармалла (Флп. 2:5—8).

13. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле лайӑх ен питӗ кирлӗ тесе вӗрентнӗ?

13 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хытӑ ӗненмелли ҫинчен те час-часах каланӑ. Пӗррехинче вӗренекенӗсем арҫын ачаран демона хӑваласа кӑларма пултарайман, вара вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Эпир мӗншӗн хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна?» Иисус хуравланӑ: «Хӑвӑр сахал ӗненнӗ пирки; чӑн калатӑп сире: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та... эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ» (Матф. 17:14—20). Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне туса тӑнӑ чухне хӑйӗн вӗренекенӗсене ӗненӳ питӗ кирлӗ лайӑх ен тесе вӗрентсех тӑнӑ. (Матфей 21:18—22 вуласа пар.) Хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетес тесе эпир конгрессене, христиансен тӗлпулӑвӗсене пурне те ҫӳретпӗр-и? Ҫаксем вӗсем пирӗншӗн савӑнӑҫлӑ тӗлпулусем ҫеҫ мар, вӗсем пире Иеговӑна шаннине кӑтартма май параҫҫӗ.

14. Мӗншӗн пирӗн паян Христос юратнӑ пек юратма вӗренмелле?

14 Христианла Грек Ҫырӑвӗнче пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тесе астутарнисем нумай. «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» текен ӳкӗт вӑл чи аслӑ ӳкӗтсенчен иккӗмӗшӗ тенӗ Иисус (Матф. 22:39). Иисусӑн шӑллӗ Иаков та юрату пирки «патшалла саккун» тенӗ (Иак. 2:8, ҪХ). Иоанн апостол вара ҫапла ҫырнӑ: «Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпӗ мӗн ҫырни сирӗншӗн ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, авалхи ӳкӗтех, ӑна сире малтанах панӑ» (1 Иоанн 2:7, 8). Иоанн «авалхи ӳкӗт» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл юратмалла тесе каласшӑн пулнӑ. Ҫавӑ «авалхи ӳкӗт» пулнӑ, мӗншӗн тесен ӑна Иисус «малтанах», вун-вун ҫул маларах, панӑ. Анчах та ҫав ӳкӗт пирки «ҫӗнӗ» тесе те каланӑ, мӗншӗн тесен вӗренекенӗсен каярахпа ҫӗнӗ лару-тӑрура пурнӑҫне шеллемесӗр юратмалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та эпир, Христосӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май, ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ эгоизмран, ҫывӑх ҫынна юратма пӑрахтарма пултаракан эгоизмран, сыхланма асӑрхаттарса каланисене хакламастпӑр-и?

15. Ҫӗр ҫине Иисус мӗнле тӗп тӗллевпе килнӗ?

15 Иисус ҫынсемшӗн чӑннипех тӑрӑшнӑ. Ҫакна вӑл чирлисене сыватнипе тата вилнисене чӗртсе тӑратнипе кӑтартнӑ. Анчах та Иисус ҫӗр ҫине ҫынсене сиплеме кӑна килмен. Вӑл ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳрени тата вӗрентни ҫынсен пурнӑҫӗ ҫине питӗ пысӑк витӗм кӳнӗ. Мӗнле майпа? Сӑмахран, Иисус пӗрремӗш ӗмӗрте сыватнӑ тата вилӗмрен чӗртнӗ ҫынсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн ватӑлса вилнине эпир пӗлетпӗр. Анчах та вӑл пӗлтерсе ҫӳренӗ хыпара йышӑннисен вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалли май уҫӑлнӑ (Иоанн 11:25, 26).

16. Патшалӑх хыпарне сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ паян мӗн таран сарӑлнӑ?

16 Иисус пӗрремӗш ӗмӗрте пуҫланӑ ырӑ хыпар сарас ӗҫ хальхи вӑхӑтра тата анлӑрах сарӑлнӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хушнӑ: «Кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр» (Матф. 28:19, ҪТ). Вӗсем ҫакна тунӑ, эпир те ҫавнах тӑватпӑр тесе калама пултаратпӑр! Ҫичӗ миллион ытла Иегова Свидетелӗ 230 ҫӗршывра тата территорисенче хастаррӑн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳрет, миллион-миллион ҫынпа Библи вӗренет. Ҫак ырӑ хыпар сарас ӗҫ эпир юлашки кунсенче пурӑннине кӑтартать.

МАЛАЛЛА ТА ИЕГОВӐНА ШАНСА ТӐРӐР

17. Пӗрремӗш ӗмӗрте Павелпа Петр христиансене мӗнле канаш панӑ?

17 Паллах ӗнтӗ, астутарнисем пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшнӑ. Сӑмахран, Павел Римра тӗрмере ларнӑ чухне Тимофее каланӑ: «Ху манран мӗн илтнине тӗрӗс вӗрентӗвӗн тӗслӗхӗ вырӑнне хур» (2 Тим. 1:13). Ҫак сӑмахсем Тимофее ҫав тери хавхалантарнӑ пулас. Ҫавӑн пекех Петр апостол христиансене ҫак лайӑх енсене, сӑмахран, тӳсӗмлӗхе, тӑвана юратнине тата чарулӑха аталантарма хавхалантарнӑ хыҫҫӑн ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире,— ҫакна пӗлетӗр пулсан та, хӑвӑр патӑра ҫитнӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр пулсан та,— ҫавӑн ҫинчен астутарса тӑма нихӑҫан та чарӑнмӑп» (2 Петр 1:5—8, 12).

18. Астутарнисем ҫине пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем мӗнле пӑхнӑ?

18 Хӑйсен ҫырӑвӗсенче Павелпа Петр пухусем патне «сӑваплӑ пророксем авалах каланӑ сӑмахсене» ҫырнӑ (2 Петр 3:2, ҪХ). Пӗрремӗш ӗмӗрти пирӗн тӑвансем ҫавӑн пек ӳкӗтлесе каланӑшӑн ҫилленнӗ-и? Ҫук, вӗт ҫакӑ Туррӑн юратӑвне кӑтартса тӑнӑ, ҫак юрату вара вӗсене малалла та «Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пы[ма], Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех» пыма пулӑшнӑ (2 Петр 3:18, ҪХ).

19, 20. Мӗншӗн пирӗн Иегова астутарнисене шанмалла тата мӗншӗн ҫакӑ пире усӑ кӳрет?

19 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ Сӑмахӗ, Библи, урлӑ астутарса каланисене шанма пирӗн паян нумай сӑлтав пур. (Иисус Навин 23:14 вуласа пар.) Унӑн страницисенче эпир Турӑ пин-пин ҫул хушши ҫитменлӗхлӗ ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытни ҫинчен вулатпӑр. Ҫакна пире усӑ кӳрес тесе ҫырнӑ (Рим 15:4; 1 Кор. 10:11). Эпир Библире пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнине те куратпӑр. Пророкла каланисене маларах астутарса хунипе танлаштарма пулать. Сӑмахран, миллион-миллион ҫын Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапма тытӑннӑ, «юлашки кунсем» ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсенче шӑп ҫапла пулмалла тесе каланӑ та (Ис. 2:2, 3). Тӗнчери лару-тӑру япӑхлансах пыни те Библире пророкла калани пурнӑҫланса пынине кӑтартать. Хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тӑни те Иисусӑн сӑмахӗсем тӗп-тӗрӗс пурнӑҫланнине кӑтартса тӑрать тесе маларах каланӑччӗ ӗнтӗ (Матф. 24:14).

20 Ӗмӗрсем хушшинче Пултаракан тунӑ ӗҫсем вӑл пирӗн шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Эпир ӑна шанатпӑр-и? Розэллен ятлӑ хӗрарӑм тӑван калать: «Иеговӑна пӗтӗмпех шанма тытӑнсан, эпӗ Турӑ хӑйӗн юратакан аллипе мана мӗнле пулӑшса, тӗреклетсе тӑнине лайӑхрах курма пуҫларӑм». Айтӑр Иегова астутарнисене тимлер те пиллӗхсем илсе тӑрар.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр