Иегова астутарнисем сирӗн чӗрене савӑнтарччӑр
«Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине [«астутарнисене», ҪТ] эпӗ еткер йышӑннӑ пек ӗмӗрлӗхе йышӑнтӑм» (ПС. 118:111).
1. а) Ҫынсем астутарнисем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ тата мӗншӗн? ӑ) Мӑнкӑмӑллӑ ҫын канаш ҫине мӗнле пӑхать?
ҪЫНСЕМ хӑйсене кун пек е ун пек тума хушни ҫине тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Сӑмахран, влаҫра тӑракан ҫын астутарнисене пӗр хирӗҫлемесӗр йышӑнма, ҫав вӑхӑтрах пӗртанлисем е пӑхӑнса тӑраканнисем панӑ канаша тӳрех сирсе яма пултараҫҫӗ. Ӑса вӗрентнипе канаш ҫине те тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ: пӗрисем хурланаҫҫӗ, кӳренеҫҫӗ тата намӑсланаҫҫӗ, теприсем вара ӗҫ тума хавхаланаҫҫӗ, лайӑхланса пырасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ҫынсем хӑйсене ҫавӑн пек тӗрлӗрен тытаҫҫӗ? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — мӑнкӑмӑллӑх. Мӑнкӑмӑллӑ ҫынна канаш парсан, ку манпа ҫыхӑнман тесе шутлать, ҫавӑнпа вӑл ҫав канаша сирсе ярать те хӑйне ӑс панинчен усӑ илеймест (Ытар. 16:18).
2. Мӗншӗн чӑн христиансем Турӑ Сӑмахӗнчен панӑ канаша хаклаҫҫӗ?
2 Анчах та христиансем усӑллӑ канаша, уйрӑмах ӑна Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх панӑ пулсан, хаклаҫҫӗ. Иегова астутарнисем пире хамӑра тӗрӗс мар тытни мӗнле хӑрушлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарнине курма пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем пире сиен кӳрекен ӗҫсенчен: укҫа-тенкӗпе пурлӑхшӑн ҫунассинчен, аскӑн ӗҫрен, наркотиксемпе тата ӗҫкӗпе иртӗхессинчен сыхланма пулӑшаҫҫӗ (Ытар. 20:1; 2 Кор. 7:1; 1 Фес. 4:3—5; 1 Тим. 6:6—11). Унсӑр пуҫне Турӑ астутарнисене тимленӗрен эпир «чӗререн хавасланатпӑр» (Ис. 65:14).
3. Пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла?
3 Ҫӳлти Аттепе хамӑр хушӑмӑрти хаклӑ хутшӑнусене упраса хӑварас тесен Иеговӑн ӑслӑ астутарнисене пирӗн малашне те пурнӑҫра тытса тӑмалла. Пирӗн шухӑш-кӑмӑл псалом юрлаканӑнни пекех пулмалла. Вӑл ҫырнӑ: «Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине [«астутарнисене», ҪТ] эпӗ еткер йышӑннӑ пек ӗмӗрлӗхе йышӑнтӑм: вӗсем манӑн чӗреме савӑнтараҫҫӗ»! (Пс. 118:111.) Иеговӑн ӳкӗчӗсем пире те ҫавӑн пекех савӑнтараҫҫӗ-и е вӗсем пирӗншӗн хӑш-пӗр чухне йывӑр ҫӗклем пек туйӑнаҫҫӗ-и? Хамӑра панӑ канаш пире хутран-ситрен тарӑхтарсан та пирӗн хуйха ӳкмелле мар. Туррӑн нимпе танлаштарайми ӑслӑлӑхне хытӑ шанма эпир вӗренсе ҫитме пултаратпӑр. Ҫакна мӗнле тумаллине кӑтартакан виҫӗ мая пӑхса тухар.
КӖЛӖ УРЛӐ ТУРРА ХЫТӐРАХ ШАНМА ВӖРЕНӖР
4. Давидӑн пурнӑҫӗнче мӗн нихӑҫан та улшӑнман?
4 Давид патша пурнӑҫӗнче лайӑх вӑхӑтсем те, йывӑр самантсем те пулнӑ, анчах та пӗр япала унӑн нихӑҫан та улшӑнман. Вӑл хӑйне Пултаракана пӗтӗмпех шанса тӑнӑ. Давид каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, чунӑмпа Сан патналла ҫӗкленетӗп. Эй Турӑҫӑм! Сана шанатӑп» (Пс. 24:1, 2). Хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне ҫавӑн пек шанма Давид мӗнле вӗреннӗ?
5, 6. Давидпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланӑ?
5 Нумай ҫын хӑйсене йывӑр килнӗ чухне кӑна Турра кӗлтӑвать. Сӑмахран, хӑйне укҫа е пулӑшу кирлӗ чухне кӑна сире аса илекен тус е хурӑнташ ҫинчен эсир мӗн шутланӑ пулӑттӑр? Тен, эсир вӑл чӑннипех сире юратни пирки иккӗленме пуҫлатӑр. Давид пӗртте ун пек пулман. Давид пурнӑҫӗнче — лайӑх вӑхӑтра та, йывӑр вӑхӑтра та — унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусенче Турра ӗненни тата ӑна юратни палӑрса тӑнӑ (Пс. 39:9).
6 Давид мӗнле сӑмахсемпе Иеговӑна мухтаса тав тунине асӑрхӑр-ха: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр! Санӑн яту пӗтӗм ҫӗр ҫинче епле аслӑ! Санӑн мухтавлӑху тӳперен те ҫӳллӗ!» (Пс. 8:2.) Ҫак сӑмахсем Давидӑн хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗпе питӗ ҫывӑх хутшӑнусем пулнине кӑтартса памаҫҫӗ-и? Туррӑн чаплӑлӑхӗпе аслӑлӑхӗ Давида тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ, ҫавӑнпа ӑна Иеговӑна «куллен-кун» мухтама хавхалантарнӑ пулнӑ (Пс. 34:28).
7. Кӗлтуса Турӑпа ҫывӑхланни пире мӗнле усӑ парать?
7 Давид пекех, пирӗн те Иеговӑна ҫирӗп шанма вӗренес тесен унпа яланах калаҫмалла. Библире каланӑ: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иак. 4:8). Кӗлтуса Турӑпа ҫывӑхланни — вӑл та святой сывлӑш илмелли тӗп майсенчен пӗри. (1 Иоанн 3:22 вуласа пар.)
8. Мӗншӗн кӗлтунӑ чухне пӗрпек сӑмахсем калама пӑрахас тесе тӑрӑшмалла?
8 Кӗлтунӑ чухне сирӗн пӗрпек сӑмахсем е сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем калас йӑла пур-и? Ку ҫапла пулсан, кӗлтӑвас умӗн мӗн каласси пирки темиҫе минут шухӑшласа пӑхӑр. Тӗслӗхрен, эпир туспа е хурӑнташпа калаҫнӑ чухне кашнинче пӗрпек сӑмахсенех калатпӑр пулсан, ҫакӑ унӑн кӑмӑлне кайнӑ пулӗччӗ-и? Тен, вӑл пире тек итлесшӗн те пулмӗ. Паллах ӗнтӗ, Иегова нихӑҫан та хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен чӗререн каланӑ кӗллисене сирсе ямӗ. Ҫапах та Турра кӗлтунӑ чухне пӗрпек сӑмахсем калама пӑрахас тесе тӑрӑшни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.
9, 10. а) Хамӑр кӗлӗсенче мӗн-мӗн ҫинчен калама пултаратпӑр? ӑ) Турра чун-чӗререн кӗлтума пире мӗн пулӑшма пултарать?
9 Эпир Турӑпа ҫывӑхланасшӑн пулсан, пирӗн ячӗшӗн кӑна кӗлтумалла мар. Хамӑрӑн тарӑн шухӑшсемпе туйӑмсене Иеговӑна мӗн чухлӗ ытларах уҫса паратпӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах эпир ӑна шанма пуҫлатпӑр. Анчах та пирӗн мӗн ҫинчен кӗлтумалла-ха? Турӑ Сӑмахӗ хуравлать: «Кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр» (Флп. 4:6). Тӗрӗссипе каласан, хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине е хамӑр пурнӑҫ ҫине мӗн витӗм кӳрсе тӑрать, ҫавсем пирки кӗлӗре калани вырӑнлӑ.
10 Библире ҫырса панӑ шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем каланӑ кӗлӗсем ҫинчен шухӑшланипе эпир ыррине нумай вӗренме пултаратпӑр (1 Патш. 1:10, 11; Ап. ӗҫ. 4:24—31). Псаломсенче Иеговӑна чун-чӗререн каланӑ кӗлӗсем тата ӑна мухтакан юрӑсем нумай. Вӗсенче ҫыннӑн пур туйӑмне те кӑтартнӑ — хытӑ хуйхӑрнинчен пуҫласа пысӑк савӑнӑҫ таранах. Турра чунтан парӑннӑ ҫынсен кӗлӗре каланӑ сӑмахӗсене тӗпчени пире хамӑр кӗлӗсене тарӑн шухӑшлӑ тума пулӑшӗ.
ТУРӐ АСТУТАРНИСЕМ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР
11. Мӗншӗн Турӑ панӑ канаш ҫинчен пирӗн шухӑшламалла?
11 Давид каланӑ: «Ҫӳлхуҫа пӗлтерни [«астутарнисем», ҪТ] тӗрӗс — айваннисене ӑс кӗртет [«кӗртеҫҫӗ», ҪТ]» (Пс. 18:8). Эпир айван, е опытлӑ мар, пулсан та Туррӑн ӳкӗчӗсене итлесен ӑслӑ пулса тӑма пултаратпӑр. Анчах та Библири хӑш-пӗр канашсем пире ытларах усӑ паччӑр тесен пирӗн вӗсем ҫинчен шухӑшламалла. Сӑмахран, Библири принципсем ҫинчен шухӑшлани пире шкулта е ӗҫре мӗн те пулин тӗрӗс маррине тума илӗртнӗ чухне шанчӑклӑ тӑрса юлма, юнпа тата христианла нейтралитетпа ҫыхӑннӑ Туррӑн саккунӗсене пӑхӑнса тӑма тата Библи принципӗсем тӑрӑх тумтир суйласа илме пулӑшать. Ҫак ыйтусенче эпир Турӑ мӗн шухӑшланине шута илетпӗр пулсан, ҫакӑ пире хӑҫан йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултарнине курма пулӑшӗ. Унтан хамӑр чӗрере ҫавӑн пек лару-тӑрура мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа хума пултаратпӑр. Ҫакӑн пек малтанах шутласа хуни тата хатӗрленни пире нумай асапран хӑтарма пултарать (Ытар. 15:28).
12. Мӗн ҫинчен шухӑшлани пире Турӑ астутарнисене упраса пурӑнма пулӑшӗ?
12 Турӑ сӑмах пани пурнӑҫланассине кӗтнӗ май эпир халӗ те вӗсене ҫирӗп ӗненнине тата Туррӑн ирӗкӗ хамӑр пурнӑҫра чи кирли пулнине кӑтартатпӑр-и? Сӑмахран, эпир Аслӑ Вавилон кӗҫех пӗтессине чӑнах та ӗненетпӗр-и? Пулас пиллӗхсем, ҫав шутрах ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси те, чӑнах та пулаҫҫӗ тесе вӗсем ҫинчен пӗрремӗш хут пӗлнӗ чухнехи пекех шанатпӑр-и? Эпир сӑваплӑ ӗҫре халӗ те хастарлӑ-и е пирӗншӗн хамӑр ӗҫсене тӑвасси кирлӗрех-и? Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк, Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси тата унӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси пирӗншӗн унчченхи пекех пысӑк пӗлтерӗшлӗ-и? Ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшлани пире Турӑ «пӗлтернине-уҫса панине [«астутарнисене», ҪТ]... ӗмӗрлӗхе» упраса пурӑнма пулӑшӗ (Пс. 118:111).
13. Мӗншӗн пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене Иисусӑн хӑш-пӗр сӑмахӗсене ӑнланма йывӑр пулнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.
13 Тен, Библири хӑш-пӗр вырӑнсене эпир пӗтӗмпех ӑнланмастпӑр, мӗншӗн тесен вӗсене уҫса пама Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑт хальлӗхе ҫитмен-ха. Иисус апостолӗсене хӑй асап курасси тата вилесси пирки пӗрре ҫеҫ мар каланӑ. (Матфей 12:40; 16:21 вуласа пар.) Анчах та апостолсем унӑн сӑмахӗсене ӑнланман. Вӗренекенӗсем унӑн сӑмахӗсене вӑл вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ, этем кӗлеткипе вӗсене курӑнса «Ҫырӑва ӑнланмашкӑн вӗсене ӑстӑн панӑ» хыҫҫӑн ҫеҫ ӑнланнӑ (Лука 24:44—46; Ап. ӗҫ. 1:3). Ҫавӑн пекех пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Христос хыҫҫӑн пыракансем ҫине святой сывлӑш аниччен вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ пӗлӗтре пулассине ӑнланман (Ап. ӗҫ. 1:6—8).
14. ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тӑвансенчен нумайӑшӗ, юлашки кунсем ҫинчен калакан пророкла сӑмахсене ӑнланман пулин те, мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?
14 Ҫавӑн пекех ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче те чӑн христиансен «юлашки кунсенче» мӗн-мӗн пулса иртесси пирки нумай йӑнӑш шухӑш пулнӑ (2 Тим. 3:1). Тӗслӗхрен, хӑшӗ-пӗрисем 1914-мӗш ҫулта пӗлӗте каятпӑр тесе шутланӑ. Анчах та вӗсен ӗмӗчӗ пурнӑҫланман, вара вӗсем Ҫырӑва малалла тӗпченӗ те ырӑ хыпар сарас пысӑк ӗҫе пуринчен малтан тума кирлине ӑнланса илнӗ (Марк 13:10). Ҫавӑнпа та 1922-мӗш ҫулта Сидар-Пойнтра (АПШ, Огайо штат) пӗтӗм тӗнчери конгреса пуҫтарӑннисене Дж. Ф. Рутерфорд, ун чухне ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыракан, каланӑ: «Акӑ, Патша патшара ларать! Эсир — унӑн хыпарҫисем. Ҫавӑнпа та Патшапа унӑн патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерӗр, пӗлтерӗр, пӗлтерӗр». Ҫав вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех Иеговӑн хальхи ӗҫлекенӗсене «Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе» ҫӳрени тӑрӑх палласа илеҫҫӗ (Матф. 4:23; 24:14).
15. Турӑ хӑйӗн халӑхне сӑмах панине мӗнле пурнӑҫласа тӑни ҫинчен шухӑшлани хӑш енчен усӑллӑ?
15 Иегова хӑйӗн халӑхне мӗн тума сӑмах панине унччен мӗнле пурнӑҫлани тата халӗ мӗнле пурнӑҫа кӗртсе пыни ҫинчен шухӑшлани пире вӑл пуласлӑхра та хӑйӗн ирӗкӗпе тӗллевне пурнӑҫлассине тата хытӑрах шанма май парать. Ҫав вӑхӑтрах Турӑ астутарнисем унӑн хальлӗхе пурнӑҫланман пророкла каланисене асра тытма пулӑшаҫҫӗ. Ҫаксем пурте пире вӑл сӑмах панисене хытӑ ӗненме пулӑшасса шанма пултаратпӑр.
ТУРРА ПУҪҪАПНӐ МАЙ ӐНА ХЫТӐРАХ ШАНМА ВӖРЕНӖР
16. Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче вӑй хуни пире мӗнле пиллӗхсем парать?
16 Пирӗн Турӑ, Иегова,— питӗ хӑватлӑ Турӑ, ӗҫ тӑвакан Турӑ. «Сан пек хӑватли, эй Ҫӳлхуҫамӑм, кам пултӑр?» — ыйтать псалом юрлакан. Унтан вӑл малалла калать: «Санӑн аллу вӑйлӑ, сылтӑм аллу ҫӳлте тӑрать!» (Пс. 88:9, 14.) Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, Иегова эпир унӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче вӑй ҫитнӗ таран пурне те тунине хаклать тата пиллет. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пурте — арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ҫамрӑккисемпе ваттисем — ӗҫсӗр ларманнине, вӗсем «ӗҫлемесӗр ҫӑкӑр» ҫименнине курать (Ытар. 31:27). Эпир хамӑра Пултаракан пек пулма тӑрӑшса теократи ӗҫне пӗр вӗҫӗмсӗр туса тӑратпӑр. Турӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни пире телейлӗ тӑвать, Иегова вара хаваспах пирӗн сӑваплӑ ӗҫе пиллет. (Псалом 61:13 вуласа пар.)
17, 18. Мӗншӗн ӗненӗве кӑтартакан ӗҫсем пире Иеговӑн канашӗсене тата вӑйлӑрах шанма пулӑшаҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.
17 Ӗненӗве кӑтартакан ӗҫсем туни пире Иеговӑна хытӑрах шанма мӗнле пулӑшать? Библире Израиль Пама пулнӑ ҫӗре кӗни ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухар. Иегова священниксене, саккун е килӗшӳ арчине йӑтса пыракансене, Иордан шывне кӗме хушнӑ. Анчах та юханшыв патне ҫитсен, израильсем ҫурхи ҫумӑрсене пула шыв ҫыранран тухнине курнӑ. Вӗсен мӗн тумалла пулнӑ? Ҫыран хӗрринче лагерь лартмалла та шыв чакиччен темиҫе эрне кӗтмелле пулнӑ-и? Ҫук, вӗсем Иеговӑна йӑлтах шаннӑ та вӑл мӗн хушнине тунӑ. Ҫакӑ вара мӗн панӑ? Библи калать: «Священниксем урине шыва чиксессӗнех... шыв тӑпах чарӑннӑ. [...] Халӑх Иерихон тӗлӗнчен каҫса кайнӑ; Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем Иордан варринче типӗ ҫӗрте шанӑҫлӑн тӑнӑ» (Иис. Н. 3:12—17). Кӗрлесе юхакан шыв чарӑнса тӑрсан вӗсем мӗнле савӑнма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Паллах ӗнтӗ, израильсем Иегова мӗн хушнине тунӑран ӑна тата хытӑрах ӗненме пуҫланӑ.
18 Паян Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсем тумасть, анчах та вӑл вӗсен ӗненӗвне кӑтартакан ӗҫсене пиллесех тӑрать. Туррӑн святой сывлӑшӗ вӗсене хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тума — пӗтӗм тӗнчипе Патшалӑх хыпарне пӗлтерсе ҫӳреме — пулӑшать. Иеговӑн чи аслӑ Свидетелӗ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос, хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак питӗ кирлӗ ӗҫре пулӑшса тӑрӑп тесе шантарса ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пур халӑха та вӗрент[ӗр]... Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» (Матф. 28:19, 20). Унччен иккӗленекен е вӑтанакан Свидетельсенчен нумайӑшӗ Туррӑн святой сывлӑшӗ хӑйсене ырӑ хыпар сарнӑ чухне палламан ҫынсемпе калаҫма хӑюлӑх пачӗ тесе каласа парать. (Псалом 118:46; 2 Коринф 4:7 вуласа пар.)
19. Туррӑн ӗҫне тӑвас килнӗ чухлӗ тума пултараймастпӑр пулсан та, эпир мӗне шанма пултаратпӑр?
19 Хӑш-пӗр арҫын тата хӑрарӑм тӑвансем чирлӗ е ватӑ пулнӑран Туррӑн ӗҫне тӑвас килнӗ чухлӗ тума пултараймаҫҫӗ. Ҫапах та вӗсем «хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ» вӗсен кашни лару-тӑрӑвне ӑнланнине шанса тӑма пултараҫҫӗ (2 Кор. 1:3). Вӑл эпир унӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче мӗн тума пултарнине пурне те хаклать. Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ, тӗпрен илсен, эпир Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненнинчен килнине пирӗн пурин те асра тытмалла (Евр. 10:39).
20, 21. Эпир Иеговӑна шаннине мӗнле кӑтартатпӑр?
20 Пирӗн пуҫҫапни шутне хамӑр вӑхӑта, вӑя тата пурлӑха пама пултарнӑ таран парса тӑни кӗрет. Чӑнах та, эпир пӗтӗм чӗререн «Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне» туса тӑрасшӑн (2 Тим. 4:5). Эпир ҫавна савӑнсах тӑвасшӑн, мӗншӗн тесен пирӗн ӗҫ ыттисене «чӑнлӑха пӗлсе» ҫитме пулӑшать (1 Тим. 2:4, ҪХ). Паллах ӗнтӗ, Иеговӑна аслӑлани тата мухтани хамӑрпа ун хушшинчи хутшӑнусене пуянлатать (Ытар. 10:22). Ҫакӑ вара пире, кирек мӗн пулса тухсан та, хамӑра Пултаракана пӗтӗмпех шанма пулӑшать (Рим 8:35—39).
21 Иеговӑна тата вӑл пире мӗн тумаллине кӑтартса тӑрассине шанасси хӑйне хӑех пулса пыманнине, ҫавӑн пек шанас тесен вӑй хума кирлине пӑхса тухрӑмӑр ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та Иеговӑна кӗлтуса шанса тӑрӑр. Вӑл хӑйӗн ирӗкне ӗлӗк мӗнле туса пыни ҫинчен, пуласлӑхра мӗнле пурнӑҫласси ҫинчен шухӑшлӑр. Иеговӑна пуҫҫапнӑ май ӑна хытӑрах шанма вӗренсе пырӑр. Вара Иегова астутарнисем ӗмӗрлӗхех сирӗнпе пулӗҫ!